Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта вӑйӑ салонӗ ӗҫленине тупса палӑртнӑ. Вокзал ҫумӗнче ӗҫленӗскерӗн нимӗнле вывеска та пулман. Унта пули-пулми ҫын кӗреймен, хӑш-пӗри ҫеҫ, хӑйсеннисем, лекейнӗ. Астармӑш вӑйӑсене юратакансем валли унта 11 компьютер пулнӑ. Полицейскисем салона ухтарсан пӗтӗм техникӑна туртса илнӗ. Кунсӑр пуҫне унта укҫа пулнӑ: 55 пин тенкӗ. Халӗ Шалти ӗҫсен министерствинче кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне «Хроники жизни и деятельности В. К. Магницкого: историко-биографическое издание» кӗнекене парнеленӗ. 2020 ҫулта Хусанта пичетлесе кӑларнӑ кӗнекене вулавӑша искусствоведени кандидачӗ Екатерина Ключевская парнеленӗ. Асӑннӑ кӑларӑма Василий Магницкий (1839-1901) историк, этнограф, Хусан тӑрӑхӗнчи паллӑ ӑсчах ҫуралнӑранпа 180 ҫул ҫитнине халалласа кун ҫути кӑтартнӑ. Вӑл пирӗн, чӑвашсен кун-ҫулне те нумай тӗпченӗ. Кӗнеке авторӗ — Василий Магницкийӗн темиҫе йӑхри тӑванӗ Екатерина Ключевская. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Творчествӑллӑ ӗҫлекен чӑваш чӗлхи учителӗсене тупса палӑртас, чӑваш чӗлхине вӗрентсе пухнӑ паха опыта сарас, чӗлхене упраса хӑвармалли тата аталантармалли условисем тӑвас тӗллевпе» чӑваш чӗлхине вӗрентекенсен конкурсне иртет. Конкурса Чӑваш Республикинче тата ун тулашӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем тата шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ӗҫлекен воспитательсем хутшӑнаяҫҫӗ. Конкурс номинацийӗсем: «Ҫӗнӗ мел шутласа кӑларакан учитель» (новатор); «Ӑстаҫӑ учитель»; «Ҫамрӑк учитель»; «Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗн чӑваш чӗлхипе кӑсӑклантаракан чи лайӑх воспитатель»; «Меслетлӗх ӗҫӗсен пултаруллӑ авторӗ» тата «Тӑван чӗлхен хастар управҫи» ятарлӑ номинаци. Конкурс икӗ тапхӑрпа иртет: кӗретсӗр тата кӗретлӗ. 1-мӗш тапхӑрта ҫӗнтернисем куҫӑн тапхӑра хутшӑнайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Тухтӑрсене пациентсем патне киле ҫитмешкӗн 30 машина уйӑрса панӑ. Капла вӗсем чирлисене пулӑшма хӑвӑртрах ҫитӗҫ. Тухтӑрсем пациентсем патне ПЦР-тест тумашкӑн, эмел памашкӑн ҫак машинӑсемпе кайӗҫ. Ку машинӑсене Чӑваш Енре предприятисем, такси агрегаторӗсем, харпӑр усламҫӑсем тӳлевсӗр усӑ курма панӑ. Аса илтерер: ОРВИ тата кӑшӑлвирус паллиллӗ пациентсене йышӑнакан медцентрсем канмалли кунсемсӗр ӗҫлеме тытӑннӑ. Чирлекенсем нумайланнӑран тухтӑрсене халӗ ҫак машинӑсем питӗ кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссе те ӳссе пырать. Юлашки талӑкра республикӑра 724 ҫын чирленине палӑртнӑ. Ӗнерхипе танлаштарсан, 100-е яхӑн ҫын ытларах. Кӑшӑлвируспа аптӑранӑ 86 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Юлашки талӑкра 113 ҫын чире парӑнтарнӑ. Вилекенсен йышӗ унчченхи пек нумай мар. Иртнӗ талӑкра 4 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑрлачри 30 кунра 329 пациентӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗтӗмпе 4202 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку таранччен 51791 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 42881-шӗ сывалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чир-чӗр никама та тиркемест. Укҫасӑррине те, укҫаллине те; пӗчӗк вырӑнта ӗҫлекене те, пысӑк вырӑн йышӑнаканнине те. «Вирус манран та пӑрӑнса иртмерӗ. Килтен тухмасӑр лартӑм. Иккӗмӗш хут чирлерӗм. Хальхи вӑхӑтри вакцинацие пула чире ҫӑмӑллӑн ирттертӗм», — тесе хыпарланӑ паян РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева. «Сывлӑха упрама хальхи вӑхӑтра ҫӑмӑл мар, анчах май пур. Вакцинацилеме никама та чӗнсе каламастӑп, ку — кашнин хӑйӗн ирӗкӗ. Анчах чирӗн пиллӗкмӗш тапхӑрӗнче татӑклӑ утӑма васкасарах тумалла. Хамӑршӑн, хамӑр ҫывӑх ҫыннӑмӑрсемшӗн, ковидпа чирлемесӗр ирттерекен пурнӑҫшӑн», — пӗтӗмлетнӗ депутат. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвирус ҫӗнӗ вӑйпа сарӑлма тӑтӑннӑран социаллӑ пулӑшу паракан учрежденисем изоляци режимӗпе ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта ӗҫлекенсем икӗ эрне хупӑ режимпа ӗҫлӗҫ, ниҫта та тухса ҫӳремӗҫ. ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 6 психоневрологи интерначӗ, 1 ача ҫурчӗ, 3 ваттисен тата сусӑрсен ҫурчӗ, социаллӑ пулӑшу паракан 7 стационар уйрӑмӗ ҫак режимпа ӗҫлӗ. Пӗтӗмпе – 17 учреждени. Унти ӗҫченсем ӗҫе кӗриччен ПЦР-тест панӑ. Изоляци режимӗпе ӗҫлекенсене ятарлӑ тӳлев парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Фейсбукри Леонид Петров-Атлай страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «Петр Яковлевӑн (Петӗр Яккусен) пур пичетленнӗ кӗнекисене пухса пӗр пысӑк том тумаллах пирӗн. Вӗсем ҫапла пӗр ҫӗмелте пулсассӑн, чӑвашӑн малти кун ҫутийӗ тата ытларах палӑрма пуҫлӗ тетӗп. Тен, йӑнӑшатӑп?», — ҫакӑн пек шухӑшлать Фейсбукра хӑйӗн шухӑшӗпе паллаштарма кӑмӑллакан филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Леонид Пэленич (Петров-Атлай). Хальхинче автор Петӗр Яккусен поэта аса илнӗ. Вӑл ҫак тӗнчерен 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 71 ҫула ҫитсен, уйрӑлса кайнӑччӗ. «Кашниех мар пулин те, нумай сӑмаххи унӑн чӑн-чӑн кӗмӗл: ӑна пур чӑваш пурӑнакан вырӑна сапалать вӑл, унтан пире ҫав чӗкеҫ чӗлхиллӗ сӑмахпа сыватать, чӗртет, ирӗке ярать, тӗксӗм чӑтлӑхра сывлама, куҫа уҫма мӗнле япӑх пулнине илсе кӑтартать, инкек-синкексӗр пурӑнмаллине тӑтӑш аса илтерет...» — тесе пӗтӗмлетнӗ Леонид Петров-Атлай. «Питӗ лайӑх шухӑш, Леонид Порфирьевич! Гуманитари институчӗ «Ҫырнисен пуххине» калӑплама килӗшет-и? Петр Яковлевич вӑл палӑка тивӗҫлех. Пӗлтерӗшлӗ пукан-вырӑнсене варягсем йышӑнса пӗтериччен тӑвасчӗ», — тесе ҫырнӑ постпа паллашнӑ хыҫҫӑн Анатолий Абрамов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паянтанпа, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен, Чӑваш Енри сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем урӑхларах ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Больницӑсем планпа пӑхнӑ амбулатори пулӑшӑвне пама пӑрахӗҫ, медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑлармӗҫ, диспансеризаци те тухаймӑн. Ҫавна республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинчи тӳре-шара тухтӑрсене кӑшӑлвируспа чирлисене пулӑшма явӑҫтарассипе сӑлтавлаҫҫӗ. Ҫивӗч вирус респиатор инфекцийӗпе тата кӑшӑлвируспа аптӑракансене амбулатори центрӗсенче йышӑнӗҫ. Тухтӑрсене ҫӗнӗлле ӗҫлеттерессипе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Фейсбукри Ирина Оленкинан страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче чӑваш халӑх поэчӗпе, куҫаруҫӑпа, общество ӗҫченӗпе Юрий Сементерпе тӗл пулнӑ. Тӗлпулуччен маларах поэтӑн 80 ҫулхине халалласа «Тебе пою, Чувашия моя» курав хатӗрленӗ. Поэтпа тӗлпулма Шупашкарти медицина коллеждӗн студенчӗсене йыхравланӑ. Поэт сӑвӑсене епле ҫырни ҫинчен класа кӑтартнӑ. Автор тӑван ҫӗре, амӑшне халалласа, ҫынсен вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи паттӑрлӑхне мухтаса, юратупа хӑпартланса ҫырнӑ сӑввисене вуласа панӑ. Юрий Сементер сӑввисемпе тӗрлӗ композитор 300 ытла сӑвва юрра хывнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |