Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Иртрӗ чӑваш нацин конгресӗн тӑватӑ ҫулта пӗрре шавласа илекен Аслӑ Пуху кунӗ. Халлӗхе асрах-ха тӗлпулусем, калаҫусем. Паллах, ку пуху пирӗншӗн черетлӗ событи пуласса шаннӑччӗ. Пухӑва хатӗрлекеннисен ӑш пиҫрӗ пуль чупа-чупа… Ялтисем патнех хускатнӑ хумсем ҫитеймен, хӑш-пӗрисем ҫеҫ хӑрах хӑлхипе темӗскер илтнӗ пек, ЧНК мӗне пӗлтернине чылайӑшӗ маннӑ та. Эпӗ хам ял музейӗсен ячӗпе делегата суйланнӑран самаях хӑшкӑлтӑм ҫак тапхӑрта: килнӗ хӑнасене кӑтартма «СССР музейӗн» выстӑвкине йӗркелерӗм, хам утарҫӑ пулнӑран чи тутлӑ чӑваш пылне те илсе килтӗм… Кӗтнӗ пекех чылайӑшӗ экспонатсем патне пырса тӗлӗнчӗҫ, савӑнчӗҫ. Анчах та пуҫлӑхсем ҫав кун чӑвашсемпе, Шупашкар хулипе ҫыхӑннӑ экспонатсене курми пулчӗҫ, иртсе кайрӗҫ ҫуммипе. Культура министрӗ те виҫӗ утӑм туса пырса пӑхмарӗ, интересленмерӗ, тӑрӑшакансене сӑмахпа та пулин йӑпатмарӗ. Пӗр-ик кун маларах чӑвашсен, Виталий Петрович Станьял никӗсленӗ ваттисен канашӗн «халӑх хуралӗн» председательне мана суйларӗҫ. Килӗшме тиврӗ. Ҫак витӗме те вырӑна хурса ҫыратӑп та ҫак ҫырура курни-илтнине, хамӑн сӗнӳсене. |
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Элӗк районӗнче пурӑнакан 94 ҫулти карчӑк виллине авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ирпе асӑрханӑ. Ӑна машина таптаса кайнӑ пек туйӑннӑран тӗпчев пуҫарнӑ. Ватӑ ҫынна малтанхи кун, 19 сехет тӗлӗнче, «Шкода» автомобиль таптаса кайнӑ пуль тесе унӑн хуҫине тытса чарнӑ. Вӑл ҫын Йӗпреҫре ҫуралнӑ, Мускав облаҫӗнче пурӑнать. 44 ҫулти арҫын айӑпа йышӑнман. Вӑл хӑйӗн автомбильне чул лекнӗ, капота тата кантӑка вӑл сиенлетнӗ тесе ӗнентерме пӑхнӑ. Арҫын карчӑка асӑрхамасӑр вӗлернӗ тесе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 27 ҫулти ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхи арҫын влаҫ ҫыннине, тата тӗрӗсрех каласан, полицейские, хирӗҫ тӑнӑ. Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 22 сехет те 40 минутра, Шупашкар хулинчи патрульпе пост служби хулари Хӗвелтухӑҫ урамне ыпрса ҫитнӗ. Унта вӗсене «Mazda 3» автомобиль водителӗ йӗркене административлӑ майпа пӑснӑран чӗнсе илнӗ. Ҫав вӑхӑтра «Ford Focus» автомобиль машина иртсе кайнӑ. Унӑн водителӗ ӳсӗрри сисӗннӗ. Водитель чарӑнма мар, каялла чакма тытӑннӑ, полицейские машина алӑкӗпе лектернӗ. Унтан водитель машинӑна малалла кайма хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри шкул кӑҫал 160 ҫулхине уявлӗ. Ӗнер вара ӑна юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫавна май ятарлӑ линейка иртнӗ. Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне Куславкка районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Фирдавиль Искандаров тата райадминистрацин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин управленийӗнпуҫлӑхӗ Ираида Ларионова саламланӑ. Юсаса ҫӗнетнӗ шкула ачасем тӗлӗнсе те хавхаланса кӗнӗ. Пӗр енчен хӑтлӑ та ҫутӑ, тепӗр енчен ӑшӑ та типтерлӗ. Вырӑнтисем Чӑваш Ен Правительствине ырласа та нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Канаш районӗн сучӗ 25 ҫулти арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ. Хайхискер Канашра пурӑнакан хӗрарӑма унӑн хӑрушсӑрлӑх органӗсенче ҫыхӑну пуррине ӗнентернӗ. Вӑл ҫак хӗрарӑмӑн тата унӑн пӗлӗшӗн 8,8 миллион тенкине вӑрланӑ ҫынсене явап тыттарссине каланӑ. Анчах куншӑн ӑна 1,5 миллион тенкӗ памалла-мӗн. Ку укҫа ФСБ ӗҫченӗсем валли имӗш. Арҫынна кӑҫал ҫу уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Ун чухне ӑна хӗрарӑмсем 400 пин тенкӗ пама ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 1,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 2 ҫул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
businessocean.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан ҫын лотерейӑра 4 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Анчах вӑл парнине илме халӗ те килмен-мӗн. Паян «Спортлото «5 из 36» тиражра 4 миллион та 19 пин те 184 тенкӗ выляттарнӑ. Ӑна Шупашкарта пурӑнакан ҫын выляса илнӗ. Хальлӗхе вӑл укҫана илесси пирки пӗлтермен. Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: билета мобильлӗ сарӑмра туяннӑ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, билетӑн пӗрремӗш йӗркинчи пӗтӗм 5 хисепе пӗлсен ҫӗнтерӳҫӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Раҫҫейри дизайнерсен союзӗн пайташӗн, Чӑваш Енри ремесленниксен гильдийӗн пайташӗн, Людмила Шуркина художник-модельерӑн юбилейне халалланӑ «Цветное настроение» (чӑв. Чечеклӗ кӑмӑл) куравӗ уҫӑлӗ. Мероприяти 16 сехетре пуҫланӗ. Вернисажа «Ӑ – 150» пӗтӗм чӑвашсен акцийӗ проекта пурнӑҫланӑ май уҫӗҫ. Ҫав каҫ Шупашкарти ӳнер училищин студенчӗсемпе «Фолк-тӗпел» иртӗ. Вӗсем наци тумӗсемпе капӑрлӑхӗсене кӑтартӗҫ. Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Суварята» ансамбль те хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче 48 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ҫынна йывӑр сиен кӳни вилӗмпе вӗҫленнӗшӗн явап тыттарӗҫ. Пӑтӑрмах чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗн — чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗн каҫхине пулса иртнӗ. 48-ти арҫын 42 ҫулти кӳрши патӗнче хӑналаннӑ. Ӳсӗрсен пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Аслӑраххи кӗҫӗннине кӑкӑр тӗлӗнчен ҫапнӑ. Хытах лекнӗ курӑнать — пӗвер ҫурӑлса кайнӑ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫиҫем пӑтӑрмаха малалла тишкереҫҫӗ, вӗсем тӗрлӗ экспертиза ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
chv.aif.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин автономи учрежденийӗн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Ольга Ахмеевӑна шаннӑ. Кунта сӑмахӑмӑр «Чӑваш Республикин строительствӑри экспертиза тата хаксене йӗркелекен центрӗ» автономи учрежденийӗ пирки пырать. Ольга Валерьевнӑна должноҫ шанса парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Куславкка районӗн хаҫачӗ, «Ялав», тухма пуҫланӑранпа ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 90 ҫул ҫитнӗ. Ун чухне ӑна «Штурм» ятпа кун ҫути кӑтартнӑ. Тепӗр ҫулталӑкран ятне ылмаштарса «Ленин ялавӗпе» теме тытӑннӑ. Чылай ҫул ҫавӑн пек ятпа пӗлнӗ район хыпарҫине. 1996 ҫулта ята черетлӗ хутчен ылмаштарнӑ май самана таппи ытйнине кура «Ленин» сӑмаха кӑларса пӑрахса «Ялав» теме тытӑннӑ. 1986 ҫултан пуҫласа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗччен хаҫат редакторӗнче Валентин Константинов тӑрӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра тӗп редактор тивӗҫӗсене Надежда Михайлова пурнӑҫлать. Редакцире Нина Богданова, Валентина Воробьева, Татьяна Кольцова журналистсем тата Марина Петрова дизайнер тӑрӑшаҫҫӗ. Хаҫат эрнесерен чӑвашла тата вырӑсла тухса тӑрать. 2018 ҫултанпа район хыпарҫине 16 полосапа пичетленӗ, кӑҫалтан вӑл 12 полоса ҫине куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. | ||
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
| Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |