Спорт
![]() Пӗлтӗр сезон вӗҫенче Лана Прусакова фристайлҫӑ аманнӑ. Ҫавна пула вӑл ӑмӑртусене хутшӑнайман. Лана тинех спорта таврӑнать. Спортсменка ака уйӑхӗн 1-7-мӗшӗсенче Чӗлепи облаҫӗнчи "Солнечная долина" ту йӗлтӗр спорчӗн комплексӗнче иртекен Раҫҫей Кубокне хутшӑнать. Унпа пӗрле тепӗр фристайлҫӑ Дмитрий Мулендеев та каять. Сӑмах май, Мулендеев Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисене хутшӑнайман, унтс лекеймен. Икӗ эрне каялла вара Раҫҫей чемпионатӗнче слоуп-стайл дисциплинӑра - ылтӑн, биг-эйр дисциплинӑра кӗмӗл медальсем ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ӳсӗр ҫынсене йышӑнмалли учреждени (хӑй вӑхӑтӗнче вӗсене урӑлтаркӑч тенӗ) ҫывӑх вӑхӑтра уҫма палӑртаҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев ун пек учреждение 2023 ҫулхи пӗрремӗш кварталтан кая юлмасӑр уҫма хушнӑ. Ӗнер, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ ҫумӗнче йӗркелекенӗ право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен координаци канашлӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Олег Николаев алкогольпе, наркотикпа е урӑх ҫавӑн пек япаласемпе айкашакан ҫынсене пулӑшу памалли специализациленӗ учрежденисем тӑвас ӗҫе васкатма чӗнсе каланӑ. Чӑваш Республикинчи граждансен сывлӑхне сыхласси ҫинчен калакан саккуна ҫывӑх вӑхӑтра улшӑну кӗртмелле. «Саккун проектне Патшалӑх Канашӗн ҫитес сессийӗн кун йӗркине кӗртмелле», — тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗмӗрлере арҫын хӑйӗн ҫуртӗнче ҫунса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 13 сехет те 55 минутра Ҫӗмӗрле хулинчи пӗр ҫуртра пушар тухнӑ. Ҫулӑм йӑлтах тӗп тунӑ, пӳрт кӑмрӑк купине ҫаврӑннӑ тесен те юрать. Ҫуртра 38 ҫулти арҫын пурӑннӑ. Шел те, вӑл пушартан ҫӑлӑнайман. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран та тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан икӗ арҫын пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче савнийӗсене савӑнтарас тесе лавккаран 50 кӗлчечек вӑрланӑ. Уявра ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче вырнаҫнӑ суту-илӳ ҫурчӗн сутуҫисем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсен лавккинчен икӗ чечек ҫыххи, пӗтӗмпе – 50 чечек, ҫухалнӑ. Вӑл вара 6 пин ытла тенкӗ тӑрать. Йӗрке хуралҫисем ҫак ӗҫе 27-ри тата 29 ҫулти арҫынсем тунине палӑртнӑ. Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, чечек ҫыххисене савнийӗсене парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Тӑван чӗлхе вӑрттӑнлӑхӗсем» интернет олимпиада иртнӗ. Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «унта заявка панӑ 150 ҫынран тӗрлӗ сӑлтавсене пула пӗтӗмпе 109 учитель кӑна хутшӑннӑ». Олимпиадӑна Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри йӗркеленӗ. Тӗрӗслеве чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен культурине вӗрентекенсем хушшинче ирттернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем тесе ҫак вӗрентекенсене палӑртнӑ: Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш шкулӗнчи Елена Максимова, Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑхри Юлия Кошелева, Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулти Галина Васильева, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пӑшъелӗнчи Светлана Никитина тата Ирина Матюшкина, Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи Ираида Фомина, Шупашкарти 49-мӗш вӑтам шкулти Вера Куракова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрлери ҫӑкӑр пӗҫерекен савута хупма пултараҫҫӗ. Унта ӗҫлекенсем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫынсене ӗҫрен каймашкӑн заявлени ҫыртараҫҫӗ. Ертӳҫӗ савут учредителӗпе калаҫнӑ. Лару-тӑру йывӑр пулсан та малалла аталанмалли ҫулсем, «сиплемелли программӑна», суйланӑ. Ӑна 1-3 уйӑх пурнӑҫласа пӑхма палӑртнӑ. Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, савута хупма палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Куславкка хулинчи 32 ҫулти ҫын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Пакунлисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхн 9-мӗшӗнче Куславккара ҫав этем 45 ҫулти арҫынпа урамра паллашнӑ. Ӑна эрех туянса пӗрле ӗҫме сӗннӗ. Усал шухӑшлӑ ҫыннӑн хваттерӗнче эрех ӗҫнӗ вӑхӑтра арҫынсем хушшинче харкашу пуҫланса кайнӑ. Тӗрмерен 9 кун каялла тухни (колонирен ӑна 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче кӑларнӑ) ҫӗнӗ пӗлӗшне тапса-ҫапса пӗтернӗ. Шар курни тепӗр кунне реанимацире вилнӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Куславкка арҫынни черетлӗ хутчен суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Унччен вӑл тӗрмере 13 ҫула яхӑн ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() fishki.net сайтри сӑн Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын, инҫе рейса ҫӳрекенскер, «Русское лото» лотерейӑра машина выляса илнӗ. Транспорт 800 пин тенкӗ тӑраканскер. Юрий Алатырев лотерейӑна темиҫе ҫул каяллах хутшӑнма пуҫланӑ. Хӑш чухне вӑл пӗчӗк укҫа выляса илкеленӗ. Хальхинче вӑра чӑннипех те ӑннӑ. Ҫав самантра арҫын рейсра пулнӑ. Тӑрук телефонӗ ҫине лотерейӑра машина выляса илни пирки ҫыру килнӗ. Кӑнтӑрлахи апата чарӑнсан сайта кӗрсе тӗрӗсленӗ – ултав мар иккен. Вӑл тӳрех арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ. Выляса илнӗ машина вырӑнне вӑл укҫа илесшӗн, унпа килте юсав ӗҫӗсем туса ирттересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл Атӑлта рак тытнӑ. Ӑна Чӑваш Енри транспорт полицийӗ тытса чарнӑ. Муркаш районӗнче пурӑнакан 42 ҫулти арҫын Атӑлта пӑр шӑтарса унта 50 метр сарлакӑш тетӗл янӑ. Пулӑҫ аллине ҫапла майпа 15 рак тата темиҫе пулӑ ҫакланса ӗлкӗрнӗ. Транспорт полицийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, рака кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тытма юрамасть. Ҫутҫанталӑк ресурсӗсене ҫав арҫын 10 пин тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сӑвӑ хитре ҫырма пӗлекенсене «Чунтан саламласа» открытка авторӗ пулма сӗнеҫҫӗ. Асӑннӑ акцие Чӑваш наци музейӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттерет. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑ кун, эпир Чӑваш чӗлхи кунне тивӗҫлипе уявлатпӑр. Ҫавна май наци музейӗ чӑвашла открытка валли салам сӑмахне сӑвӑлласа ҫырма сӗнет. Текст чӑвашла пулмалла. Саламлӑ сӑвӑра 8 йӗркерен ытла кирлӗ мар. Салама ҫуралнӑ кун, Амӑшӗн кунӗ тата туй кунӗ ячӗпе хатӗрлеме май пур. Акцие 5 ҫултан пуҫласа 75 ҫул таранчченхисем хутшӑнма май параҫҫӗ. Шкул ачи-и вӑл е поэт-и — пурне те хапӑл тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |