Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра йӑлана кӗнӗ майпа «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш Енри театрсем 10 спектакль тӑратнӑ. Ӗҫсене 7 номинаципе хаклӗҫ: «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль»; «Ачасем валли чи лайӑх спектакль»; «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ»; «Чи лайӑх арҫын ролӗ»; «Чи лайӑх сценографи»; «Иккӗмӗш планри чи лайӑх роль»; «Спектакле музыка енчен чи лайӑх илемлетни». Жюри йышӗнче 2 театр критикӗ те пур: филологи наукисен докторӗ, искусствоведени кандидачӗ, «Культурный Петербург» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Сергей Ильченко тата «Пять вечеров на Кипре» пӗтӗм тӗнчери театр фестивалӗн арти-директорӗ, театр менеджерӗ, критик Армине Оганесян. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Николай Плотников архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Паян, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн «Самана таппи» кӑларӑмӗнче Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников тата Игорь Алексеев чӑваш хастарӗ пулчӗҫ. Вӗсемпе тӑван халӑхӑмӑр пуласлӑхӗшӗн хыпса ҫунса тӑракан публицист, журналист Лидия Филиппова калаҫрӗ. Николай Плотникова эпир Чӑваш халӑх сайтне тытса пыни тӑрӑх пӗлетпӗр. Анчах вӑл тата Игорь Алексеев чӑваш Википедине те аталантарма нумай тӑрӑшнӑ. Аҫтахар Плотников пирки каласан, тӑван халӑхӑмӑр чӗлхине аталантарас тесе (ҫав шутра цифра тӗнчинче те) хӑйӗн укҫи-тенкине шеллемесӗр нумай тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Владимир Косолапенков Улатӑр хулин пуҫлӑхне суйланӑ. Ку пукана ҫак хулари технологи колледжӗн директорӗ Владимир Николаевич Косолапенков йышӑннӑ. Унӑн кандидатурине депутатсем пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пӗр саслӑн пулса ырланӑ. Сӑмах май, нарӑс уйӑхӗнче Улатӑр хула администрацийӗн ертӳҫине те суйланӑ. Ун чухне ку тивӗҫе 42 ҫулти Денис Трифонов хӑйӗн ҫине илнӗ. Конкурса тӑватӑ ҫын хутшӑннӑ. Сӑмах май, Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн сити-менеджер пуканне Сергей Лукшин хӑйӗн ирӗкӗпе пӑрахса кайнӑ. Ку должноҫре вӑл ҫулталӑк ҫурӑ ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Емельян Арчиков. nasledie.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти ял вулавӑшӗнче «Арчиков Емельян Иванович — ученый-геоморфолог, доктор географических наук» экологи концеренцийӗ иртӗ. Ӑна Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ. Мероприятие Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ тата Муркаш районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗ йӗркелет. Емельян Арчиков (15.08.1925-16.11.2004) — паллӑ ученый-геоморфолог, географи наукисен докторӗ (1990), профессор (1980). Вӑл Муркаш районӗнчи Нискассинче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи (ун чухне аслӑ шкул пединститут шутланнӑ) физикӑпа математика факультетӗнчен, Мускаври М.В. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнчи географи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1992 ҫултанпа Емельян Арчиков ЧПУра физика георграфийӗн тата геоморфологин кафедрин заведующийӗнче ӗҫленӗ. Ҫӗр рельефӗпе тинӗссене, юханшывсемпе тусене тӗпченӗ май Муркаш районӗн мухтавлӑ ҫынни Чукоткӑпа Приморье таран ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӗҫӗр, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 21 сехет те 10 минутра, Муркаш районӗнчи Калмаккасси ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Фольксваген Транспортер» каялла ҫаврӑннӑ чухне хирӗҫ килекен «Форда» ирттерсе яман. Икӗ машина ҫапӑннӑ. Микроавтобусра пулнӑ 30 ҫулти пассажр аманнӑ. Юрать-ха, вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Микроавтобусра пӗтӗмпе 6 ҫын пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель вӗсене «Бла-бла-кар» сайт урлӑ тупнӑ. «Транспортера» штрафстоянкӑна ӑсатнӑ, водителе аваришӗн явап тыттарасшӑн. Кунсӑр пуҫне саккуна пӑсса тупӑш тунӑшӑн явап тыттарма материалсем пухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пӗр предприяти услам ҫу туса кӑларать, анчах вӑл хут ҫинче кӑна пур. Чӑннипе вара – ҫук. Вӑл «Адыгейское золотое» ятлӑ, пысӑк сортлӑ, ГОСТпа хатӗрленӗскер имӗш. Анчах Роспотребнадзор асӑрхаттарать: сутлӑха тухнӑ ҫак услам ҫу пахалӑхлӑ мар. Ҫак услам ҫӑва «ИНСУЛА» тулли мар яваплӑ общество кӑларать, юридици адресӗ – Йӗпреҫ районӗ, Кӗлӗмкасси ялӗ, Кӗпер урамӗ, 2-мӗш ҫурт. Анчах ведомство тӗрӗслев ирттернӗ те унта Чӑвашпотребсоюзӑн «Кулленхи усӑ курмалли таварсен лавкки» вырнаҫнине палӑртнӑ. Унта нимӗнле услам ҫу та ҫук. Ҫитменнине, Роспотребнадзора «ИНСУЛА» ятлӑ предприяти ӗҫлени пирки уведомлени килмен. Ҫапла майпа ҫак предприяти – мӗлке. Ведомство тӗрӗслев материалӗсене йӗрке хуралӗн органӗсене янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Моҫҫакасси ялӗнче пурӑнакансене шыв ыйтӑвӗ канӑҫ памасть. Шыв башнине темиҫе сехетлӗхе яраҫҫӗ, анчах кранран кӑшт ҫеҫ шыв юхать. Ирӗксӗрех ҫӑл патне утма е лавккаран туянма тивет. Ялта – 70 хуҫалӑх. Уйрӑмах ватӑсене, нумай ачаллӑ ҫемьесене, выльӑх-чӗрлӗх тытакансене йывӑр килет. Чылай чухне кӳршисем, килтех ҫӑл чавнисем, ҫӑлаҫҫӗ. Ялти ҫӑл вара тахҫанах юрӑхсӑра тухнӑ. Ялти шыв башнине 1986 ҫулта хута янӑ. Унтанпа ӑна тӗплӗ юсаман та. Кӑлтӑксем унччен те пулнӑ-ха. Уйрӑмах ҫулла пахча шӑварнӑ чухне напор ҫитмен. Халӗ мӗн пулнӑ? Ыйтава пӗр уйӑх уҫӑмлатаҫҫӗ ӗнтӗ. Малтан рабочисене шыранӑ, унтан ҫӗнӗ насос кӗтнӗ. Халӗ вара специалистсем шыв пӑрӑхӗ ӑҫтан шӑтма пултарнине тӗрӗслеҫҫӗ. Шыв резервуара тулать-ха, анчах ҫынсем патне ҫитмест. Вырӑнти тӳре-шара кивелнӗ башньӑна пуҫаруллӑ бюджетировани программипе юсама сӗнет. Строительство министерствине заявлени панӑ ӗнтӗ. Хальлӗхе вара ҫынсен хӑйсенех ӑҫтан та пулин шыв тупма тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шкулсенче Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫӗсене кӑҫал ҫуркунне мара, кӗркунне ирттерӗҫ. Ҫапла йышӑну тунӑ Рособрнадзор. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, пирӗн патра ҫак чирӗн ҫӗнӗ хумӗ пуш тата ака уйӑхӗсенче сарӑлма пултарать. Ҫавна май тӗрӗслев ӗҫӗсене авӑнӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 24-мӗшӗччен ирттерӗҫ. Ҫӗнӗ расписание авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитерме шантарнӑ. Электрон версипе ирттерме палӑртнӑ тӗрӗслев ӗҫӗсене те кӗркуннене куҫарнӑ. Маларах ҫырнӑ шкулсен кӗркунне тепӗр хутчен пурнӑҫлама тивмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, драматург, педагог, публицист, Ефим Никитин (1912-2022) ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ. Ефим Никитин 1912 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче унчченхи Ҫӗрпӳ уесӗнчи, хальхи Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри театр техникумӗнче сцена искусствине, Чӑваш патшалӑх музыкӑпа театр техникумӗнчи актер уйрӑмӗнче, Дон ҫинчи Ростов хулинче режиссёрсен курсӗнче вӗреннӗ. 1933-1940 ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче актёрта тата режиссёр ассистентӗнче, пукане артистӗнче ӗҫленӗ. Комсомольскинчи колхоз театрӗнче илемлӗх ертӳҫинче тата актёрта та тӑрӑшнӑ. 1943-2000 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнче ҫӳп-ҫап полигонӗ ҫуннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫулӑма ҫийӗнчех сӳнтернӗ пулин те полигонта тӗтӗмпе йӑсӑрланма часах пӑрахман. Вут-ҫулӑм тухнин сӑлтавне прокуратура ҫеҫ мар, Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗсленӗ. Полигоншӗн яваплӑ «Мой Дом» общество кирлӗ пек ӗҫлесе ҫитерейменни ҫиеле тухнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратура организаци тӗлӗшпе черетлӗ хутчен административлӑ ӗҫ пуҫарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |