Хулара
cheb-eparhia.ru сайтри сӑн Шупашкарта ҫӗнӗ аллея пулӗ. Кедр йывӑҫӗсене Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 68-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗпе юнашар лартнӑ. Ку ӗҫе Шупашкар епархи управленийӗн элчисем, «Союзспецодежда» суту-илӳ ҫурчӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Хунавсене тата пулас аллея вырӑнне Шупашкар епархийӗн секретарӗ Иов Маркелов иероманах сӑвапланӑ. Кӑҫал Шупашкар-Чӑваш Ен епархийӗ 75 ҫул тултарать. Аллейӑна шӑпах ҫак юбилея халалласа уҫнӑ та. Йывӑҫ хунавӗсене вара, Ҫӗпӗр кедрӗсене, «Союзспецодежда» суту-илӳ ҫурчӗ парнеленӗ. Пӗтӗмпе – 7- хунав. Вӗсене Шупашкарти питомникре ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче икӗ пӗчӗк пӗртӑвӑн шар курнӑ. Вӗсем ҫул ҫинчи инкекре аманнӑ. Пӑтӑрмах 21 сехет те 43 минутра пулса иртнӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 35-мӗш «А» ҫурт тӗлӗнчи ҫул хӗресленнӗ вырӑнта «Шевроле Авео» автомобиль водителӗ малта пыракан машина ҫине пырса кӗнӗ, хӑй кайран светофор юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. Умри «Рено Fluence» машина бордюр чулӗ ҫине тухса кайнӑ. Юлашкинчен асӑннӑ автомобиль салонӗнче 4 тата 9 ҫулсенчи икӗ хӗрача пулнӑ. Вӗсене иккӗшне те хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхнӑ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ, вӗсем унта сипленмеллех аманманнине кура пӗртӑвансене тухтӑрсем киле янӑ. «Шевроле Авео» рулӗ умӗнче 18 ҫулти каччӑ пулнӑ, машинӑпа ҫӳреме унