Сывлӑх
![]() rkd.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн кардиологи диспансерӗнче ҫӗнӗ йышши аппаратпа юн тасатма тытӑннӑ. Ҫӗнӗлӗхе хӑнӑхтарма сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче ӑсталӑх сехечӗсем иртӗҫ, врачсен лекцисем вулӗҫ. Ку ӗҫе сывлӑх сиплев учрежденийӗ пӗр уйӑхра туса ирттерме палӑртнӑ. Иртнӗ эрнере пӳре чирӗпе нушаланакан ҫыннӑн юнне ҫавӑн пек мелпе тасатнӑ та ӗнтӗ. Токсинсене ҫав аппаратпа организмран кӑларса организма таса юнпа тивӗҫтернӗ. Тухтӑрсем COVID-19 чирпе нушаланакан пациентсен юнне те ятарлӑ аппаратпа тасатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Пуҫ хунӑ Изосим Башкиров СОБР лейтенантне асӑнса Чӑваш Енре бокс енӗпе йӑлана кӗнӗ VIII ача-пӑчапа ҫамрӑксен турнирӗ иртнӗ. Турнир спецназ ҫар чаҫӗнче хӗсметре тӑнӑ ҫар ҫыннин тӑван тӑрӑхӗнче — Элӗк районӗнчи «Хӗлхем» спорт комплексӗн залӗнче иртнӗ. Турнирта хисеплӗ хӑнисем шутӗнче Раҫҫей Геройӗ Евгений Борисов, СОБР командирӗ пулнӑ милици полковникӗ Юрий Григорьев, Чӑваш Республикин Росгварди тытӑмӗн «Искра» СОБР тата «Сувар» ОМОН боецӗсемпе ветеранӗсем, Чӑваш Республикин ШӖМӗн «Гром» отрячӗн боецӗсем, Изосим Башкировпа пӗрле хӗсметре тӑнисем, унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе тусӗсем пулнӑ. Пуҫ хунӑ спецназ ҫӑр ҫыннин паттӑрлӑхӗ ҫинчен турнир хӑнисене канӑва тухнӑ милици полковникӗ Юрий Григорьев каласа панӑ: «Ушкӑн перкелешӳ тӑрӑмне лексен, Изосим боевиксен темиҫе перкелешӳ вырӑнне пулеметпа персе ҫӗмӗрнӗ, хӑйне вара снайпер амантнӑ. Анчах аманнӑ пулин те хӑйӗн ҫине тимлӗх уйӑрас тесе, ытти аманнисене перкелешӳ уйӗнчен кӑларма май тӑвас тесе боевиксене пеме чарӑнман». Ятарлӑ ҫар чаҫӗн боецне асра тытса пӗр минут шӑп тӑнӑ. Ӑмӑртусене Чӑваш Енри хуласемпе районсенчен 40-е яхӑн ҫамрӑк спортсмен хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш автономийӗн пуҫлӑхӗн Олег Мустаевӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Вӑл мӑшӑрӗн Еленӑн куҫӗ умӗнчех вилнӗ. «Кӑнтӑрла иртни 1 сехетсенче аттепе анне килтеччӗ. Атте ӑнсӑртран тӑнне ҫухатрӗ. Анне васкавлӑ медпулӑшу чӗнчӗ, ӑна хӑй искусствӗннӑй май сывлаттарма тытӑнчӗ. Тухтӑрсем 10 минутран ҫитрӗҫ, анчах аттене ҫӑлса хӑвараймарӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Олег Мустаевӑн хӗрӗ Силиса. Олег Мустаев 1965 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна пӗтерсен вӑл Чӗмпӗре куҫса кайнӑ. 1992 ҫулта ӑна «Еткер» чӑваш фончӗн президентне суйланӑ. 2016 ҫултанпа Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци культурин автономин председателӗ пулнӑ. 2017 ҫулта — Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() kbrria.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Кабарда-Балкар Республикинче пулнӑ. Унта вӑл Нальчикри Культура фондӗнче тӗлпулу ирттернӗ, регионти тӗрлӗ культура мероприятине хутшӑннӑ. Валери Туркай Александр Зайцев чӑвашпа Чегем хулинчи Кайсын Кулиев поэтӑн мемориал ҫурт-музейне ҫитсе курнӑ. Чӑвашсем музей экспозицийӗпе хавхаланса паллашнӑ, поэт вил тӑпри ҫине вӗсем чечек хунӑ. «Кабардино-Балкария» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Валери Туркай Кулиева халалласа темиҫе сӑвӑ та ҫырнӑ иккен, унӑн сӑввисене вӑл чӑвашла куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче паллӑ чӑваш композиторӗ Григорий Хирпӳ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа концерт лартнӑ. Унта Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Элла Леонтьева, Елена Ананьева, Татьяна Асламас, Ольга Шарыкина, училище преподавателӗсем Раиса Андреева, Надежда Данилова, Зоя Долгова, вокал уйрӑмӗн студенчӗсем Мефодий Галкин тата Роман Волков хутшӑннӑ. Григорий Хирпӳ 1911 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Хусан кӗпернинчи Шупашкар уесӗн (халӗ Чӑваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри районӗ) Чикмеҫын ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри консерваторире пӗлӳ илнӗ. Чӑвашрадиори вокал ансамбльне, Чӑваш Енри Хор обществине чылай ҫул ертсе пынӑ. Пултарулӑх енӗпе 50 ҫул ытла ӗҫленӗ хушӑра Григорий Хирпӳ тӗрлӗ жанрлӑ тата содержаниллӗ 5 пин ытла вокал сочиненийӗ ҫырса хӑварнӑ. Григорий Хирпӳ 1983 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑрти район пульницинче ӗҫлекен тухтӑр йӗрке хуралҫисене пулӑшнӑшӑн ята кӗнӗ. ЧР Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хирург-тухтӑр 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен йӗрке хуралҫисене сӗтевле пулӑшса пурӑннӑ. 2 пин тенкӗ укҫалла вӑл вӗсене (пурӗ 5 ҫынна) ӗҫрен пӑрӑнма ирӗк паракан справка ҫырса панӑ. Сӗтев панӑ йӗрке хуралҫисене халӗ ӗҫрен кӑларса янӑ ӗнтӗ. Вӗсенчен пӗрне 5 пин тенкӗлх штраф хурса панӑ. Тухтӑр пирки каласан, 2021 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл пӗлӗшӗнчен 1 пин тенкӗ илнӗ, ӑна вӑл больничнӑй уҫса панӑ. Врач тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Улатӑр районӗнчи суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ 2021 ҫулта Чӑваш Енрен Америкӑн 9418,14 пин долларӗллӗх шӑккӑлат ӑсатнӑ. 2020 ҫулхинчен ку вӑл 21 процент нумайрах. 2020-2022 ҫулсенче пирӗн республикӑри ҫав пылак ҫимӗҫе Абхазие, Азербайджана, Армение, Беларуҫа, Германие, Грузие, Германие, Израиле, Йемене, Казахстана, Канадӑна, Китая, Молдавине, Сербине, АПШна, Туркменистана, Узбекистана, Украинӑна, Японие сутнӑ. Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Сергей Фролов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енрен экспорта ӑсатассипе Китай, Беларуҫ ҫӗршывӗсемпе, Хӗвелтухӑҫ Азинчи тата Ҫывӑх Тухӑҫри ҫӗршывсемпе ӗҫлес шанчӑк пысӑк. Пирӗн республикӑра туса кӑларакан шӑккӑлата пӗлтӗр Китая тата Сауд Аравине нумай ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() im0-tub-ru сайтри сӑн Чулхула облаҫӗнче маска режимне пӑрахӑҫлама пултараҫҫӗ. Анчах халех мар. Ку йышӑнӑва ака-ҫу уйӑхӗсенче тума пултарӗҫ. Ара, шӑпах ҫак вӑхӑтра ОРВИ тата грипп сезонӗ вӗҫленет-ха та. Ҫапах чир-чӗр сезонӗ вӗҫленни кӑна витӗм кӳмӗ. Регионта ковид-койкӑсен шучӗ мӗнле чакнине те сӑнӗҫ. Вӗсем чаксан ҫеҫ маска режимне пӑрахӑҫлама пултарӗҫ. Аса илтерер: пирӗн республикӑра QR-кодсене пӑрахӑҫланӑ. Общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑнмалла тата алла дезинфекци тумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() © shutterstock.com 60-мӗш ҫулсен варринче, Токиора Олимпиада иртнӗ вӑхӑтпа тата унпа ҫыхӑннӑ шӑв-шавпа тупӑш тӑвас тесе Yamasa Clock фирма «Манпо-кей» ятлӑ (ӑна «Вунӑ пин утӑм» пек куҫарма пулать) утӑм шутне виҫмелли хатӗр сутлӑха кӑларнӑ. Мӗнле сӑлтавпа ҫак ята суйланӑ-ши? Пӗтӗмпех маркетинга пула. Ку вӗт питӗ илӗртӳллӗ хисеп, ун пек кӑтарту патне ҫитессишӗн тӑрӑшма та пулать, тата ӑна пурнӑҫлама май ҫук теме те май ҫук. Чӑн та, ӑслӑлӑх тӗлӗшӗнчен ҫакӑн пек ят панине ҫирӗплетмен. Унчченрех Аманда Палух эпидемиолог хӑйӗн ушкӑнӗпе пӗрле утасси сывлӑха тата вӑрӑм кун-ҫул ҫине мӗнле витӗ панине тӗпчес тӗлӗшпе АПШра пурӑнакан вӑтам ҫулсенчи 2 пин ытла ҫынна явӑҫтарнӑ. Тӗпчев ҫакна палӑртнӑ: кашни кун 7 пин утӑмран кая мар тусан вӑхӑтсӑр вилессинчен 50–70% таран сыхланма пулать. Апла-тӑк ытларах хускални кирлех-ши? Чи тӗплӗ тӗпчевре вара Ази, Европа, Австралипе АПШ-ра пурӑнакан 47,4 пин ҫын даннӑйӗсемпе усӑ курнӑ. Кашни кун 6–7 пин утӑм тӑвакан ҫулланнӑ ҫынсен чӗрӗк пайӗн, сахалрах хускалу тӑваканнисемпе танлаштарсан, вӑхӑтсӑр вилесси 50% сахалрах пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах 10 пин утӑм ытла тӑвакансен те кӑтартусем ҫав шайрах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Рюгу астероид Рюгу астероид ҫинче аминокислотасем тупнӑ. «Хаябуса-2» яппун аппарачӗ Ҫӗр ҫине Рюгу астероид ҫинчи тӑпра тӗслӗхӗсене илсе ҫитернӗ, вӗсенче вара аминокислотасем — белоксенче тӗл пулакан, пирӗн планета ҫинчи пӗтӗм пурнӑҫӑн никӗсӗ шутланакан органикӑллӑ пӗрлешӳсем — асӑрханӑ. Тӗпчевҫӗсем вунӑ ытла аминокислота тӗсӗ тупса палӑртнӑ, вӗсем хушшинче глицин тата L-аланин, вӗсем ДНК кодӗнчи чӗрӗ организмсене упраҫҫӗ, протеиногенлӑ аминокислотасем, хӑйӗн тытӑмӗпе нефть евӗрлӗ нумай цикллӑ ароматлӑ углеводородсем, тата азотӑн темиҫе тӗрлӗ пӗрлешӳсем. Рюгу — CI ушкӑн шутне кӗрекен хондрит евӗр астероид. Ун ӑшӗнче углерод, шыв тата органикӑллӑ япаласем питӗ нумай. Авторсем шутланӑ тӑрӑх, пребиотикла органика молекулисем Рюгу ҫине ҫакнашкал астероидсем ытти космос объекчӗсемпе ҫапӑннӑ хыҫҫӑн вӗсен ҫийӗ ҫинче йӗркеленнӗ космос тусанӗпе лекме пултарнӑ. Рюгу астероида 1999 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче АПШри Сокорро обсерваторинче шыраса тупнӑ. Унӑн диаметрӗ 920 метр. «Хаябуса-2» зонд ун ҫине 2018 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнче анса ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |