Политика
gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленине Елена Сахарова ертсе пыма тытӑннӑ. Тилхепене ӑна раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тыттарнӑ. Елена Петровна вӗренӳ тытӑмӗнче 22 ҫул ытла ӗҫлет. 2012 ҫултанпа вӑл вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ. Хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн вырӑнӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Дмитрий Захарова республика Правительствине ӗҫлеме илсе кайсан (вӑл унта вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн должноҫне йышӑнчӗ) пушаннӑччӗ. Елена Сахарова ҫав кунранпа вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
chgiki.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн культура сферинче тӑрӑшакан харӑсах темиҫе ҫын Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Сумлӑ йышра — Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн информаципе аналитика пайӗн заведующийӗ Вера Дилек, Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкулта ӗҫлекен Лилия Иванова вӗрентекен, Йӗпреҫ районӗнчи Культура аталанӑвӗн центрӗн халӑх театрӗн режиссёрӗ Наталия Романова, Шупашкарти «Салют» культура керменӗнчи «Дуэт» бал ташшин халӑх ансамблӗн балетмейстерӗ Елена Яртукина. Республикӑри пултаруллӑ ҫынсене чысласси ҫинчен калакан хушӑва Олег Николаев Элтепер иртнӗ эрнере алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
Карлос Папульяс. Фото: Darko Vojinovic / AP Каролос Папульяс, маларах Греци президенчӗн вырӑнне йышӑннӑскер, 92 ҫула ҫитсе вилнӗ. Ҫакӑн ҫинчен Афинӑри хыпарсен агентстви пӗлтернӗ. Папульяс господин 2005–2015 ҫулсенче, икӗ пилӗк ҫулхи срокра, ҫӗршыва ертсе пынӑ. «Тӗнче политикине лайӑх пӗлсе тӑнӑран, ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствинче ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл Грецин витӗне ӳстерме пултарчӗ, пирӗн ҫӗршыв хамӑр тӑрӑхра ҫирӗплӗх факторӗ пулса тӑчӗ», — тенӗ Греци президенчӗ Катерина Сакеллуропулу. Политик юридицилле пӗлӳ илнӗ. Афина университечӗн юридици факультетне, Милан университечӗн аспирантурине вӗренсе пӗтернӗ, унтан Кельн университетӗнче право тӗлӗшпе тухтӑр степеньне илнӗ. Ҫар хунти ҫулӗсенче вӑл диктатурӑна хирӗҫ кӗрешнӗ. 1974 ҫултан пуҫласа 2004 ҫулччен Папульяс господин тӗрлӗ патшалӑх должноҫӗсенче ӗҫленӗ. 2005 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче иртнӗ парламент ларӑвӗнче Каролос Паульяса республика президентне суйланӑ. 2010 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче ӑна иккӗмӗш срока суйланӑ, ҫапла майпа вӑл ҫӗршыври аслӑ поста тепӗр хут суйланнӑ виҫҫӗмӗш президент пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Раҫҫейре Ҫӗнӗ ҫул умӗн ырӑ йӑла пурнӑҫланма тытӑнать: «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» акци. Сывлӑх енчен хавшак ачасем хӑйсен ӗмӗчӗ пирки ҫыраҫҫӗ, вӗсем чӑрӑш ҫинче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Тӳре-шара, ахаль ҫынсем акцие хутшӑнса чарӑш ҫинчи теттене илеҫҫӗ те ачан ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи 15 ҫулти Владимир Васильев ДЦП-па кӗрешет. Вӑл ашшӗ-амӑшӗпе, аппӑшӗпе пурӑнать. Арҫын ача юмахсем, юрӑсем итлеме юратать. Ҫавӑнпа Ҫӗнӗ ҫулта интерактивлӑ тетте-медиаплеер илме ӗмӗтленнӗ. Ку ӗмӗте Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пурнӑҫланӑ. Владимирӑн амӑшӗ Елена Васильевна ывӑлӗн ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Иртнӗ талӑкра республикӑра 8 пушар пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтерет. Шупашкарта тата Шупашкар районӗнче машинӑсем ҫуннӑ. Улатӑрта, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче мунчасем ҫунса кайнӑ. Етӗрне районӗнче пурӑнмалли мар ҫуртра ҫулӑм тухнӑ. Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере те пушарсем пулнӑ, вӗсем кил-ҫуртпа ҫыхӑнман. Пушарсенче пӗр ҫын шар курнӑ. Юрать-ха, вилекенсем пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 20-26-мӗшӗсенче республикӑра 132 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ, 628 ҫын инфекциленнӗ. Ун умӗнхи эрнере 129 пациент вилнӗ, 867 ҫын чирленӗ. Ҫапла чирлекенсен йышӗ 38 процент чакнӑ. Вилекенсен йышӗ вара 2,3 процент ӳснӗ. Ку таранччен 46173 ҫын чирленӗ. Раҫҫейӗпе илес тӗк, Чӑваш Ен танлаштарӑмра 67-мӗш вырӑнта, Атӑлҫи федераци округӗнче вара – 10-мӗшӗнче. Паянхи куна пандеми пуҫланнӑранпа 40305 ҫын сывалнӑ, 3791 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 59 ҫын чирленӗ, 20 ҫын чире парӑнтарайман. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 2077 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер республикӑра ҫил-тӑман алхасрӗ, ҫил вӑйлӑ пулчӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хӑрушлӑхӑн «сарӑ хӗрлӗ» тӗсӗ пулнине палӑртнӑччӗ. Ӗнер 16 сехет те 20 минутра Сӗнтӗрвӑрри хулинче Николаев урамӗнче пилӗк хутлӑ панель ҫуртӑн тӑррине ҫил сӳнӗ. Ку ҫуртра 130 ҫын пурӑнать, вӗсенчен 20-шӗ ачасем. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ шар курнисене пулӑшу кӳреҫҫӗ. Ҫав ҫурт ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Николаев урамӗ, 98. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтран илнӗ сӑн Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи вентиляци шахтисене тӗрӗслевсемпе час-часах ҫӳрекен ултавҫӑсем ҫинчен халӑха асӑрхаттарнӑ. Ултав схеми ансат: вӗсем хӑйсене вентиляци шахтисене тӗрӗслекенсем тесе пӗлтереҫҫӗ, хваттерте пурӑнакансен шанӑҫне кӗреҫҫӗ те тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫав ӗҫшӗн тӳлеме ыйтаҫҫӗ. Хакне 5-7 пин тенкӗ таран палӑртаҫҫӗ. Унашкал ултавҫӑсен ушкӑнӗсене Хусанкай, Кривов, Павлов мичман урамӗсенче тата Ленин проспектӗнче асӑрханӑ. Шупашкар администрацийӗ аса илтерет: вентиляци шахтисене тасатас ӗҫ пӗтӗмӗшле ҫурта тытса тӑмалли ӗҫсен шутне кӗрет, уншӑн халӑх коммуналлӑ хуҫалӑх тӑкакӗсене саплаштарнӑ чухне тӳлет. Ку пулӑшӑва уйрӑммӑн тивӗҫтермеҫҫӗ. Ҫавнашкал ултавҫӑсене асӑрхасан «102» е «112» номерпе полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа «Ырӑ ят мултан паха» фестиваль ирттерӗ. Ӳнер учрежденийӗ хӑйӗн репертуарӗнчи 5 спектакле «Пушкин карттиллӗ» яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа кӑтартӗ. Ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Шуйттан чури» спектакле йыхравлаҫҫӗ, нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче — «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакле, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче – «Ялта» спектакле, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче — «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» спектакле, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче — «Сурхури сӑри» спектакле. Спектакльсем 13 сехетре пуҫланӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ria.ru сайтри сӑн Улатӑрта 30 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл арӑмне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. Следстви версийӗ акӑ мӗнлерех: раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫак арҫын арӑмӗпе пӗрле хунямӑшӗ патӗнче пулнӑ. Упӑшкипе арӑмӗ вӑрҫӑнма пуҫланӑ. Арҫын хӗрарӑма кӗвӗҫнӗ-мӗн. Упӑшки пуртӑ ярса тытнӑ та 30 ҫулти арӑмне ҫапнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ. Арҫын преступлени йӗрне пӗтерес тесе унӑн пуҫне касса вакка пенӗ. Вӗсен икӗ ача пур. Ҫав самантра иккӗшӗ те шкулта пулнӑ. Халӗ ачасем кукамӑшӗпе. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тенюшев Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |