Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан Тамара Варинская ӑҫта пулнине тӑванӗсем, тусӗсем пӗлмеҫҫӗ. Икӗ уйӑх ӗнтӗ унран хыпар ҫук. Ҫухалнӑ 34 ҫулти хӗрарӑма «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Тамара Варинская ҫухалнине ШӖМ те ҫирӗплетет. Хӗрарӑм пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Ҫав кунхине вӑл хура куртка, хура джинс шӑлавар, хура сӑран атӑ тухӑннӑ пулнӑ, шурӑ шарф ҫыхнӑ. Хӑй 177 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ. Вӑл ӑҫтине е ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк 8800 700 5452 е 112 номерпе шӑнкӑравалмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хӑҫан ӑшӑтӗ?Ҫутҫанталӑк
![]() Юлашки 4 ҫулта пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗ кун пек сивӗ пулман. Термометр ҫӗрле 21 градус сивӗ таранах кӑтартнӑ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш декадӑра кӑштах ӑшӑтма тытӑнӗ. Кӑнтӑрла палӑрмаллах ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун юр ҫӑвӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче те юр ҫукалӗ. Ҫанталӑк хӗле аса илтерӗ. Кӑнтӑрла 2-7 градус сивӗ тӑрӗ, ҫӗрле – 15 градус сивӗ. Кӗҫнерникунран ҫеҫ хӗвеллӗ ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ. Сывлӑш температури те ашӑрах пулӗ. Виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче пирӗн пата ӑшӑ килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ архивӗнчи сӑн Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче каҫхине Муркаш районӗнчи Сидукасси ялӗнче ҫурт ҫунса кайнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Ҫулӑм пӳрте тӗппипех тӗп тунӑ, хуралтӑсене сиенлетнӗ. 1971 ҫулта ҫурална арҫын, шел те, вилнӗ. Хӗрарӑм суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 197 пушар пулнӑ. Вӗсенче 14 ҫын вилнӗ, 18 ҫын суранланнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑкак 1,6 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Эвакуаци вӑхӑтӗнче Пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче республикӑра шкулсене минӑсем хуни пирки анонимлӑ хыпар тӑтӑшах килнӗ. Хӑрушсӑрлӑхӑн федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ ҫак хыпарсем электронлӑ почтӑсене ӑҫтан килнине палӑртнӑ. Ip-адрессем – Францирен, АПШран тата Швейцарирен. Хальхи вӑхӑтра ведомство ӗҫченӗсем суя хыпарсене сарма пулӑшнӑ ҫынсене шыраҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑхӑн федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ тата ШӖМ палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра бомба хуни пирки пӗлтерекен хыпарсем нумай килме тытӑннӑ. Юлашки икӗ эрнере кунашкал 15 ҫыру ҫитнӗ. Ятарлӑ служба ӗҫченӗсем кашнинчех вырӑна тухса тӗрӗсленӗ, нимӗнле сирпӗнекен хатӗр те тупман. Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑра бомба хуни пирки пӗлтернӗ суя 18 хыпар пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Курак Чурачӑк ялӗнче 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче икӗ арҫын — кӳршӗсем — хирӗҫсе кайнӑ. 69 ҫулти арҫын хӑй пурӑнакан хӗрарӑм килӗнче 55 ҫулти кӳршипе хирӗҫсе кайнӑ. Малтан икӗ арҫын тавлашса кайнӑ. Унтан асли хӑйнчен кӗҫӗнреххине икӗ хутчен тапса ҫапнӑ, унтан ҫӗҫӗпе кӑкӑрӗ тӗлнче чикнӗ. Сурана пула арҫын кӑштахран вилсе кайнӑ. Тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ хыҫҫӑн 69 ҫулти арҫын пуҫ чирӗпе аптӑрани палӑрнӑ. Вӑл хӑй мӗн хӑтланнине ӑнланса пӗтереймест иккен. Ӑна психиатри пульницине ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Кӳршӗре
![]() «Авито» сайтӗнчен илнӗ сӑн Чулхулара сахӑр катӑкне 1 499 тенкӗпе сутма пуҫланӑ, ҫакнашкал сӗнӗве Авито пӗлтерӳ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Маларах апат-ҫимӗҫ лавккисен сентрисем ҫинче сахӑр ҫухалнӑ, хыпӑнса ӳкнӗ Чулхула ҫыннисем сахӑра сыхлӑха туянма тытӑннӑ. Чулхула ҫынни сахӑр песокӗ таврашне хыпӑнса туяннипе усӑ курса пӗр сахӑр катӑкӗн хакне ӳстерсе сутма пуҫланӑ. Ют ҫӗршыв лавккисене хупма пуҫланӑ хыҫҫӑн Чулхула ҫыннисем хут пакетсене сутма тытӑннӑ. IKEA ятлӑ сӗтел-пукан лавккинчи пакета 1,2 млн тенкӗпе туянма сӗннӗ, H&M пакетне вара — ҫур миллион тенкӗпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Апат-ҫимӗҫ
![]() im0-tub-ru сайтри сӑн Чӑвашстат нарӑсӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑн 4-мӗшӗччен апат-ҫимӗҫ тата ытти япала хакӗсем епле улшӑннине тишкернӗ. Мӗн хакланнӑ-ха? Турцие вӗҫмелли путевка хакӗ палӑрмаллах ӳснӗ - 22,74 процент. Хамӑр патра туса кӑларнӑ машинӑсем те хакланнӑ - 17,07 процент. Ҫавӑн пекех, апат-ҫимӗҫе илес тӗк, пӗҫернӗ кӑлпасси, помидор, сахӑр хакӗсем самай ӳснӗ. Йӑлара усӑ курмалли техника йышӗнче пылесос, телевизор хакланнӑ. Япала ҫумалли порошокпа хуҫалӑх супӑнӗн хакӗсем те хӑпарнӑ. Кунсӑр пуҫне смартфонсем унчченхи пек тӑмаҫҫӗ, халӗ 7 процент ытларах хакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинче «Магия родного языка» («Тӑван чӗлхе асамлӑхӗ») фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ. Конкурса онлайн-форматпа ирттернӗ. Ӑна Чӑваш Енре кӑҫал ирттерекен Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ. Фестивале 246 ҫын хутшӑннӑ, ҫав шутра — шкул ачисем, студентсем тата учительсем. Фестиваль иртнӗ май «Эпӗ тӑван чӗлхене юрататӑп» сӑнӳкерчӗксен конкурсне, «Ташлатӑп та юрлатӑп, хавалӑ пурӑнатӑп!» пултарулӑх конкурсне, «Тӑван чӗлхе ҫинчен вулатӑп» хитре вулакансен конкурсне, «Мухтанатпӑр та тӗлӗнетпӗр чаплӑ ентешсемпе!» подкастсен конкурсне, «Чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем» буктрейлерсен конкурсне йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() gspcheb.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри стоматологсем рак чирне те тупса палӑртаҫҫӗ. Шӑл тухтӑрӗ патне кайсан онкоскрининг ирттереҫҫӗ. Ҫав меслет усал шыҫӑна вӑхӑтра тупса палӑртма май парать. Аутофлуоресцент стоматоскопийӗ текен технологи ятарлӑ куҫлӑх витӗр шыҫҫа курма пулӑшать. Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникинче «Добро в село» (чӑв. Яла ырӑ) акци пурнӑҫа кӗрет. Ҫавна май тухтӑрсем ялта пурӑнакансен сывлӑхне те тӗрӗслеҫҫӗ. Тухтӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑварти усал шыҫҫа 60 ытла процент тӗслӗхре шала кайсан (чир виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗш стадие ҫитсен) ҫеҫ тупса палӑртаҫҫӗ. 2021 ҫулта Хулари стоматологи поликлиникинче 2280 онкоскрининг процедури ирттернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 77 пациента онколог патне тӗрӗсленме янӑ, ҫав шутран 21 тӗслӗхӗнче диагноза ҫирӗплетсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Мускав хулинче пурӑнакан 66 ҫулти арҫын 59 ҫулти шӑллӗне вӗлернӗ. Халӗ ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 10 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Пӑтӑрмах 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Мускавран килнӗ арҫын шӑллӗн Шупашкарти ҫуртӗнче пулнӑ. Ӳсӗр хӑна тӑванӗпе хирӗҫсе кайсан ӑна 124 хутран кая мар ҫӗҫӗпе чиксе, 7 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Шар курни йывӑр сурансене пула вилсе кайнӑ. Пиччӗшӗ шӑллӗн виллине путвала пенӗ. Психиатри экспертизи палӑртнӑ тӑрӑх, усалланнӑ арҫын пуҫӗ йӗркеллех ӗҫлет. 66 ҫулти арҫыннӑн ҫитес 10 ҫула ҫирӗп режимлӑ колонире ирттерме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |