Ҫул-йӗр
Сергей Михеев/ РГ сӑнӳкерчӗкӗ «М-12» федераци ҫулне тума хушма укҫа уйӑрнӑ. Нухрат «Мускав – Чулхула – Хусан» ҫула тӑвас ӗҫсене 30,1 процент хӑвӑртлатасса шанаҫҫӗ. Ҫав тӗллевпе тата тепӗр 81,7 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫула хута ярсан Мускавран Хусан хальхи пек 12 сехет каяс вырӑнне 6,5 сехетре ҫитейӗн. Строительствӑна 2024 ҫул тӗлне туса пӗтересшӗн, анчах унӑн сыпӑкӗсене пӗчӗкшерӗн 2022 ҫултанах хута ярса пыма тытӑнасшӑн. Проекта пурнӑҫлама 650 млрд тенкӗ кирлӗ пулӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Магистраль Мускав, Улатимӗр тата Чулхула облаҫӗсем, ҫавӑн пекех Чӑваш Енпе Тутарстан урлӑ иртӗ. Ҫула маларах Хусана ҫитиччен ҫеҫ сарас тенӗ, РФ Президенчӗ Владимир Путин хушнипе Екатеринбурга ҫитерме йышӑннӑ. Ҫапла вара ҫул Пушкӑртстан, Пермь тата Свердловск тӑрӑхӗсем витӗр пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Кун пек ӑшӑ чӳк уйӑхӗ 8 ҫул пулман. Анчах ҫумӑр, юр нормӑран 2 хут нумайрах ҫунӑ. Кун пекки 2002 ҫултанпа пулман. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, юрлӑ, ашӑ чӳк уйӑхӗ хыҫҫӑн типӗ те сивӗ ҫанталӑк тӑрать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал раштав пуҫламӑшӗнче юр пулмӗ. Анчах ҫанталӑк сивӗ тӑрӗ. Ку эрне вӗҫнелле ӑшӑтӗ те ҫитес эрнере самай вӑйлӑ сивӗтӗ, ҫӗрлесерен 15-20 градусах пулӗ. Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче шартлама сивӗ тӑрӗ. 30 градус сивӗ пулас хӑрушлӑх та пур. Анчах хӗвеллӗ кунсем савӑнтарӗҫ пире. Уйӑх варринче кӑштах юр ӳкӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн нумай хӳсе лартӗ, 15-20 сантиметр хулӑнӑшах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫак кунсенче республикӑра вӑйлӑ ҫил алхасрӗ. Ҫавна май 4 пине яхӑн ҫурт ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫур ҫӗр ҫитеспе тин электроэнерги панӑ. Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӑйлӑ ҫиле пула республикӑра ҫанталӑк хӑрушлӑхӗн «сарӑ» тӗсӗ пулнине палӑртнӑ. Метеостанци пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫил хӑвартлӑхӗ ҫеккунтра 22 метр таран та вӗрнӗ. Республикӑри 31 ялта электроэнерги сӳннӗ, 3800 ытла ҫурт ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Вӑйлӑ ҫил йывӑҫсене ӳкернӗ, пӗр автомобиль сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Раҫҫей Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Ҫавӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва РФ Пенси фончӗн правленийӗ паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗн управляющийӗ пулса Валерий Николаев тӑрӑшӗ. Валерий Петрович Шупашкар районӗнчи Ишлейре 1974 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Икӗ аслӑ пӗлӳллӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Промышленность электроники» тата «Финанс тата кредит» специальноҫсене алла илнӗ. Ӗҫ биографине вӑл Чӑваш Енӗн Социаллӑ политика министерствинчи специалистран пуҫӑннӑ. 1997 ҫултанпа Пенси фончӗн тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ. 2010 ҫултанпа РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗн управляющийӗн ҫумӗ пулса тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствинче Раиса Воробьеван «Лера теттисем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Авторӑн сӑввисене вырӑсла Людмила Симонова куҫарнӑ. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Наталия Андреева. Тиражӗ – 1000 экземпляр. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лера теттисем» — Раиса Васильевнӑн пӗрремӗш кӗнеки мар.2015 ҫулта «Чарусӑр ҫерҫисем. Шумные воробушки», 2019 ҫулта «Асамлӑ вӑрманта. В волшебном лесу» сӑвӑ пуххисем пӗчӗк вулакансем патне ҫитнӗ. Автор вулавӑшсенчи тӗлпулусене те тӑтӑш тухса ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Николай Каргин. ЧЭМК сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти электромеханика колледжӗн директорӗн тилхепине Николай Каргина тыттарнӑ. Коллектива унпа ӗнер паллаштарнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗнче тӑрӑшакансемпе республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров тӗл пулнӑ. Колледж директорӗн пуканӗ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче Виктор Горбунов Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне суйланнӑ, унта вице-спикер пулса тӑнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ. Горбунов колледж директорӗнче икӗ уйӑх ҫеҫ ӗҫленӗ. Николай Каргин Муркаш районӗнче ҫуралнӑ. Маларах вӑл ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ – Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. |
Республикӑра
Инстаграмри @ibrcentr сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫ районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче республикӑн ӗс тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова пулнӑ. Вӑл райадминистраци пуҫлӑхӗпе Игорь Семёновпа тӗл пулнӑ, унтан комплекслӑ центрта тӑрӑшакансемпе канашлу ирттернӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче министр Нина Максимова директорпа паллаштарнӑ. Алена Геннадьевна Нина Геннадьевнӑна саламланӑ, ертӳҫӗ должноҫӗнче ӑнӑҫу суннӑ. Канашлура вара кӑшӑлвирусран асӑрханас мерӑсене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пуҫаруллӑ ушкӑн Шупашкарта чӑваш словарьне хатӗрленӗ Николай Ашмарина халалланӑ палӑк лартма сӗнсе ыйтупа тухнӑ. Вӑл чӑнах та кирлӗ-и? Шупашкар хула администрацийӗ халӑхран ыйтма шухӑшланӑ. «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав иртнӗ. Унта 1708 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 1078-шӗ Ашмарина халалланӑ палӑк кирлӗ тесе палӑртнӑ. 390 ҫын ҫакна специалистсен татса памаллине каланӑ. 227 ҫын палӑк кирлӗ мар тесе шухӑшлать. 13 ҫын хӑйсен шухӑшне палӑртнӑ, хӑшӗ-пӗри палӑка Ашмарин ҫуралнӑ тӑрӑхра, Етӗрнере, лартмаллине пӗлтернӗ. Сасӑлав пӗтӗмлетӗвне ятарлӑ комиссие пӑхса тухма парӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарта Николай Ашмарина халалланӑ урам пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
mkivanovo.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫул Раҫҫейри 14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксене «Пушкин картти» программӑпа килӗшӳллӗн 5 пин тенкӗ парӗҫ. Вӑл банк картти ҫинче пулӗ. Унпа ҫамрӑксем музейсене, театрсене, концертсене, вулавӑшсене ҫӳреме пултараҫҫӗ. Аса илтерер: «Пушкин картти» кӑҫал авӑн уйӑхӗнче пурнӑҫланма тытӑннӑ. Ун чухне ҫамрӑксен «Пушкин картти» банк картти ҫине 3 пин тенкӗ хурса панӑ. Ку укҫана вӗсен раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пӗтермелле. Чӑваш Енре «Пушкин картти» программӑна культура тытӑмӗнчи 19 учреждени хутшӑнать. «Пушкин карттине» «Почта банка» кайса илмелле е Патшалӑх пулӑшӑвӗсен пурталӗнче регистрациленмелле те ятарлӑ сарӑм вырнаҫтармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
avan-t-garde.org сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Парижра Чӑваш тӗррин кунне пухӑннӑ. Кун пирки чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑри хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, аякри йӑхташӑмӑрсем Парижри пӗр кафере пуҫтарӑннӑ. Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, вӗсем чӑвашла капӑрланнӑ. Францири Чӑваш тӗррин каҫне Ольга Николаева ертсе пынипе Avan-t-garde пӗрлӗх йӗркеленӗ. Мероприяти пирки хрантсусла ҫакӑнта вулама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. | ||
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
| Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |