Персона
![]() hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн литературӑпа ӳнер енӗпе преми парассипе ӗҫлекен Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпе парса тӑракан ҫав укҫана илме 11 ходатайство тӑратнӑ. Уйӑхсерен паракан патшалӑх пособине Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫине, Раҫҫейри Писательсен союзӗн членне Денис Гордеева пама йышӑннӑ. Денис Гордеев 50 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ял пурнӑҫне аван сӑнарлакан унӑн илемлӗ чӗлхине Василий Шукшин, Виктор Астафьев вырӑс ҫыравҫисен прозипе пӗр шая лартаҫҫӗ. Чӑваш ҫыравҫин кӗнекисем республикӑн Наци вулавӑшӗ ирттерекен «Ҫулталӑкри чи вулакан кӗнекесем» темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, паян, ирхине 4 сехет те 41 минутра Шупашкар районӗнчи Уйкас ялӗнче Малти урамри 5-мӗш ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Шел пулин те, инкексӗр пулман. Пушарта 57 ҫулти кил хуҫи вилнӗ. Халӗ ҫӑлавҫӑсем пушар мӗнрен тухнине палӑртаҫҫӗ. Темиҫе кун каялла вара Ҫӗнӗ Шупашкарта Кӑнтӑр урамӗнчи 20-мӗш ҫуртри хваттер ҫуннӑ. Унта ҫулӑм балкон ҫинче алхаснӑ. Пушар ҫӳлти хутри хваттер ҫине хӑвӑрт куҫнӑ. Унта та балкон ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() econet.ru сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра лавккасенче мӗн хакланнӑ? Чӑвашстат сайтне тишкерсен пӗлме пулать. Пуш уйӑхӗн 12-18-мӗшӗсенче пуҫлӑ сухан, сахӑр, супӑнь, шӑл пасти, банан, хӗрлӗ кӑшман хакланнӑ. Мӗн йӳнелнӗ? Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑяр хакӗ йӳнелнӗ. Апат-ҫимӗҫсӗр, куллен усӑ курмалли таварсемсӗр пуҫне тата мӗн хакланнӑ? Троллейбусри тата автобусри билет хакӗ, Турцие вӗҫмелли путевка, хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ ҫӑмӑл машинӑсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "На связи" сайтри сӑн Паян 15 сехет ҫурӑра Шупашкарти Ленинград урамӗнче вырнаҫнӑ нумай функциллӗ центрта лифт персе аннӑ. Ҫав вӑхӑтра унта никам та пулманни – пысӑк телей. Лифт 8-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӑл вӑйлах арканнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, лифт хыттӑн шаплатса ӳкнӗ. Вырӑна Ленин районӗн прокурорӗ Виктор Иванов ҫитнӗ. Прокуратура унта тӗрӗслев ирттерет. Лифт мӗншӗн ӳкнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ 1-4 классенче вӗренекен ачасен «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ. Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивалӗн республика тапхӑрне район е хула шайӗнче ҫӗнтернӗ ачасем хутшӑннӑ. Унта пурӗ 129 номер пулнӑ. Чӑваш Республикинчен 96 ӗҫ тӑратнӑ, республика тулашӗнчи вӗренӳ организацийӗсенчен (Тутар Республикипе Чӗмпӗр облаҫӗнчен) – 33 номер. Фестиваль 4 номинаципе иртнӗ: «Сӑмах илемӗ», «Чӑваш вӑййи», «Янра, чӑваш юрри», «Чӑваш ташши». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ольга Букина. sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумне Ольга Букинӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ольга Абрамовна 1960 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарта ҫуралнӑ. Чулхулари патшалӑхӑн педагогика университетӗнчен тата Чӑваш патшалӑх педуниверситетӗнчен вӗренсе тухнӑ. «Пӗтӗмӗшле техника дисциплинисемпе ӗҫ» тата «Физкультурӑпа спорта вӗрентессин теорийӗпе меслечӗ» специальноҫа алла илнӗскер ӗҫ биографине пионервожатӑйран пуҫланӑ. Шупашкар хула администрацийӗнче физкультура, спорт тата туризм управленийӗн пуҫлӑхӗнче, Хӑвӑрт утассипе республикӑн спорт шкулӗн директорӗн ҫумӗнче тата ытти ҫӗрте тӑрӑшнӑ. 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче вӑл Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ пулса тимлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.ru сайтри сӑн «Эсир Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерме шутламастӑр-и?» Ҫапла тӑтӑшах ыйтаҫҫӗ-мӗн Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Олег Николаевран. Мӗнле хуравлать-ха вӑл? «Хӑй вӑхӑтӗнче сасӑлав пулнӑ. Анчах ку кирлӗ кӑтарту патне илсе ҫитермен. Ҫынсем икӗ хулана юридици тӗлӗшӗнчен пӗрлештересшӗн тӗк ҫакна хӑйсем татса паччӑр. Мана хама Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем пулни пӗрре те кансӗрлемест», - тенӗ Олег Алексеевич. Унӑн шухӑшӗпе, икӗ хулана агломераци мелӗпе пӗрлештерме пулать. Ҫынсен пӗр муниципалитетра пурӑнас килет тӗк – ку вӗсен ирӗкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() catherineasquithgallery.com сайтри сӑн Ҫитес вӗренӳ ҫулӗнчен аслӑ шкула ӑҫ пухма кӗнӗ чухне «Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр» паллӑн кирек хӑш тӗсне те шута илӗҫ. Ку абитуриентсене хушма балсем илме май парӗ. Палӑртмалла: унччен ГТОн ылтӑн паллисене ҫеҫ шута илнӗ. Малашне вара кӗмӗл тата пӑхӑр паллӑсем те хушма балл пухма пулӑшӗҫ. Куншан миҫе балл хушса парӗҫ? Кӑна вӗренӳ организацийӗ хӑй палӑртӗ. Сӑмах май, «Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр» Пӗтӗм Раҫҫейри вӑй-халпа спорт комплексӗ пуҫланса кайнӑранпа кӑҫал 8 ҫул ҫитнӗ. Ӑна РФ Президенчӗ 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() kuban24.tv видеоран илнӗ скриншотсемпе усӑ курса Т. Ташней хатӗрленӗ коллаж Краснодар крайӗнчи Эсто-Садок ялӗ патӗнче ту ҫинчи аттракционпа ярӑннӑ чухне Чӑваш Енри турист шар курнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 38 ҫулти арҫын питне тата мӑйне суранлатнӑ. Ҫӑлавҫӑсен ӑна Аибга ту хырҫин айккинчен, тинӗс ҫийӗнчен 2 пин те 200 метр ҫӳллӗшӗнчен, илсе анма тивнӗ. Малтанласа арҫынна курортри ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ. Кайран ӑна вӗсем канат ҫулӗпе вертолёт лапамӗ таран илсе аннӑ. Вӑл лапам 960 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ. Кайран МЧСӑн вырӑнти ӗҫченӗсемпе Кӑнтӑрти авиаципе ҫӑлав отрячӗн пилочӗсем вертолётпа Сочие, унтан васкавлӑ пулӑшу тухтӑрсем арҫынна пульницӑна илсе ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Надежда Протолионова. cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсем Шупашкар хулинче пурӑнакан Надежда Протолионова тивӗҫлӗ канӑва тухса хӑйӗн чун киленӗҫӗпе — тӗрӗ тӗрлессипе тата чӑваш тумне хатӗрлессипе — ҫине тӑрсах аппаланма тытӑннӑ. Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, артист пулма ӗмӗтленнӗ хӗрарӑм фельдшер пулса 41 ҫул ӗҫленӗ. 24 ҫулта чухне вӑл туя кайма тесе хушпу хӑй аллипе ӑсталанӑ. Кайран та ал ӗҫӗпе аппаланма хӑтланнӑ-ха, анчах вӑхӑт хӗсӗкки кансӗрленӗ. Паян тивӗҫлӗ канура та ан ӳркен кӑна — тем туса та ӗлкӗрӗн. Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра ҫӳренӗ май Надежда Аркадьевна унта та ал ӗҫӗпе аппаланать, социаллӑ учрежденири «Калинушка» хорта юрлать, центрта ӗҫлекен сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыракансен клубне ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |