Сывлӑх
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн ҫуртне тӗпрен юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Халӗ юсав ирттерекен организацие суйлама аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ 321,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Онкодиспансерӑн хирурги корпусне, пульницӑн тулаш енне, ҫавӑн пекех хирургипе радиологи корпусӗсен территорине тирпей-илем кӗртесшӗн. Юсав ӗҫӗсене 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен кая юлмасӑр вӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() avatars.mds сайтри сӑн Патӑрьелте пурӑнакан хӗрарӑма суд тунӑ, ачасене хӗненӗшӗн тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ тата штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. 40 ҫулти хӗрарӑмӑн — 12 ача. Пурте тӑван мар, опекӑна илнисем те пур. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм опекӑна илнӗ 9-ти арҫын ачана тата 10 ҫулти хӗрачана аллипе, кӗреҫепе пӗрре мар ҫапнӑ. 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче вӑл тӑван мар 8-ти арҫын ачана ҫурӑмӗнчен ҫапнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче амӑшӗ опекӑна илнӗ ачисене тивӗҫлӗ воспитани паманни палӑрнӑ. Вӗсене социаллӑ реабилитаци центрне панӑ. Паянхи куна ҫав 7 ачаран улттӑшӗ ҫӗнӗ ҫемье тупнӑ. Хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑплама, 25 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑвашстат пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 25-мӗш таран пирӗн республикӑра апат-ҫимӗҫ хакӗ мӗн чухлӗ хӑпарнине тишкернӗ. Хӑвӑрт хакланнисенчен йышӗнче — пахчаҫимӗҫпе улма-ҫырла. Шӑл сухан хакӗ пӗр эрнере 23,3 процент хакланнӑ, купӑста — 22,2%, панулми — 9,9 процент, кишӗр — 7,6%, кӑшман — 4,2%. Пулӑ хакӗ 4 процент ӳснӗ, риспа кайӑк-кӗшӗк ашӗ — 3,4%, сысна ашӗ — 3,2%, ҫӑнӑх, банан тата чей — 2,6%, пӗҫернӗ кӑлпасси – 2,2%, тӑвар – 2%. Ҫав вӑхӑтрах хӑяр 9 процент, помидор 6,2 процент йӳнелнӗ. Эмелсенчен корвалол 4,3 процент хакланнӑ, левомеколь — 2,8%, поливитаминсем — 2,5%, алохол — 2,1%. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫӑлав службине шӑнкӑрав ҫитнӗ: хӗрачан пӳрне автомат ӑшӗнче хӗсӗнсе ларна. Ку Шупашкарти пӗр шкулта ОБЖ урокӗнче пулнӑ. Хӗрача автомат макетне сӳтсе пуҫтарнӑ. Ӑнсӑртран унӑн пӳрни пӑшал пеналӗ ӑшӗнче хӗсӗнсе ларнӑ. Вӑл ӑна хӑй тӗллӗн кӑларайман. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен ачан пӳрнине кӑларнӑ. Унтан ӑна медпулӑшу ӗҫченӗсем патне илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() www.cheblvz.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти ликерпа водка завочӗ «Россграмм Rossgramm» тавар паллине регистрацилеттересшӗн. Ун пек заявкӑна вӑл Роспатента ҫитернӗ. Тавара паллине йышӑнсан пулӑшу ӗҫӗсен пӗтӗм тӗнчери классификацийӗн 33-мӗш номерлӗ класӗпе регистрацилӗҫ. Вӑл йыша, тӗпрен илсен, эрех-сӑра, тӗрлӗ эссенципе экстрактсем, байцзю, сакэ, ром, виски, анис тата чие эрехӗ, ликёр, пыл эрехӗ, сидра кӗреҫҫӗ. Сӑмах май каласан, маларах Раҫҫейре «Россграм» социаллӑ сете хута ярасси пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Хӗлле ниепле те паранасшӑн мар. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх,ҫитес кунсенче ҫанталӑк тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Паян каҫхинех ӑшӑтма тытӑнӗ, йӗпе юр, ҫумӑр ҫума пултарӗ. Ыран ҫӗрле те ӑшӑ тӑрӗ, вырсарникун вара термометр 11 градус таранах ӑшӑ кӑтартӗ, хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Ун чухне аслати те пӗрремӗш хутчен аватма пултарӗ, ҫав вӑхӑтра ҫил вӑйланӗ. Тунтикун каллех хӗллене таврӑнӑпӑр, юр ҫӑвӗ. Ытларикун ӑшӑтӗ, хӗвел те пӑхӗ. Юнкун каллех ҫил вӑйланӗ. Ҫӗрле йӗпе юр ҫума пуҫлӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр эрнере 30 миллилитр ытла нӳрӗк ӳкме пултарӗ. Акан 7-мӗшӗнчен республикӑра ҫанталӑк лайӑхланма пуҫлӗ. Ҫитес эрне вӗҫне 15-20 градус таранах ӑшӑтма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енре 1-мӗш класа каякан ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен заявлени йышӑнма пуҫланӑ. Кӑҫал ӑна Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ памалла. Кӑҫал Шупашкарта 9 пине яхӑн ача парта хушшине пӗрремӗш хут ларӗ. Хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян 16 сехет те 30 минут тӗлне 6461 заявлени панӑ. Сӑмах май, Патшалӑх пулӑшавӗсен порталӗнче заявлени парсанах черете тӑма май ҫук. Малтан документ оригиналӗсене шкула кайса памалла. Вара тин заявление пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() minpriroda.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ пулма Николай Охотина ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумне Сергей Чепурнова ӗҫрен кӑларма йышӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Паянхи куна Эмир Бедертдиновӑн икӗ заместитель: Николай Охотин тата Елена Дымза. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() kozlov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма Алексей Людкова шаннӑ. Кун пек йышӑнӑва Депутатсен районти пухӑвӗн ӗнер, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, иртнӗ черетсӗр ларӑвӗнче йышӑннӑ. Людковпа контракта Куславкка районӗнчи Дпутатсен ҫиччӗмӗш созыври пухӑвӗ вӗҫленичченхи вӑхӑт таран алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Должноҫе пурнӑҫлама ҫӗнӗ пуҫлӑх паян, ака уйӑхн 1-мӗшӗнче, кӳлӗннӗ. 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа Куславкка районӗн администрацине Фирдавиль Искандаров ертсе пынӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑл хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса заявлени ҫырса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() © РИА Новости / Наталья Селиверстова Тула облаҫӗнче пенсионеркӑран пилӗк килограмм сахӑр туртса илнӗ хӗрарӑма тытса чарнӑ. Полици 73 ҫулхи ват хӗрарӑм ҫине, лешӗ килелле 5 килограмм сахӑр йӑтса пынӑ чухне, тапӑннӑ тесе шутланакан хӗрарӑма тытса чарни пирки, туртса илнӗ сахӑра тавӑрса пани ҫинчен Тула облаҫӗнчи ШӖМ управленийӗ пӗлтерет. «Раҫҫей ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи отделӑн «Алексински» дежурнӑй пайне 73 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн ҫине тапӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, хӑй пурӑнакан ҫурт подъездӗнче палламан хӗрарӑм унран сахӑр пакетне туртса илнӗ», — тенӗ хыпарта. Полицейскисем усал шухӑшлӑ хӗрарӑм кам иккенне тата ӑҫта пурӑннине тупса палӑртнӑ. Вӑл ниҫта та ӗҫлемен, унччен пӗрре мар судпа айӑпланнӑ 44 ҫулхи хӗрарӑм пулнӑ, инкеке ленкнӗскерпе пӗр урамрах пурӑнаканскер. Хӗрарӑм усал ӗҫ тунине йышӑннӑ, ҫаратни пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. ШӖМ управленийӗн представителӗ журналистсене каласа панӑ май, карчӑкӑн пакетра 5 килограмм сахӑр пулнине, айӑпа кӗнӗскере тытса чарнӑ хыҫҫӑн вӗсене тавӑрса панине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |