Культура
chv.addnt.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри театрсемпе кинотеатрсене QR-кодпа кӗртме пуҫласшӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ, ав, ҫав самана ҫитрӗ те. Ҫӗнӗ йӗрке юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Чару 18 ҫултан аслӑраххисене пырса тивӗ. Ҫитес тунтикунтан республикӑри культура учрежденийӗсене кӑшӑлвирусран вакцинаци тутарнине ӗнентерекен QR-кодпа ҫеҫ кӗртӗҫ. Е юлашки ҫур ҫулта кӑшӑлвруспа чирленине ҫирӗплетсе паракан справкӑпа. Ку хыпара паян Правительство ҫуртӗнче ирттернӗ ирхи планёркӑра республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫӗнӗ йӗрке кинона, спектакле, музее, концерта т.ыт.те каяс текенснее пырса тивӗ. «Ҫак йӗркене эпир чирлекенсем йышлӑран турӑмӑр. Прививка тутарса хӑвӑр тата ҫывӑх ҫыннӑрсен сывлӑхне упрама сӗнетӗп», — тенӗ республика ертӳҫи. Билетсене маларах илсе хунӑ, ҫав вӑхӑтрах кирлӗ документсем пулмасан укҫана каялла тавӑрса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан Анна Петрова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл халӗ те юрлама пултарать. Анна Павловна 6 ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑл вӑрҫӑ ҫулӗсенче окоп чавма кайнӑ. «Кивӗ тумтир тӑхӑнса 10-шар сехет чаваттӑмӑр, ҫил ҫурӑм витӗр вӗретчӗ», - аса илет Анна Петрова. Анна Павловна питӗ ир тӑлӑха арӑма юлнӑ. Упӑшки вилнӗ чухне хӗрӗ Мария 7 уйӑхра пулнӑ. Вӑл ӑна пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ. Анна Петровӑн вӑрӑм ӗмӗр варттӑнлӑхӗ пур: ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла тата Турра ӗненмелле. Вӑл Библин пӗр пайне каллиграфи почеркӗпе тетрадь ҫине ҫырса илнӗ. Халӗ унӑн 5 мӑнук, вӗсен 8 ачи. Кӗҫех 9-мӗшӗ ҫуралмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
Республикӑри 3 районта кафе-ресторана хупма пултараҫҫӗ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Сӑмах Улатӑр, Комсомольски тата Патӑрьел районӗсем пирки пынӑ. Унта чирлекенсем нумай, вакцинациленнисем вара сахал. Ҫак виҫӗ районта кафе-ресторанра ӗҫлекенсен 17 проценчӗ ҫеҫ кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑ. Улатӑрта ковид-госпитальсенче койкӑсем пӗтнӗ. Пациентсене Патӑрьел районне илсе каяҫҫӗ. Лару-тӑру улшӑнмасан ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак районсенчи апатлану предприятийӗсене 1-2 эрнелӗхе хупма пултарассине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пирӗн АйхиСумлӑ сӑмах
Культура
Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр институтӗнче 1978-1983-мӗш ҫулсенче Чӑваш студинче вӗреннӗ вӑхӑтра Чӑваш Сӑмах Илемӗпе унӑн Хисепне (чӑваш чӗлхипе литературине кӑна мар!) пире вӗрентекенсем виҫҫӗн пулнӑ. Вӗсем: Ева Николаевна Лисина, Геннадий Николаевич Айхи тата Геннадий Никандрович Волков. Пӗрремӗш курса ачасене вӗрентме килнӗ Г.Н. Волков Германине виҫӗ ҫуллӑха ӗҫлесе пурӑнма тухса кайнӑ пирки чӑваш ачисен тӗрӗс те илемлӗ калаҫӑвне аталантарас ӗҫре вӗрентекенсен тепӗр педагог шырама тивнӗ. Чӑваш студине 1979-мӗш ҫулта Е.Н. Лисина килни, вӗренекенсемшӗн те, вӗрентекенсемшӗн те пысӑк телей пулнӑ. Ева Лисина артист ӑсталӑхӗн тата сцена ҫинчи калаҫу урокӗсенче пирӗнпе тӑтӑшах пӗрле пулма пултарни, пирӗн чӑвашла калаҫӑва тимлени, сцена калаҫӑвӗпе тата актер ӑсталӑхӗпе чылай куҫарусене хӑй аллине илни — ачасен вӗренӳ йывӑрлӑхӗсене самаях ҫӑмӑллатнӑ. Чи пахи вара, Ева Николаевна Чӑваш студине Г.Н. Айхипе ҫыхӑнтарнӑ. Геннадий Николаевич Айхи кам пулнине Чӑваш студинче вӗренекенсем вӑл вӑхӑтра илтмен те, пӗлмен те темелле. | ||
Пӑтӑрмахсем
msk.inregiontoday.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнчи пӗр хваттерте 3 ҫулти хӗрача виллине тупнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку тискер ӗҫе амӑшӗ тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 42 ҫулти хӗрарӑм авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тата юпан 1-мӗшӗнче упӑшкипе, ҫав вӑхӑтра килте пулманскерпе, вӑрҫӑнса кайнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл хӗрне вӗлерме шутланӑ, пӗчӗкскере ҫемҫе япалапа хупласа сывлама паман. Кун хыҫҫӑн хӑй те пурнӑҫран кайма тӑнӑ. Халӗ ҫав хӗрарӑм больницӑра выртать. Ҫитес вӑхӑтра ӑна тытса чарас ыйтӑва татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
Наталия Сергеева Паян, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче режиссёрта ӗҫлекен Наталия Сергеева 50 ҫул тултарнӑ. Наталия Сергеева Шупашкар районӗнчи Шинер ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) 1993 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑнах ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫе илнӗ. 2013 ҫулта вӑл Мускаври Культура, искусство тата туризм енӗпе ӗҫлекенсен пӗлӗвне ӳстермелли академирен вӗренсе тухнӑ. Юлашки ҫулсенче артистка режиссёр пулса тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Кӑсӑклӑ
Тӗнчере
Ырӑ кун пултӑр юлташсем! Эпир сирӗнпе Азире те, Африкӑра та, Кӑнтӑр Америкӑра та пулса куртӑмӑр. Ҫавӑн пекех Раҫҫейри пӗр ял тӑрӑх та утса тухрӑмӑр. Паянхи ҫул ҫӳреве вара Австралире ирттермелле тетӗп. Анчах малтанхи пек ялсем тӑрӑх мар, пӗр-пӗр хулана ҫул тытӑпӑр. Калӑпӑр, океан хӗрринче вырнаҫнӑ Херальтон (выр. Джералдтон) пире тивӗҫтерме пултарать. Хули вӑл пысӑках мар, унта 31 пин ытла ҫын ҫеҫ пурӑнать. Вӑр Пертран, Анӑҫ Австралин тӗп хулинчен, ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ. Хӑй Пертӗнче вара 2 млн халӑх ытла пурӑнать. Ҫавна май ӑна пирӗн Ҫӗмӗрлепе е Улатӑрпа ҫӑмӑллӑнах танлаштарма пулать. Чӑннипе ӗнтӗ Улатӑрта та, Ҫӗмӗрле те те халӑх йышӗ халь Херальтонринчен сахалрах, анчах маларах ытларах пулнӑ. Мӗн тӑвӑн, пирӗн хуласенче халӑх йышӗ — чакать, Австралири хулара — ӳсет. | ||
Пӑтӑрмахсем
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче пӗр ҫамрӑк пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. 17-ри каччӑн руль умне ларма ирӗк пулман пулин те ҫав каҫхине вӑл ашшӗн машинине чӗртсе ҫула тухнӑ. Руль умне вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехет ҫурӑсенче ларнӑ. Ҫул ҫитмен водитель Тӑрмӑша «Лада-Веста» автомобильпе тепӗр ялтан ҫитнӗ. Ял урамӗпе пынӑ чухне машина ҫул айккине пӑрӑнса кӗрсе кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ҫула водитель прависӗр тухнӑ каччӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл аманса пӗтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Оперштаб ларӑвӗнче ҫынсем транспортра маскӑсар ҫӳрени пирки те калаҫнӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлсах пынӑ май общество транспортне пырса тивекен йышӑну та тунӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев автобуссемпе троллейбуссенче, маршруткӑсенче ҫынсем маска тӑхӑннипе тӑхӑнманнине тӗрӗслеме хушнӑ. «Транспорт япӑх ӗҫлени пирки ҫӑхав нумай, ҫавна май халӑх нумай пухӑнать. Ҫав вӑхӑтрах эпӗ халӑх тетелӗсенче халӑх маска тӑхӑнманни пирки ҫырнисене вулатӑп», - тенӗ Олег Алексеевич. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
pobedarf.ru сайтри сӑн Владимир облаҫӗнче пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӑл Шупашкарта пулнӑ, пӗр ушкӑнра 16 ҫулти арҫын ачапа паллашнӑ. Хайхискер унран телефон шӑнкӑравлама ыйтнӑ. Вӑл ниҫта та шӑнкӑравламан, мобильлӗ сервиспа усӑ курса арҫын ачан банк счечӗ ҫинчен укҫа хӑйӗн патне куҫарнӑ. Пӗтӗмпе – 13 пин тенкӗ. Палӑртмалла: вӑл унччен те судпа айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. | ||
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
| Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |