Хулара
mk-kalm.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 2,6 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫав укҫаран 1,8 миллион тенкине вӑл кредит илнӗ. Ытти хӑй пухнӑ нухрат пулнӑ. Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та йӗрке хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекен ҫын тесе паллаштарнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ячӗпе такам кредит илме хӑтланать. Ҫакна чарса лартас тесен унӑн темиҫе операци пурнӑҫламалла-мӗн. Палламан ҫын каласа тӑнипе вӑл 2 миллион та 626 пин тенкӗ куҫарнӑ. 850 пин тенки хӑй пухнӑ укҫа пулнӑ. Хӗрарӑм ултавҫӑ аллине лекнине кайран тин ӑнланнӑ. Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
news.myseldon.com сайтри сӑн Полицейскисем ют ҫӗршыв ҫыннисене тытса чарнӑ. Вӗсем Шупашкарти лавккасенчен вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Хӑйсене вара кӳршӗ регионта тытса чарнӑ. Мари Эл полицейскийӗсем вӗсене преступлени выранӗнче тытнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ те ҫакӑ паллӑ пулнӑ: вӗсем Шупашкарта та ҫак ӗҫпех аппаланнӑ. Тӗслӗхрен, Мир проспектӗнчи лавккаран канфет тата олива ҫӑвӗ вӑрланӑ. Пӗтӗмпе – 13 пин тенке яхӑн. Мари Элта татса чарнӑ ҫынсенчен пӗрне следстви вӑхӑтӗнче Чӑваш Ене илсе килнӗ. Ыттисем кӳршӗ республикӑра, вӗсем ирӗкре мар, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗнче лавкка ҫуннӑ. Ҫулӑм 4 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 15 сехетре пушар тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, электрогазосварка ирттернӗ чухне асӑрханманран ҫулӑм тухнӑ. Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ лавккара стена ҫуннӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 1298 пушар тухнӑ. Вӗсенче 66 ҫын вилнӗ, 53 ҫын суранланнӑ, 127 ҫынна ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
colta.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн тивӗҫӗсене Светлана Губанова пурнӑҫланӑ. Ӗнертенпе вӑл чӑн-чӑн директор пулса тӑнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Аса илтерер: Светлана Губанова НТВ журналисчӗ пулнӑ, 2014 ҫулта «Професси – репортер» ярӑмпа килӗшӳллӗн икӗ документлӑ фильм кӑларнӑ: «13 друзей хунты» тата «Еще 17 друзей хунты». Палӑртмалла: унччен ку должноҫре Вадим Ефимов пулнӑ. Вӑл унта 2 ҫул ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче камера музыкин концерчӗ иртнӗ. Сцена ҫинчен чи лайӑх камерӑпа вокал лирикин тӗслӗхӗсем янӑранӑ. Ҫӗнӗ программӑна театрӑн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссерӗ Максим Жучин тата Ольга Нестерова тӗп дирижёр хатӗрленӗ. Программӑна кӗртнӗ романссем хамӑр ҫӗршыври композиторсен шкулӗн классиксен пултарулӑхӗпе ҫеҫ мар, вырӑс поэчӗсеннипе те паллаштарнӑ. Камера музыкин концертне Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Мария Еланова, Чӑваш халӑх артистки Маргарита Финогентова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Татьяна Прытченкова, Татьяна Тойбахтина, Сергей Алексеев тата Иван Снигирев, Хакас Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кузнецов, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Елена Соколова, Максим Карсаков, Константин Москалев, Владимир Ашмарин хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти художество училищи (вӑл Шупашкарти К. Иванов урамӗнчи 1-мӗш «Б» ҫурт адреспа вырнаҫнӑ) умӗнче мемориал тӑвас ӗҫе пуҫӑннине палӑртакан мероприяти иртнӗ. Ӑна Совет Союзӗн Геройне Александр Боголюбова халалланӑ. Александр Николаевич 1900 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1916 ҫулта Шупашкарти аслӑ пуҫламӑш училищӗне (халӗ унта художество училищи) вӗренме кӗнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ентешӗмӗр Мускава хӳтӗлеме хутшӑннӑ. Аса илтерер: пирӗн республикӑра ҫитес ҫула Чӑваш Енрен тухнӑ паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫакӑн пек сӗнӳпе Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗ сӗннӗ. Ҫав шухӑша республика Элтеперӗ Олег Николаев ырласа йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 19 сехетре полицирен ҫӑлав службине шӑнкӑрав килнӗ, Атӑл варринчи пулӑҫа ҫыран хӗррине илсе тухмашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Унта акӑ мӗн пулса иртнӗ. Икӗ тус пулла кайма хатӗрленнӗ. Пӗри лавккана кӗнӗ, тепри кимӗре кӗтсе ларнӑ. Ӳсӗрскер ҫывӑрса кайнӑ та кимӗ шалалла та шалалла кӗнине сисмен. Атӑл варрине ҫитсен тин тӑна кӗнӗ. Вӑл тӳрех асне килнӗ номерпе – полицие – шӑнкӑравланӑ. Ӳсӗр пулӑҫ кимӗрен тухса ӳкнӗ. Кӗҫех ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ, арҫынна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Пулӑҫ каланӑ тӑрӑх, сивӗ шывра унӑн ури ним туйми пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑн Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ каҫару енӗпе ӗҫлекен комисси паян черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Аса илтерер: комисси пайташӗсем юсанмалли учрежденисенче айӑплава ирттерекенсем хӑйсене каҫарма ыйтса ҫырнисене пӑхса тухаҫҫӗ. Паянхи лару валли ун пеккисем 15 заявлени пуҫтарӑннӑ. Комисси пайташӗсем айӑплава йӗплӗ пӑралук хыҫӗнче ирттерекенсен характеристикисене, вӗсем мӗншӗн ята кӗнине тӗплӗн тишкернӗ, анчах каҫарма сӑлтав тупман. Заявлени ҫырса панӑ 15 ҫынран пӗрне те каҫарас темен. Кун пирки Чӑваш Енӗн Юстици ӗҫӗсен патшалӑх службинче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Чӳк уйӑхӗнчи пӗрремӗш эрнере 4 кун кантараҫҫӗ: 4,5,6 тата 7-мӗшӗсенче. Ку эрнере 5 кун ӗҫлекенсене пырса тивет. Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ – Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ. Вӑрӑм кану кунӗсем ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ та. Юнкун, чӳкӗн 3-мӗшӗнче, ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ. Чӳкӗн 5-мӗшӗнче кӑрлач уйӑхӗшӗн канатпӑр. РФ Ӗҫ кодексӗпе килӗшӳллӗн, кӑрлачӑн 1-6-мӗшӗсенче тата 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ ҫулхи каникул. Вӗсем шӑматкунпа вырсарникуна лексен кану кунне урӑх куна куҫараҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн вӑрӑм каникул пире Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫеҫ кӗтет. Кӑҫал раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ӗҫлеместпӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Кӑҫал хӗлле мӗнлерех пулӗ? Пӗлтӗр шартлама сивӗ кунсем нумай пулчӗҫ. Кӑҫал та, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗл сивӗ килӗ. Чӳк уйӑхӗн ӑшӑ пуласса систереҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара, Чӑваш Енре климат хӗлӗ чӳкӗн 1-мӗшӗнче пуҫланать. Хальхинче вара ҫитес уйӑхра вӑтам температура 2 градус сивӗпе танлашӗ. Юр хулӑнӑшӗ 20 сантиметра ҫитӗ. Раштавпа кӑрлач уйӑхӗсем нормӑран сивӗрех пулмалла. Юр та ытларах ҫӑвӗ. Кӑҫал Ҫӗнӗ ҫулта юр нумай пулӗ. Нарӑс уйӑхӗ те сивӗ килмелле, юр сахалрах ҫӑвӗ. Пуш уйӑхӗнче хӗл малалла тӑсӑлӗ. Ҫуркунне акан 1-мӗшӗнче ҫитмелле. Анчах юр ытти чухнехинчен каярах ирӗлӗ ахӑртнех. Эппин, хӗл ҫур ҫула тӑсӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. | ||
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
| Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |