Хулара
apcmed.ru сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫамрӑк амӑшне питӗ васкавлӑ медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Вӑл ача ҫуратма хатӗрленнӗ. Анчах тухтӑрсем ҫитиччен пепке ҫут тӗнчене килме ӗлкӗрнӗ. Хӗрарӑм урамрах киле таврӑннӑ чухне ҫуратма пуҫланӑ. Вӑл медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем пациентка патне 5 минутран ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑта хӗрарӑм ҫуратса ӗлкӗрнӗ. Шурӑ халатлисем ӑна пирвайхи пулӑшу парса пульницӑна илсе кайнӑ. Палӑртмалла: кӑҫалхи 6 уйӑхра васкавлӑ медпулӑшу бригадисем 31 хӗрарӑма ҫуратма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
https://vk.com/cherskasy222?w=wall-101490572_5699 сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Л.В Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи ачасем вӗрентекенсемпе пӗрле Пушкин карттипе усӑ курса Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне кайнӑ. Унта вӗсем Михаил Сунтал пьеси тӑрӑх лартнӑ «Эп сӳннӗ чух — эс ҫун!» спектакль курнӑ. «Спектакль режиссерӗ хамӑр тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Наталья Сергеева, художникӗ Светлана Зверева, композиторӗ Людимла Чекушкина. Куракансене икӗ пайлӑ драма ҫав тери кӑмӑла кайрӗ, вӗсем Никита Яковлевич Бичуринӑн кӑткӑс та ҫӑмӑл мар пурнӑҫӗпе татах та ҫывӑхарах паллашрӗҫ, — пӗлтернӗ шкулти чӑваш челхипе литератури учительница Алина Николаева «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи шкул страницинче. Спекталь хыҫҫӑн ачасемпе учительсем Н. Сергеева режиссерпа асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Президент перинаталь центрне ҫӗнӗ ҫын тӗп врач пулса ертсе пыма тытӑннӑ. Унпа паян коллектива республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов паллаштарнӑ. «Президент перинаталь центрне паянтан ҫӗнӗ ҫын, Евгений Юрьевич Дубнер, ертсе пыма пуҫлӗ. Медицина организацийӗ профессин Ҫӗнӗ шайне тухтӑр тесе ӗҫе тӗрлӗ ҫӗнӗлӗх кӗртӗ. Тӗп тӗллев – паха медпулӑшу парасси», – тенӗ Владимир Степанов. Евгений Юрьевич Мускаври патшалӑх медицинӑпа стоматологи университечӗн сиплев факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Н.И. Пирогов ячӗллӗ 1-мӗш пульницӑра акушерствӑпа гинекологи енӗпе ординатурӑра вӗреннӗ. Сывлӑх сыхлав сферинче Евгений Дубнер 20 ҫул ытла ӗҫлет, ҫав шутран юлашки 5 ҫулӗнче – административлӑ должноҫсенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Инстаграмри @ csoncheboksarskogoraiona сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан ватӑсене ӗнер пневмококран прививка тунӑ. Асӑннӑ бактери тӗрлӗ бактери инфекцийӗсене пуҫарса ярать. Унпа чирлисем пневмонипе (ӳпке шыҫҫи), вӑтам отитпа (хӑлха шыҫҫи), менингитпа, синуситпа тата ытти чирпе аптӑраҫҫӗ. Пневмококк пневмонийӗ пӗчӗк ачасемшӗн тата ваттисемшӗн, ҫавӑн пекех тӗрлӗ амакпа атӑракансемшӗн уйрӑмах хӑрушӑ. Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшса кинемейсемпе мучисене прививка тутарас тенӗ. «Пирӗншӗн кулянни савӑнтарать», — тенӗ ваттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
(Владислав Пастухов-Анаткас сӑввисем ҫинчен) Ҫӗнӗ саманари литература тӗрлӗ ырӑ-япӑх пулӑмпа савӑнтарма-пӑшӑрхантарма пӑрахмарӗ. Е ниме тӑман ҫыркаланчӑк хушшинчех ачасем валли питӗ селӗм кӗнекесем пичетленсе тухрӗҫ, е тӗрӗслӗх турӑран килет тенӗ хайлавсем шкула пырса кӗчӗҫ. Хӗрсен сӑмах хастарлӑхӗ сӑвӑ ярӑмӗсемпе романсем таранах ҫӗкленчӗ. Чӑваш литературинче пурнӑҫа тӗрӗс сӑнарлакан реализм парӑнма шутламасть. Ҫакна май Владислав Пастухов-Анаткас кӗнекисене илсе кӑтартас терӗм. Сӑпайлӑ ҫын Владислав Григорьевич Пастухов-Анаткас cӑвӑҫ (ячӗ район энциклопедийӗнче, «Чӑваш литературин поэзи антологийӗче» пур пулсан та) вулакана халиччен паллах марччӗ. Вӑл Муркаш районӗнче 1954 ҫулта ҫуралнӑ, Турай шкулӗнче вӗреннӗ. Тинӗс ҫар хӗсметӗнче тӑнӑ. Халӗ Тӑвайра пурӑнать. Сарӑтура Шалти ӗҫсен министерствин академийӗнчен вӗренсе тухсан хамӑр республикӑра аслӑ следовательте ӗҫленӗ. Магаданра, Саха-Якутире, Чукоткӑра ылтӑн чавнӑ тата ҫӗр тӗпчекен ушкӑнра тарланӑ. Унтан таврӑннӑранпа районти «Ял ӗҫченӗ» хаҫатра тӑрӑшнӑ, университетра вӗреннӗ, вакат ӗҫне пӑрахман. |
Культура
Ыран пӗтӗм чӑвашсен черетлӗ «Асам» кинофестиваль ӗҫлеме пуҫлӗ. Вӑл онлайн мелӗпе раштавӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен иртӗ. Кинофестиваль икӗ Youtube-каналта ӗҫлӗ. Ку — «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗн каналӗ, тата «Сувар ТВ» канал. Жюри пайташӗсене пӑхса тухма 12 вӑйӑллӑ фильм, 9 илемлӗ- документаллӑ, ҫавӑн пекех 12 документаллӑ фильм тӑратнӑ. Кинофестивальте Владимир Галошев режиссерӑн икӗ анимаци фильмӗ те хутшӑнӗҫ: «Ҫыннӑн чӑн хакӗ. Мӗнле пӗлмелле ӑна» (2021, вырӑс чӗлхиллӗ) тата «Хӗрлӗ ӗне» (2018, чӑваш чӗлхиллӗ). Конкурса кӗменнисен йышӗнче куракансем 2 вӑйӑллӑ, 6 документлӑ тата Владимир Синяев режиссерӑн 2 юмахӗпе паллашма пултараҫҫӗ. «Чи лайӑх илемлӗ фильм», «Чи лайӑх документлӑ фильм», «Чи лайӑх кӗске метражлӑ фильм» тата «Чи лайӑх анимаци фильмӗ» номинацисенче мала тухнисене Шупашкарти пӗтӗм тӗнчери кинофестивале кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
vologdaregion.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк «Россия 1» (чӑв. Раҫҫей 1) телеканал кӑтартакан «Привет, Андрей» телекӑларӑма тата тепӗр чӑваш артистки хутшӑннӑ. Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи кӑларӑмра Вологда облаҫӗнчи Светлана Калачевӑна кӑтартнӑ. Вӑл чӑвашла тата вырӑсла юрласа панӑ. Светлана Трак енчи Кӳлхӗрри ялӗнчен иккен. Тӑван тӑрӑхран тухса кайнӑскер Вологда облаҫӗнче тӗпленнӗ. Унти Кадуй районӗнчи Никольское ялӗнчи культура ҫуртӗнче илемлӗх ертӳҫинче 20 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри Александр Ганичев купӑсҫӑпа (вӑл «Жар-птица» телеканалта «Раҫҫей купӑсҫисем» телекӑларӑма ертсе пырать, «Русская гармонь» продюсер центрӗн ертӳҫи) иккӗшӗ Раҫҫей тӑрӑх гастрольсемпе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем Иркутскран пуҫласа Крым таран ҫитнӗ. Вӗсен репертуарӗнче — халӑх юррисем. Ҫӗршыври паллӑ телеертӳҫӗсенчен пӗри, Андрей Малахов, ертсе пыракан передачӑн чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче эфира тухнӑ кӑларӑмӗнче Чӑваш Республикин халӑх артисткине Ирина Шркинӑна кӑтартнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Ентешӗмӗре Валерий Семин музыкант пултарулӑхне халалланӑ телекӑларӑма йыхравланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш тӗрри кунӗ тӗлне Шупашкарти «Планета» кондитерскинче тӑрӑшакансем «Чӑваш наци тумӗ» ӗҫ хатӗрленӗ. Ку хыпара «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, «тӗрӗпе илемлетнӗ пылак ҫимӗҫе кондитерсем 8 уйӑх янтӑланӑ». Хаҫатҫӑсем ӗнентернӗ тӑрӑх, «чӑваш хӗрарӑмӗн наци тумӗн «ҫимелли» вариантне чӑн-чӑннинчен уйӑрса илме те ҫук». Тӗлӗнтермӗш ӗҫпе паян республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева паллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
schk.su сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри 2022 ҫулсенчи паллӑ пулӑмсемпе паллаштаракан «Ҫулталӑк кӗнеки = Календарь года» кӑларӑм пичетленсе тухнӑ. Ӑна Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ. Кӗнекене республикӑмӑрӑн политика, экономика, ӑслӑлӑх, культура пурнӑҫӗнчи; наукӑри, культурӑри, вӗрентӳри тата ытти отрасльти 400 ытла паллӑ датӑпа паллаштарнӑ. 2022 ҫулта сӑмахран, Никита Бичурин, Николай Ильминский, Семен Горский, Дмитрий Данилов паллӑ ученӑйӗсен юбилей ҫулсем пулӗҫ. 130 ҫул каялла икӗ паллӑ чӑваш композиторӗ — Степан Максимов тата Фёдор Павлов — ҫуралнӑ. Литераторсенчен Анатолий Кибечӗн, Николай Теветкелӗн, Порфирий Афанасьевӑн, Николай Исмуковӑн, Виталий Родионовӑн сумлӑ юбилейӗсем ҫитӗҫ. Культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсенчен Светлана Асамат, Георгий Фомиряков, Фёдор Мадуров, Морис Яклашкин, Иосиф Александров, Раиса Полякова, Вячеслав Оринов тата ыттисем юбилейӗсене уявлӗҫ. Улатӑр хули ҫитес ҫул 470 ҫул тултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче сӗм тӗттӗмре Куславкка районӗнче кинемей ҫулпа утнӑ. Иртсе каякан водительсем кун пирки полицие пӗлтернӗ. Сергей Моисеев аслӑ инспектор тата Михаил Кучков инспектор вырӑна ҫитнӗ, тӗттӗм тум тӑхӑннӑ кинемее шыраса тупнӑ. Ватӑскер тӗттӗмпе лайӑх курӑнман та. Хӗрарӑм хӑй ӑҫта пулнине, хӑйӗн пирки нимӗн те калайман. Полицейскисем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, водительсенчен ку кам пулма пултарни пирки ыйтса пӗлнӗ. Пӗри Куславкка районӗнчи хӗрарӑма палласа илнӗ. Вӑл ӑс-тӑнӗпе арпашӑнать-мӗн. Йӗрке хуралҫисем ватӑскере тӑванӗсем патне илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. | ||
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
| Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |