Культура
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкара Чулхулари дирижёра чӗнсе илнӗ. Дирижёр пульчӗ умӗнче Ренат Жиганшин пулӗ. Вӑл паян, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче кӑтартакан «Царская невеста» 17 февраля тата нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи «Лебединое озеро» спектакльсем вӑхӑтӗнче дирижёр пульчӗ умне ларӗ. Чӗнсе илнӗ сцена ӑсти Мускаври П.И. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Пултарулӑха вӑл дирижерпа хор факультетӗнче тата оперӑпа симфони дирижёрӗн факультетӗнче илнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ӑсталӑхне Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче, аспирантурӑра, ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Садовӑй» микрорайонти ҫӗнӗ шкул валли директор шыпаҫҫӗ. Конкурс ыран, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 14 сехетре иртмелле. Конкурс условийӗнче палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, шкул директорӗн пуканне йышӑнас кӑмӑллӑ ҫыннӑн аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла. Дипломпа диплом пӗр мар. Шкул директорӗн е патшалӑхпа муниципалитет управленийӗ енӗпе, е менеджмент тӗлӗшпе, е персонала ертсе пырассипе ятарлӑ пӗлӳ илни кирлӗ. Ҫав вӑхӑтрах педагогра 5 ҫултан кая мар ӗҫленине шута илӗҫ. Конкурс иртесси ҫинчен Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗлтӗр Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ судмедэкспертиза зданине юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫавна май унта халӗ виҫҫӗмӗш хут, мансарда, пур. Ҫулталӑк вӗҫлениччен виҫҫӗмӗш хутра патологи анатомийӗн тата судпа медицина экспертизин музейне уҫма палӑртнӑ. Ҫапла пӗлтернӗ влаҫ органӗсен порталӗнче. Кунсӑр пуҫне унта студентсем валли вӗренмешкӗн пӳлӗм пулӗ. Ҫавӑнтах гистологи препарачӗсем, медицина докуменчӗсем упранӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарта медицина енӗпе музей пур ӗнтӗ. Ҫеҫпӗл урамӗнчи 27-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑскер Г.А.Алексеев ячӗллӗ медицина историйӗн музейӗ ятлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() UIHere.com сӑнӗ Таиланд тӗп хулин официаллӑ ятне улӑштараҫҫӗ: Бангкок вырӑнне Крунг-Тхеп-Маха-Накхон ятлӑ пулӗ. Кун пирки ҫӗршыври патшан ӑслӑлӑх канашӗнче пӗлтернӗ. Пичетленӗ документра «Бангкок» ят та официаллӑ шайрах юлать тенӗ. Канашра хушса каланӑ тӑрӑх, ҫак улшӑнусем вӗсене ятарлӑ комитетра ырланӑ хыҫҫӑн кӑна вӑя кӗрӗҫ. Енчен те официаллӑ ята Крунг-Тхеп-Маха-Накхон ҫине пӗтӗмӗшле улӑштараҫҫех пулсан, хӑнӑхнӑ «Бангкок» ята скобкӑра ҫырӗҫ. Канаш документӗнче палӑртнӑ тӑрӑх вӗсем ҫавӑн пекех ытти хӑш-пӗр географилле ятсем валли те улшӑнусем ҫирӗплетнӗ. Таиланд патшалӑхӑн тӗп хули тай чӗлхинче яланах Крунг-Тхеп-Маха-Накхон ятлӑ пулнӑ. Тӗнче шайӗнче вара Бангкок ят ҫирӗпленнӗ пулнӑ. 2001 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫӗршыври патшан ӑслӑлӑх канашӗ Бангкока ҫӗршывӑн тӗп хулин официаллӑ ячӗ вырӑнӗнче усӑ курасси пирки пӗлтернӗ. Сӑмах мар, 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа «Голланди» официаллӑ ят пулма пӑрахнӑ. Компанисем, элчелӗхсем, министерствӑсемпе университетсем ҫӗршывӑн официаллӑ ячӗ вырӑнӗнче «Нидерланд» ятпа усӑ курмалла. Ҫапла майпа ҫӗршыв правительстви туристсен умӗнче ҫӗршыв сӑнарне ҫӗнетесшӗн пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() joinfo.com сайтри сӑн Сехет йӗппине 1 сехет маларах куҫармалла-и е ҫук-и? Чӑваш Енре социологи тӗпчевӗ тӑвасшӑн. Кун валли 450 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Социологи тӗпчевӗ вӑхӑтӗнче регионти ӗҫлекен ҫынсен 1 процентӗнчен кая мар ыйтса пӗлмелле. Ҫавӑн пекех услам ӗҫӗн 1,5 пин субъектӗнчен кая мар тӗпчеве хутшӑнмалла, кунта пур районпа хуларан та ҫак субъектсем кӗмелле. «Куҫа куҫӑн» - ыйтӑм ҫак интервью мелӗпе иртӗ. Ҫавӑн пекех респондентсем патне Яндекс-формӑпа килӗшӳллӗн анкета ярса парӗҫ. Унти хуравсене кура пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин 2022 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗччен тишкерӳллӗ отчет памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарта рабочи ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Шел те, унӑн пурнӑҫне тухтӑрсем те ҫӑлса хӑварайман. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Инкек «Феникс» пурӑнмалли комплексра пулнӑ. Следстви комитечӗн следователӗсен версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 25 ҫулти строитель 10-мӗш хутра ӗҫленӗ чухне таянса кайнӑ та 8-мӗш хута персе аннӑ. Унӑн пуҫӗ, мӑйӗ, кӗлетки, алли-ури аманнӑ. Вӑл пульницӑра кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ. Следовательсем шутланӑ тӑрӑх, инкек страховка тросӗсем ҫуккипе пулнӑ. Ҫавӑн пекех ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн нормисене пӑснӑ тесе шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Инстаграмри @hypar1906 сӑнӳкерчӗкӗ Комсомольски районӗн хисеплӗ гражданинӗ Ревокат Моисеев 100 ҫул тултарнӑ. Ревокат Прохорович чылай ҫул республикӑри тӗрлӗ хаҫатпа туслӑ ҫыхӑну тытнӑ. Унӑн статйисемпе заметкисем «Коммунизм ялавӗ», «Хыпар» хаҫатсенче тӑтӑшах пичетленнӗ. Вӑл «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн та штатра тӑман корреспонденчӗ пулнӑ. Ревокат Моисеев – Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл Шупашкарта йӗркеленӗ Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн ҫыхӑнуҫӑ-телефонисчӗ пулнӑ, Курск ҫапӑҫӑвне те хутшӑннӑ. Ӑна «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медальпе, Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин II степеньлӗ орденӗпе наградӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инстаграмри @mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑри психоневрологи диспансерӗнче ҫӗнӗ ҫын пуҫлӑх тилхепине тытнӑ. Социаллӑ учреждение ертсе пыма Андрей Вазанова шаннӑ. Андрей Петровичпа коллектива ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова паллаштарнӑ. Унччен Андрей Вазанов Шӑмӑршӑ районӗнчи халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан центрта 14 ҫул тӑрӑшнӑ. Министр ҫӗнӗ ӗҫе кӳлӗннӗ ҫынна тата психоневрологи диспансерӗн коллективне ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чувашинформ.ру сӑнӳкерчӗкӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче шкул тума палӑртаҫҫӗ. Вӗренӳ учрежденийӗ 375 вырӑнлӑх пулмалла. Ӑна 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ – 268 миллион тенкӗ. Ӗҫе пурнӑҫлакан строительство организацине кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ӗҫ заказчикӗ – Сӗнтӗрвӑрри районӗн администрацийӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗ. Маларах эпир Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре шкул тӑвассине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ертӳҫи Олег Николаев Кӳкеҫри шкул строительствипе (ӑна проектлассипе, тӑвассипе, эксплуатацилессипе) ҫыхӑннӑ концесси килӗшӗвне «ПроШкола» тулли мар яваплӑ обществӑпа тӑвасси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ. Килӗшӗве пурнӑҫлассишӗн Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпречӗ Алексей Ладыков яваплӑ тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче иртнӗ вернисажри художниксен ушкӑнӗ. Наталия Соловьёва тунӑ сӑн Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнче, Хусанкай урамӗн 20-мӗш ҫуртӗнче вырнаҫнӑ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Ҫуркунне ҫитсен» чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн куравӗ уҫӑлнӑ. Пултарулӑх куравне ҫавӑн пекех хӗрарӑмпа ҫемьене халалланӑ. Ҫуркуннеччен тата икӗ эрне юлать пулин те вернисаж Сретени православи уявӗн кунӗнче, хӗллепе ҫуркунне тӗл пулнӑ кун, иртнӗ. Кӑнтӑрла хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатать, унӑн пайӑркисем айӗнче юр ирӗлет. Ӳнерҫӗсем вара «Ҫуркунне шӑрши кӗрет!» тесе савӑнатчӗҫ. Киҫтӗкпе каскӑч ӑстисене Общество палатин тата Чӑваш наци конгресӗн президиум пайташӗ Тимӗр Тяпкин, ЧХП председателӗ Наталия Соловьёва тата ыттисем саламларӗҫ. Экспозицине ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗн Вагиз Камалетдиновӑн, Валентина Илемӗн, Любовь Романовӑн, Анатолий Кокель-Шурутӑн, Сергей Блохинӑн ӗҫӗсене, Константин Ефимовӑн кӳлеписене тата ытти авторсен ӗҫӗсене вырнаҫтарнӑ. Курава чаплӑн уҫнӑ хыҫҫӑн ӳнерҫӗсем асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Яланхи пекех, ҫӗнӗ ӗҫсене сӳтсе явнӑ, пӗр-пӗринпе профессилле туслӑ калаҫу ирттернӗ. Пултарулӑх пӗрлӗхӗн ҫӗнӗ ӳнер сезонӗ ҫапларах уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |