Пӑтӑрмахсем
Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхӗн тӗп ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хӗрарӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл стройорганизацисенчен пӗринпе подряд килӗшӗвӗ тунӑ. Унта сӑмах вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса Кӳстерекре лартнӑ палӑк вырӑнне хӑтлӑх кӳресси пирки пынӑ. Анчах подрядчик ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламан – кирлӗ пек юсаса ҫӗнетмен, тирпейлемен. Апла пулин те ял тӑрӑхӗ документсене алӑ пусса панӑ. Унтан подрядчика 60 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫапла вара туса пӗлтермен ӗҫшӗнех хысна укҫине тӑкакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Юпа уйӑхӗн 5-22-мӗшӗсенче аслӑ ҫулхи пурӗ 50 ҫын «Вега» социаллӑ сиплев центрӗнче 18 кун хушши тӳлевсӗр канӗ тата сывлӑха ҫирӗплетӗ. Путевка илес тесен социаллӑ хӳтлӗх пайӗсене каймалла. Заявленисене вӑрҫӑ ҫулӗсенче тылта ӗҫленисен, ӗҫ ветеранӗсен, политика репрессийӗсене пула курнисемпе реабилитациленнисен, сусӑрсен, ӗҫлемен пенсионерсен ҫырса пама ирӗк пур. Путевкӑсене илме унчченхи икӗ ҫулта канма кайманнисен юрать. Заявление панӑ чухне тухтӑр сывлӑх тӑрӑмӗ ҫинчен ҫырса панӑ справкӑна та ыйтӗҫ. Полис, паспорт, ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма ирӗк паракан документ та ҫумра пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Сивӗ те ҫумӑрлӑ ҫанталӑк йӑлӑхтарчӗ-и? Савӑнӑр: синоптиксем каллех ӑшӑ ҫанталӑк килессине пӗлтереҫҫӗ. Паян кунӗпех ҫумӑр ҫурӗ. Ыранах пирӗн пата хӗвеллӗ ҫанталӑк ҫитӗ. Анчах паян ҫӗрле самаях сивӗтӗ, тӑм ӳкме те пултарӗю Ыран кӑнтӑрла 6-11 градус ӑшӑ пулӗ. Ытларикун ҫил пулнӑран кӑшт сивӗрех пек туйӑнӗ. Анчах ҫил лӑплансан ӑшӑ пулнине туйма пуҫлӑпӑр. Кӗҫнерникун ҫумӑр ҫума пултарӗ. Канмалли кунсенче вара самай ӑшӑтӗ, нормӑран та ирттерӗ. Кӑнтӑрла 13-15 градус пулӗ. Ҫитес эрнере пачах та савӑнмалла: 18 градус таранах ӑшӑ тӑрӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ҫанталӑк юпа уйӑхӗнчи пӗрремӗш декада вӗҫӗчченех пулӗ. Юпа уйӑхӗ типӗ те ӑшӑ тӑрас шанчӑк та пур-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян тин кӑна, 19 сехет ҫурӑра, М-7 ҫул ҫинче авари пулнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари Хыркасси ҫывӑхӗнче пулнӑ. «Хендай» водителӗ Мускав енчен Кӳкеҫ патнелле кайнӑ, вӑл транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та фурӑпа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машина водителӗ авари вырӑнӗнче вилнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа малалла уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
productcenter.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан ҫын ют ҫӗршыв ҫыннине хӑйӗн хӗрӗн хваттерӗнче пропискӑна тӑратнӑ. Ҫакна вӑл укҫалла мар, арпуспа дыньӑшӑн тунӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. 62 ҫулти арҫын хӗрӗн пӗр пӳлӗмлӗ хваттерӗнче ют ҫӗршывран килнӗ тӑватӑ ҫынна пропискӑна тӑратнӑ. Лешӗ вара кун пирки пӗлмен те. Ют ҫӗршыв ҫыннисем арҫынна куншӑн арпуссемпе дыньӑсем панӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӑй вара айӑпне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче полици майорӗ Андрей Сергеев, полици капитанӗ Сергей Пахомов тата аслӑ прапорщик Александр Порфирьев Канаш хулинчен яла ӗҫпе кайма тухнӑ. Вӗсем патне маларах шӑнкӑрав ҫитнӗ: Хучел ялӗнче ҫынна хӗненӗ-мӗн. Ҫул ҫинче вӗсем пӗр хуҫалӑхра, сарайӗнче, ҫулӑм алхаснине асӑрханӑ. Юнашарах ҫурт, мунча пулнӑ. Полицейскисем ҫывӑракан ҫемьене тата кӳршисене вӑратнӑ. Пушарнӑйсем киличчен хӑйсемех ҫулӑмпа кӗрешнӗ. Кайран ҫулӑм ӑҫтан тухнине палӑртнӑ. Сарая Тӑвай районӗнчи 25 ҫулти арҫын чӗртсе янӑ иккен. Вӑл ҫемьери ҫынпа пӗр чӗлхе тупайман. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫемьене 250 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
mk-hakasia.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнине ӗненес тӗк, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхине ҫак хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ, вӑл ҫӗҫӗ тытнӑ та пӗрле пурӑнакан арҫынна чиксе вӗлернӗ. Арҫын ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усрасшӑн. Преступлени япалине – ҫӗҫҫе – ун ҫумӗнче тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнине пула массӑллӑ мероприятисене ирттерме чарасшӑн. Ку уҫӑ сылӑшра иртекен мероприятисене те пырса тивет. Хушу проектне «Халӑх тӗрӗслевӗ» порталта пичетленӗ. Тин кӑна «Нацисен кросӗ» иртсе кайрӗ. Халӗ вара массӑллӑ мероприятисене йӗркелеме чарасшӑн. Ку ятарлӑ хушу тухиччен вӑйра пулӗ. Хушу проектне оперативлӑ штаб ларӑвӗн пӗтӗмлетӗне шута илсе ЧР Культура министерстви хатӗрленӗ. Ӑна халӗ сӳтсе яваҫҫӗ, коррупципе кӗрешекен экспертизӑна янӑ. Ку юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев патне кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ ҫӗнӗ чару мерисемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем нумай килеҫҫӗ-мӗн. Ҫавна май Олег Николаев тӳрӗ лини ирттерме палӑртнӑ. Тӳрӗ линие вӑл ыран тухасшӑн. Ун чухне вӑл халӑх тетелне килнӗ ыйтусене уҫӑмлатӗ. «Ыран кирек мӗнле вӑхӑтра тӳрӗ лини тухма хатӗррине пӗлтеретӗп. Ӑна нумай ҫын итлетӗр», - тенӗ Олег Алексеевич. Элтепер кӑшӑлвирус сарӑлнине пула йышӑннӑ ҫӗнӗ чару мерисем, ҫак амакран хӳтӗленмелли тӳлевсӗр вакцинаци тавра калаҫасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, хулари лавккасенчен пӗрне тавар туянма пынӑ ҫынсене урама кӑларса тӑратнӑ. Сӑмах «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ пирки пырать. Унтан урама 300-е яхӑн ҫынна кӑларса тӑратнӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ суту-илӳ центрӗнчи туалетра шанчӑксӑр икӗ курупка асӑрханипе ҫыхӑннӑ. Пӑтӑрмах пирки паян Шупашкар хулин администрацийӗнче иртнӗ ирхи планеркӑра Пӗрлехи дежурствӑпа диспетчер службин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Герасимов пӗлтернӗ. Скотчпа чӗркенӗ курупкӑсене тӗрӗслеме йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Курупкӑсенче сирпенмелли хатӗр пулман, сарӑ тӗслӗ шӗвек выртнӑ. Вӗсене экспертизӑна илсе кайнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |