Пӑтӑрмахсем
![]() «Магнит» гипермаркет. Google.Map-ран илнӗ сӑн Строительсен урамӗ, 21 адреспа вырнаҫнӑ «Магнит» пысӑк гипермаркетра QR-код тӗрӗслене чухне вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах пулса иртнӗ. «Про город» кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, 10:30 тӗлнелле, 60 ҫулти арҫынна япӑх пулса кайнӑ. Вӑл медиксем киличчен вилнӗ. Хыпарта пӗлтернӗ тӑрӑх арҫын QR-код кӑтартнӑ, хӑйне япӑх пулнине вӑл лавккана кӗрсен туйнӑ. Пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн вырӑна медиксем, ҫавӑн пекех полици ӗҫченӗсемпе следовательсем пырса ҫитнӗ. Кӗмелли алӑка карталаса хуплама тивнӗ, ҫавна пула туянакансене тепӗр алӑкран кӗртме тытӑннӑ. Чӑваш Енри СКР следстви управленийӗ асӑннӑ пӑтӑрмах тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерни пирки, мӗнпур фактсене палӑртас енӗпе ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cheb.ru сайтри сӑн Юлашки вӑхатра шкул ачисен хушшинче кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. Ҫавна май вӗсене ырантан дистанци мелӗпе вӗрентме йышӑннӑ. Ку Шупашкарти шкулсене пырса тивет. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти шкул ачисем нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ҫапла вӗренӗҫ. Ҫак хушӑра лару-тӑру мӗнле улшӑннине сӑнӗҫ. Кайран кирлӗ пулсан улшӑнусем кӗртӗҫ. Палӑртмалла: паянхи кун тӗлне республикӑра 660 шкул ачи кӑшӑлвируспа чирлет. Вӗсенчен 430-шӗ - Шупашкарта. Шупашкар районӗнче те чирлекенсем сахал мар. Анчах унта хӑш-пӗр шкула ҫеҫ дистанци мелӗпе вӗрентесси пирки шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Вӑрнарта пурӑнакан 28 ҫулти хӗрарӑм ҫуралнӑ кунне поселокри саунӑра паллӑ тунӑ. Киле кайма пуҫтарӑнсан хайхискер енчӗкне тупайман. Шырасан вӑл ҫиелти тум купи айӗнче выртнине курнӑ. Анчах Мускав облаҫӗнче ӗҫлесе илнӗ 12 пин те 800 тенкӗ унта пулман. Ӑҫта кайса кӗнӗ? Саунӑна ют ҫынсем кӗменнине шута илсе хӗрарӑм пур хӑнана та кӗсйисене тавӑрса кӑтартма ыйтнӑ. Пӗр хӗр ҫеҫ ҫакна туман, хӑвӑрт тумланнӑ та тухса тарнӑ. Полици ӗҫченӗсенчен вӑл туалетра пытаннӑ. Ӳкӗтлесен те тухма килӗшмен. Калаҫсан-калаҫсан пӗр хӗрарӑм полицейски шала кӗнӗ. 23 ҫулти хӗр вара унта укҫана унитазра юхтарса яма, унтан ҫиме хӑтланнӑ. Ҫак хӗр унччен судпа айӑпланман. Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗллевпе ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян каҫхине Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 23-мӗш ҫуртӑн 1-мӗн корпусӗнче 15-мӗш хутри хваттерте газ баллонӗ сирпӗннӗ. Унашкал баллонсене потративлӑ плиткӑсем валли усӑ кураҫҫӗ. Хваттерти балкон ҫинчи чӳрече тухса ӳкнӗ. Юрать-ха, ҫынсенчен никам та шар курман, халӗ хӑрушлӑх та ҫук. Калинин районӗн прокурорӗ Евгений Ортиков вырӑна ҫитнӗ. Газ баллонӗ мӗншӗн сирпӗннӗ? Ҫакна ҫӑлавҫасем уҫамлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() PUKANE.RU сӑнӳкерчӗкӗсем Шупашкарта пурӑнакан чӑваш хӗрӗ чӑвашла калаҫакан пуканесем ӑсталать. Ылтӑн алӑллӑ ӑстасен йышӗнче — Валентина Белова (Громова). Вӑл шӑпах пуканесене чӑвашла калаҫтарать те. Пуканесене ӑсталаса, вӗсем валли тӗрлӗ тум ҫӗлесе ытти ҫынсем те пулӑшаҫҫӗ. 33 ҫулти хӗр пуканесемпе тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче паллаштарать. «Контактра», сӑмахран, унӑн «PUKANE.RU» паблик та пур. «Туссем, сирӗн умра алӑпа ҫыхнӑ пуканесем. Тӗлӗнмелле ҫeмҫe те илемлӗ. Cacӑллӑ», — паллаштарнӑ хӗрарӑм. Валентина Белова (Громова) 1988 ҫулта ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ. Чӑвашла тумланнӑ, чӑвашла калаҫакан пуканесем туянас тесен 21-22-87 номерпе шӑнкӑравламалла. Пуканисем вара тем тӗрлисем те пур: ҫыхнисем те, пластикран ӑсталанисем те, сувенир евӗр хатӗрленӗ тухьяллисем те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче Владимир Степановӑн «Великие битвы наших предков. Пирӗн несӗлсен аслӑ вӑрҫисем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма «Кӑсӑклӑ теҫетке» ярӑмпа кӑларнӑ. Кӗнекене Дмитрий Литаврин художник илемлетнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн тиражӗ — 1000 экземпляр. Владимир Степанов тӑван халӑхӑмӑрӑн мӑн аслашшӗсем хутшӑннӑ 10 аслӑ вӑрҫӑ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Асӑннӑ хирӗҫтӑрусем Евразин тӗрлӗ вырӑнӗнче тата тӗрлӗ саманара пулса иртнӗ. Пирӗн йӑхташӑмӑрсене маларах «чӑваш» этнонимпа пӗлмен. «Великие битвы наших предков. Пирӗн несӗлсен аслӑ вӑрҫисем» кӗнекене аслӑ классенчи шкул ачисем валли тесе кун ҫути кӑтартнӑ. Автор хӑйӗн очеркӗсемпе аслисем те кӑсӑклансах паллашасса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Кӗрӗк» фабрика патӗнче тума пуҫланӑ каҫӑ пирки ҫӗршывӗпе пӗлеҫҫӗ. Тӗрӗсрех, ҫав каҫҫа халӗ те туса пӗтерейменнине пӗлеҫҫӗ. Халӑх фрончӗн федераци организацийӗ каҫӑ пирки соцсетьсенчи хӑйӗн страницисенче хыпарланӑ. Ҫынсене автоҫул урлӑ ҫӳлтен каҫса ҫӳремеллине 2014 ҫултах туса пӗтерме палӑртнӑ. Унтанпа Атӑлта сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ. Хула ертӳҫисемпе республикӑна ертсе пыракансем те улшӑннӑ, анчах лав вырӑнтан хускалман. Халӑх фрончӗн республикӑри хастарӗсем каҫӑ ыйтӑвӗпе республика ертӳҫи Олег Николаев патне 2021 ҫулх юпа уйӑхӗнче ҫитнӗ-мӗн-ха. Тен, халӗ, ҫав калаҫӑва федераци шайӗнче хусчкатнӑ хыҫҫӑн, ыйту татӑлӗ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ заместительсемсӗр тӑрса юлнӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» форум управлени сайтӗнчи хыпар тӑрӑх пӗлтернӗ. Сайтра кӑтартнӑ тӑрӑх, штатра икӗ заместитель пулмалла, анчах вӗсем пушӑ. Вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе Елена Сахарова тӑрӑшать. Унчен вӑл унта пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулнӑ. Управленире 2020 ҫулхи кӗркуннеренпе заместитель пулса ӗҫленӗ Наталья Поздеева Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче воспитанипе ҫамрӑксен политкин управленине ертсе пыма тытӑннӑ. Ҫапла вара халӗ Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче заместительсен пуканӗсем пушӑ лараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Юрий Кручинин. Александр Беловӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ, Ф.Н. Плевако ячӗллӗ ылтӑн тата кӗмӗл медаль лауреачӗ Юрий Кручинин куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Усал хыпара Александр Белов журналист Фейсбукра пӗлтернӗ. Юрий Сергеевич ковидпа чирленӗ-мӗн, унӑн ӳпки 90 процент шыҫнӑ иккен. Юрий Кручинин Раҫҫейри адвокатсен гильдийӗн пӗрремӗш вице-президенчӗ, «Мускаври юридици центрӗ» адвокатсен коллегийӗн президиумӗн председателӗн пӗрремӗш заместителӗ, Вырӑсла калаҫакан адвокатсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн президиумӗ членӗ пулнӑ. Мари Элта ҫуралса ӳснӗ Юрий Кручининпа ҫак йӗркесен авторӗ вӑл Чӑваш Енре этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйра ӗҫленӗ чухне паллашнӑччӗ. Унпа республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ валли анлӑ интервью хатӗрленӗччӗ. Ҫав калаҫура Юрий Сергеевич ӑслӑ та анлӑ тавракурӑмлӑ ҫын ҫеҫ мар, вӑл тӗрӗсмарлӑха тӳсме пултарайманни питех те аван сисӗннӗччӗ. Каярах унтан пӗр ыйтупа пулӑшу та ыйтма тивнӗччӗ... Халӗ вара йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр тесси ҫеҫ юлать... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() sobiz-fond.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти 30-мӗш шкулта 14 ҫулти арҫын ача тантӑшӗсен умӗнче газ баллонне пӗрӗхтернӗ. Вӗсем вӑл мӗнле ӗҫленине тӗрӗслесшӗн пулнӑ-мӗн. Республикӑри Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пилӗк ача Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Арҫын ачан амӑшне административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ҫав кун шкулта мӗн пулса иртнӗ? Газ баллонӗ ачан аллине мӗнле майпа лекнӗ? Прокуратура ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫамлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |