Персона
![]() smotrim.ru сайтри видеоран илне сӑнӳкерчӗк Ӗнер «Культура» телеканал чӑвашсене тата Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти вак халӑха ҫутта тухма пулӑшнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитни ҫинчен сюжет кӑтартнӑ. Иван Яковлев сумлӑ педагог, ҫыравҫӑ, тӑлмачӑ, хальхи чӑваш алфавитне йӗркелекенӗ тата пӗрремӗш чӑваш шкулне уҫаканӗ пулнӑ. Аслӑ патриархӑмӑр хӑй пурӑннӑ вӑхӑтра 400 ытла шкул уҫса хӑварнӑ. Чӑваш ачисем валли ҫеҫ мар, ытти халӑхсенни валли те. Ҫуралсан виҫӗ кунтан тӑлӑха юлнӑскер ырӑ ҫемьене лекнӗ. Каярах ӑна темле ура хума хӑтланакан та пулнӑ, анчах Иван Яковлевӑн ырӑ ячӗ тата ырӑ ӗҫӗсем упранса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Belcanto» классик-ушкӑн концертне «Культура» портал тӳрӗ эфирта кӑтартнӑ. Коллектива 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче музыка лекторийӗн никӗсне тӗпе хурса йӗркелесе янӑ. Вӑл неоклассика стилӗпе ӗҫлет. «Belcanto» классик-ушкӑн ятпа чи малтанах сцена ҫине Чӑваш Енӗн халӑх артистки Маргарита Финогентова, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Динара Юнисова тата Татьяна Васильева, Хакаси Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кузнецов, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Иван Снигирев тата Юрий Катков тухнӑ. Паян ку ушкӑн хулари сумлӑ мӗнпур мероприятие хутшӑнать. «Бельканто» тенине итальян чӗлхинчен чӑвашла куҫарсан «илемлӗ юрлани» пулать. Ушкӑн академи вокалӗн техникипе юрлать. Ушшкӑнри артистсем тӗрлӗ сасӑпа юрлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() zdorovieinform.ru сайтри сӑн Роспотребнадзор республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа мӗн чухлӗ ҫын эрехпе наркӑмӑшланса вилнине шутланӑ: 49 ҫын. Кӑҫал пӗрремӗш кварталта пӗтӗмпе 357 ҫын наркӑмӑшланнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 237-шӗ – арҫынсем, 120-шӗ – хӗрарӑмсем. 17 ҫул тултарман 19 ача наркӑмӑшланнине палӑртнӑ. 73 ҫын ятарласа вилес тӗллевпе е наркотикпе пуҫа минретес тесе наркӑмӑшланнӑ. 213 ҫын ӑнсӑртран наркӑмӑшланнӑ: ҫав шутра – эрех ӗҫсе, хайсем тӗллӗн сипленсе, препарата йӑнӑшпа ӗҫсе. Эрехпе наркӑмӑшланнӑ 155 ҫынран 49-шӗ, шел те, вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vyksavkurse.ru сайтри сӑн Шупашкар районӗнчи арҫын ачисемшӗн алимент тӳлемен. Халь унӑн куншӑн ҫур ҫул патшалӑха ӗҫлесе татма тивӗ. Унӑн шалӑвӗн 5 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ. Ҫапла йышӑннӑ суд. Арҫын икӗ ачишӗн алимент тӳлесе пыманнипе малтан административлӑ майпа явап тытнӑ. Кайран та вӑл тӳрӗ ҫул ҫине тӑман. Ҫапла унӑн алимент парӑмӗ 1,3 миллион тенкӗ пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Кӗҫех Шупашкарта Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне тата Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ тӑвӗҫ. Ку уявсенче массӑллӑ мероприятисем пыракан вырӑнсенче эрех-сӑра сутма чарӗҫ. Ҫапла йышӑннӑ Шупашкар хула администрацийӗ. Мероприяти пуҫланиччен 2 сехет маларах тата ун хыҫҫӑн 1 сехет эрех-сӑра сутмӗҫ. Массӑллӑ мероприятисем ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 5-мӗшӗнче, 6-мӗшӗнче, 7-мӗшӗнче, 8-мӗшӗнче тата 9-мӗшӗнче иртӗҫ. Аса илтерер: кӑҫал «Вилӗмсӗр полк» пулмӗ. Акци урӑхларах йӗркепе иртӗ: вӑрҫа хутшӑннӑ паттӑрсене потречӗсене машина, чӳрече ҫине ҫирӗплетме сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чулхула облаҫӗнчи Лысково районӗнче пулнӑ аварире 7 ҫын шар курнӑ. Шел те, вӗсенчен виҫҫӗшӗ вилнӗ. Иккӗшӗ – Чӑваш Енри хӗрарӑмпа ача. «Лада» водителӗ тата «Киа» пассажирӗ авари вырӑнӗнчех сывлама пӑрахнӑ. 7 ҫулти арҫын ача вара пульницӑра вилнӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри тепӗр ача тата икӗ арҫын аманнӑ. Вӗсем Чулхулари клиникӑра сипленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() wday.ru сайтри сӑн Кӗҫех «Чӑваш Ен мисне» палӑртӗҫ. Финал ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн культура керменӗнче иртӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр «Чӑваш Ен мисӗ» Анна Будаева пулнӑ. Кайран вӑл «Раҫҫейӗн пӗрремӗш вице Миссӗ» ята ҫӗнсе илнӗ. «Раҫҫей мисӗ» конкурса 1994 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. 1996 ҫулта – Александра Петрова, 2018 ҫулта Юлия Полячихина «Раҫҫей мисӗ» пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() www.1tv.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа Чӑваш чӗлхин кунӗ ҫинчен сюжет кӑтартнӑ. Пирӗн халӑхӑмӑрӑн уявӗ ҫинчен «Доброе утро» кӑларӑмра асӑнса хӑварнӑ. «Чӑваш Ен — ҫӗр пин юрӑпа ҫӗр пин тӗрӗ ҫершывӗ. Кудряшовемпе Абрамовсен ҫемйисенче чӑвашла кашни юрра перекетлӗн упраҫҫӗ, ҫавна май вӗсем 12 ҫул каялла ҫемье ансамблӗ йӗркелесе янӑ. Репетицисене сӗтел хушшинче ларнӑ чух та ирттереҫҫӗ. Коллективра 24 ҫын…» — каласа кӑтартнӑ сюжетра. Чӑвашла Атӑлҫи пӑлхарсем те чӑвашла калаҫнине, пӑлхар ушкӑнӗнчи чӗлхесенчен чӑваш чӗлхи ҫеҫ упранса юлни пирки каласа панӑ. «Ку чӗлхепе паян пӗр миллион ытла ҫын калаҫать. Чӑваш Енре кӑна мар, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Чӗмпӗр, Сарту, Пенза облаҫӗсенче», — пӗлтернӗ сюжетра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫеҫпӗл» ансамблӗ гастроле тухса кайнӑ. Аякках мар-ха, хамӑр республика тӑрӑх. Виҫӗ кунлӑх тур вӑхӑтӗнче артистсем тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Пӗрремӗш кун вӗсем Улатӑр хулинчи Культура ҫурчӗн сцени ҫине тухнӑ. Унта ансамбль «Тӑван халӑх сасси» программӑпа ҫитнӗ. Филармонире палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, концерт артистсен пултарулӑхне яр уҫҫӑн уҫса панипе пӗрлех чӑваш чӗлхин илемлӗ янӑравӗпе киленме май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер республикӑн Наци вулавӑшӗнче «Литературная Чувашия: книга года 2022» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2022 ҫулхи кӗнеке) фестиваль-конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ӑна вулавӑш Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗпе, Чӑваш кӗнеке издательствипе, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе пӗрле ирттернӗ. «Чи лайӑх ӑслӑлӑх кӗнеки» номинацире Геннадий Николаевӑн «Мир волжской деревни во второй половине XIX – начале XX века» кӗнеки ҫӗнтернӗ, тӑван тӑрӑх ҫинчен ҫырнӑ чи лайӑх кӗнеке — Антонина Мордвинован «Будущее не спешило ко мне... Художник Анатолий Миттов», илемлӗ прозӑпа ҫырнисенчен — Георгий Фёдоровӑн «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи», поэзирен — Марина Карягинӑн харӑсах икӗ кӗнеки: «Вӑхӑт тараси» тата «Урӑх ӑру = Другое поколение = A different generation», ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнисенчен — Людмила Смолинан «Шӑпӑрлан» тата Дмитрий Моисеевӑн «Ют пахчари хӑмла ҫырли», чи нумай вуланӑ кӗнеке — Алевтина Дмитриеван «Кая юлнӑ каҫару сӑмахӗ», хитре илемлетнӗ кӗнеке — Наталия Орлова художество редакторӗ пулса хитрелетнӗ «Балерина Надежда Павлова». Вӗренӳ пособийӗсенчен чи лайӑххине палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |