Хулара
![]() https://og21.ru/poll/1577 сӑнӳкерчӗкӗ «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) порталта ҫак кунсенче Николай Ашмарин палӑкӗн шӑпине татса параҫҫӗ. Хула еертӳҫисем патне Чӗмпӗрти Николай Кондрашкин скульптор Николай Ашмарин палӑкне вырнаҫтарас сӗнӳпе тухнӑ. «Николай Ашмарин паллӑ тюрколог евӗр ӑсчахсене асра тытмалла. Бюстӑн ӗҫ модельне 3 ҫул каяллах хатӗрленӗ, ӑна Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пухӑвӗнче ырланӑ», — тенӗ хулари тӳре-шарана скульптор. Рабочая модель бюста создана три года назад и поддержана художественным советом и общим собранием ЧРОО ЧНАНИ. «Уҫӑ хула» порталти сасӑлава хутшӑнакансем «Шупашкарта Николай Ашмаринӗ кирлӗ-и?» ыйтӑва тӑватӑ тӗрлӗ хуравлама пултараҫҫӗ: «Ун пек ҫынна асра тытмалла», «Кирлӗ мар», «Ку ыйтӑва специалистсен татса памалла» е ҫынсем хӑйсен урӑхла шухӑшне пӗлтерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() etker.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен «Эткер» центрӗ кӑҫалхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче «Юратрᾶм эп, хирсем, сире…» республика шайӗнчи пултарулӑх конкурсне ирттернӗ. Ӑна паллӑ чӑваш ҫыравҫи тата драматургӗ, тӑлмачи, публицисчӗ, чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 400 ытла ача хутшӑннӑ. Тӳресем 20 ҫӗнтерӳҫӗне суйласа илнӗ. Вӗсем — Юлия Андреева (Канаш районӗнчи Сиккассинчи вӑтам шкул), Анна Артемьева (Куславкка районӗнчи Тӗрлемес), Анастасия Бахитова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш вӑтам шкул), Мая Беллиева (Канаш районӗнчи Чакаҫ), Елизавета Васильева (Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш вӑтам шкул), Ксения Григорьева (Канашри 9-мӗш вӑтам шкул), Карина Корнилова (Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшик), Кирилл Ларионов (Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ), Ульяна Макарова (Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мишеркасси), Ирке Масяева (Патӑрьелӗнчи 1-мӗш вӑтам шкул), Светлана Матвеева (Муркаш районӗнчи Калайкасси), Никита Михайлов (Вӑрмар районӗнчи Чупай), Диана Михопарова (Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркасси), Арина Парусова (Шупашкарти 30-мӗш вӑтам шкул), Юлия Путякова (Патӑрьелӗнчи 1-мӗш вӑтам шкул), Самира Салихова (Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам), Самира Сулейманова (Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам), Сергей Талдынов (Канашри 10-мӗш вӑтам шкул), Анна Тарасова (Куславккари 3-мӗш вӑтам шкул), Александр Федоров (Шупашкарти 33-мӗш вӑтам шкул). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче ҫынсене йышӑннӑ. Ун патне пынисем тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. «ЛизаАлерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗ Анастасия Филиппова республикӑри 112 службӑпа килӗштерсе ӗҫлеме ӗмӗтленет. Асӑннӑ организаци ҫухалнӑ ҫынсене шырассипе тимлет. Кӑҫал ҫеҫ 305 ҫынна тупнӑ. Етӗрне районӗнчи Хурамалӑхри Галина Кольцова та хӑйӗншӗн пӑшӑрханмасть, унӑн чунӗ тӑван тӑрӑхӗшӗн ыратать. Хӗрарӑм Элтепере пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта шыв башнине вырнаҫтарнӑ, анчах скважинӑна тасатман. Унсӑр пуҫне вӑл ялти клуба газпа ӑшӑтса тӑмалла туманнине пӗлтернӗ. Республика ертӳҫи яваплисене ыйтусене пӗр уйӑхра татса пама хушнӑ. «Скважинӑна тасатассине проектпа пӑхса хӑвармалла пулнӑ. Ӗҫе епле пурнӑҫланине тишкерӗпӗр», — шантарнӑ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Красноярскри чӑвашсен автономийӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Красноярск тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвӗ чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вырӑнти чӑвашсен автономийӗн вице-президенчӗ пулнӑ Валентина Размановӑна асра тытса тата чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа чӑваш поэзйӗн каҫне ирттернӗ. Унта чӑвашла тата вырӑсла сӑвӑсем вуланӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ. Уявӑн хӑнисен хушшинче чӑвашсен «Дубравушка» (чӑв. Юманлӑх), «Подснежник» (чӑв. Ҫеҫпӗл), ача-пӑчан «Снежинка» (чӑв. Юр пӗрчи) ансамблӗсем тата «Барвинок» украина хорӗн солисчӗ Федор Хазов пулнӑ. Мероприяти Красноярски ӗҫпе ҫураҫу культура керменӗнче иртнӗ. Унта чӑвашла кнекесен тата РСФСР халӑх художникӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Владимир Мешковӑн ӳкерчӗкӗсен куравӗсене йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта (кунта сӑмах Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи кинозал пирки пырать) кӗске метрлӑ «Вупӑр» фильм кӑтартӗҫ. Кун пирки «Чӑвашкино» республикӑн Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ. Фильмри ӗҫ нимеҫӗ-студентсемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем пӗр ялти Культура ҫуртне юсама пырса ҫитеҫҫӗ. Унта ҫамрӑксем вупӑрпа пирӗштин хирӗҫтӑрӑвӗпе тӗл пулаҫҫӗ. «Вупӑр» фильма курма «Ҫеҫпӗл» кинотеатра (Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 33-мӗш ҫурт) 17 сехете каймалла. Кино курма пыракансен ҫумра QR-код пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Тӑван чӗлхесемпе литературӑсене тӗпчессипе вӗрентессин ҫивӗч ыйтӑвӗсем» ятпа тӗнче шайӗнчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Унта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ. ЧПГӐИре пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хальхи чӗлхе пӗлӗвӗпе литературоведенин ҫивӗч ыйтӑвӗсем» секцире Алевтина Долгова, Эдуард Лебедев, Ирина Кириллова тата Александр Кузнецов (Надежда Кузнецовӑпа пӗрле) онлайн майпа тухса калаҫнӑ. Конференци ӗҫӗ пӗрлехи ларуран тата ултӑ секцирен тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Любовь Вазюкова. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче халӑх художество промыслисен ӑстин, Любовь Вазюкова тӗрӗҫӗн куравӗ уҫӑлӗ. «Тӗлӗнтермӗш тӗрӗ йӗрӗ» курава ӑстан 65 ҫулхине тата Чӑваш тӗррин кунне халаллӗҫ. Любовь Вазюкова — чӑваш тӗррин профессилле ӑсти. Вӑл ҫак енӗпе 40 ҫул ӗнтӗ тӑрӑшать. Тӗрӗҫӗн ӗҫ биографийӗ Шупашкар районӗнчи «Паха тӗрӗ» фабрикӑран пуҫланнӑ. Вӑл хатӗрленӗ ӗҫсен коллекцийӗнче паян 100 ытла япала. Каччӑ тутӑрӗпе масмак-и, алшӑллипе сӗтел ҫиттийӗ-и — пур ӗҫ те ӑстан ҫыпӑҫуллӑ та килӗшӳллӗ пулса тухать. Халӗ Любовь Степановна художник пек те палӑрать. Тӗрӗпе вӑл парнелӗх япаласенче, куллен тӑхӑнмалли тата ҫын ҫине тухмалли ҫипуҫра вырӑнлӑ усӑ курма пӗлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи наукисен кандидачӗ Лия Левитская (23.11.1931-02.10.2009) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Мускавра ҫуралнӑ. Унти М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, каярах СССР Наукӑсен академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗн аспирантуринче ӑс пухнӑ. 1953-1955 ҫулсенче «Туркменская правда» хаҫат редакцийӗнче, 1956-1958 ҫулсенче Мускаври патшалӑх университетӗнче ӑслӑлӑх вулавӑшӗнчи востоковедени пайӗнче ӗҫленӗ. 1958-1989 ҫулсенче Наукӑсен академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл — «Историческая морфология чувашского языка» монографи авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» «Контактра» страницинчи сӑнӳкерчӗк Тӑвай хӗрне Мария Никитинӑна Тик-Токра «Мультфильмри Маша», «Просто Мария», «Тӑвай хӗрачи» евӗр пӗлеҫҫӗ иккен. Кун пирки «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» кӑларӑм хӑйӗн «Контактра» страницинче хыпарланӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «Мария Никитина арҫын тумне тӑхӑнса «Сельсовет» юрра янраттарса, видео ӳкерсе палӑрнӑ». «Интернетра чӑвашла калаҫнӑран подписчиксем хушӑнсах пычӗҫ. Ӗҫтешӗм Антонина та манпа пӗр хум ҫинче пулчӗ. Унпа чӑвашла юрласа чылай видео ҫыртартӑмӑр», — каласа кӑтартнӑ хаҫатҫӑсене Мария. 85 ҫулти ашшӗ те хӗрӗн шӳчӗсене ырласа йышӑнать-мӗн. Мария телефон сутакан лавккара ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Вӗренӳ
Виталий Петрович Станьял ӑсчах Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн ачисемпе 2021 ҫулхи юпан 22-мӗшӗнче интернетпа калаҫнӑ. Ҫыхӑнӑва Шупашкарти коопераци институчӗн доценчӗ Эрбина Никитина тата шкул енчен Валентина Филиппова учительница йӗркеленӗ. Калаҫу йӗрне пичетлетпӗр. Паллашӑпӑр, яш тусӑмсем, Кӗтне хӗрӗ-каччи! Вӑй патӑр! Сирӗн «Вунҫич ҫулхи яш ӗмӗрӗ ҫитсе тӑчӗ пулмалла», манӑн вара, 82 ҫулхи чӑлах картӑн, «Аван-и, паллӑ мар ҫамрӑк ӑру» («Здравствуй, племя, младое, незнакомое») теесси кӑна юлчӗ-тӑр. Мӑрат-Тукай енче пулса курман эпӗ. Урмаелӗнче тутар ачисене вӗрентнӗ чухне утсӑр урапапа Шурута мордва пресветителӗн Макар Евсевьев ялне кайнӑччӗ, хаҫатра ӗҫленӗ вӑхӑтра ҫаврӑнса курнӑ. Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркелесен Каҫал енчи пайтах ҫынпа, районти музейпа паллашма тиврӗ. Герман Ксенофонтов, Владимир Григорьев, Алексей Краснов, Петр Таллеров краеведсемпе нумайччен тачӑ ӗҫлемелле пулчӗ. Ҫӗнӗ Мӑрат авалах Сӗве, Чӗмпӗр, унтан Тутарти Пӑва, хамӑрӑн Ҫӗрпӳ уесӗсене кӗнӗ, кайран Патӑрьел, Йӗпреҫ районӗсенче пулнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ. | ||
| Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |