Сывлӑх
![]() Сергей Башкиров. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче Китайра Олимпиада пырать. Вӑйӑсем нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫланчӗҫ, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пырӗҫ. Олимпиадӑна официаллӑ майпа паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Эпир, биатлона юратакансем, ҫак кунсенче Раҫҫей спортсменӗсемшӗн хытах пӑлханӑпӑр, вӗсене ӑнӑҫу сунӑпӑр. Ҫитменнине тата пирӗншӗн, Чӑваш Ен ҫыннисемшӗн, питех те ырӑ хыпар пур. Биатлонистсен тренерӗсенчен пӗри — Сергей Башкиров. Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Сергей Башкиров биатлонпа 10 ҫула ҫитсен кӑсӑкланма тытӑннӑ. Унӑн пӗрремӗш тренерӗ ашшӗ пулнӑ. Сергей Башкиров Тӗнче чемпионатӗнче юниорсем хушшинче ҫӗнтернӗ, Тӗнче кубокӗн тапхӑрӗнче, Европа кубокӗн тӑватӑ ӑмӑртӑвӗнче мала тухнӑ. Сергей Башкиров 2002 ҫулта ҫӗршывӑн командин йышӗнче Америкӑри Солт-Лейк-Сити хулинчи хӗллехи Олимп ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. |
Сывлӑх
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хӗллехи кунсенче кӑшӑлвирус кӑна мар, ытти тӗрлӗ вирус инфекцйӗ те вӑйлӑ сарӑлать. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри ачасем инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Ҫакӑн пек майпа вӗсем нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пӗлӳ тӗнчине шӗкӗлчӗҫ. Килте ларса урок вӗренес йӗркене тӑсассипе тӑсмассине паян иртекен оперштабӑн ларӑвӗнче татса памалла. Улатӑр хулинче шкул ачисем вирус чирӗсемпе йышлӑ чирленӗ май вӗсене карантина куҫарма йышӑннӑ. Унта инҫет ҫыхӑну мелӗпе нарӑс уйӑхӗн 4-13-мӗшӗсенче вӗренӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юлашки талӑкра 1051 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ҫапла пӗлтерет статистика. Куратӑр пулӗ: хисеп кашни кун ҫӗпре ҫинчи пек ӳссе пырать. Иртнӗ талӑкра 186 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 416 ҫын вара сывалнӑ. Ку таранччен республикӑра 54630 ҫын инфекциленнине шута илнӗ. Вӗсенчен 43904-шӗ сывалнӑ. Ку 80,4 процентпа танлашать. Пандеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре кӑшӑлвирус 4213 пациентӑн пурнӑҫне татнӑ. Юлашки талӑкра 3 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() alatvesti.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре санавиаци вертолечӗ пациентсене пульницӑна часрах пульницӑна илсе ҫитерме пулӑшать. Кӑҫал вӑл нарӑс уйӑхӗн варринчен вӗҫме тытӑнӗ. Хальхинче те килӗшӗве «Вырӑс вертолет тытӑмӗсем» обществӑпа алӑ пуснӑ. Кӑҫал ӑна санавиацишӗн 35,9 миллион тенкӗ парӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк вӗҫлениччен сахалтан та 59 хутчен вӗҫме палӑртнӑ. Перекетлеме май пулсан 85 вӗҫев пулӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр санавиацишӗн 45,9 миллион тенкӗ тӳленӗ. Ку укҫапа 53 вӗҫев тума палӑртнӑ. Анчах пирӗн республика пӗчӗк пулнине кура перекетлеме май килнӗ, 109 хутчен вӗҫеве тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() news1.ru сайтри сӑн Шкул ачисем нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗччен дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Республикӑра кӑшӑлвирус ҫӗнӗ вӑйпа сарӑлма пуҫланӑран ҫапла йышӑннӑччӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Шкул ачисем ҫитес эрнере парта хушшине ларӗҫ-и? Халӗ ку ыйту пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ыран оперштаб ларӑвӗ пулӗ. Шӑпах ҫавӑнта ку ыйтӑва татса парӗҫ. «Унта аслӑ класра вӗренекенсене дистанци мелӗпе вӗрентес ӗҫе тӑсассине сӳтсе явӑпӑр», — палӑртнӑ Олег Алексеевич Инстаграмри страницинче. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Инстаграмри @mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин халӑхӑн ӗҫлӗх центрне ертсе пыма Виктор Ковалёва ҫирӗплетнӗ. Унпа коллектива республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшнче паллаштарнӑ. Виктор Михайлович асӑннӑ центрта унччен ертӳҫӗ тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Ҫавӑнпа та коллективра тӑрӑшакансем ӑна япӑх мар пӗлеҫҫӗ. Виктор Ковалёв ӗҫлӗх службинче 1999 ҫултанпа тӑрӑшать. Малтан специалист пулнӑ, унтан Ӗҫлӗх центрӗн Етӗрне районӗнчи пайне ертсе пынӑ. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче ӗҫлесе те вӑл самай опыт пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Наци телекуравӗ тунӑ сюжет скринӗ Нумаях пулмасть, пӗр эрне каялла, Чӑваш Енре 12-17 ҫулсенчи ачасене кӑшӑлвирусран вакцинацилеме пуҫланӑ. Вакцинӑн 960 дозине республикӑна кӑрлач уйӑхӗн 22-23-мӗшӗсенче кӳрсе килнӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви «Спутник М» пульницӑсенче ҫителӗклӗ пулнине пӗлтерет. Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне республикӑра 12-17 ҫулсенчи 320 ача пӗрремӗш компонентпа укол тутарнӑ. Вӗсене ача-пӑча поликлиникисенче, районти пульницӑсенче вакцинацилеҫҫӗ. Анчах аслӑ ӳсӗмри ҫынсем пек патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ ҫырӑнма ҫук. Аса илтерер: 15 ҫултан аслӑрах ачасем прививкӑна ашшӗ-амӑшӗнчен ирӗк ыйтмасӑр хӑйсемех хут ҫырса тутарма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 7 сехет те 40 минутра «Энӗш» ҫул ҫинче, Канаш районӗнчи Хучел ялӗ ҫывӑхӗнче, авари пулнӑ. Унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Йӗрке хуралҫисем айӑплине тытса чарнӑ. Иномарка ҫул пӑрӑнӑшӗнче «Калина» ҫине пырса кӗнӗ. «Калинӑри» 73 ҫулти пассажир, хӗрарӑм, вилнӗ. Руль умӗнче ларнӑ упӑшки суранланнӑ. Иномаркӑри пассажир та аманнӑ. Вӑл - машина хуҫи. Анчах руль умӗнче вӑл мар, урӑх ҫын ларнӑ. Лешӗ вара, 25 ҫултискер, ӳсӑр пулнӑ, унӑн права та ҫук /руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн туртса илнӗ/. Ҫак арҫын авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ. Анчах йӗрке хуралҫисем ӑна ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Ун чухне те вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() rusdram21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкарти вырӑс драма театрӗнче ҫӗнӗ тӗп режиссёрпа паллаштарнӑ. Тилхепене 50 ҫулти Александр Кладькона тыттарнӑ. Александр Иванович — театрпа кино актёрӗ тата режиссёрӗ. Вӑл 1971 ҫулта Украинӑри Одесса хулинче ҫуралнӑ. Питӗрти театр ӳнерӗн академийӗнче, каярах унтах режиссура кафедринчи аспирантурӑра вӗреннӗ. Фонтанкӑри Ҫамрӑксеен театрӗнче артистра ӗҫленӗ, Псковри А.С. Пушкин ячӗллӗ академи драма театрӗн тӗп режиссёрӗнче ӗҫленӗ. Вӑл режиссёр пулса лартнӑ ӗҫсем тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен Фейсбукри страницинчи сӑнӳкерчӗк Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсем валли «Моя чувашская семья» (чӑв. Манӑн чӑваш ҫемйи) фотоӗҫсен конкурсне ирттернӗ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑрсен «Юлташ» ассоциацийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ. «Конкурс йӗркелӳҫисем тӗп ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма тӗллев лартман, паллах. Вӗсем Иркутск тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсен пысӑк ҫемйине кӑтартас тенӗ», — уҫӑмлатнӑ Вероника Тимофеева. Конкурса 20 ҫемье хутшӑннӑ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх Афероноксен, Быковсен, Белковсен, Ваняркинсен, Ковалевсен, Машугинсен, Салминсен, Никифоровсен, Тимофеевсен ҫемйисем, сӑмахран, хӑйсем йӑла-йӗркене тытса пынине кӑтартас тенӗ курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |