Республикӑра
![]() im0-tub-ru сайтри сӑн Халӗ канма кайсан тӑкакланнӑ укҫан пӗр пайне каялла кэшбекпа тавӑрма пулать. Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кэшбек программин черетлӗ тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Унта 13 отель, хӑна ҫурчӗ тата санатори хутшӑнаҫҫӗ. Канма кайсан пурӑннӑшӑн, турпутевкӑшӑн укҫан пӗр пайне кэшбекпа тавӑрма пулать. Сӑмах май, кэшбек программинче пур регион та хутшӑнать. Унпа килӗшӳллӗн, ҫулҫӳревре икӗ каҫран сахалрах пулмалла мар, путевкӑшӑн Мир карттӑпа тӳлемелле. 5 кунра карточка ҫине турпутевкӑн 20 процентне, анчах 20 пин тенкӗрен ытла мар, тавӑрса параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() ntrk21.ru сайтӗнчен илнӗ скриншот Чӑваш наци вулавӑшӗнчи Китай информаципе культура центрӗнче ҫӗнӗ курав уҫӑлнӑ. «Национальная кухня из Поднебесной» ят панӑскер Китай халӑх апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарать. Куравпа паллашнӑ Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «сӑн ӳкерчӗксенче тӳрех хӗрлӗ тӗс ытларах курӑнать. Чӑн та – ку ӑнӑҫу, ырӑлӑх палли иккен. Чӑвашсем салма ҫиеҫҫӗ пулсан, китайсем вӑрӑм лапша – вӑл мӗн чухлӗ вӑрӑмрах, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах – вӑрӑм ӗмӗре пӗлтерет». Китай ҫыннисем шыв ӗҫме юратаҫҫӗ иккен. Унта тӗрлӗ чир-чӗр сиксе тухсан вӗри шыв ӗҫме хушаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() im0-tub-ru сайтри сӑн Шупашкарта икӗ чарӑну ятне улӑштарма сӗнеҫҫӗ. Ку "Куҫ микрохирургийӗ" тата "Раща" чарӑнусене пырса тивет. Ку ыйтӑва ыран Шуппшкар хула администрацийӗнче сӳтсе явӗҫ те йышӑну тӑвӗҫ. Мӗнле ятсем сӗнеҫҫӗ-ха? "Святослав Федоров ячӗллӗ куҫ микрохирургийӗ" тата "Гузовский урамӗ". Тӳре-шара ыран канашласан йышӑну тӑвӗ. Аса илтере: унччен Шупашкарти "Ҫыхӑну техникумӗ" чарӑнӑва та улӑштарма сӗннӗччӗ. Ҫак техникум ҫук ӗнтӗ, ҫавӑнпа ӑна ҫӗнӗ ят парасшӑн пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() im0-tub-ru сайтри сӑн Чӑваш Енре мӑшӑрсем сахалрах уйрӑлаҫҫӗ. Пӗлтӗр ку енӗпе пирӗн республика Атӑлҫи тӑрӑхӗнче - иккӗмӗш, ҫӗршывра улттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫапах ку ыйту пирӗн регионта ҫивӗч. Кӑҫал икӗ уйӑхра 582 мӑшӑр уйрӑлнӑ. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, мӑшӑрсен 80 проценӗ суд урлӑ уйрӑлать. Ку ҫемьере 18 ҫул тултарман ача пуррине пӗлтерет. Специалистсем шӑпӑрлансем ашшӗ-амӑшӗ уйрӑлнине йывӑррӑн чӑтса ирттернине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "На связи" форумри сӑн Кӑҫал ҫулла Геленджике, Сочие тата Симферополе Шупашкартан самолет вӗҫме тытӑнӗ. Аэропорт расписание хатӗрленӗ ӗнтӗ. Ҫӗртмен 4-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 24-мӗшӗччен шӑматкунсерен Геленджике самолет вӗҫӗ, рейс - 20 сехет ҫурӑра. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗччен пуҫласа юпан 30-мӗшӗччен «Победа» авиакомпани самолечӗпе тунтикунсерен, юнкунсерен, эрнекунсерен, вырсарникунсерен Сочие ҫитме пулӗ. Рейс – 20 сехет те 25 минутра. Симферополе ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 29-мӗшӗччен ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен, шӑматкунсерен 13 сехет те 5 минутра вӗҫме май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() kkm.cloudrfid.ru сайтри сӑн Раҫҫейри налук служби лавккасенче чек паман чухне явап тыттарассине вӑхӑтлӑха пӑрахӑҫланӑ. Мӗншӗн? Лавккасенче касса ленти ҫитмест-мӗн. Кун пирки «Коммерсантъ» хаҫат пӗлтернӗ. Ҫыннӑн лавккара чек ыйтма ирӗк пур. Анчах малашне сутуҫӑ ӑна памасть пулсан явап тыттармӗҫ. Ку вӑхӑтлӑха кӑна паллах. Малтан вара куншӑн 10 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра лавккасем электрон чек ҫине куҫӗҫ. «Про Город» хаҫата Надежда Кузнецова усламҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, чек ленти 3 хут хакланнӑ. Унччен пӗр упаковка 220 тенкӗ тӑнӑ пулсан халӗ – 650 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре «Тӑван ятсем» проект малалла аталанать. Унӑн йӗркелӳҫисем паллӑ ентешӗмӗрсемпе ҫывӑхрах паллашма пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн телерадиокомпанийӗ пӗдлтернӗ тӑх, асӑннӑ проект йӗркелӳҫисем Шупашкарти 1-мӗш гимназинче ӑс пухакансемпе тӗл пулнӑ, чӑвагсен пӗрремӗш актрисин Тани Юнӑн пултарулӑхӗпе, унӑн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ. Етрӗне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Тани Юн «Сарпике», «Хура Юпа», «Апайка» кинофильмсенче ӳкерӗннӗ. Вӑл кинокартинӑсене Америкӑра, Египетра, Германире кӑтартнӑ. Тани Юн мӑшӑрӗ — Чӑвашкиностудие йӗркеленӗ Иоаким Максимов-Кошкинский. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() obrazov.cap.ru сайтран илнӗ сӑн 2022 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи ача пахчишӗн тӳлев хакӗ ӳсӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтерет. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетсенчи шкул умӗнхи вӗрентӳ учрежденийӗсенче ачасене пӑхса тӑрассишӗн ашшӗ-амӑшӗн тӳлевне хӑпартни тӑкаксем ӳснипе ҫыхӑннӑ. Ача пахчин ӗҫӗ-хӗлне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме те, апатлану йӗркелеме те тӑкаксем, имӗш,хӑпарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах, тӳре-шара шантарнӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫекен ушкӑна лекекен ачасене пулӑшасси малашне те пулӗ. Республикӑн тӗп хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ ача пахчишӗн тӳлев хакӗ 2018 ҫултанпа ӳсменнине асаилтерет. Ҫӗнӗ хаксем: • вуникӗ сехетлӗхе ямалли ушкӑнсенчи 1–3 ҫулхи ачасем валли — 138,10 тенкӗ; • вуникӗ сехетлӗхе ямалли ушкӑнсенчи 3–7 ҫулхи ачасем валли — 138,20 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 41-мӗш маршрут автобусӗсӗр юлнӑ хула картти Шупашкарта паян 11 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен пассажирсем 41-мӗш маршрут автобусӗсене кӗтсе илеймен. Кун пирки халӑх пӗлтернӗ сас-хура ҫине таянса «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал пӗлтерет. Мэрире пӗлтернӗ тӑрӑх автобуссем ҫукки водительсен забастовкипе ҫыхӑннӑ — вӗсем рейса тухма килӗшмен. Лару-тӑру пирки мэрире пӗлнӗ хыҫҫӑн Денис Спирин хушнипе водительсем патне Шупашкар хулин транспорт пайӗн ертӳҫи тухса кайнӑ. 14:34 вӑхӑт тӗлне пур автобус та маршрут ҫине таврӑннӑ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсене турттаракан тӗлӗшпе вӑйра тӑракан контракт шайӗнче мерӑсем йышӑнӗҫ. Забастовкӑна мӗнле сӑлтава пула тухнине пӗлтермен. Шупашкарти 41-мӗш маршрутпа ИП Василев ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра — вӑхӑтлӑх ӗҫлекен турттаракан пек. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш Республикинчи Раҫҫей УФСИНӗн 2-мӗш юсантару колонийӗ айӑпа кӗнӗ хӗрарӑмсен пултарулӑхне аталантарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, сӑнарлӑ тата декоративлӑ прикладной пултарулӑхӗн куравӗсене тӑтӑшах ирттереҫҫӗ, чи лайӑх ӗҫсене тӗрлӗ регионта ирттерекен тата регионсен хушшинчи конкурссене хутшӑнма яраҫҫӗ. Учрежденире ирттерекен мероприятисене те анлӑх хутшӑнаҫҫӗ, тӗслӗхрен, пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Весенняя капель» (чӑв. «Ҫурхи тумлам») картинӑсен курав-конкурсӗ иртнӗ. Куравра ҫупа, акварельпе, акриллӑ сӑрӑсемпе ӳкернӗ пейзажсене, ҫавӑн пекех фольклор темипе ҫырнӑ зарисовкӑсене, пысӑках мар этюдсемпе картинӑсем — вӗсене хатӗрлеме уйӑха кая мар вӑй хунӑ — вырнаҫтарнӑ. Картинӑсем сюжетпа шухӑш-кӑмӑл енчен тӗрлӗрен. Отрядсенче хӑйсен ӳнер ӑсталӑх лаҫҫисене тата пултарулӑх енӗпе ӗҫлемелли пӳлӗмӗсем хатӗрлеҫҫӗ, ҫамрӑк художниксем валли кӑларакан журналсем ҫырӑнса илеҫҫӗ, киҫтӗке е кӑранташа алла ҫирӗп тытакансем валли вара ӳнерпе ҫыхӑннӑ пӗчӗк мар кӗнеке ҫӳлӗкӗ те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |