Сывлӑх
![]() Иртнӗ талӑкра республикӑра кӑшӑлвирусран сывалнӑ 496 ҫынна пульницӑран кӑларнӑ. Кӗҫнерникунранпа сывалакансен йышӗ нумайланнӑ. Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗ тӗлне стационарта тата амбулатори мелӗпе 16,1 пин пациент сипленнӗ. Паянхи кун вара чирлисен йышӗ – 14,1 пин ҫын. Апла 5 кунра чирлекенсен йышӗ 2 пин ҫын чакнӑ. Иртнӗ талӑкра 72 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Вӗсенчен 23-шне пульницӑна вырттарнӑ. Юлашки талӑкра 4 ҫын чире парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче республикӑри 19 район муниципалитет округӗ пулассине йышӑннӑ. Чылай депутат ку реформӑна ырласа сасӑланӑ. Малашне кашни округра пӗр пуҫлӑх, парламент, администраци, хысна тата вырӑнти программӑсем пулӗҫ. ЧР Элтеперӗ каланӑ тӑрӑх, кун пек система ҫынсене патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе хӑвӑртрах тата меллӗрех усӑ курма май туса парать. Кӑҫал районсем муниципалитет округӗ ҫине куҫӗҫ, уставсем хатӗрлӗҫ. Ҫитес ҫултан муниципалитет округӗсем туллин ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал та пирӗн ҫӗршывра Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунне халалласа акци иртӗ. Ҫавна май ҫынсем тонометрсене тӳлевсӗр тӗрӗслеттерме пултарӗҫ. Акци ака уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче иртӗ. Юн пусӑмне виҫекен ҫав медицина аппаратне Чӑваш Республикинчи Метрологи тата тӗпчевсен стандартизацийӗн центрӗ тӗрӗслесе парӗ. Тонометрсене тӳлевсӗр тӗрӗслеттермелли акци юлашки тӑватӑ ҫулта иртет. Ҫав вӑхӑтра йӗркеллӗ ӗҫлемен 1000 тонометра палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() nasledie.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 18 сехетре, «Атӑл ывӑлӗсен юрри-ташши» халӑх пултарулӑхӗн регионсем хушшинчи фестивалӗ гала-концерчӗ иртӗ. Ӑнӑ курма Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи пултарулӑх ҫуртӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Фестивале Шупашкар районӗнчи Томаккассинче ҫуралнӑ Гавриил Фёдоров (29.03.1878-26.01.1962) фольклор ӑсти, юрӑҫ ячӗпе ирттереҫҫӗ. Фестиваль-конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – вокалпа хореографи пултарулӑхӗпе арҫынсене кӑсӑклантарасси, вӗсене социаллӑ пурнӑҫпа культурӑна явӑҫтарасси. Конкурса хутшӑнакансем икӗ хайлав тӑратнӑ, вӗсенчен пӗри — Гавриил Фёдоров репертуарӗнчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() kg-rostov.ru сайтри сӑн Ӗнер, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарти хӑш-пӗр хваттер ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Мӗне пула? «Университет-2» микрорайонта кран ӗҫленӗ чухне электролиние икӗ хутчен лектернӗ. Ҫавна май Хмельницкий урамӗнчи, Миттов бульварӗнчи, Гузовский урамӗнчи, Заовражнӑйӗнчи ҫуртсене ҫутӑпа тивӗҫтерекен подстанци сӳнсе ларнӑ. Унтан Михайлов, Пирогов урамӗсенчи, Мускав проспектӗнчи урамсем те ҫутӑсӑр ларнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин каланӑ тӑрӑх, ҫутӑ сӳнсе ларнине ҫынсем, ахӑртнех, сиссе те юлайман. Мӗншӗн тесен ҫутта 4-26 ҫеккунтранах панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта арҫын хваттер тара илнӗ те ӑна хӑйӗн ҫине ҫыртарма хӑтланнӑ. Ҫакна тӑваканӗ – Новосибирск облаҫӗнче пурӑнакан 53 ҫулти арҫын. Хваттер ҫӗнӗ ҫуртра вырнаҫнӑ. Хуҫисем, арӑмӗпе упӑшки, пушӑн 9-мӗшӗнче полицие пынӑ. Вӗсем чутах хваттерсӗр тӑрса юлман. Хайхискерсем нарӑс вӗҫӗнче хваттерне тара панӑ, килӗшӳ алӑ пуснӑ. Икӗ эрнерен вӗсем патне куҫман пурлӑха регистрацилекен учрежденирен шӑнкӑравланӑ та ыйтнӑ: вӗсем урӑх ҫын ҫине доверенноҫ туса паман-и? Арӑмӗпе упӑшки тӗлӗннӗ. Апла туман-ҫке-ха вӗсем. Часрах полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем арҫынна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ытти регионта та ҫакнашкал ӗҫсем туман-и? Ҫакна та тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ черетлӗ ҫитӗнӳ турӗ — куҫарнӑ сӑмахсен йышӗ 10 миллионран иртрӗ. Тепӗр май каласан чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсенче 10 миллион ытла вырӑсла сӑмах халь. Аса илтеретпӗр: мӑшӑрсен йышӗ 1 миллиона пӗлтӗр, юпа уйӑхӗнче ҫитрӗ. Ун хыҫҫӑн эпир канса илме шутларӑмӑр. Ытлашши канман-ха: малтанхи пек хӗрӳ ӗҫлемерӗмӗр кӑна. Хамӑр плана ҫулталӑк вӗҫӗччен пурнӑҫланӑ май тепӗр план та тунӑччӗ — куҫарнӑ сӑмахсен йышне 10 миллиона ҫитерме. Хӳрӗ ӗҫлесен пурнӑҫланӑ та пулӑттӑмӑр та, анчах канас терӗмӗр ҫав. Ҫулталӑка ҫапла май 9,8 миллион куҫарнӑ сӑмахпа кӑна вӗҫлерӗмӗр. 200 пин ытларах сӑмаха пухма вара пире 3 уйӑх кирлӗ пулчӗ... Ҫавах та ку виҫӗ уйӑхра эпир хамӑр чӗлхе корпусне ытларах енӗпе тӗрлӗрен материалпа пуянлатма тӑрӑшрӑмӑр. Тӗрлӗ енлӗ текстсемпе. 10 миллион сӑмах урлӑ каҫнӑ хыҫҫӑн эпир хамӑр «Атӑл. Тӑлмач» куҫаруҫӑна лайӑхрах вӗрентес шухӑшлӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл халӗ те 673 пин мӑшӑрпа ҫеҫ усӑ курать. Паянхи кун пирӗн 1 082 пин мӑшӑр пуррине шута илсен унӑн куҫару пахалӑхӗ татах та ӳсмелле. Ку ҫитӗнӳ хыҫҫӑн «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» малалла та пуянланса пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Венера Николаева. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗнче чӑваш халӑхӗн пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсене тата капӑрлӑхӗсене ӑсталассипе нумаях пулмасть семинар-практикум иртнӗ. Унта студисен, куржоксен, декоративлӑ прикладной ӳнерӗн ытти коллективӗн ертӳҫисем, пурӗ 42 специалист, хутшӑннӑ. Вӗсем — Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Шупашкар районӗсенчи культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем. Семинар-практикума пухӑннисене ӑсталӑх вӑрттӑнлӑхӗсемпе Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри культура ҫуртӗнчи «Тӑрмӑш» халӑх фольклор ансамбльне ҫӳрекен Венера Николаева паллаштарнӑ. Вӑл тухьян тӗп пайне ҫекӗлпе ҫыхма вӗрентнӗ. «Руҫ ӑстисем» конкурса хутшӑнакан Инна Сугутская вӗтӗ шӑрҫапа чӑваш эрешӗсене ӑсталама хӑнӑхтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, республикӑри социаллӑ центрсенче йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенче пурӑнакан ачасене уйлӑхсенче кантарма путёвкӑсем пама тытӑнӗҫ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал тӗрлӗ мелпе 100 пин ытла ачана канма май туса парасшӑн. Стационарлӑ 14 уйлӑх, кӑнтӑрла канмалли 319 уйлӑх уҫма палӑртаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ пулӑшу министерствин социаллӑ пулӑшу паракан центрӗсем ҫумӗнче 14 уйлӑх ӗҫлӗ. Ачасене уйрӑм ҫынсен 3 уйлӑхӗ («Жемчужина Чувашии», «Салют», «Солнышко»), патшалӑхӑн 2 уйлӑхӗ («Белые камни», «Росинка» Минспорта Чувашии) тата муниципалитетсен 9 уйлӑхӗ («Берёзка», «Бригантина», «Волна», «Звездный», «Звездочка», «Космонавт», «Романтика», «Соснячок», «Янтарный») йышӑнӗҫ. Эпидемиологи енчен лару-тӑру йӗркеллех пулсан уйлӑхсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() salsknews.ru сайтри сӑн Хӗрарӑм фисташка ҫисе ларнӑ чухне тӑрук унӑн шӑл протезӗ хуҫӑлса кайнӑ. Ӑна пула вӑл чутах вилмен. Ку, «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм фисташка ҫинӗ, тӑрук шӑл протезӗ хуҫӑлнӑ та пӗр пайӗ пырне анса кайнӑ. Юрать, хӗрарӑм патне васкавлӑ медпулӑшу часах ҫитнӗ, ӑна ҫӑлса хӑварнӑ. Пациентка протез пайӗ пырне ларнипе сывлаймаи те пулайнӑ. Ӑна тухтӑрсем пульницӑна сипленме илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |