Культура
Чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене ирттернӗ май чӑваш артисчӗсем Мускава гастрольпе тухса кайӗҫ. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗп хулинчи А.С. Пушкин ячӗллӗ драма театрӗнче (вӑл Тверь бульварӗнче вырнаҫнӑ) спектакльсем кӑтартӗҫ. Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 19:00 сехетре, Иоаким Максимов-Кошкинский пьесипе «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» (Константин Иванов) драмине кӑтартӗҫ, 29-мӗшӗнче — Ухсай Яккӑвӗ пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шуйттан чурине». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
"Сувар" хаҫат сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче, Ӗпхӳре, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул, П.М. Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗ 30 ҫул ҫитнине халалласа уяв мероприятийӗсем иртнӗ. Вӗсене ака уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче уявланӑ. Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 15:00 сехетре Ӗпхӳри ача-пӑча филармонийӗнче Чӑваш пӗрлешӗвӗн пухӑвӗ пулнӑ, унта вырсарни шкулӗн вӗренекенӗсем, педагогсем концерт кӑтартнӑ. Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар хӑнисемпе Пушкӑртстан чӑвашӗсем Чӑваш Хурамал ялне, В.В.Николаев ялне ҫитсе килнӗ. Паян Чӑва Ен делегацийӗ П.М.Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗнче иртекен ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Йытӑсен парачӗ» социаллӑ мероприяти ирттереҫҫӗ. Ӑна килсӗр чӗрчунсен ҫивӗч ыйтӑвне ҫӗклес тесе йӗркелеҫҫӗ. Мероприяти кӳлмекре «Юрӑ уйӗнче» пулӗ. Парада хутшӑнас тесе проект сайтӗнче регистрациленмелле. Мероприяти пуҫланиччен, 10 сехетре, регистраци пуҫланӗ. Кайран йытӑсемпе хуҫисем «Юрӑ уйне» кайӗҫ. 10 сехет ҫурӑра концерт пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ку эрнере, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнчи пек ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Паян 20 градус таранах ӑшӑ. Ырантан вара ӑмӑр ҫанталӑк пуҫланать. Пирӗн пата циклон килет. Чи малтан ӑна кӑнтӑр районӗсенче пурӑнакансем туйӗҫ. Ыран каҫ енне ҫумӑр ҫума пуҫлӗ. Шупашкарта ытлах ҫумӗ, кӑштах сивӗтӗ кӑна. Ытларикун каҫхине вӑйлах ҫӑвӗ. Юнкун кӑнтӑрла вара хушӑран чашлаттарӗ. Пӗрремӗш хутчен аслати авӑтма пултарать. Ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрме пултарӗ. 15-16 градус ӑшӑ пулӗ. Кӗҫнерникун та ҫиллӗ пулӗ, ҫумӑр ҫума чарӑнӗ. Эрнекун 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах ҫил лӑпланмӗ-ха. Каҫ енне ҫумӑр ҫукаласа илӗ. Вырсарникун уяртӗ. Анчах ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрнӗрен кӑштах сивӗрех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ эрнере Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗнче Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине сӳтсе явнӑ. Унта ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. «И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Николай Осипов та кӗнекери хайлавсене юратса вулани сисӗнчӗ. Писателӗн ҫырас ӑсталӑхӗ чӑннипех те ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртрӗ», — хыпарланӑ вулавӑшра. «Ольга Васильева пурнӑҫ чӑнлӑхне ҫутатса панисем чылай вӑхӑт иртнӗҫӗмӗн Игнатий Иванов, Иван Юркин хайлавӗсем пек нихӑҫан та кивелмӗҫ, вӑл вӑхӑта пӗлме, туйма пулӑшӗҫ», – тенӗ тӗпчевҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Николай ШупуҫҫынниНиколай Шупуҫҫыннин ячӗ чӑваш культуринче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ӑна чӑваш литературин никӗсне хывакансенчен пӗри тесен те йӑнӑш мар пуль ӗнтӗ. Чӑваш халӑхӗшӗн ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнӑ май литературӑна та аталантармалла пулнӑ. Чӑвашсен литератури пачах та пулман теме май ҫук ӗнтӗ, анчах вӑл темле пуян пулнӑ пулин те, ытларах енӗпе халӑх пултарулӑхӗ ҫинче никӗсленнӗскер пулнӑ. Юмахсем, юрӑсем, тата ытти енлӗ пултарулӑх. Шӑп та ҫав вӑхӑтри ҫынсем чӑваш литературин никӗсне хывнӑ та ӗнтӗ. Малтанах вӑл юмахсемпе халапсем ҫине таяннӑ, каярах вара хӑй тӗллӗн вӑй илнӗ. Анчах Николай Шупуҫынни, Константин Иванов тата ыттисем шӑп та шай литературӑн пуҫламӑшне амалантарнӑ. Паянхи кун чылай чухне «чӑвашӑн вӑл ҫук, ку ҫук» теме юратаҫҫӗ. Анчах ҫапла сӑмахланӑ хыҫҫӑн малалли ӗҫе тӑвакансем ҫук. Ҫук япалана пур тума мехел ҫитермелле. Константин Иванов, Николай Шупуҫҫынни тата вӑл вӑхӑтри ытти ҫыравҫӑ-сӑвӑҫ шӑп та лӑп ҫук япалана пур тума пултарнӑ та ӗнтӗ. Чӑваш халӑхӗн поэмӑсем пулман-тӑк — вӗсем ӑна хайланӑ. |
Чӑваш чӗлхи
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ И.Я. Яковлев калавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ инсценировкӑсен конкурсӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен пынӑ. Унта пахчисемпе шкул ачисем хутшӑннӑ. Конкурса Чӑваш Енри, Тутар Республикинчи, Ульяновск облаҫӗнчи 173 ача хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса панӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призёрсене дипломсемпе чыслама, конкурса хутшӑннисене сертификат парса хавхалантарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа конференци иртӗ. Унта Чӑваш Енри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Маи Элти, Самар облаҫӗнчи вулавӑшсенче, музейсемпе архивсенче ӗҫлекен специалистсем килсе ҫитӗҫ. Конференцие хутшӑнакансем Иван Яковлев эткерлӗхне упраса хӑварас, тӗпчес тата халӑхра сарас ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Асӑннӑ енпе вулавӑшсем епле ӗҫленине тишкерӗҫ. Сӑмахран, Чӗмпӗрсенне. Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Иван Яковлев эткерлӗхне электрон мелпе сарни ҫинчен каласа кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cheboksary.sm.news сайтри сӑн Малашне ЧР Элтеперӗн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен управленийӗ пулӗ. Ҫавна май Олег Николаев ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин ятне улӑштарасси пирки хушу кӑларнӑ. Вӑл ЧР Вӗренӳ министерстви пулӗ. Ҫавӑн пекех "Авангард" вӗренӳпе методика центрӗ, Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсен центрӗ ҫӗнӗ управление пӑхӑнӗҫ. Хальлӗхе управление кам ертсе пырасси паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
cap.ru сайтри сӑн. Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов Чӑвашсен федераци наци культурин автономине малашне Леонид Черкесов мар, Раҫҫей Геройӗ, Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫынни Николай Гаврилов ертсе пырӗ. Ҫӗнӗ ҫынна Шупашкарта иртнӗ отчетпа суйлав съездӗнче палӑртнӑ. Леонид Черкесов автономие 2017 ҫултанпа ертсе пынӑ. Унччен ку должноҫра Геннадий Федоров пулнӑ. Палӑртмалла: Чӑваш Ен тулашӗнче 300 пин ытла чӑваш пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |