Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
900igr.net сӑнӳкерчӗкӗ
900igr.net сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви республикӑри чи лайӑх муниципалитет культура учрежденийӗсене тата вӗсенче ӗҫлекен пултаруллӑ ҫынсене палӑртасшӑн.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне хутшӑнас кӑмӑллисенчен заявкӑсене юпа уйӑхӗн 5-25-мӗшӗсенче йышӑнӗҫ. Кашни район кашни номинаципе пӗр кандидатран ытла тӑратаймӗ.

Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсем ҫак номинацисенче хутшӑнайӗҫ: «Районти чи лайӑх культура ҫурчӗ», «Ялти чи лайӑх культура ҫурчӗ», «Ял тӑрӑхӗнчи чи лайӑх вулавӑш», «Ялти чи лайӑх вулавӑш», «Муниципалитетри чи лайӑх музей».

Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансене ҫак номинацисенче хаклӗҫ: «Районти культура ҫурчӗн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Ялти культура ҫуртӗнчи чи лайӑх ӗҫчен», «Ял тӑрӑхӗнчи вулавӑшӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Ялти вулавӑшӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Муниципалитет музейӗн чи лайӑх ӗҫченӗ».

 

Персона
Валериан Лебедев. drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Валериан Лебедев. drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре хӑй вӑхӑтӗнче ят-сум хӑварнӑ композитор тата артист, Валериан Лебедев, ҫуралнӑранпа ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнче шӑп та лӑп 90 ҫул ҫитрӗ.

Вӑл Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче 1931 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ, леш тӗнчене пирӗнтен 2011 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхе уйрӑлса кайнӑ.

Пулас Чӑваш халӑх артисчӗ 1953 ҫулта Киеври консерватори ҫумӗнчи музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ, 1961 ҫулта – Мускаври А. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн институтӗнчен.

1954 ҫулта вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1969-1974 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн директорӗ пулнӑ. 1999 ҫултанпа каллех Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тӑрӑшнӑ. Хальхинче вӑл артистра тата музыка пайӗн заведующийӗнче тимленӗ. 2003 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулччен концертмейстер тивӗҫне пурнӑҫланӑ.

Театр ӳнерне ӑнланакансем Валериан Лебедев калӑпланӑ сӑнарсене пысӑка хурса хаклаҫҫӗ.

 

Культура
Эдуард Кириллов. Эдуард Кирилловӑн «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Эдуард Кириллов. Эдуард Кирилловӑн «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн хисеплӗ коллективӗнче, «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗнче ӗҫлекен Эдурад Кириллова паян Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ.

Эдуард Васильевич — Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн юбилейне уявланине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Эдурад Кирилловпа ӗҫлекенсем аккомпаниатор-концертмейстерӑн пысӑк пултарулӑхне, ӗҫе вӑл юратса та тӗплӗн пурнӑҫланине палӑртаҫҫӗ. «Унра ҫирӗплӗх те пур, ҫынсене ӑнланма пултарни те», – теҫҫӗ ӗҫтешӗсем.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн

Улатӑрта 35 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.

Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 14 сехетре ҫамрӑк арҫын ҫурт патне канализаци пӑрӑхӗсене хунӑ чухне вилнӗ. Вӑл траншея тӗпӗнче пулнӑ, ун ҫине тӑпра йӑтӑнса аннӑ.

Арҫынна тусӗ шалусӑрах ӗҫлеме чӗннӗ. Ведомство кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Следовательсем вырӑна тӗплӗн тӗрӗсленӗ, кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74771
 

Республикӑра
chgtrk.ru сайтри сӑн
chgtrk.ru сайтри сӑн

Хӗрлӗ Чутай районӗнче арҫынпа хӗрарӑм кӑмпа татма кайсан каялла килмелли ҫула ҫухатнӑ. Ку юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынпа хӗрарӑм Ҫӗнӗ Туканаш ялне хӑнана килнӗ. Кӑнтӑрла вӗсем кӑмпана кайма шутланӑ. Анчах хайхискерсем вӑрманта ҫухалса кайнӑ. Вӗсен ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ.

Арҫынпа хӗрарӑма 15 сехет тӗлне тупнӑ. Вӗсем тӑванӗсем патне тӗрӗс-тӗкелех таврӑннӑ.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейре те, Чӑваш Енри пекех, Ашшӗн кунне паллӑ тӑвӗҫ. Ку хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, уява юпа уйӑхӗнчи виҫҫӗмӗш вырсарникун паллӑ тӑвӗҫ.

Кӑҫал Ашшӗн кунӗ юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗ ҫине лекӗ. Сӑмах май, Чӑваш Енре уява пӗлтӗр паллӑ тума тытӑннӑ. Анчах пирӗн патра ӑна юпа уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Пӗлтӗр пӗрремӗш хутчен паллӑ тунӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлнине пула ачасем унта хутшӑнман.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗрисем велосипедсӑр тӑрса юлни пирки йӗрке хуралҫисене авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех пӗлтернӗ-ха.

10 пин тенкӗ тӑракан икӗ урапаллӑ транспорта унӑн хуҫи Юханшыв бульварӗнчи ҫуртсенчен пӗрин подъездӗнче лартса хӑварнӑ.

Кӗҫех хулари темиҫе видеокамера эрех-сӑра хупахӗсене пӗр арҫын велосипедпа пырса ҫӳренине ӳкерсе илнӗ.

Ҫав ҫын вӑрланӑ велосипедпа хула тӑрӑх хӑюллӑн ҫӳренӗ иккен. Вӑл унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ 24-ри арҫын пулнӑ. Вӑрланӑ велосипеда Гидростроительсен урамӗнче тупнӑ. Ӑна ҫывӑх вӑхӑтра хуҫине тавӑрса парӗҫ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Ҫурт-йӗр

Чӑваш Енре «ГрандСтрой» застройщикӑн гендиректорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм-пуҫлӑх хваттер туянма ӗмӗтленекенсенчен укҫа пухнӑ. «Кӗмӗле» вӑл 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗччен пуҫтарнӑ.

«Алые паруса» (чӑв. Хӗрлӗ парӑс) ҫурт-йӗр комплексӗнче хваттерлӗ пулма ӗмӗтленекенсем пурӗ 14,3 миллион тенкӗ ытла укҫа куҫарса панӑ. Ҫав укҫана хӗрарӑм-директор хӑй тӗрӗслесе тӑракан тепӗр организаци ҫине куҫарса янӑ.

Пайҫӑсенчен илнӗ укҫапа вӑл 2018 ҫулхи чӳк тата раштав уйӑхӗсенче те хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ-ха.

Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче вӑл ашшӗне йӳнӗ хакпа хваттер туса пама килӗшӳ тунӑ. Хваттер хакӗ пасарти вӑтам хакран 600 пин тенкӗ йӳнӗрех пулнӑ.

Пайҫӑсене вара хӗрарӑм-директор хваттерсемпе тивӗҫтерсе пӗтереймен.

 

Тӗнче тетелӗ

Паян каҫхине «Facebook» сервисӗсен ӗҫӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнине нумайӑшӗ сисрӗ пулӗ. Интернет-ҫӑлкуҫсене сӑнаса тӑракан «Downdetector» портал та ҫавна ҫирӗплетсе панӑ.

18 сехет те 30 минут тӗлне илсен, «Instagram» тата «WhatsApp» ҫӑлкуҫсемпе усӑ куракансем вӗсем йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пӗлтернӗ.

«Facebook» тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнне кӗрекенсенчен 75 проценчӗ веб-сайт йӗркеллӗ ӗҫлеменнине сиснӗ, 15 проценчӗ авторизациленеймен.

«WhatsApp» приложенипе те ыррӑн усӑ курма йывӑр. «Instagram» пирки те ҫавнах каламалла.

Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Twitter» ӗҫӗнче йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Ҫавӑ Германире, Ирландире, Испанире, Италире, Нидерландинче тата Францинче сисӗннӗ. Великобританире, Канадӑра тата АПШра та йывӑрлӑх пулнӑ.

 

Культура

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 104-мӗш сезона юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче уҫӗ. Ун чухне куракансене чӑваш классикӗ Яков Ухсай пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шуйтан чури» спектакль кӑтартӗҫ.

Спектакль режиссёрӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева. Композиторӗ — Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лолита Чекушкина.

Ӗҫе Чӑваш Ен Элтеперӗн укҫипе лартнӑ. Спектакль валли театр ятарласа чӑваш халӑх музыка инструменчӗсем: купӑс, тункӑр, шӑкӑртма, шӑпӑр вулли, параппан тата ыттине — туяннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.

Спектакль 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 962, 963, 964, 965, 966, 967, 968, 969, 970, 971, [972], 973, 974, 975, 976, 977, 978, 979, 980, 981, 982, ... 3811
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗр евӗрлӗ эрне мар, ҫавӑнпа мӗн тумаллине тӗплӗн шутламалла. Тен, тупӑшлӑ килӗшӳ тӑватӑр - ку сирӗн юлашки вӑхӑтри кӑтуртусем. Ҫемьере, ӗҫтешсемпе хирӗҫӳсем тухма пултараҫҫӗ.

Кӑрлач, 20

1919
106
Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1942
83
Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1956
69
Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ.
1957
68
Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ.
1958
67
Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...