Сывлӑх
Каллех 20 ҫын вилнӗ. Паллах, сӑмах кӑшӑлвирус пирки пырать. Ку таранччен пирӗн республикӑра ҫак вирус 3287 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Паянхи кун тӗлне 42816 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 37416-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 155 ҫын чирленӗ. Кун пек пӗчӗк кӑтарту юлашки кунсенче пулман. 133 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 3287 ҫын сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн Ӗнер Шупашкарти Промтракторта пушар пулни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: пушар пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерствине 11 сехетре пӗлтернӗ. Савутра конвейер ленти ҫуннӑ, пушар 200 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. 11 сехет те 38 минутра ҫулӑма сарӑлма чарнӑ. 15 сехетре вара сӳнтернӗ. Пушарта дежурнӑй икӗ электрик шар курнӑ. Вӗсем ҫунӑк шӑршипе наркӑмӑшланнӑ, вӗсене Тӗп пульницӑн токсикологи уйрӑмне илсе кайнӑ. Хальлӗхе пушар мӗнрен тухнине палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
Паян каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкар хулине кӗнӗ ҫӗрте общество транспорчӗ аварие лекнӗ. 101 (32) маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫул хӗрринче ларакан прицеп ҫине пырса кӗнӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, прицеп ҫул хӗрринче ларнӑ, унӑн ҫутӑ пулман. Автобус водителӗ ӑна асӑрхаман – ун ҫине пырса кӗнӗ. Общество транспортӗнчи икӗ пассажира васкавлӑ медпулӑшу машинипе илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн 46 ҫулти арҫын тӗрмерен кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче тухнӑ кӑна-ха. Вӑл каллех йӗплӗ пралук леш енне лекнӗ. Ӑна унччен те хӗрарӑма мӑшкӑлланӑшӑн тата ясар шухӑшӗсене пурнӑҫланӑшӑн тӗрмене лартнӑ. Хальхинче те вӑл ҫакна пулах суд сакки ҫине лекӗ. 46 ҫултан 20 ытларах ҫулне вӑл йӗплӗ пралук леш енче ирттернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче ҫак арҫын Шупашкарти «Байконур» микрорайонта 21 ҫулти хӗре вӑрмана сӗтӗрсе кӗнӗ те вӗлерессипе хӑратса мӑшкӑллама хӑтланнӑ. Юрать-ха, хӗр тарма пултарнӑ. Хӗр телефонне ӳкерсе хӑварнӑ, арҫын ӑна илнӗ. Ӑна часах тытса чарнӑ. Халӗ вӑл суд пуласса кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
schk.su сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Таврапӗлӳлӗх шкулӗ» регионсем хушшинчи конференци иртӗ. Ӑна тӑван тӑрӑха тӗпчекенсен обществине йӗркеленӗренпе 100 ҫул, Чӑваш Енри краведсен союзне йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Конференцие 14 ҫултан пуҫласа 26 ҫулчченхи шкул ачисемпе студентсем хутшӑнӗҫ.. Конференцие хутшӑнакансене таврапӗлӳпе ҫыхӑннӑ никӗс пӗлӳпе (музей ӗҫӗ, туризм, архив ӗҫӗ, этнографи никӗсӗ, чӗлхе пӗлӗвӗ, археологи) паллаштарӗҫ, ҫавӑн пекех аудиторипе, ушкӑнпа ӗҫлеме, проектсене хатӗрлеме вӗрентӗҫ. Спикер пулса аслӑ шкулсенче, республикӑри учреждени-организацире тӑрӑшакансем тухса калаҫӗҫ. Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче «Чӑваш керем» этнографи комплексне илсе кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑвашлӑх
Чӑваш Енӗн мӗнпур муниципалитетӗнчи, Тутарстанри тата Ӗрӗнпур облаҫӗнчи 4 ҫултан пуҫласа 10 ҫула ҫитичченхи 320 ача чӑваш тӗррин илемӗпе паллаштаракан «Азбука чувашского костюма» (чӑв. Чӑваш тумӗн азбуки) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑннӑ. Ӑна «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗ ирттернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Сӗнтӗрвӑрринчи, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи, Тутарстанри Апастово тата Ҫӗпрел районӗсенчи ачасем лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
СССР музейӗСумлӑ сӑмах
Культура
Николай Адёр тӑрӑшнипе хатӗрленӗ музей пирки эп тахҫанах илтсеччӗ. Нумай пулмасть хам та унта пулса куртӑм. Курни пирки сире каласа кӑтартасшӑн. Музей ҫинченСССР музейӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ, ӑна йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнӗ. Маларах унӑн пӗр пайӗ Николай Адёрӑн тӑван ялӗнче пулнӑ, халь вара пӗтӗм экспозици Шупашкара куҫнӑ. 5 пӳлӗмрен тӑракан музейӗн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 200 тӑваткал метр. Ҫӗн ҫулччен вӑл тепӗр пӳлӗмпе пуянланмалла. «Музее тума тӑван ялта, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмашара хам тӗллӗн, хамӑн проектпа виҫӗ хутлӑ кермен туса лартрӑм. 2011-мӗш ҫулта октябрьте курава уҫрӑмӑр. … Ултӑ ҫул хамӑр вӑйпа тытса тӑнӑ хыҫҫӑн кермене хупма тиврӗ, музей экспоначӗсене Шупашкар хулине илсе килсе «Кӑмаша» ятлӑ мӑн лавкари уйрӑм хута вырнаҫтартӑмӑр», — каласа пачӗ мана Николай Адёр. Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр микрорайонӗ ытларах енӗпе ҫывӑрмалли микрорайон шутланать, ҫавна май кунта культура учрежденисем сахалрах. Трактор тӑвакансен культура керменӗ пур ӗнтӗ... тата парксем. Ҫавна май, ку музее шӑпах ҫак вырӑнта йӗркеленӗшӗн Николай Адёра вырӑнти халӑх валли культура учрежденине туса панишӗн мухтама пулать. | ||
Кӳршӗре
Ҫак кунсенче, тӗрӗсрех каласан, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен пурнӑҫӗнче ҫӗнӗ пулӑм пулса иртрӗ, Чӗмпӗр чӑваш шкулне хупнӑранпа хула историйӗнче пӗрремӗш хут УОЧНКА ҫумӗнче йӗркеленнӗ илемлӗ пултарулӑх театр ушкӑнӗ вырӑс ҫыравҫин Ирина Антоновӑн «Ӑслӑ арӑм» чӑвашла куҫарнӑ пьесине сцена ҫинче лартса пачӗ. Сӑнарсене ҫак артистсем калӑпларӗҫ: ӑслӑ хӗрарӑм Матӗрне — Нина Григорьевна Назарова, салтак — Владимир Владимирович Грузин, карчӑк Груша — Мария Николаевна Журавлева, старик Ваҫҫа — Иван Алексеевич Юманов, кӳршӗ хӗрарӑмӗ Степанида — Елена Николаевна Мустаева. Пултарулӑх ертӳҫи Ираида Васильевна Гаврилова, режиссер Елена Николаевна Троянская. Премьера вӗҫленсен сцена ҫинчен театр ушкӑнне УОЧНКА председателӗ Олег Мустаев тата Халӑхсен культурисене аталантаракан тата сыхласа хӑваракан центрӑн директорӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Светлана Ковшенина саламларӗҫ, артистсене парнесем парса хавхалантарчӗҫ. Куракансем спектакльти кулӑшла сценкӑсенчен тӑтӑш кулчӗҫ, вӗҫӗнче «браво» тесе кӑшкӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ. Премьера Ульяновскри Нариманов урамӗнчи тутар культура центрӗнче пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Телейсӗр мар эп» кӗнекене хӑтланӑ. Унӑн авторӗ – Елена Иванова-Фомина сӑвӑҫ. Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен Фейсбукри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Елена Андреевна Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче ҫуралнӑ, Ҫӗнӗ Кӗлӗмкасси ялӗнче ӳссе ҫитӗннӗ. Хальхи вӑхӑтра Тӑвай районӗнчи Нӳшкасси ялӗнче пурӑнать. Ҫыравҫӑн 2014 тата 2017 ҫулсенче икӗ сӑвӑ пуххи кун ҫути курнӑ. «Телейсӗр мар эп» – поэтӑн виҫҫӗмӗш кӗнеки. Автор хӑйӗн пултарулӑхӗпе малалла паллаштарать. Кӑларӑма 2017–2021 ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсем, куҫарусемпе асаилӳсем кӗнӗ». «Эпӗ вӗреннӗ ҫын мар. Ӗмӗр тӑршшӗпе таҫта та ӗҫленӗ. Почтальон та пулнӑ, фермӑра та вӑй хунӑ. Хам пӗлнӗ пек кӑна ҫыратӑп», – тенӗ хӑйӗн пирки Елена Иванова-Фомина сӑпайлӑн. Хӑтлава Йӗпреҫ район ентешлӗхӗн хастарӗсем тата ҫыравҫӑн пултарулӑхне хаклакансем пуҫтарӑннӑ. Мероприятие Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
amurnews.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Садовӑй микрорайонти шкула каярах хута ярассине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫавна строительсем тата хулари тӳре-шара строительство материалӗсем хакланнипе тата проектпа смета документацине ҫӗнетме тивнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Благовещенский тата «Университетский-2» микрорайонсенчи ача пахчисене тӑвассипе те йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Малтан асӑннӑ микрорайонти объекта 60 процент таран хатӗрлесе ҫитернӗ, ӑна подрядчик 2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче хута ярасшӑн. «Университетский-2» микрорайонтине кӑҫал ӗҫлеттерсе ямалла пулнӑ, анчах ӑна килес ҫулхи кӑрлачсӑр та хута яраймӗҫ. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. | ||
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
| Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |