Тавлашуллӑ ыйту
Чӑваш чӗлхи
Раҫҫейре ӑсчахсен шайӗ питех те анса кайни вӑйлӑ курӑнать. Совет самани арканнӑ хыҫҫӑн хӑйсене ӑсчах шайне кӗртекенсен йышӗ ытла та ӳссе кайрӗ. Кашни хӑйне эксперт теме пуҫларӗ. Пӗлӗвӗ ҫитет-и, ҫитмест-и — хӑйне эксперт тет. Ҫапла вара чӑн-чӑн экспертсем те вӗсен хушшинче ҫухалса пӗтрӗҫ. Паянхи чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхӗ ҫине пӑхатӑн та — йӗри-тавра ӑсчахсем ҫӳреҫҫӗ тейӗн. Чӑвашла калаҫма пӗлет пулсанах хӑйне ҫав тери пысӑк чӑваш чӗлхин эксперчӗ вырӑнне хурать. Ҫырма пӗлет пулсан вара — пырса та ан кӗр, профессор шайӗнчех. Ку япала, паллах, чӑваш чӗлхи тавра кӑна пулса иртмест — ӑҫта ан пӑх: йӗри-таврах ҫакнашкал. Аслӑ шкул дипломне илесси паянхи кун нимех те мар. Укҫи кӑна пултӑр. Совет саманинче аслӑ шкула чӑнах та ӑслисем кӑна вӗренсе пӗтернӗ, диплом вӑл вӑхӑтра пысӑк хисепре пулнӑ. Паян вара? Икӗ-виҫӗ дипломлисем сахал мар. Дипломсем кӑна мар, чаплӑ ятсем тавра та ҫавнашкалах лару-тӑру. Халӑх ҫыравҫи е халӑх поэчӗ ята илес тесе чӑн та халӑх хисеп тума пултаракан хайлавсем ҫырас тесе тӑрмашмаҫҫӗ — ятне хӑйне илес тесе пӗтӗм вӑя хураҫҫӗ. |
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ общество транспорчӗн икӗ чарӑнӑвӗн ятне улӑштарма сӗнет. Ку тӗллевпе «Уҫӑ хула» порталта ятарласа сасӑлав иртет. «Ҫыхӑну техникумӗ» чарӑнӑва «Пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен «Эткер» центрӗ» теесшӗн. «Металлист» савута вара «Шупашкарти МГЭУ институт /филиал/ ят пама сӗнеҫҫӗ. Ку пуҫару – Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗн Евгений Петровӑн. Ун патне чарӑнусен ятне улӑштарсси пирки сӗнӳсем килнӗ-мӗн. Сӑмах май, Ҫыхӑну техникумӗ халӗ ҫук ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() eco.rosuchebnik.ru сайтри сӑн Шупашкарти Гузовский паркӗнче ҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Паян ирхи 10 сехетре «Гузовский ращи» паркра арҫын виллине асӑрханӑ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл 60 ҫулсенче. Вырӑна полицейскисем тата следовательсем ҫитнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна пусмӑрласа вӗлермен, вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнарти 1-мӗш шкулта директорта ӗҫленӗ хӗрарӑм вӗрентекенсен премийӗсене илнӗ те хӑйӗн тӗллевӗпе усӑ курнӑ: хӗрне кредит тӳлеме пулӑшнӑ, шкул валли те укҫа юлнӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи раштавччен вӑл виҫӗ вӗрентекенӗн преми пайне илнӗ. Пӗтӗмпе - 149 пин тенкӗ. Ку укҫапа вӑл шкулти хуҫалӑх расхучӗсемшӗн тӳленӗ, хӗрне те кредит тӳлеме панӑ. Следстви вӑхӑтӗнче хӗрарӑм тӑкаксене саплаштарнӑ. Суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 2,5 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Тӗрӗслев вӑхӑчӗ – 2,5 ҫул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() ASАМАT ушкӑнӑн «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Олег Николаевӑн паянхи, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи, хушӑвӗпе черетлӗ ҫынсене патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ. Сумлӑ йышра культура ӗҫченӗсем те пур. Иккӗн. «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Шупашкар хулинчи «Азамат» обществӑн «Азамат» (официаллӑ документра ҫавӑн пек ҫырнӑ. Пире чӑвашлатса каласан та юрать пулӗ) чӑваш эстрада ансамблӗн ертӳҫи Алевтина Михайлова тата Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин (техникумӗн) преподавателӗ Людмила Осипова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкрати Павлов мичман урамӗнчи 62-мӗш ҫуртра лифтсем ӗҫлеме пӑрахнӑ. Йӑлтах вӑрӑсене пула. Такамсем 2-мӗш, 3-мӗш тата 4-мӗш подъездри лифтсен пайӗсене вӑрласа кайнӑ. Вӗсем вара йӳнӗ тӑмаҫҫӗ. Ҫавна май лифтсем хӑҫан ӗҫлесе каясси паллӑ мар-ха. Палӑртмалла: ҫуртра пӗтӗмпе тӑватӑ подъезд. Йӗрке хуралҫисем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Вӗсем палламан ҫынсене, хӑйсене урӑхла тытакансене, курсан кун пирки полицие пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Нина Шпилевая. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр районӗн администрацийӗн пуҫлӑхне Нина Шпилеваяна орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Нина Ивановна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Нина Шпилевая – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти членӗ. Вӑл 1962 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Сыреҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Аслӑ пӗлӗве Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче тата Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче илнӗ. Ҫапла вара вӑл — зоотехник та, патшалӑхпа муницпалитет правине те аван пӗлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр хулин администрацине Денис Трифонов ертсе пыма тытӑннӑ. Ҫапла йышӑнӑва муницпалитетра паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче тунӑ. Пуҫлӑх пуканне йышӑнма харӑсах тӑватӑ ҫын ӗмӗтленнӗ. Шӑпах ҫавӑн чухлӗ кандидатурӑна тишкернӗ те ятарласа йӗркеленӗ конкурс комссийӗ. Депутатсен ларӑвӗ валли икӗ кандидатурӑна суйласа илнӗ: Юлия Друзинӑна тата Денис Трифонова. Денис Владимирович 42 ҫулта. Вӑл 2003 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. «Улатӑрти хулан электричество сечӗ» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятин директорӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Инстаграмри @cson_cheb сӑнӳкерчӗк Шупашкар хула администрацийӗнче ӗҫлекенсем кирлӗ. Чебоксары.рф сайтра 30 ытла ваканси вырнаҫтарнӑ. Хула администрацийӗн структура подразделенийӗсенче специалистсем тата ертсе пыракансем кирлӗ. Ӗҫне кура укҫи темелле-тӗр. Шалу виҫи тӗрлӗрен. 20 пин те тӳлеҫҫӗ, 30 пин те, 65 пин те. Ку вӑл епле тивӗҫе пурнӑҫланинчен килет. Хула администрацийӗн пресс-служби вакансисем пуррине Инстаграмри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Сӑмах май каласан, малтанласа кадр резервне те заявка хӑварма пулать. Нумаях пулмасть ирттернӗ пресс-конференцире хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хӑйсен ӗҫне критиклекенсене ӗҫе чӗннӗччӗ. ⠀ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑра 700 грамм ҫуралнӑ ачан чӗрине операци тунӑ. Ҫут тӗнчене килсенех пӗчӗкскере Президент пепкелӗх центрӗн тухтӑрӗсем пилӗк кун пӑхнӑ. Ача кӑшт вӑй илсенех ӑна Республикӑри ача-пӑча пульницин хирургӗсем операци тунӑ. Кӗтме вӑхӑт пулман. Ачан чӗри питӗ пӗчӗк. Ҫавӑнпа операци тунӑ чухне 3,5 хут пысӑклатакан куҫлӑх кирлӗ пулнӑ. Операци темиҫе минут тӑсӑлнӑ. Палӑртмалла: Президент перинаталь центрӗн тухтӑрӗсем ҫулсерен 500 ытла ачана пӑхаҫҫӗ. Вӗсен 80 поценчӗ – вӑхӑтсӑр ҫуралнисем. Пепкесене кувеза вырнаҫтараҫҫӗ, унта вӑй иличчен тытаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |