Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре ковид каникулне тӑсма пултараҫҫӗ. Ыран кӑшӑлвирус сарӑлассине хирӗҫ кӗрешекен оперштаб ларӑвӗ иртӗ. Чӳк уйӑхӗн 8-14-мӗшӗсенче апат-ҫимӗҫ сутман лавккасене, парикмахерскисемпе илем салонӗсене ӗҫлеме ирӗк парӗҫ-и? Шӑп ҫавӑн чухне ку ыйтӑва татса парӗҫ.

Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнченпе республикӑра ковид каникулсем пуҫланнӑ. Хӑш-пӗр районта юпан 26-мӗшӗнченпех ӗҫлеме чарнӑ.

Ыран оперштаб ларӑвӗ иртсен хыпара телеграм-каналта пӗлтерӗҫ. Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев шкул ачисен каникулӗ тӑсӑлмассине пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75411
 

Сывлӑх

Оперштаб пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 176 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ку таранччен 38526 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 33781-шӗ сывалнӑ.

Юлашки талӑкра 16 ҫын вилнӗ. Паянхи куна 2827 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Юлашки талӑкра 163 ҫын сывалнӑ. Чирлекенсем 176 ҫын пулнӑ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑри стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 1918 пациент кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Республикӑра
golos-buryatyi.ru сайтри сӑн
golos-buryatyi.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 33 ҫулти арҫын «банк ӗҫченӗсене» пулӑшас тесе хӑй укҫа ҫухатнӑ. Вӑл 1,4 миллион тенкӗ кредит илсе ӑна ултавҫӑсене куҫарса панӑ.

Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫак арҫын полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер такам арҫын ячӗпе кредит илме хӑтланни пирки каланӑ. Вӑл арҫынна хураха тытмашкӑн кредит заявки пама сӗннӗ.

Ку 1 миллион та 430 пин тенкӗлӗх кредит илнӗ. Счета вӑл хӑй ҫеҫ кӗме пултарнине ӗненнӗ. Ултавҫӑ аллине лекни пирки шутлама та пултарайман. Каллех кредит илме хушсан тин ултавҫӑ тӗлне лекнине ӑнкарнӑ. Анчах счечӗ ҫинчи укҫи пулман ӗнтӗ.

 

Культура
Инстаграмри @hypar1906 страницӑран илнӗсӑнӳкерчӗкӗ
Инстаграмри @hypar1906 страницӑран илнӗсӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗршыври паллӑ телеертӳҫӗсенчен пӗри, Андрей Малахов, ертсе пыракан передачӑра Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткине кӑтартӗҫ. «Россия 1» (чӑв. Раҫҫей 1) телеканалӑн «Привет, Андрей» кӑларӑмӗн хӑни Ирина Шоркина пулӗ.

Валерий Семин музыкант пултарулӑхне халалланӑ телекӑларӑм эфира чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тухӗ.

Кӑларӑм хӑнисен шутӗнче Чӑваш Енри Етӗрне районӗнчи Хурамал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, 2003 ҫултанпа «Москонцерт» продюсер центрӗн солистки пулса ӗҫлекен Ирина Шоркина пулнӑ. Анонса артистка Инстаграмри хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Раҫҫей УМВД Шупашкарти уйрӑмӗ вырнаҫтарнӑ видеори сӑн
Раҫҫей УМВД Шупашкарти уйрӑмӗ вырнаҫтарнӑ видеори сӑн

Шупашкарти 23 ҫулти «Лада Гранта» автомобиль водителӗ светофор ҫинче хӗрлӗ ҫутӑ ҫутӑлнӑ хыҫҫӑн ҫул урлӑ чупса каҫма хӑтланнӑ ҫынна ҫапса кайнӑ. Кун пирки Раҫҫей УМВД Шупашкарти уйрӑмӗ пӗлтерет.

Видеокадрсене сӑнасан, арҫын светофорӑн симӗс ҫуттинче ҫул урлӑ каҫма ӗлкӗрейменни палӑрать, машшинсем тапранманнине кура вӑл ҫул урлӑ чупса каҫма шутланӑ пулас.

Пӑтӑрмах ӗнер, 16:33-ре, Калинин урамӗнчи 66-мӗш ҫуртсем патӗнче пулса иртнӗ. Водителе тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӑл урӑ пулни палӑрнӑ. Ҫуран ҫӳрекен ҫынна васкавлӑ пулӑшу карети илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CV0PRUeqFmY/
 

Культура
chuvbook.ru сӑнкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче Наталья Васильеван «Сказки маленького домовенка. Кил хуралҫи уява чӗнет» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

Ҫӗнӗ кӑларӑмра ачасене хӑйсен аллипе тӗрлӗ япала ӑсталама вӗрентнӗ. Илемлӗ япала тума нумаях та кирлӗ мар. Тӗрлӗ хут, ал айӗнчи ытти ансат хатӗр-хӗтӗр.

Кӗнекене Наталья Васильева художник илемлетнӗ, редакторӗ – Ольга Федорова. Кӑларӑма икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — пичетленӗ. Вырӑсларан чӑвашла Галина Матвеева куҫарнӑ.

Наталья Васильева — ача-пӑча иллюстраторӗ тата юмах ҫыракан писатель. Тӗрлӗ ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн «Сказки Радужного города», «Новогодняя история» ярӑмри кӗнекисем пичетленнӗ.

 

Культура
Чӑваш наци музейӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш наци музейӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫак кунсенче Хакас Республикинче Наци музейӗсен пӗтӗм Раҫҫейри ассамблейин пухӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова хутшӑннӑ.

Форума чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хупӑннӑ. Мероприяти Л.Р. Кызласов ячӗллӗ наци краеведени музейӗнче пухӑннӑ.

Наци музейӗсен ассамблейин форумӗн пӗрремӗш кунӗнче Ирина Меньшикова Хакас Республикинчи краведени музейӗпе туслӑ ҫыхӑну тытасси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ. Икӗ регион пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗртме палӑртать, куравсем йӗркелесшӗн.

Форумӑн иккӗмӗш кунӗнче Шупашкарти музей директорӗ «Национальная культура в России как инструмент государственной политики» (чӑв. Раҫҫейри наци культури — патшалӑх политикин инструменчӗ) сессире «Чувашская вышивка – культурный код нации: сохраняем, рассказываем, развиваем» (чӑв. Чӑваш тӗрри — наци культурин вӑрттӑнлӑхӗ: упратпӑр, каласа кӑтартатпӑр, аталантаратпӑр) ятпа доклад тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.facebook.com
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш Енри ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсем професси уявне пуҫтарӑннӑ. Правительство ҫуртӗнче вӗсене республика Элтеперӗ Олег Николаев патшалӑх наградисемпе чысланӑ.

«Кунта паян ял хуҫалӑх отраслӗнче тӑрӑшакан уйрӑмах тӑрӑшуллӑ, хӑйсен витӗмлӗ тӳпине хывнӑ (сирӗн пирки сирӗн ӗҫтешӗрсем тата коллективӑрсем, халӑх ҫапла шухӑшлать) ҫынсем пуҫтарӑннӑ», — ҫапларах палӑртса хӑварнӑ Элтепер.

Ял хуҫалӑхӗнче тата агропромышленноҫра ӗҫлекенсене вӑл уявпа саламланӑ.

Палӑртар: асӑннӑ отрасль ӗҫченӗсен професси кунне юпа уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче палӑртаҫҫӗ-ха. Анчах пирӗн патра ӑна уй-хирти ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн пуҫтарӑнаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
112 сӑнӳкерчӗкӗ
112 сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкартан вӗҫсе кайнӑ ҫӑмӑл моторлӑ самолёт Чӗмпӗрте инкеке лекнӗ.

Паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, «Diamond DA42 M» маркӑллӑ самолёт Чӗмпӗрти аэродрома ирӗксӗртен анса ларнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл шассине сиенленӗ, анчах ҫынсем шар курман. Ку хыпара РФ Следстви комитечӗн Транспорт ҫинчи следстви управленийӗнче пӗлтерни тӑрӑх «Ҫыхӑнура» форумра хыпарланӑ.

Самолёт вӗренӳпе тренировка вӗҫевне тухнӑ. Вӑл Шупашкарти аэропортран хускалса кайнӑ. Салонта инструкторпа курсант пулнӑ. Самолёт хуҫи — Чӗмпӗрти граждан авиацийӗн институчӗ.

Пӑтӑрмах сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрӗслӗҫ.

 

Хулара

Шупашкарти «Салют» культура керменӗ умӗнчи скверта йывӑҫсем ҫухалма тытӑннине хула ҫыннисем асӑрханӑ. «Тин кӑна «Салют» умӗнче хӑтлӑх кӗртсе пӗтернӗ, тӗмсем лартнӑ, вӗсем вара ҫук та. Кам тата мӗн тӗллевпе вӗсене кӑклать – ӑнланмалла мар. Симӗс тавралӑхсӑр юлас килмест. Вандалсенчен епле хӳтӗленмелле?» - ҫырнӑ ҫынсем.

Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, объекта хальлӗхе йышӑнман, ҫавӑнпа подрядчикӑн ревизи туса кӑкланӑ тӗмсем вырӑнне ҫӗннисене лартмалла. Халӗ унта видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ.

Сӑмах май, «Альянсгрупп» организаципе культура ҫурчӗ умне хӑтлӑх кӗртмешкӗн 89 млн тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 867, 868, 869, 870, 871, 872, 873, 874, 875, 876, [877], 878, 879, 880, 881, 882, 883, 884, 885, 886, 887, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 12

1911
113
Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
106
Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
86
Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1944
80
Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ.
1956
68
Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...