Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 16 сехет те 13 минутра ҫӑлавҫӑсем патне хыпар ҫитнӗ: Улатӑрта Сӑр юханшывӗнче ачана пӑр катӑкӗ ҫыран хӗрринчен шалалла илсе кайнӑ. Районти полици, васкавлӑ медпулӑшу, пушар хуралӗ вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ача ҫыран хӗрринчен 12 метр шаларах пулнӑ. 16 сехет те 30 минутра шӑпӑрлана ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Ӑна тухтӑрсене панӑ, вӗсем унӑн сывлӑхне тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫне илсен Чӑваш Енре тавар тата пулӑшу хакӗн индексӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан 107,79 процент пулнӑ, 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчипе пӑхсан — 108,53 процент. Цифрӑсене Чӑвашстат илсе кӑтартнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа апат-ҫимӗҫ хакӗ пирӗн патра 8,93 процент ӳснӗ, апат-ҫимӗҫ мар япаласен хакӗ – на 8,84%, тӗрлӗ пулӑшу – 4,69%. Апат-ҫимӗҫрен аш-пӑш, кӗрпе тата пӑрҫа йышшисем, ҫӑкӑр, макарон, услам ҫу, сахӑр песукӗ, пулӑ тавраш, тип ҫу, сӗт-турӑх, ҫӑмарта хакланнӑ. Стройматериалсен хакӗ 26,14% ӳснӗ, телерадиотовар 16,35% хакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта Сар хӳтӗлев чикки пирки ӳкернӗ чи лайӑх мультфильма суйлаҫҫӗ. Кӗҫех «Уҫӑ хула» порталта ӑна палӑртас тӗллевпе сасӑлав пуҫланӗ. Конкурса хутшӑнакансен анимаци мультфильмӗсен ачасене ӑнланмалла чӗлхепе пулмалла. Ҫав вӑхӑтрах унӑн шӑпӑрлансене вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр пурнӑҫпа паллаштармалла. Суйлав турне Ютубра 65 мультфильм хутшӑннӑ. Шупашкарти 174-мӗш, 162-мӗш, 178-мӗш ача пахчисем хатӗрленӗ ӗҫсене чи нумай пӑхнӑ, вӗсем лайк чылай пухнӑ. Ҫавӑн пекех жюри пайташӗсем тӗп хулари 128-мӗш, 151-мӗш, 164-мӗш, 185-мӗш, 202-мӗш, 204-мӗш ача пахчисене, Ҫӗрпӳри 7-мӗш ача пахчисене палӑртнӑ. Сасӑлав раштав уйӑхӗн 10-16-мӗшӗсенче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян урамра – чӑн-чӑн хӗлле. Ҫӗрле 15-20 градус сивӗ пулмалла. Ҫил те лӑпкӑ вӗрӗ. Ҫак кунсенче республикӑра сивӗ те хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ синоптиксем. Ку канмалли кунсене пырса тивет. Тунтикун кӑштах пӗлӗтленӗ те ӑшӑтма тытӑнӗ. Сывлӑш температури 2-4 градус ҫеҫ сивӗ пулӗ. Ҫитес эрне варринче циклон ҫитӗ. Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен кашни кун тенӗ пек юр ҫӑвӗ. Хӑш чухне ҫил-тӑман та вӗҫтерӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑтса та илӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Росприроднадзор инспекторӗсем Тӑвай районӗнче вырнаҫнӑ «Акконд-Агро» фирма ҫутҫанталӑка хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май агропредприятие йӗркене пӑхӑнса ӗҫлеме хушнӑ. Инспекторсем палӑртнӑ тӑрӑх, «Акконд-Агро» каяш мӗн чухлӗ кӑларассине тата ӑна ӑҫта вырнаҫтарассине палӑртман иккен. Предприятин тавралӑха витӗм кӳресси ҫинчен деклараци те пулман. IV класлӑ хӑрушлӑх шутланакан каяшпа ӗҫеме шаннӑ ҫын вара ятарлӑ пӗлӳллӗ те пулман. Ҫутҫанталӑка сыхлассипе ҫыхӑннӑ ҫак тата ытти хӑш-пӗр кӑлтӑка пӗтерме хушса Росприроднадзор инспекторӗсем хут шӑрҫаланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнче – ҫӗнӗ прокурор. Ку пукана 36 ҫулти юстици советникӗ Ленар Карама йышӑннӑ. Ленар Зелфинасович Карама Патӑрьел районӗнче 1986 ҫулта ҫуралнӑ. 2007 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетӗнче вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Красноармейски районӗнчи прокуратура следователӗ пулнӑ. Унтан Шупашкарта аслӑ следователь пулнӑ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. 2019 ҫултанпа Ленар Карама Ҫӗмӗрлери районсен хушшинчи прокурор ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Халӗ ав ҫӗнӗ ӗҫе куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Денис Спирин (сулахайри). lider.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Денис Спирина ӗнер, раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ӗҫрен кӑларнӑ. Официаллӑ документра палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫапла туни Денис Вадимович урӑх ӗҫе куҫнипе ҫыхӑннӑ. Ҫапла, чӑн сӑмахӑн суйи ҫук. Денис Спирин маларах Шупашкар хула администрацийӗн сити-менеджерӗн пуканне йышӑннӑ. Денис Спирин Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралнӑ. 41 ҫулти арҫын 3 хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ. Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн заместителӗ пулма ӑна 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ пулма Геннадий Фёдорова шаннӑ. Ӗнер республикӑн Правительство ҫуртӗнче Тӗп суйлав комссийӗн ҫӗнӗ йышӗн (унӑн полномочийӗ 5 ҫула пырӗ) йӗркелӳ ларӑвӗ иртнӗ. Унта комисси ертӳҫисене суйланӑ. Вӑрттӑн сасӑлавра Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ пулма Геннадий Федорова суйланӑ, председателӗн ҫумӗ пулма Игорь Михайлова шаннӑ, секретарь пулса Олег Ефимов тӑрӑшӗ. Генндий Фёдоров РФ Президенчӗн Федерацин атӑлҫи округӗнчи тӗп инспекторӗ пулса ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть вӑл Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине ӗҫлеме куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче пурӑнакансем патне автобус ҫуркуннеренпе ҫӳремест. Район центрне ҫитме – 20, Канаша кайма 30 ҫухрӑм. Урӑх автобус ҫулӗ ҫине тухас тесен 11 ҫухрӑм утмалла. Халӑхӑн мӗн тумалла? Таксистсем те ҫулӗ япӑх пулнӑран килесшӗн мар-мӗн. Таксипе ҫӳресен, ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, укҫасӑр юлӑн. Канаша ҫитме 800 тенкӗ илеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Выҫлире 250 ҫын пурӑнать. Унччен автобус кунне 5 хут хутланӑ. Ҫын сахал ҫӳренӗрен унчченхи перевозчик маршрута хупнӑ. Халӗ ҫӗннине шыраҫҫӗ. Хальлӗхе усси пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян Шупашкар ГЭСӗ патӗнче пулла тухнӑ 100 ытла ҫын «капкӑна» лекнӗ. Вӗсем пулӑ тытнӑ вӑхӑтра пӑр катӑлнӑ, ҫапла пулӑҫсем ҫыран хӗррине тухайман. Ҫакна курнӑ ҫын «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, хӑшӗ-пӗри пилӗк таран шыва анса кайнӑ. Арҫынсем ҫыран хӗррине тухайманни пирки пӗрлехи диспетчер службине 15 сехет тӗлне пӗлтернӗ. Тепӗртакран пулӑҫсене резина кимӗпе, икӗ аэробортпа ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Арҫынсене пурне те шыв ҫинче мӗнле пулмалли пирки асӑрхаттарнине ҫырнӑ хут татӑкӗсем валеҫсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |