Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Шупашкар тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пушар пулнӑ. Ӗнер 13 сехет тӗлӗнче Шупашкар районӗнчи Юртукассинче ҫулӑм алхаснӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. 55 ҫулти кил хуҫи, шел те, вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар арҫын пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан ялӗнче 81 ҫулти хӗрарӑм ҫунса вилнӗ. Вӑл лаҫра вут чӗртнӗ. Асӑрханманнипе ун ҫинчи тумтирӗ хыпса илнӗ. Шел, ватӑ хӗрарӑма ҫӑлма май килмен. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланӑранпа Чӑваш Енре 1519 пушар пулнӑ. вӗсенчен 81 ҫын вилнӗ, 72-ӗн суранланннӑ. 147 ҫынна ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 11 сехет те 50 минутра Сӗнтӗрвӑрри районӗнче рейс автобусӗ ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. «Сӗнтӗрвӑрри – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 222-мӗш ПАЗ автобус «Фольксвагенпа» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина транспорт килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Иномарка водителӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Вӑл 58 ҫулта пулнӑ. Автобусра 20 яхӑн ҫын пулнӑ. Водитель тата виҫӗ пассажир тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Республикӑри шкулсенче Ҫӗнӗ ҫулхи каникула тӑсасшӑн. Паян кун пирки оперативлӑ штаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Ку шухӑша ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, каникула раштавӑн 31-мӗшӗччен маларах пуҫламалла, каярах вӗҫлемелле. Каникул пирки ҫитес эрнере татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче иртекен планеркӑра вӗренӳ министрӗ пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти Туберкулезпа кӗрешекен диспансер ковид-госпиталь режимӗнчен тухать. Кун пирки паян оперативлӑ штаб ларӑвӗнче сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ. Паянтан пуҫласа диспансера кӑшӑлвируспа чирлекенсене йышӑнмаҫҫӗ. Икӗ эрне хушшинче пульницӑна ахаль чухнехи режима куҫарӗҫ. Сӑмах май, кунта 95 ковид-койка пулнӑ. Хулан 2-мӗш пульницинче, Хӗрлӗ Чутай, Улатӑр, Канаш районӗсен пульницисенче те кӑшӑлвирусран сипленекенсен йышӗ чакса пырать. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 1286 ковид-койка пур, вӗсенчен 293-шӗ пушӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Наталья Разгудаева. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Общество палатинче «Лучшие няни России» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх няня (ача пӑхакан) конкурс иртнӗ. Ӑна кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ. Професси ӑсталӑхӗн конкурсӗн куҫӑн тапхӑрӗнчи финала ҫӗршыври 17 няня тухнӑ. Вӗсен шутӗнче Чӑваш Енри ача пӑхакан хӗрарӑм та пулнӑ. Вӑл — Ҫӗмӗрлери Наталья Разгудаева. Хӗрарӑм асӑннӑ хулари «Рябинушка» (чӑв. Палан) 16-мӗш ача пахчинче воспитательте ӗҫлет. Конкурса ҫӗнтерсе вӑл гран-прие тивӗҫнӗ, ҫӗршыври чи лайӑх няня ята ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Лариса Комиссарова. Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Паян, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш птшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп художникӗ, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн пайташӗ Лариса Комиссарова юбилейне уявлать. Ку хыпара театр ӗҫченӗсн пӗрлешӗвӗ Фейсбукра пӗлтернӗ. Лариса Анатольевна 50 ҫул тултарнӑ. Юбиляра союз ертӳҫи Сергей Павлов ҫавра ҫула пурнӑҫӑн ҫӗнӗ страници евӗр йышӑнма суннӑ. Тата, паллах, ытти ӑшӑ сӑмахпа саламланӑ. Тепӗр 50 ҫул такӑр ҫулпа хавасланса ирттерме, пурнӑҫра мӗнпур ыррине сунса каланӑ, пултарулӑхра ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян урамра юр хулӑнӑшӗ самаях ӳсрӗ. Ҫӗрле 5 сантиметр тӑршшӗ ӳснӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра юр ҫумӗ. Ҫил лӑпланӗ, уҫӑлса ҫӳремелли аван ҫанталӑк пулӗ. Шӑматкун термометр 1-6 градус сивӗ кӑтартӗ, вырсарникун – 4-9 градус. Тунтикун каллех юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Кунӗпех юр ӳкӗ, Шупашкарта юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметра ҫитӗ, ӑшӑ пулӗ. Ытларикун ҫанталӑк тӑрук улшӑнӗ, 20 градус таран сивӗтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 25-26-мӗшӗсенче ӑшӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() nikatv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ ҫула яланах ҫӗнӗ тарифсемпе кӗтсе илетпӗр. Хаксем кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченех ӳссе каймӗҫ те, анчах ҫулла коммуналлӑ пулӑшу хакӗ хӑпарасси халех паллӑ. Паян Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсене тишкернӗ. Республикӑн Конкурентлӑ политика тата тарифсен патшалӑх службин ертӳҫи Надежда Колебанова пӗлтернӗ тӑрӑх, хаксем 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӳсӗҫ. Чӑваш Енри 265 муниципалитетра коммуналлӑ пулӑшу хакӗ 3,4 процент, 11 муниципалитетра 5,4 процент ӳсӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе ҫав-ҫавах парӑм пур-ха. Ӗнер ку ыйтӑва Ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлессипе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи комиссин Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Чӑваш Енӗн патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн цифрисене ӗненсен, 24 организаци 36,3 миллион тенкӗлӗх парӑм пухса тултарнӑ. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан парӑм виҫи 29 процент, е 14,93 миллион тенкӗ, чакнӑ-ха. Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗ тӗлне илсен ҫапах та 856 ҫын умӗнче шалу парӑмӗ пур. Шалу парӑмӗллӗ организацисен хушшинче — 13 предприяти-панкрут, ӗҫлеме пӑрахнисем — 10 компани. . Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи тӗп больницӑн тӗп тухтӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Анастасия Белова ҫынсене суя сертификатсемпе тивӗҫтернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑма Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ 2 уйӑхлӑха СИЗОна ӑсатнӑ. Шур халатлӑскер кӑшӑлвирусран вакцинаци тунӑ пек сертификат илме 10 пациента пулӑшнӑ теҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ахальтен «ырӑ туман» вӑл. Укҫалла. Суя сертификат хакӗ 5 пин тенкӗ тӑнӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Асӑннӑ тухтӑр Сӗнтӗрвӑррине «Земство тухтӑрӗ» программӑпа лекнӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнчен 2007 ҫулта вӗренсе тухнӑ, Пирогов ячӗллӗ медицина университетӗнче квалификацие ӳстернӗ. Анастасия Белова — анестезиолог-реаниматолог, невролог. Шупашкарта Пепкелӗх центрӗнче, Хулари иккӗмӗш больницӑра, 7-мӗш больницӑра ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |