Хулара
news.myseldon.com сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫулта раштавӑн 30-мӗшӗнче 23 сехетрен пуҫласа кӑрлачӑн 1-мӗшӗн кӑнтӑрлахи 12 сехетчен кафесен ӗҫлеме юраман. Ку кӑшӑлвируса сарӑлма парас маррипе ҫыхӑннӑ. Анчах ҫак вӑхӑтра Шупашкарти хӑш-пӗр кафе ӗҫленӗ-мӗн, йӗркене пӑснӑ. Миттов бульварӗнчи тата Максим Горький проспектӗнчи икӗ кафе юраман вӑхӑтра ҫынсен йышӑннӑ-мӗн. Пӗтӗмпе 5 кафе йӗркене пӑснине палӑртнӑ. Анчах хальлӗхе ыттисем пирки пӗлтермен. Ку ыйтӑва паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗллевпе паян оперштаб ларӑвне ирттересси пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр хула администрацине ертсе пынӑ Сергей Лукишин ӗҫрен кайма йышӑннӑ. Хӑй кӑмӑлӗпе. Ку хыпара эпир хула администрацийӗн сайтӗнчи информацирен пӗлтӗмӗр. Асӑннӑ хулара паян Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Сергей Лукишин хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса ҫырнине пӑхса тухнӑ. Паянах Сергей Анатольевича Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн Тав ҫырӑвӗпе тата асӑнмалӑх сехетпе чысланӑ. Республика ертӳҫи ячӗпе Сергей Лукишина республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Евгений Таланов чысланӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑха суйличчен Улатӑрӑн сити-менеджерӗн тивӗҫне администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Наталья Марунина пурнӑҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Тӗнчере
Салам пурне те! Уяв кунӗсем иртсе кайрӗҫ, ҫавна май сире каллех ҫулҫӳреве чӗнес тетӗп. Паллах, вӑл виртуаллӑ пулӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗн кашни кӗтесне ҫитсе курма укҫа нумай кирлӗ, капла вара тӳлевсӗрех тӗрлӗ ҫӗршывсемпе паллашма май пур. Австралири Херальтон хулине курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн кӑшт ҫывӑхран вырӑнсемпе паллашсан япӑх пулмӗ тетӗп. Эпир сирӗнпе хальлӗхе Европӑра та, Ҫурҫӗр Америкӑра та пулса курман пулин те вӑл континентсене паян ҫул тытмӑпӑр. Ытларах пайӗпе Азире вырнаҫнӑ патшалӑхра, Турцире пулса курӑпӑр. Сӑмах май, Европӑра пулман тесен суя пулӗ — Тула облаҫӗнчи Песковатски вырӑс ялӗ шӑпах Европӑра вырнаҫнӑ. Паллах, пӗр-пӗр курорта каймӑпӑр. Унта эсир хӑвӑрах ҫитсе курма пултаратӑр. Пирӗн ҫул вара паян сӑртлӑ-туллӑ вырӑна выртӗ. Газиантеп хулара пулса курӑпӑр. Пирӗн ҫулҫӳрев ҫак вырӑнтан пуҫланӗ. Ҫулҫӳреве тухиччен кӑштах хулапа паллашар. Газиантеп Турцири пӗчӗкех мар хула. Халӑх йышӗпе вӑл улттӑмӗш вырӑнта. |
Раҫҫейре
Анастасия Олангинан Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Етӗрне районӗнчи чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Анастасия Олангина Мускавра, Останкино башнинче, ӗҫлет. Темиҫе ҫул каялла вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультетӗнчи журналистика уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. Философи ӑслӑлӑхсен кандидачӗ Эрбина Никитина сӗннипе (кун пирки хӗр Фейсбукра пӗлтернӗ) вӑл Чӑваш Енӗн наци телевиденине ӗҫлеме кайса пӑхма кӑмӑл тунӑ. Унта 4 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн Мускава тухса кайнӑ. Анастасия Останкино башнинче 2,5 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра вӑл продюсер тата маркетолог евӗр тӑрӑшать. МИХсем валли ӳкерессинчен, ҫурт ҫине рекламӑран пуҫласа ятарлӑ пулӑмсем тупса хатӗрлессипе килӗштерсе ӗҫлеме блогерсем шыраса тупасси таранах унӑн яваплӑхӗ шутланать. Хӑйӗн ӗҫне чӑваш хӗрӗ питех те килӗштерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Пурӑнакан пурнӑҫра этем темшӗн те тарӑхать-пӑшӑрханать. Регион управленийӗн центрӗ республикӑра пурӑнакансем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче мӗншӗн пӑшӑрханнине тишкерет, ҫавна шута илсе пырать, евитленисене яваплисем патне ҫитерет. Пӗтӗмпе 20 пин ытла ыйту-хурав хушшинче хӑйнеевӗрлӗхпе ыттисенчен уйрӑлсарах тӑракан ҫырусем те пулнӑ. Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче, ав, Шупашкар ҫынни Ӳнер аллейинче ула кураксем нумай тесе пӑлханса пӗлтернӗ. Канашра ҫав кайӑк Машина тӑвакансен урамӗнче пурӑнакансене канӑҫсӑрлантарнӑ. Авӑн уйӑхӗнче Йӗпреҫ хӗрарӑмӗ тилӗсем чӑх тытаҫҫӗ тесе хыпарланӑ. Чӳк уйӑхӗнче Сӗнтӗрвӑрри хӗрарӑмӗ вырӑнти парк мина уйне ҫаврӑннӑ тесе пӑшӑрханнӑ. Ӑна ӗне каяшӗ килӗшмен. Каяш спорт тата ача-пӑча лапамӗсенче, тротуар ҫинче те пулнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Флорида штатӗнче тӗпленнӗ Никита Тӗнчесен велосипедне вӑрланӑ. Кун пирки кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Никита Ютубра пӗлтернӗ. Икӗ урапаллӑ транспортпа Настя Тӗнче ӗҫе кайнӑ. Ӑна вӑл тимӗр решеткеллӗ картана питӗрсе хунӑ. Кайран пӑхать те — велосипед вырӑнта ҫук. Хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ, йӗрке хуралҫисем ҫийӗнчех вырӑна пырса ҫитнӗ. Велосипеда вӑрланине куракан та пулнӑ. Анчах веосипед вӑррисене Никита хӑй асӑрханӑ. Ҫулпа пынӑ чух вӑл велосипедпа (хӑйӗн велосипечӗпе!) пыракансене курах кайнӑ. Ҫийӗнчех вӑл Настя патне шӑнкӑравланӑ, йӗрке хуралҫисене тепре чӗнсе илме каланӑ. Ҫапла вара велосипеда 1 сехет хушшинче тупма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Елка желаний» (чӑв. Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ) пӗтӗм ҫӗршыври акци кӑҫал та иртрӗ. Унта хутшӑнса тӗрлӗ шайри тӳре-шара, депутатсем ачасен ӗмӗтне пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ. Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн директорӗ Владимир Свешников Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти Мария Самыковӑна савӑнтарас тенӗ. Пике сӑвӑсем ҫырать, живопись историйӗпе кӑсӑкланать. Мария 13 ҫулта чухне Мускавра пулса курнӑ-ха. Ун чухне вӑл бочче енӗпе ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Халӗ вӑл Мускаври Третьяков галерейинче пулса курма ӗмӗтленнӗ. Владимир Васильевич пикепе амӑшне ҫула пуйӑсри ятарлӑ купепе тухма, Мускаври паллӑ вырӑнсемпе паллашма билет туянса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшнче, Муркаш районенчи Кашмаш шкулне уҫӗҫ. 108 вырӑнлӑх вӗренӳ заведенине пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче туса пӗтернӗ. Аса илтерер: шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ вӑхӑта туса пӗтермелле пулнӑ. Кун пирки район администрацийӗнче пӗлтернӗччӗ. Анчах ҫав вӑхӑта ӗлкӗреймен. Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Муркаш районӗнчи Кашмашри шкула хӑпартакансене Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Олег Николаевран сӑмах та лекнӗччӗ. Ун чухне республика ертӳҫи ӗнер асӑннӑ ялти вӗренӳ учрежденине тӑвас ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫра ӗҫлекенсемпе тата подряд организацийӗн пайташӗсемпе сӳтсе явнӑччӗ. Халӗ шкулта ачасем вӗренеҫҫӗ. Вӗренӳ заведенине официаллӑ майпа паян 11 сехетре уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакса пырать пулин те вилекенсен хисепӗ пысӑк-ха. Иртнӗ талӑкра ав 18 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен кӑшӑлвирус республикӑри 4067 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Паянхи кун тӗлне 47012 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 40928-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 44 ҫын чирленине палӑртнӑ, 29 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 2017 ҫын стационарта е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
publicdomainpictures.net сайтри сӑн 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Тӑвай районӗнчи Вӑрманхӗрри ялӗ ҫывӑхӗнче полицейскисем ӗне виллине тупнӑ. Пакунлисем кун пирки Россельхознадзора пӗлтернӗ. Ҫакӑ палӑрнӑ: вилнӗ ӗне «Дружба» ЯХПКн пулнӑ. Вӑл Вӑрманхӗрринчен инҫех мар вырнаҫнӑ. Россельхознадзор ял-хуҫалӑх производство кооперативӗн должноҫри ҫынни тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суд айӑплӑ ҫынна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тенюшев Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |