Культура
![]() 24 пинмӗш билета туяннӑ Ева Хорта чыслаҫҫӗ Чӑваш Ен Пушкин карттипе билет сутас енӗпе Раҫҫейре ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Кун пирки влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтерет. Республикӑри культура учрежденийӗсем Пушкин карттипе билет сутса пӗтӗмпе 45 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпе республикӑра 125 пин билет сутнӑ. Пӗр билет хакӗ вӑтамран 360 тенкӗпе танлашнӑ. Вырӑс драма театрне илес тӗк, вӑл ҫӗршывра Пушкин карттипе билет сутас енӗпе лидер. Унта ку таранччен карттӑпа 24 пин ытла билет туяннӑ. Аса илтерер: Пушкин карттипе 14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксем усӑ курма пултараҫҫӗ. Ку программа пӗлтӗр авӑнӑн 1-мӗшӗнче пурнӑҫланма тытӑннӑ. Ун чухне 3 пин тенкӗ хурса панӑ. Кӑҫал вара Пушкин картти ҫинче - 5 пин тенкӗ. Ку укҫана культура мероприятийӗсене кайса ҫеҫ тӑкаклама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cheb.ru сайтри сӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн хастарӗсем нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вырӑнти лидерне суйланӑ. Аса илтерер: ку должноҫе унччен И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн наука енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Евгений Кадышев йышӑннӑ пулнӑ. Единороссем хальхинче урӑх лидера суйланӑ. Ку пукана Шупашкар хулин пуҫлӑхне Олег Кортунова пама йышӑннӑ. Сӑмах май, вӑл Евгений Кадышевӑн вырӑнне иккӗмӗш хут йышӑнать. Унччен Кадышев Шупашкар мэрӗ пулнӑ, Кортунов 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ун вырӑнне ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть Вӑрнарта типӗ сӗт туса кӑларакан савут ҫумӗнче айӑпланнӑ ҫынсем валли общежити туни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта вӗсем ӗҫлесе пурӑнӗҫ. Общежитире ҫывӑрмалли краватьсем, душ пӳлӗмӗ, кӗпе-йӗм ҫумалли вырӑн, кухня пур. Айӑпланнисем валли юсанмалли центр татах уҫӑлӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пулӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, кӑҫал кашни регионта айӑпланнӑ ҫынсем валли 400 ӗҫ вырӑнӗ туса памалла. Вӗсем валли ӗҫ вырӑнӗ тума хатӗр усламҫӑсене патшалӑх бизнеса тытса пыма пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ҫулсерен тӑван чӗлхе кунне уявлатпӑр. Апла пулсан вӑл пирӗншӗн те, чӑваш чӗлхипе калаҫакансемшӗн, – паллӑ кун. Шупашкар районӗнчи Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче тӑван чӗлхене сума сума ачасене мӗн пӗчӗкрен вӗрентеҫҫӗ. Тӑван чӗлхе кунне халалласа ачасем чӑвашла сӑвӑсем вуланӑ. 7 класра вӗренекен Даниил Яковлев тата 8 класри Александр Семенов сӑвӑ вуланине видео ӳкерсе илнӗ, ҫавна вӗренӳ учрежденийӗн «Контактра» соцсетьри хӑйӗн страницине асӑннӑ шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» сайтӗнчи сӑн Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, каҫхи 6 сехет тӗлӗнче Шупашкарта Гастелло урамӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Три поросенка» хупах тӑрринчен юр персе аннӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра унтан хӗрарӑм ачисемпе иртсе пынӑ. Виҫҫӗшӗ те юр айне пулнӑ. Арҫын ача пуҫӗпех юр тыткӑнне лекнӗ. Вӑл 5-7 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Юрать, ҫав вӑхӑтра ҫынсем иртсе пынӑ. Вӗсем юр айне пулнӑ хӗрарӑмпа ачасене чавса кӑларма пуҫланӑ. Ҫийӗнчӗх васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Арҫын ачасем йӗркеллех. Хӗрарӑмӑн суран пулма пултарать. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ура ҫинче аран тӑнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре 935 ҫамрӑка, 12-18 ҫулсенчисене, кӑшӑлвирусран прививка тунӑ. Хальлӗхе "Спутник М" вакцинӑн пӗрремӗш компоненчӗпе тутарнӑ. Кун пирки эрнекун иртнӗ оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗнче республикӑна 12-18 ҫулсенчи ачасем валли 960 доза вакцина кӳрсе килнӗ. Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче 75 ҫамрӑк вакцинациленни пирки каланӑ. Пӗрремӗш парти пӗтнӗпе пӗрех, ҫавна май ЧР Элтеперӗ Олег Николаев татах вакцина кӳрсе килес ӗҫе йӗркелеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Фёдор Мадуров. Олег Самана ӳкернӗ видеори сӑн Паян, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ — чӑваш халӑхӑн паллӑ хастарӗ Мадуров Фёдор Иванович пирӗнтен яланлӑха уйрӑлса кайрӗ. Пире пӗлтернӗ тӑрӑх Фёдор Ивановича хӑйӗн ҫуралнӑ ялӗнче, Баскакра, пытарӗҫ. Сывпуллашу ӑҫта тата хӑҫан иртесси хальлӗхе паллӑ мар. Мадуров Фёдор Иванович — чӑваш скульпторӗ, графикӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл ытларах чӑваш йӑли-йӗркине упракан мӑчавар пек паллӑччӗ. Фёдор Иванович 1942 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак ялӗнче ҫуралнӑ. 80 ҫула ҫитиччен икӗ уйӑх ҫеҫ пурӑнса ҫитеймерӗ. Унӑн чи паллӑ ӗҫӗ — 1989 ҫулта туса лартнӑ «Дорога та Москву» композици. Малтан вӑл Шупашкарӑн «Рашча» ункине илем кӳретчӗ, унтан ӑна 500 ҫуллӑх парка куҫарса лартрӗҫ. Каярах вара унтан та ҫак композици ҫухалчӗ. Фёдор Ивановичӑн ӗҫӗ ҫавӑн пекех Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» паркӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл «Время и жизнь» ятлӑ. 1989 ҫулта Фёдор Мадурова Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ ятпа чысланӑ. Вӑл ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш комсомолӗсен преми лауриачӗ. 1990–1994 ҫулсенче вӑл Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн вуниккӗмӗш пухӑвӑн депутачӗ пулнӑ. Ҫӗнетнӗ информаци: Фёдор Ивановичпа юнкун, нарӑсӑн 23-мӗшӗнче ирхи 9-па 10 сехет хушшинче сывпуллашӗҫ. |
Персона
![]() Л. Пэленич архивӗнчи сӑнӳкерчӗк «Чӑвашлӑх энциклопедийӗн хуҫи» (Леонид Пэленич Фейсбукра ун пирки ҫапла ҫырнӑ) тӗрӗк тӗнчипех паллӑ профессор Николай Егоров паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, черетлӗ, 73-мӗш, ҫуралнӑ кунне уявлать. Николай Иванович Вӑрмар районӗнчи Ҫӳлти Кинчер ялӗнче ҫуралнӑ. Пулас ӑсчах малталанса Хусанти фармаци училищине вӗренме кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах тӑван тӑрӑх кун-ҫулӗпе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Арапуҫӗнчи аптекӑра ӗҫленӗ, Шупашкарта тӑрӑшнӑ. Ҫемьене пулӑшмалла тесе тӑван ялне таврӑннӑ. Клуб заведующийӗнче те тӑрӑшнӑ, сварщикра та. 1972 ҫулта Николай Егоров Шупашкарти ЧПУна вӗренме кӗнӗ. Тепӗр 20 ҫултан Казахстанри педуниверситетра доктор диссертацине хӳтӗленӗ. Паян Николай Егоров – тӗрӗк тӗнчипе паллӑ ӑсчах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() potokmedia.ru сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, паян, Мускаври 56 тухтӑра ҫӗршыври 9 региона кӑшӑлвируспа кӗрешме янӑ. ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, ку таранччен Мускаври тухтӑрсем кӑшӑлвируспа кӗрешессинче опыт нумай пухнӑ. Хальхи вӑхӑтра Мускавра кӑшӑлвирус сарӑлнин чи вӑйлӑ тапхӑрӗ иртнӗ. Ҫавна май унти тухтӑрсем регионсене пулӑшма пултараҫҫӗ. Вӗсене 9 региона икӗ эрнелӗхе янӑ. Чӑваш Енсӗр пуҫне тухтӑрсене Амур, Курск, Сарӑту облаҫӗсене, Алтай крайне, Забайкальене, Крыма, Ҫурҫӗр Осетие, Чулхулана пулӑшма янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнчи шкула прокуратура тӗрӗсленӗ. Фермер ӗҫлеме пӑрахнӑ пӗлӳ ҫуртӗнче ферма уҫасшӑн. Ведомство тӗрӗсленӗ вӑхӑтра унта 11 ӗне пулнӑ. Хуҫи санитарипе хӳтӗлев зонине, 50 метра, пӑхӑнман. Кунсӑр пуҫне зонӑна ферма валли хӑтлӑлатман, Роспотребнадзора заявлени те килмен. Тӗрӗслев хыҫҫӑн ӗҫ пуҫарса уполномоченнӑй органа ярса панӑ. 1978 ҫулта хута янӑ шкула хупнӑ пулнӑ. Вӑл пушар хӑрушсӑрлӑхӗн тата СанПин нормисене тивӗҫтермен. Ачасене кӳршӗ яла ӑсатнӑ, вӗрентекенсене те хӑшӗ-пӗрине ӗҫе вырнаҫтарнӑ. 2018 ҫулта шкула 260 пинпе сутса янӑ. Хаклав отчечӗ ҫине вӑл йывӑҫ ҫурт тесе палӑртнӑ. Чӑннипе вара кирпӗчрен. Ҫапла майпа ӑна йӳнӗрехпе сутса район хыснине тӑкак кӳме пултарнӑ. Тӗрӗслев материалӗсене полици органӗсене ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |