Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре фотокорреспондентсемпе паллаштаракан кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Нумаях пулмасть ӑна хӑтлама пуҫтарӑннӑ. Унта культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗ министрӗ Светлана Каликова та хутшӑннӑ.

«Фотокорреспонденты Чувашии. Биографии. Чӑваш Ен фотокорреспонденчӗсем. Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ» альбом-справочника кун ҫути кӑтартассишӗн С.В. Журавлев, А.В. Борзов тата А.П. Хузангай тӑрӑшнӑ. Текстсене икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — пичетленӗ. Вырӑсларан чӑвашла Л.Н. Петрова куҫарнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн тиражӗ – 1000 экземпляр.

Кӗнекене 21 фотокорреспондентӑн биографийӗпе ӗҫӗсем кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче — Александр, Георгий тата Николай Костинсем, Юрий Ананьев, Георгий Зиньков, Виталий Исаев, Борис Иванов, Семен Игнатьев, Вячеслав Романов...

 

Республикӑра

Республика Элтеперӗн администрацийӗ сувенир сехетсем туянасшӑн. Ҫавна май регионти закупкӑсен центрӗ аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.

Элтепер администрацийӗ 110 арҫынсен, 75 хӗрарӑмсен сехетне туянасшӑн. Кун валли 997 пин те 770 тенкӗ уйӑрма хатӗр. Пӗр сехет 3923 тенке кайса ларӗ. Арҫынсен 15 сехетне вара 12647 тенкӗпе туянасшӑн, хӗрарӑмсен 10 сехетне - 8231 тенкӗпе.

Паллах аукционра хак чакма пултарать. Ҫӗнтерӳҫӗн килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн 15 кунран сехетсемпе тивӗҫтермелле.

 

Политика

Ҫак эрнере республикӑри муниципалитетсенчен пӗринче пуҫлӑх ӗҫрен кайнӑ. Хӑйне должноҫрен хӑтарма ыйтса Муркаш районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Ростислав Тимофеев заявлени ҫырса панӑ.

Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче муниципалитетра Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем черетсӗр ларӑва пуҫтарӑннӑ.

Каяс текен ҫынна чараймӑн. Депутатсем Ростислав Тимофеевӑн заявленине пӗр шухӑшлӑн тивӗҫтернӗ.

Хальлӗхе илсен, Муркаш районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн пуканне никам та йышӑнман. Ҫывӑх вӑхӑтра конкурс иртӗ, унта ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйлӗҫ.

 

Экономика
oko-planet.su сӑнӳкерчӗкӗ
oko-planet.su сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ИТ-специалистсене ытларах вӗрентсе кӑларма тытӑнӗҫ.

Паянхи куна илсен, республикӑн экономикине 350-а яхӑн ИТ-специалист кирлӗ. Суту-илӳпе промышленность палати шухӑшланӑ тӑрӑх, 2022 ҫул тӗлне ун пек специалистсен йышӗ икӗ хута яхӑн ӳсӗ, тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Ен экономикинче ИТ-кадрсем 700 ҫын таран кирлӗ пулӗҫ.

Республика ертӳҫи Олег Николаев ЧР Вӗренӳ тата Цифра аталанӑвӗн министерствисене вӑтам тата аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче квота шутне ӳстермеллине хушса каланӑ.

Паянхи куна илсен, ИТ-специалистсене 7 техникумпа 5 аслӑ шкулта хатӗрлеҫҫӗ. 21 шкул ИТ-классем йӗркелес проекта хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем 2022-2023 ҫулсенче ӗҫлесе каймалла. Ачасем валли ИТ-лагерьсем, хакатонсем йӗркелеме, вӗренекенсене ИТ-предприятисене илсе кайса кӑтартма палӑртаҫҫӗ.

 

Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре «Атӑл» – Сӗнтӗрвӑрри – Октябрьски – Куславкка» автоҫула кӑҫал юсаса пӗтерме палӑртнӑ. Ӑна ҫӗнетес ӗҫе 2020 ҫултах пуҫӑннӑ. Ҫуркунне ҫитсен ҫул-йӗрҫӗсем юсав ӗҫне малалла тӑсӗҫ.

Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи ҫула ҫӗнӗ технологие пӑхӑнса сараҫҫӗ. Кивӗ асфальта ҫул айккине хытарма усӑ курӗҫ. Тротуарсемпе автобус чарӑнӑвӗсене те тума пӑхса хӑварнӑ.

Мӗнпур ӗҫе 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне вӗҫлемелле.

Сӑмах май каласан, «Атӑл» – Сӗнтӗрвӑрри – Октябрьски – Куславкка» автоҫула 1970 ҫулта тунӑ. Унта тӗплӗ юсав пӗрре те ирттермен, ҫулӑн хӑш-пӗр лаптӑкне ҫеҫ икӗ хутчен юсанӑ.

 

Хулара

Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти пӗр урама Анатолий Игумнов ятне парасшӑн. Ҫапла йышӑннӑ Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем. Ку ыйтӑва «халӑх тарҫисем» пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хула урамӗсен, лапамсен ятне улӑштарас, ҫӗннине парас енӗпе ӗҫлекен комиссире сӳтсе явнӑ.

Хальлӗхе хӑш вырӑнти урама ун ятне парассине каламан. Ҫапах ҫакӑ паллӑ: вӑл микрорайонти тӗп урамсенчен пӗри пулӗ.

Анатолий Игумнов 1994–2002 ҫулсенче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ, ҫавӑн пекех Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ. Вӑл — тӗп хулан хисеплӗ ҫынни.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Шупашкарта "Волжский-3" микрорайонта таксист 9 ҫулти хӗрачан урине таптанӑ. Хӑй вара тарса ҫухалнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ.

Ун чухне таксист хӗрачана шкул умне илсе ҫитернӗ. Хӗрача аннӑ, таксист вара хускалса кайнӑ та ачан урине таптанӑ. Вӑл ӑна пулӑшман, вырӑнтан тарнӑ. Хӗрача хӑйех пульницӑна кайса тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.

Йӗрке хуралҫисем таксиста часах шыраса тупнӑ. Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл хӗрачана асӑрхаман, часрах тепӗр клиент патне кайнӑ.

 

Кӑсӑклӑ Экономика

Раҫҫейре чек лентти ҫитмест текен хыпара кашни кун пӗлтерме пуҫларӗҫ. Ӑҫта ҫухалнӑ-ха вӑл, мӗнле сӑлтавсене пула ҫав тери сахалланса юлнӑ? Ҫак ыйту тавра тӗпчесе пӑхар.

Мӗн вӑл чек лентти?

Чек лентти — ятарлӑ сийпе витнӗ хут хӑйӑвӗ. Вӑл сарлакӑшӗпе (44, 57, 80 стандартсем пур) тата мӗн чухлӗ явнипе уйрӑлса (кунта стандарт ҫук — касса аппаратне вырнаҫма пултартӑр) тӑрать.

Кам туса кӑларать?

Хӑй чек ленттине кӑларакансем пирӗн ҫӗршывра сахал мар. Анчах вӗсем чек ленттине касса хатӗрлеҫҫӗ кӑна. Хутне вара Европӑран кӳрсе килеҫҫӗ. Мӗншӗн Европӑран? Унта хучӗ пахалӑхлӑрах тата йӳнӗрех те. Пысӑк рулонсемпе кӳрсе килеҫҫӗ те хайхи касса аппарачӗсем валли ятарлӑ станоксем ҫинче касаҫҫӗ, кирлӗ чухлӗ яваласа тӗркемсем хатӗрлеҫҫӗ.

Чек лентти ҫитменни хайхи Европӑран хут кӳрсе килме пӑрахнипе ҫыхӑннӑ та. Германи унччен ҫак хутпа 60–70% таран тивӗҫтернӗ. Халь унта ӗҫлекен Koehler Paper пачах тиесе ямасть, Mitsubishi Paper Mills вара самай сахалтарах леҫме тытӑннӑ. Ҫавӑн пекех Финляндири Jujo Thermal Kauttua, Кӑнтӑр Корейӑри Hansol Paper ҫак хута Раҫҫее сутма пӑрахнӑ.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

2021 ҫулта пирӗн республикӑри тӑватӑ районта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ 4G интернет ҫыхӑнӑвӗ валли 5 никӗс станцийӗ вырнаҫтарнӑ.

Иртнӗ ҫул Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн министерстви тата «Ростелеком» акционерсен обществи ҫӗршыври пӗчӗк ялсенче 1,2 пин никӗс станцийӗ вырнаҫтарнӑ, ҫав шутран 5-шне — Чӑваш Енре.

2021 ҫулта никӗс станцисене Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь тата Тури Кӑмаша, Елчӗк районӗнчи Энтепе, Вӑрмар районӗнчи Анаткасра, Пӑрачкав районӗнчи Никулино ялӗсенче туса лартнӑ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ йӗркелекен XXVI пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ ака уйӑхӗн 8-17-мӗшӗсенче иртӗ.

Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, классика хореографийӗнчи шедеврсемпе (сӑмахран, А. Аданӑн «Жизель» балечӗ, Л.Минкусӑн «Дон Кихочӗпе» пӗрлех «Титан’ия» (Г. Малер музыки) тата «Болеро» (М. Равель) пӗр актлӑ балетсем те пулӗҫ. Юлашкинчен асӑннисен премьерисене Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллипе хатӗрленӗ. Вӗсене куракансем патне ака уйӑхӗн 8, 9-мӗшӗсенче ҫитерӗҫ.

А. Айгин музыкиллӗ пӗр актлӑ «Арлекинада. NEW» балет та куракансене килӗшӗссе шанаҫҫӗ.

Пермьри патшалӑх хореографи училищин артисчӗсем СССР халӑх артисткине халалласа концерт кӑтартӗҫ. Вӑл ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 860, 861, 862, 863, 864, 865, 866, 867, 868, 869, [870], 871, 872, 873, 874, 875, 876, 877, 878, 879, 880, ... 3851
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 15

1916
109
Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1920
105
Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ.
1921
104
Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ.
1939
86
Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ.
1956
69
Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1989
36
Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...