Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑн 2022 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗ «Культура» наци проектне кӗрекен «Культурӑллӑ хутлӑх» федераллӑ проекта пурнӑҫланӑ май 5 миллион тенкӗ ытла илнӗ. Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ҫутӑ тата сасӑ оборудованийӗ, музыка инструменчӗсем, вӗренӳ материалӗсем туянӗҫ. Паянхи куна илсен халӑх инструменчӗсем, ноутбук, сӗтел-пуканӑн пӗр пайне илсе ҫитернӗ. Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче сольфеджио тата музыка литературине вӗрентме 57 ҫӗнӗ вӗренӳ кӗнеки тата методика пособийӗсем ҫитерсе памалла. — Наци проектне пурнӑҫланӑ май культура сферинчи кадрсене хатӗрлес ӗҫре пӗрремӗш вырӑнта, никӗсре тӑракан музыка тата ӳнер шкулӗсене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрни паха. Вӗрентӳ процесӗнче лайӑх, аван ӗнӗрленӗ инструмент питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӗрентӳ пахалӑхӗ мӗнлерех пулассине чылай енчен палӑртать, — палӑртнӑ администраци пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов. Хальхи вӑхӑтра учрежденире 1200 ача вӗренет. Вӗсем музыка, ӳкерчӗк, хореографи, театр ӳнерӗ, декораципе прикладной пултарулӑх тата пуҫламӑш эстетика аталанӑвӗ енӗпе хушма обществӑлла программӑсем тӑрӑх та аппаланаҫҫӗ. — Пирӗн шкулшӑн ҫакӑ — чӑн-чӑн уяв. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Кӗҫех Чӑваш чӗлхин кунӗ ҫитӗ. Ҫавна май ака уйӑхӗнче чӑвашла мультфильмӑн хӑтлавӗ иртӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР культура министрӗ Светлана Каликова. Министр каланӑ тӑрӑх, чӑвашла мультфильмӑн икӗ серине Шупашкарти ӳнер училищипе пӗрле хатӗрленӗ. Вӑл «Асамат валли – парне» ятлӑ. Хӑтлав ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ. Ҫавӑн пекех Ҫамрӑксен театрӗнче ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Юмахри сӑнарсемпе пӗрле чӑвашла вӗренетпӗр» ятлӑ акци пулӗ. Унтах кил-тӗрӗшре усӑ курмалли чашӑк-тирӗк куравӗ иртӗ. Пукане театрӗнче вара ака уйӑхӗн юлашки эрнинче чӑваш авторӗсен – Юхма Мишшин, Петӗр Хусанкайӑн, Ева Лисинӑн – хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ спектакльсем лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() avatars.mds сайтри сӑн Татьяна Акимова биатлонистка 2026 ҫулта иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнасшӑн. Кун пирки вӑл Раҫҫей чемпионатӗнче спринт чупнӑ хыҫҫӑн панӑ интервьюра пӗлтернӗ. Сӑмах май, вӑл унта 43-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Спортсменка каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи сезон уншӑн ӑнӑҫлах пулман. Ҫакна вӑл чирленипе ҫыхӑнтарать. Кӑҫал Татьяна Акимова Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине икӗ хутчен кӗнӗ, анчах икӗ хутӗнче те чирлесе ӳкнӗ. Палӑртмалла: халӗ вӑл Раҫҫей Кубокӗнче 34-мӗш вырӑн йышӑнать. Каласа хӑварар: 2019 ҫулта ҫулла спортсменка хӗр ҫуратнӑ. 2020 ҫулта ҫуркунне спорта таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле хатӗрленмелле?» вебинар ирттернӗ. Асӑннӑ учрежденире пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри тата Тутар Республикисенчи шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тата 9-мӗш класра вӗренекенсем Анна Егорова доцент ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тытӑмӗпе паллашнӑ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗреннӗ, изложенипе сочинени ҫырма хӑнӑхнӑ. Вебинар вӑхӑтӗнче малтанхи ҫулсенчи экзамента тӗл пулнӑ паллӑрах йӑнӑшсене те тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Люди как люди» (чӑв. Ҫынсем ҫын пекех) пӗтӗм ҫӗршыври инклюзив