Республикӑра
![]() Оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче Ҫӗнӗ ҫулхи уявсене сӳтсе явнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская Ҫӗнӗ ҫулта та хальхи чару мерисене хӑварма сӗннӗччӗ. ЧР Элтеперне Олег Николаева пӗр пункт ҫеҫ иккӗлентернӗ: раштавӑн 31-мӗшӗнче кафесем ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ӗҫлесси. Олег Алексеевич ҫак тапхӑрта кафесене хупма сӗннӗ. Хальлӗхе ку йышӑнӑва туман-ха. Сӑмах май, корпоративсем ирттерме те чарнӑ. Шкулсенче, ача пахчисенче уява класра, ушкӑнра ирттерме сӗннӗ. Ашшӗ-амӑшне QR-кодпа е справкӑпа кӗртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() lookw.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян республикӑн оперштабӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва тишкернӗ. Республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ӗнентернӗ тӑрӑх, «ковид ҫамрӑксемпе ачасен хушшинче те нумайрах сарӑлма тытӑннӑ». Ҫавна май Ҫӗнӗ ҫул уявне ача пахчсемпе шкулсенче уйрӑм пӳлӗмсемпе классенче ирттерме сӗннӗ. Ашшӗ-амӑшӗн ҫитсе курас тесен прививка тутарма твӗ. Унсӑр уява кӗртмӗҫ. Кӑшӑлвирусран вакцинациленессин кӑтартӑвӗ вара Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Улатӑр, Вӑрнар, Вӑрмар тата Елчӗк районӗсенче чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче М.И.Скворцовӑн «Чӑвашла-вырӑсла словарь. Чувашско-русский словарь» икӗ томлӑ словарӗн 1-мӗш томӗ кун ҫути курнӑ. Ку хыпара «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Унта каланӑ тӑрӑх, «пӗрремӗш кӑларӑма чӑваш алфавитӗнчи А-Р сас паллисенчен пуҫланакан 30 пин ытла сӑмах кӗнӗ. Унта информаципе коммуникаци технологийӗсенче, наука пӗлӗвӗн хальхи отраслӗсенче тата чиркӳпе тӗн лексикинче ҫеҫ тӗл пулакан сӑмахсене пуҫласа кӗртнӗ». Словарӗн хӑйне евӗрлӗхӗ шутӗнче — сӑмахсене анлӑн ӑнлантарни, вӗсен пулӑвне ӑнлантарни тесе палӑртса хӑварнӑ. Кӑларӑма хӑш-пӗр ҫӗршыв, Раҫҫейри регион, географи объекчӗ, тӗнпе тата халаппа ҫыхӑннӑ ятсене те кӗртнӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Чӑвашлӑх
Редакцирен: Вячеслав Павлов пирӗн редакцине черетлӗ ҫыру ярса пачӗ. Вӑл пирӗн сайтпа усӑ курса конкурс ирттересшӗн, тата хутшӑнакансен хуравӗсене те пухас ӗҫпе те пулӑшма ыйтать. Паллах, эпир хирӗҫ мар. Конкурсӑн текстне аяларах пичетлетпӗр. Вячеслав Павлов лартнӑ ыйтусем ҫине вара ҫак статья айӗнче хуравлама пултаратӑр, е, комментари ҫырмалли калӑпӑш ҫителӗксӗртерех пулсан, редакци адресӗпе ярса пама пултаратӑр: site@chuvash.org. Хуравра хӑвӑрӑн ятӑрпа хушаматӑра палӑртма ан манӑр. Эпир вӗсене Вячеслав Павлова ярса парӑпӑр. Конкурс ҫулталӑк вӗҫӗччен тӑсӑласси пирки каларӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пӗлтерӗҫ. Ҫырура автор парне фондне ӳстерме майсем туса пама та ыйтать. Ку тӗлӗшпе редакцин пулӑшма йывӑртарах ӗнтӗ. Ҫавах та, кӑмӑл пур пулсан, пирӗн сайт сӗнекен «ниме-купонсене» (100, 200, 300 тата 500 тенкӗллисене) туянма пултаратӑр (тӗп страницӑра сылтӑмра ҫӳлте тупама пултаратӑр). Туяннӑ хыҫҫӑн сире 16 цифрӑллӑ код ярса парӗҫ (ӳкерчӗк). Ниме-купона конкурс парнине ӳстерме туянни ҫинчен ҫав кода site@chuvash.org адреспа пӗлтерӗр. Апла тумасан ниме-купон туяннӑ укҫа Чӑваш халӑх сайчӗн ӗҫне йӗркелеме кайӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() visitvolga.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра пурӑнакансене Чӑваш тӗррин кунӗпе саламланӑ. «Пирӗн республика алӗҫ искусствин тӗсӗ шутланакан тӗрӗ ӑсталӑхӗпе мӗн авалтан паллӑ. Чӑваш тӗррин хӑйне евӗр илемӗ, кӑткӑс эрешлӗхӗпе чеченлӗхӗ тата пуянлӑхӗ унпа паллашакан кашни ҫыннах тыткӑна илет, тӗлӗнтерсе хавхалантарать. Ахальтен мар тӳнтер енсӗр чӑваш тӗрри ҫинчен ют ҫӗршывсенче те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл пирӗн визит карточки, пирӗн мӑнаҫлӑх», — тенӗ республикӑн влаҫ органӗсен фоициаллӑ порталӗнче пичетленӗ саламра. «Тумтир ҫинчи тӗрӗ халӑхӑмӑршӑн ӗмӗрсем хушши хӑйне майлӑ хӳтлӗх палли шутланнӑ. Паян ҫак наци пуянлӑхне сыхлама пирӗн черет ҫитрӗ. Культура учрежденийӗсенче чӑваш тӗррине чӗртсе тӑратас, сыхласа упрас тата халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе тӗрлӗ мероприяти йӗркелесе ирттерни савӑнтарать», — палӑртса хӑварнӑ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикинчи композиторсен союзӗн президенчӗ, музыковед, композитор, чӑваш халӑхӗн патриочӗ Николай Зимин куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Николай Александрович 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Муркашра ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен, Чулхулари (ун чухне вӑл хула Горький пулнӑ) М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчи музыковедени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Николай Зимин – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри музыка пӗрлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, А. Талвир литература премийӗн лауреачӗ. Вӑл 100 ытла музыка произведенийӗпе аранжировка авторӗ, профессилле тата халӑх музыкипе 500 ытла публикаци ҫырнӑ. Николай Александровичпа ыран, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти ритуал пулӑшӑвӗнче (Граждан урамӗ, 19-мӗш ҫурт) 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче шӑпӑрлансем валли «Ку мӗскер? Угадайте, кто?» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Кӗнекере чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн хйлавӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ — Ольга Федорова, художникӗ – Екатерина Васильева. Кӗнекене алла илсен пӗчӗк ачасем тӗрлӗ чӗрчунпа паллашайӗҫ: кушакпа, йытӑпа, лашапа, ӗнепе, качакапа, сурӑхпа, такапа, сысна ҫурипе, автанпа, кӑрккапа, кӑвакалпа, хурпа. Кӗнекене икӗ чӗлхепе пичетленӗ. Сӑвӑсене вырӑсла Андрей Растворцев куҫарнӑ. Кӑларӑма шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш литературине вӗрентме ҫӗнӗ вӗренӳ пособийӗсем пичетленсе тухнӑ. «Литература вулавӗ» кӗнекене 1-мӗш классем валли хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм авторӗсем — В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова тата Л.В. Николаева. «Чӑваш литератури» кӑларӑма 5-мӗш классем валли хатӗрленӗ. Вӑл 7 темӑран тӑрать. Кӗнеке авторӗсем — А.А. Ядрицова, И.В. Ядранская, М.Г. Михуткина, Р.А. Мазикова, редакторӗ – Н.В. Вечеркина. 6-мӗш классем валли пичетлесе кӑларнӑ «Чӑваш литератури» вӗренӳ пособийӗн авторӗсем — А.А. Ядрицова, И.В. Ядранская, М.Г. Михуткина, Р.А. Мазикова. 7-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Чӑваш литератури» кӗнекене «Тӗрлӗ халӑх литератури чӑвашла янӑрать» пай та кӗнӗ. 10-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Тӑван литература» кӑларӑма А.Ф. Мышкина пухса хатӗрленӗ, редакторӗсем – В.Н. Алексеев, А.Г. Майорова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян Шупашкарти 28-мӗш шкулта ачасене эвакуациленӗ. Пӗлӳ ҫурчӗ кӑнтӑр поселокӗнче Ашмарин урамӗнче вырнаҫнӑ. Шкулта бомба хуни пирки хыпар килнӗ. Вырӑна Росгварди, полици ӗҫченӗсем ҫитнӗ, пӗлӳ ҫуртне тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Кун валли ҫур сехет кирлӗ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра ачасем урамра пулнӑ, вӗсене эвакуациленӗ. Эвакуаци вӑхӑтӗнче нимӗнле пӑтӑрмах та пулман. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ачасем каллех парта хушшине ларнӑ та малалла вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() nsk.bfm.ru сайтри сӑн Шупашкарти Ахазов урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра тивӗҫлӗ канури икӗ ҫыннӑн виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем ватӑ упӑшкипе арӑмне, 80 ҫултан иртнӗскерсене, ҫурла уйӑхӗнченпе курман, вӗсем пирки 3 уйӑх нимӗн те илтмен. Юпа уйӑхӗнче кӳршисем участковӑя тӗрӗслеме чӗннӗ. Анчах алӑка никам та уҫман. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ватӑсен хӗрӗ Мускавран килнӗ те ашшӗ-амӑшӗн виллисене хваттерте тупнӑ. Вӗсем тӗрлӗ пӳлӗмре выртнӑ. Тӗпелте газ конфорки ҫутӑ пулнӑ. Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем подъездра нимӗнле япӑх шӑршӑ та туйман. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |