Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Катек ялӗ ҫывӑхӗнче нарӑсӑн 11-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре кроссовер кӗпер ҫинчен вирхӗнсе аннӑ. Ҫул пӑрлак пулнӑран, ӑна тасатманран, водитель руле итлеттереймен – кӗпер ҫинчи тимӗр картана пырса тӑрӑнса ҫырманалла ӳкнӗ.

Аманнӑ водителе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вырӑнти халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫула тасатмаҫҫӗ. Районти ытти ҫул тӗлӗшпе те ҫӑхавсем килеҫҫӗ-мӗн.

 

Политика

ЧР вӗренӳ министрӗн тепӗр ҫум пулӗ. Ҫапла хушу кӑларнӑ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.

Министр ҫумӗ икӗ пая ерте пырӗ. Вӗсем ҫамрӑксен политики, ҫамрӑксен юхӑмӗн, патриотлӑх воспитанийӗн аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра Дмитрий Захаров министрӑн пӗрремӗш ҫумсӑр пуҫне тепӗр икӗ ҫум пур. Ҫӗнӗ должноҫе кам йышӑнасси хальлӗхе паллӑ мар.

 

Политика

ЧР Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительстви тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗ саккун проектне сӗннӗ: иноагентсене Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ пулма чармалла.

Ку проекта ырласан Тӗп суйлав комиссийӗн пайташне иноагентсен йышне кӗртсен вӑл тӳрех ӗҫлеме пӑрахӗ.

Сӑмах май, Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ нарӑсӑн 16-мӗшӗнче пулӗ. Ку саккун проектне унта пӑхса тухӗҫ-и е ҫук-и - паллӑ мар.

 

Ҫутҫанталӑк
poembook.ru сайтри сӑн
poembook.ru сайтри сӑн

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫанталӑк сивӗрех пулӗ. Эрне 7 градус сивӗрен пуҫланӗ. Ҫӗрлесерен 9 градус таран сивӗтӗ.

Канмалли кунсем тӗлне палӑрмаллах сивӗтӗ. Кӑнтӑрла термометр 8 градус кӑтартӗ, ҫӗрле - 15 градус. Ҫил ҫеккунтра 6 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.

 

Чӑвашлӑх
"Советский Чувашия" хаҫат  сӑнӳкерчӗкӗ
"Советский Чувашия" хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ

Виктор Чугаров-Чалтӑр Чӑваш чӗлхи клубне ертсе пыма пӑрахнӑ. Ку хыпара Игорь Алексеев халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Игорь хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл ку яваплӑха хӑй ҫине илме темиҫе ҫынна сӗнсе пӑхнӑ, анчах килӗшекен хальлӗхе тупӑнман.

Игорь Алексеев «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ку яваплӑха хӑйсем ҫине илмӗҫ-ши тесе тӗмсӗлнӗ. Клубра хаҫат-журналта пичетленнӗ статьясене тишкерме пулать тесе шухӑшлать вӑл.

Поста вуланисем тӳлевсӗр ӗҫе туса пыма ҫӑмӑл маррине палӑртаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall45462924_2810
 

Ҫул-йӗр
foto.cheb.ru сайтри сӑн
foto.cheb.ru сайтри сӑн

Шупашкарта Алькешре тата Кӑнтӑр поселокӗнче пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан ыйтусенчен пӗри - икӗ поселока ҫыхӑнтаракан ҫул. Вӑл хӑҫан пулӗ?

Нумаях пулмасть тӳре-шара унти халӑхпа тӗл пулнӑ. Ҫынсем вӗсенчен ҫул хӑҫан пуласси пирки ыйтнӑ.

Проект экспертиза витӗр тухнӑ-мӗн. Кӗҫех "Стройка 21" фирмӑпа килӗшӳ алӑ пусӗҫ. Ҫула 2025 ҫулччен туса пӗтермелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84947
 

Хулара
sreda24.ru сайтри сӑн
sreda24.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 32 ҫулти таксист ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. Ун патне саккас килнӗ: хӗре Канаша леҫсе ямалла.

Клиента кӗтсе ларнӑ чухне ун патне шӑнкӑрав килнӗ - хӗрӗн ӗҫри пуҫлӑхӗ-мӗн. Хайхискер уншӑн укҫа куҫарса парассине каланӑ. Ҫапла таксист картта номерне те, смспа килнӗ кодсене те пӗлтерне. Кун хыҫҫӑн унӑн номерӗ ҫинчен 24 пин тенкӗ ҫухалнӑ.

Ултавҫӑ кунпа ҫырлахман-ха. Вӑл каллех шӑнкӑравланӑ. Кун хыҫҫӑн картта ҫинчен тепӗр 9 пин тенкӗ ҫухалнӑ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84961
 

Республикӑра
Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн
Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн

Вӑрмар районӗнчи 51 ҫулти арҫын ачишӗн алимент тӳлеменнипе явап тытнӑ.

Алимент тӳлеменшӗн малтан ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та вӑл парӑма татма васкаман. Хайхискер ӗҫ тупма та тӑрӑшман.

Ҫапла унӑн парӑмӗ 1 миллион та 100 пин тенкӗ таран пухӑннӑ. Хальхинче те ӑна суд тунӑ. Ӑна 6 уйӑх ӗҫлесе татмалла тунӑ. Шалӑвӗн 5 проценчӗ патшалӑх хыснине кайӗ.

 

Чӑваш чӗлхи
Вӗренӳ институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Вӗренӳ институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри тата республика тулашӗнчи шкулсенче вӗренекенсем валли «Упрар тӑван чӗлхемӗре» оратор ӑсталӑхӗн конкурсне иртет. Унта 5-6-мӗш класӗсенче чӑваш чӗлхи вӗренекен ачасем хутшӑнаҫҫӗ.

Конкурса хутшӑнмалли темӑсем:

«Тавах сана, вӗрентекенӗм», «Ачалӑх – телейлӗ тӗнче», «Тӑван енӗм паттӑр ҫынсемпе пуян». Видеокалаҫу 2–4 минут тӑсӑлмалла, ӑна чӑвашла ҫырса илмелле.

Материалсене республикӑн Вӗренӳ институтӗнче йышӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-176390060_3095
 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗмӗрлере ҫура хӗр шоу-бизнесра ӗҫлет.

Ҫав хӗр – Екатерина Решнова. Вӑл унччен «СТС» телеканалӑн фильмӗсенче вылянӑ, шоусене хутшӑннӑ. Нумаях пулмасть Екатерина «Дети» камитри тӗп сӑнара калӑпланӑ.

2019 ҫулта Екатерина Герман Сидаковӑн Драма шкулӗнче вӗреннӗ. 2019 ҫултанпа вӑл Антон Чехов театрӗнче актрисӑра ӗҫлет. Унсӑр пуҫне Катя «Девушки с Макаровым» кинокартинӑра Марина сӑнарне калӑпланӑ, «Развод» фильмра – Олеся рольне, «Быть» фильмра – Варя.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_226822
 

Страницӑсем: 1 ... 470, 471, 472, 473, 474, 475, 476, 477, 478, 479, [480], 481, 482, 483, 484, 485, 486, 487, 488, 489, 490, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.