фестивальне хутшӑнать. Мероприяти ыран, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, уҫӑлӗ, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хупӑнӗ. Фестивале аутизм чирӗ ҫинчен ҫынсене пӗлтерес, ҫав чирпе чирлекенсене социаллӑ пурнӑҫа явӑҫтарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗ А. Бродичанский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Сколько цветов у радуги?» спектакльпе хутшӑнать. Ӑна артистсем Мускаври ВДНХра ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Киров хулине гастрольпе тухса кайӗ. Вӗсем унта виҫӗ кун — ака уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче — пулӗҫ. Киров ҫыннисем виҫӗ кунта Чӑваш Енри виҫӗ спектакле курӗҫ. Вӗсене артистсем А. Пушкин повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Метель», Н. Гоголь повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Шинель» романтикӑлла драмӑна тата «Аленький цветочек» юмаха кӑтартӗҫ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Пысӑк гастрольсем» федераци программине 2014 ҫултанпа хутшӑнать. 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Кироври ҫамрӑксен театрӗ чӑваш сцени ҫине «Муха-цокотуха» спектакльпе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑна ют ҫӗршывсенчен 10 ҫемье пурӑнма куҫса килнӗ. Кунта сӑмах ентешӗмӗрсем пирки пырать. Хамӑр тӑван ҫӗршыв ҫыннисемех вӗсем. Тӗрлӗ сӑлтава пула пӗр вӑхӑт чикӗ леш енче пурӑннӑ. Халӗ вара тӑван ҫӗршыва таврӑнма шут тытнӑ. Тӑван ҫӗршыв ҫыннисене чикӗ леш енчен куҫса килме пулӑшакан программа Раҫҫейре 2014 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтранпа пирӗн тӑрӑха 2637 ҫын куҫса килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Обязательнӑй медицина страхованийӗн Чӑваш Ен территорийӗнчи фончӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Максим Дроздова шаннӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан документа республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Унпа ӗҫ килӗшӗвне паянтан тытӑнса кӑҫалхи авӑн 29-мӗшӗччен алӑ пусӗҫ. Аса илтерер: организацин 67 ҫулти ертӳҫине Вячеслав Александрова ӗҫрен ӗнер кӑларнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви культурӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине илме тӑратнӑ ӗҫсене хаклама сӗннине эпир нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: преми илме тӑратнӑ ӗҫсем хушшинче «Хуркайӑк ҫулӗ» балет та пурччӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсра тӑратнӑ ӗҫе театрта ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче курма май килӗ. Симфони оркестрне Никита Удочкин ертсе пырать. Тӗп партисенче — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Анна Серегина (Пинеслу), Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ Дмитрий Поляков (Хӗвел) тата Милана Ишуткина (Сехмет). Сӑмах май каласан, «Хуркайӑк ҫулӗ» балета сцена ҫине 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Текех Чӑваш Енре «Юрма» агрохолдинг пулмӗ. Тӗрӗсрех каласан, вӑл хӑйӗн ятне улӑштарнӑ. Малашне ӑна «CHUVA» ятпа пӗлме май пулӗ. 2021 ҫулхи раштавра «МегаМикс» «Юрма» агрохолдинга туянас процедурӑна вӗҫленӗ. Ҫавна май ятне те, логотипне те улӑштарнӑ. Логотипри ҫутӑ кӑвак, шурӑ, симӗс тӗссем продукци экологи тӗлӗшӗнчен таса пулнине, тин туса кӑларнине кӑтартаҫҫӗ. Сарӑ – чӑваш тӗрринчи пекех, пурнӑҫа пӗлтерет. Малашне агрохолдинг продукцине «CHUVA» ятпа сутма пуҫлӗҫ. Ку йыша какай, ҫурмафабрикатсем кӑна мар кӗреҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра агрохолдинг 200 яхӑн продукци кӑларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |