Персона
![]() Красноармейски районӗнчи Тури Чуракасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Владислав Павлова контр-адмирал ятне панӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Вӑл Киеври аслӑ ҫарпа тинӗс политика училищинчен вӗренсе тухсан Лӑпкӑ океан флотӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ. 2013 ҫулта 1 ранг капитанӗн ятне илнӗ. Кайран Ҫурҫӗр флочӗн командующийӗн ҫумӗ пулнӑ, тепӗр 2 ҫултан РФ Ҫар вӑйӗсен командующийӗн ҫарпа политика ӗҫӗ енӗпе ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cultobzor.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ял хуҫалӑх отраслӗнче тӑрӑшакансене сума сунӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче алӑ пуснӑ 70-мӗш номерлӗ хушура вӑл республикӑри тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакансене патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ. «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Муркаш тӑрӑхӗнчи Е. Андреев ячӗллӗ ӑратлӑ заводра ӗҫлекен Владимир Морозова тата Патӑрьел тӑрӑхӗнчи «Исток» агрофирмӑри Мария Яковлевӑна пама йышӑннӑ. Владимир Ильич машинӑпа трактор мастерскойӗн заведующийӗнче тӑрӑшать, Мария Николаевна пӑру пӑхать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра Социаллӑ ӗҫчен кунне уявлаҫҫӗ. Ҫав ятпа Чӑваш Ен Этеперӗ Олег Николаев та саламланӑ. «Эсир пулӑшу кӗтекен ҫынсен чун-чӗрине ӑшӑ сӑмахпа ӑшӑтатӑр тата вӗсемшӗн ырми-канми тӑрӑ-шатӑр. Ырӑ кӑмӑллӑх, хӗрхенӳлӗх, ӑшӑ чунлӑх – сирӗн ӗҫӗре ҫак пахалӑхсемсӗр пурнӑҫлама та май ҫук. Социаллӑ сферӑна аталантарасси, унти саккунсен никӗсне ҫирӗплетесси – патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗ пулса тӑрать. Ачаллӑ ҫемьесене социаллӑ пулӑшу памалли ҫӗнӗ майсем ӗҫе кӗреҫҫӗ, вӗсене илсе тӑмалли йӗркесем палӑрмаллах ансатланаҫҫӗ», — тенӗ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Елена Нарпин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем «Савӑнмалли пурах. Елчӗк тӑрӑхӗнчи стеласем ҫине ялсен ячӗсене чӑвашла та, вырӑсла та ҫырса вырнаҫтарнӑ», — хавхаланса хыпарланӑ иртнӗ канмалли кунсенче тӑван тӑрӑхӗнче пулнӑ хыҫҫӑн И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ тата ҫыравҫӑ Елена Нарпи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. «Чӑвашла ял ятне пы-ысӑк сас паллисемпе ҫырни уйрӑмах кӑмӑла кайрӗ. Маттур ҫав ман ентешсем! Кунта Чӑвашла пурӑнни аякранах курӑнать. Раҫҫей нумай чӗлхеллӗ ҫӗршыв, ытти халӑхсене сума сӑвасси вара тӑван чӗлхене, культурӑна хакланинчен пуҫланать», — пӗтӗмлетнӗ Елчӗк чӑвашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() www.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче паллӑ прозаик, журналист, драматург, куҫаруҫӑ Ольга Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ӑна пултаруллӑ хӗрарӑмӑн ҫуралнӑ кунне халалланӑ. Ҫавӑн чухнех вулавӑшра авторӑн «Паянхи кун» кӗнекине хӑтланӑ. Ольга Туркая саламлама тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. «Пурнӑҫ йӗрки мӗнле пуласси пӗтӗмпех хамӑртан килет. Ольга Николаевна, эсир каялла ҫаврӑнса пӑхсан сирӗн ҫул илемлӗ те такӑр пулнине курма пулать, малашне те вӑл анлӑ та хитре, сарлака та чаплӑ пултӑр», – тесе саламланӑ, сӑмахран, Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политикин управленийӗн пай пуҫлӑхӗ Людмила Шурекова. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн секретариачӗн ертӳҫи Александр Магарин юбиляра Хисеп хучӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан, пӗчӗк пенси илекен ҫынсене «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнмалӑх) ыркӑмӑллӑх фончӗ апат-ҫимӗҫ туянса панӑ. Шупашкарта ун пек пулӑша хулари халӑха комплекслӑ соцаллӑ пулӑшу кӳрекен центр пулӑшӑвӗпе усӑ куракан 65 ҫын ватӑ тивӗҫнӗ. Вӗсен пенсийӗ пӗчӗк, вӑл уйӑхран уйӑха саплашкаласа пыма ҫеҫ ҫитет. Ватӑ ҫынсене «кӗмӗл» эмел туянма та нумай кирлӗ. Чирлӗ пулсан та, эмелсӗр пурӑнаймасан та пурте инвалид шутланмаҫҫӗ-ҫке. Апат-ҫимӗҫ те йӳнӗ мар, хваттер хакӗ те. Ыркӑмӑллӑх фончӗ апат-ҫимӗҫ уйӑрса пани ватӑсемшӗн вӑхӑтлӑха та пулин кӑштах тӗкӗ пулса тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() rbc.ru сайтри сӑн Шкултан вӗренсе тухакансем патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытаҫҫӗ. Камсем 100 балл пухнисем паллӑ. Химипе 15 ҫамрӑк 100 бала тивӗҫнӗ. Вӗсем: Семен Измуков (Шӑмӑршӑ шкулӗ), Анна Воробьева (Канашри 6-мӗш), Ксения Гордеева (Шупашкарти 2-мӗш гимнази), Егор Яковлев (Шупашкарти 1-мӗш гимнази), Регина Моткина (Шупашкарти 44-мӗш лицей), Екатерина Романова, Ангелина Скобелева, Данила Гаврилов, Ольга Алексеева, Ольга Баканова (Шупакшарти 2-мӗш лицей), Лейла Мурашкина, Дарья Горшкова, Мария Горшкова, Мария Александрова, Виктория Котусенко (Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей). Вырӑс литературипа вара Шупашкарти 2-мӗш гимназии вӗренекенӗ Яна Семенова 100 балл пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() vk.com сайтри сӑн Республикӑра Питравра, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ҫырла фестивалӗ иртӗ. Ун валли логотип суйлаҫҫӗ. Ӑна халӑха суйлама сӗнеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 4 вариант сӗннӗ. Вӗсемшӗн ЧР Ял хуҫалӑх министерствин «Контактри» ушкӑнӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗччен сасӑлама май пур. Аса илтерер: фестиваль Шупашкар районӗнчи Хыркассинче «Ивушка» питомникре иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() РФ Налук службин Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Вӑл – Николай Гусев. 2015-2022 ҫулсенче ку должноҫе Марина Петрова тытса пынӑ. Унтан ку пукан пушӑ пулнӑ, Марина Петровӑна ертӳҫӗ ҫумӗ туса хунӑ. Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче ӑна Мари Эл управленине пуҫлӑха лартнӑ. Ӗнер вара Чӑваш Енри управленин ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ Николай Гусев ӗҫлӗме пуҫланӑ. Николай Гусев 1977 ҫулта Ӗренпурта ҫуралнӑ. Унти налук органӗсенчех ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 15 сехет ҫурӑра Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ку хыпара халӑх корреспонденчӗ вырӑнта сӑн тата видео ӳкерсе "Про Город" хаҫата ярса панӑ. Ҫурт икӗ хутлӑскер пулнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. Юрать-ха, кил хуҫисем шар курман. Аса илтерер: Етӗрнере те икӗ хутлӑ ҫурт ҫуннӑ. Унта 76 ҫулти кил хуҫи вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ. | ||
| Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |