Ҫутҫанталӑк
Паян ҫил-тӑман вӗҫтерме тытӑнчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче юр нумай ҫӑвӗ. Ыран кӑнтӑрла кӑштах ҫеҫ ҫӑвӗ, каҫ енне лапка-лапка ӳкӗ. Шӑматкун ҫӗрле атмосфера пусӑмӗ 720 милиллитр таран ӳкнӗрен чылай ҫын хӑйне япӑх туйма пултарӗ: вӑй пӗтӗ, ҫывӑрас килӗ, алӑ ӗҫ патне пымӗ. Шупашкарта талӑкра 5-7 сантиметр хулӑнӑш юр ҫӑвӗ. Ҫитес эрне варринче антициклон килӗ, 10-15 градус таран сивӗтӗ. Анчах сивӗ хӗл килсе ҫитрӗ тетӗр-и? Йӑнӑшатӑр. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче 2-4 градус ӑшӑ пӗр эрне тӑрӗ. Ку пурнӑҫа кӗрсен юр ирӗлсе кайӗ. Унтан тата ҫумӑр ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Хаҫат — «коллективлӑ пропагандист тата агитатор кӑна мар, коллективлӑ организатор та» тесе ҫырнӑ В.И.Ленин. Асӑннӑ пӗлтерӗш паян та ҫухалман. Хаҫатсем, уйрӑмах районсенче тухса тӑраканнисем, ял халӑхне питӗ ҫывӑх. Вӗсенче ял пурнӑҫӗн шӑпи, кун-ҫулӗ, савӑнӑҫӗ-хуйхи... Ҫӑмӑл мар тапхӑрта, колхозсем йӗркеленӗ ҫулсенче тухма пуҫланӑ хаҫатсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче те пӗр номер те тухманни пулман. Паян вара район хаҫачӗсем кирлӗ те пулмӗҫ-ши? Вӗсене «Хыпар» хаҫатӑн филиалӗсем тума палӑртнипе ҫапла шутлатӑп. Ҫак утӑм — йӑнӑш, вӑл пысӑк ҫухатупа — райхаҫатсем вуҫех хупӑнассипе вӗҫленме пултарӗ. Нумай редакци ура ҫинче ҫирӗп тӑрать паян, вӗсенче хӑйсен профессине чунтан парӑннисем вуншарӑн тимлеҫҫӗ. «Елчӗк ен» хаҫат редакцийӗнче те ҫаплах. Хальхи вӑхӑтра район хаҫатне кашни 4-мӗш ҫын вулать. Районсенчи редакцисен статусне пӗтерсе филиал тусан хаҫатсен ҫухату пуххинче мӗн курӑпӑр-ха?
|
Пӑтӑрмахсем
«Подслушано Чебоксары» ушкӑнри сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинчи Р. Зорге урамӗнче пурӑнакан пӗрремӗш ушкӑн инваличӗсене почтальонсем иккӗмӗш уйӑх ӗнтӗ пенси киле пырса памаҫҫӗ. Ҫапларах хыпарланӑ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Подслушано Чебоксары» (чӑв. Шупашкарта итленӗ) халӑх ушкӑнӗнче. Почта уйрӑмӗнче ӗҫлекенсем вӑл адреспа кайма почтальон ҫук тесе калаҫҫӗ-мӗн. Куҫ курманран инвалида тухнисем те килте пенси илеймеҫҫӗ-имӗш. Вӗсен Кӑнтӑр поселокӗнчи пасар ҫумӗнчи почта уйрӑмне кайма тивет. «Ку вӑл сусӑрсемпе пенсионерсенчен тӑрӑхлани мар-и?», — тесе ҫырнӑ эпир маларах асӑннӑ ушкӑнра. ХУШСА КАЛАНИ Ҫак материала сайтра пичетленӗ хыҫҫӑн РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗнчен Ирина Павлова пресс-секретарь шӑрҫаланӑ хурава илтӗмӗр. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ тӗслӗхре пенсие вӑхӑтра ҫитерессишӗн почта яваплӑ, графика епле пурнӑҫланине Пенси фончӗ тӗрӗслеме пултарать. Паян планпа пӑхман ҫавӑн пек тӗрӗслев ирттернӗ. Почта уйрамӗнче пенси парас вӑхӑта пӑсман. Ыйту пулсан пенсионерсене РФ Пенси фончӗн хӗрӳ линийӗпе 88006000485 телефонпа ҫыхӑнма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Елен Нарпин архивӗнчи сӑнӳкерчӗк И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ҫак эрнере ҫӗнӗ проект ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки аслӑ шкулӑн преподавателӗ Елен Нарпи Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Чӑматанри чӑваш чӗлхи» проект Раҫҫей Федерацийӗн халӑхсен тӑван чӗлхисене упрас тата вӗрентес енӗпе ӗҫлекен фондӑн грантне тивӗҫнӗ. Ӑна пурнӑҫа кӗртессишӗн яваплисем — И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУри чӑваш филологи уйрӑмӗнче вӗренекенсемпе преподавательсем. Проект ертӳҫи — А.М. Иванова. Халӗ преподавательсемпе студентсем интерактивлӑ уроксемпе шкулсене тата ытти вырӑна тухса ҫӳреҫҫӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ЧПУн медицина факультетӗнче педиатри уйрӑмӗнче вӗренекенсемпе урок ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
РФ Ӗҫ министерствин «Контактра» страницинчи сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ професси суйлас текенсене Раҫҫейӗн Ӗҫ министерстви ҫитес вӑхӑтра епле отрасльсем вӑйлӑрах аталанассине шута илме сӗнет. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӗҫ рынокӗнче ҫитес 10 ҫулта пуринчен вӑйлӑрах ҫак 7 отрасль аталанӗ: IT-индустри, хӑнасене йышӑнакан индустри, кану индустрийӗ, наука, строительство, сывлӑх сыхлавӗ тата социаллӑ пулӑшу, вӗренӳ. Ҫакна ӗҫ вырӑнне улӑштарас тӗллевпе ҫӗнӗ професси илес кӑмӑллисен ҫеҫ мар, шкул пӗтерекен ҫамрӑксен те шута илмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
vk.com/club73439225 сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗлтӗртенпе пирӗн республикӑра Чӑваш тӗррин кунне ирттерме тытӑнчӗҫ. Пӗлтӗртенпе Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн Халӑх пултарулӑх кафедринче «тӗрӗ вӑрттӑнлӑхӗсене студентсем ҫирӗп алла илччӗр тесе» вӗрентӳ планне ятарлӑ «Чӑваш тӗрри» ятлӑ предмет кӗртнӗ. Кун пирки Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архипова конгресӑн тӗнче тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, «халӑх пултарулӑх кафедрин пуҫлӑхӗ Раиса Васильева тата Зинаида Воронова тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Паллах, ку ӗҫ патне пурте ӑнтӑлмаҫҫӗ, ҫавах та ӳсекен ӑрӑвӑн пӗр пайӗ ҫак ӑсталӑха алла илме тӑрӑшни савӑнтарать. Вӗсем чӑваш тӗррине пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Ҫамрӑксем ку енӗпе диплом ӗҫӗ хатӗрлени чӑваш тӗррине хисепленине кӑтартать». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
вести35.рф сайтри сӑн Шупашкарти 25 ҫулти вӗрентекен патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та ултавҫӑсем унӑн банк счетне хапсӑнни пирки каланӑ. Хайхискер укҫана часрах хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Ҫамрӑк вӗрентекен ӑна ӗненсе 100 пин тенкӗ куҫарнӑ. Тепӗр кунхине ҫав ҫынсем ӑна страховка тӳлевӗ тесе тепӗр 200 тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн тин ҫамрӑк хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл кредитне илнӗ ӗнтӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
echoperm.ru сайтри сӑн Йӗпреҫ районӗнче пулӑҫ сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарлать. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, паян, Буинск поселокӗнче пурӑннӑ 43 ҫулти арҫын пӗве пуҫне пулла кайнӑ. Анчах халӗ пӑр хулӑн мар, ҫакна шута илмен ӗнтӗ вӑл. Арҫын пӑр айне анса кайса вилнӗ. Унӑн виллине водолазсем тупнӑ. Вӑл пӗве тӗпӗнче выртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
© StreetVJ / Shutterstock.com Халӑх маскӑпа усӑ курни кӑшӑлвирус чирне 53% чакарма май пани ҫинчен The Guardian пӗлтерет, ҫакна вӑл British Medical Journal журналта пичетлесе кӑларнӑ тӗнче шайӗнчи тӗпчев пӗтӗмлетӗвӗсем ҫине таянса калать. Пӗтӗм тӗнчерен пуҫтарнӑ 30 ытла тӗпчев даннӑйӗсене тишкернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: маска режимне пӑхӑннӑ чухне COVID-19 чирлесси 53% чакать. Пӗр-пӗринпе ҫуммӑн пулмасӑр ҫӳрени чир-чӗре ертессин шутне 25 процент чакарать. Алӑ ҫӑвассин тухӑҫлӑхне 50% ытла хакланӑ, анчах та ку тӗлӗшпе ӑсчахсем даннӑйсем ҫителӗксӗр пулнине палӑртнӑ. Ҫак ӗҫ авторӗсем каланӑ тӑрӑх, ытти социаллӑ йышӑнусене илес пулсан, калӑпӑр, пӗтӗмӗшле локдаун пӗлтерессине е чикӗсене хупнине, вӗсен япӑх тата лайӑх енӗсене пӗлес тесен уйрӑммӑн тӗпчеме тивӗ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, прививка туни, хӑй тӗллӗн, кӑшӑлвирусран 100 проценчӗпе хӳтӗлеймест, уйрӑмах ҫӗнӗ штаммсем аталаннине шута илме тивсен. Вакцинӑланнипе пӗрлех малалла та маска тӑхӑнса ҫӳремелле, пӗр-пӗринчен дистанци тытса пымалла тата алла час-часах ҫумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта тепӗр ача пахчи пулӗ. Ҫак кунсенче экспертиза ирӗк панӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш микрорайонта пулӗ. Унта 180 ача ҫӳремелӗх вырӑн тӑвӗҫ. Ӗҫсене «Иско-Ч» строительство компанийӗ пурнӑҫлӗ. Ача пахчин строительстви 2022-2023 ҫулсенче пулӗ. Аса илтерер: «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта паянхи кун 4 ача пахчи ӗҫлет Унта 900 ача валли вырӑн пур. Анчах микрорайонта ҫамрӑк ҫемьесем нумай пулнӑран ку ҫителӗксӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. | ||
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
| Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |