Республикӑра
Президент пепкелӗх центрӗ тунӑ сӑн Шупашкарта 3 уйӑх каялла 600 грамм таякан хӗрача ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна Мария ят хунӑ. Пӗчӗкскер 26-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗ хӑйне япӑх туйнӑран ӑна кесарево тунӑ. Кӑшт каярах хӗрарӑма киле янӑ, ачана вара тухтӑрсем пӑхнӑ, вӑй илме пулӑшнӑ. Хӗрача малтан ача ҫуратмалли пӗр ҫуртра выртнӑ. 1,5 уйӑхран ӑна Президент пепкелӗх центрне куҫарнӑ. Унта вара амӑшне те пӗрле вырттарнӑ. Ача ӳт хушма тытӑннӑ. Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне вӑл 2400 грамм тайнӑ. Ҫак кунсенче Марийӑна киле кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cheb.mk.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре, Шупашкарта, общество транспортӗнче паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартма палӑртнӑ. Чылай чарӑну паллӑ ентешсен ячӗпе хисепленет. Шӑпах вӗсем пирки пассажирсем пӗлӗҫ. Чарӑну ятне каланӑ чухне ҫыннӑн пурнӑҫӗ пирки пӗр-ик предложенипе асӑнӗҫ. Ку проект «Тӑван ятсем» ятлӑ, ӑна Культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫлӗҫ. Ку тӗллевпе 870 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Проект кӑҫал юпан 4-мӗшӗнче пурнӑҫланма тытӑнса 2022 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех проектпа килӗшӳллӗн шкул ачисемпе паллӑ ҫынсен тӑванӗсем тӗл пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Росгварди тунӑ видео скринӗ Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын артиллери снарячӗ тупнӑ. Вырӑна взрывотехниксем килсе ӑна тӗрӗсленӗ. Снаряда ОМОН ӗҫченӗсем ҫак районтах тӗп тунӑ. Тӗрӗслесен ҫакӑ паллӑ пулнӑ: 125-миллиметрлӑ снаряд танк туппин пулнӑ. Ӑна 1980-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче туса кӑларнӑ. Ҫар припасне сирпӗнесрен хӳтӗлекен контейнерта Росгвардин пемелли ҫар вырӑнне илсе тухнӑ, ӑна хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнса тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
700-let.ru сайтри сӑн Паян Шупашкарта пурӑнакан Любовь Горская «Ҫурт-йӗр лотерейинче» виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер выляса илни пирки пӗлнӗ. Вӑл 3 миллион тенкӗ тӑрать. «Унччен ҫур ҫул лотерейӑна хутшӑнмарӑм. Киоска килсен сутуҫӑсем эпӗ мӗншӗн ҫавӑн пек нумай вӑхӑт пулманни пирки кӑсӑкланчӗҫ. Эпӗ вӗсене хальхинче пысӑк парне патне килнине каларӑм», - аса илнӗ хӗрарӑм. Ун чухне вӑл 1 билет ҫеҫ туяннӑ. Анчах эфира хӑй курман, билета тепӗр кун тӗрӗсленӗ. Хӗрарӑм хваттер вырӑнне укҫа илессине пӗлтернӗ. Вӑл ӑна ывӑлне парӗ. Любовь малтан хими предприятийӗнче ӗҫленӗ, училищӗре вӗрентнӗ. Халӗ вӑл дачӑра канать, мӑнукӗсен ачисене пӑхать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков урӑх ӗҫе куҫма пултарасси, ӑна РФ Президенчӗн полпречӗн пуканне парасси пирки сас-хура пирки пӗлтернӗччӗ. Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 158-мӗш хушупа килӗшӳллӗн, Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ тата РФ Президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан пулса тӑнӑ. Хушу вӑя кӗнӗ. Ӗнер ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Петр Чекмарева полпред должноҫӗнчен кӑларнӑ, унта вӑл 2018 ҫултанпа ӗҫленӗ. Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем Ладыкова администраци пуҫлӑхӗнчен вӑхӑтран маларах кӑларас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Политика
Виҫӗмкун ман почта ешчӗкне (хальхи орфографи ҫапла ҫырма хистет) ҫыру ҫитерчӗҫ. Мӗн амакӗ-ши? тесе урама тухса илтӗм. Кам янине пӑхрӑм та: Чӑваш Республикин тӗп суйлав комиссинчен иккен! Суйлав умӗн эп вырӑнти суйлав комиссийӗн ӗҫне тиркесе статья кӑларнӑччӗ. Унта асӑннӑччӗ ӗнтӗ: хурав пулсан пӗлтеретӗп тесе. Хамӑн ҫырӑва электронлӑ почтӑпа янӑччӗ те хуравне те унтах кӗтнӗччӗ. Эрне иртсе кайрӗ, хурав килмерӗ... Хуравламӗҫ ӗнтӗ тесе шанчӑка та ҫухатнӑччӗ. Ак, хайхи, хуравӗ килчӗ пулать. Конверт шеллемен, «Раҫҫей Почтипех» янӑ. Тӗрӗссипе хурав ҫав кунах пулнӑччӗ. Хамӑр вырӑнти комиссинчен хӗрарӑм шӑнкӑравларӗ, вӑл комисси пайташӗ иккен, анчах ятне-хушаматне каламарӗ. Эп калаҫнӑ майра чӑвашла пӗлмест терӗ, ҫавна май ӑна каҫарма ыйтрӗ. Тата ӗнтӗ суйлав вырӑнӗ хальхинче улшӑнни пирки вырӑсла ӑнланмаллах ҫырнӑ-и тесе ыйтрӗ. «Вырӑсла ӑнланмаллах ҫырнӑ-ха, — тетӗп, — анчах сӑмахӗ ун пирки мар вӗт-ха, патшалӑх чӗлхипе усӑ курасси пирки». Хайхи ӗнтӗ, ку суйлавҫӑ ӑҫта килмеллине пӗлет тесе хӑйсен ӗҫне тивӗҫлипех тунӑ тесе лӑпланчӗҫ пулас. |
Политика
Сергей Фролов. agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ улшӑну пулса иртнӗ. Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, асӑннӑ ведомствӑн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Сергей Фролова ҫирӗплетнӗ. Сергей Руслановича яваплӑ тивӗҫе шанасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Сергей Фролов унччен регионти виза сервисӗн центрӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче ӑна ертсе пыракан кадрсен резервне «Экономика тата финанс» отрасльпе кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Владимир Чекушкин философи наукисен докторӗ, профессор 85 ҫул тултарнӑ ятпа «Философия и песня в моей судьбе» (чӑв. Манӑн шӑпамри философи тата юрӑ) курав хуҫалнӑ. Ҫакӑн пирки Фейсбукра Альбина Юрату сӑвӑҫ пӗлтернӗ. Курава йӗркелеме ЧПУри музей ертӳҫи Ольга Галошева тӑрӑшнӑ. Юбиляра саламлама, Альбина Юрату пӗлтернӗ тӑрӑх, «сумлӑ ҫынсемпе медицина факультетечӗн студенчӗсем» пырса ҫитнӗ. Владимир Чекушкин – Патӑрьел районӗнчи «Труд» колхозӑн хисеплӗ ҫынни иккен. Вӑл тӑрӑхра ҫуралнӑскере ентешӗсем сума сӑваҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Альбина Юрату калашле, «Владимир Чекушкин чӑваш юррисене юрласа, шӑпӑр каласа чылай ют ҫӗршыва ҫитнӗ. Вьетнамра та, Индире те, Америкӑра та, Испанире те, Венгрире те, Чехинче те, Польшӑра та, Германинче те, Ирландире те, Словакире те вӑл илемлӗ те янӑравлӑ чӑваш чӗлхипе калаҫнӑ, асамлӑ тӗрӗллӗ чӑваш тумӗпе тӗрлӗ халӑх умне тухнӑ, чӑваш пулнипе мӑнаҫланнӑ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗнчи 30 ҫулти арҫын хӑйӗнчен самай кӗҫӗн хӗрарӑмпа пурӑннӑ. Иккӗш тем пайлайман – пӗрмай хирӗҫнӗ. Сӑмахпа ҫеҫ мар. Арҫын хӑйӗнпе пурӑнакан 17 ҫулти хӗр ҫине алӑ ҫӗклеме юратнӑ. Пӗррехинче ҫамрӑк хӗрарӑм тӳсеймен – пакунлисене евитленӗ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен тытӑнса ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗччен арҫын хӗрарӑма пӗрре ҫеҫ мар хӗненӗ. Арҫын ҫавӑн чухне ӳсӗр пулнӑ. Арҫынна ҫул ҫитмен ҫынна хӗненӗшӗн явап тыттарма пултарӗҫ. Ӑна халӗ тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Телевизорпа кӑтартнӑ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Аса илтерер: Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское / Женское» телекӑларӑмра ӗнер Чӑваш Енри ҫемьене кӑтартрӗҫ. Йӗпреҫри Наталья Чикушинӑн 21 ҫулти ывӑлӗ Роман Камышан ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем кукамӑшӗпе иккӗшӗ хӗрарӑма амӑшӗн прависӗр хӑварасшӑн. Хӗрарӑм ӗҫке ернӗ, унӑн кӗҫӗн хӗрӗ кукамӑшӗ патӗнче ӳсет. Телекӑларӑм эфира тухнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем Йӗпреҫ район администрацийӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комисси тата опекӑпа попечительство органӗ тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Асӑннӑ органсенче тӑрӑшакансем хӑйсен тивӗҫне епле пурнӑҫланине хак парӗҫ. Ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламанни ҫиеле тухсан вырӑнти специалистсене РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. | ||
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
| Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |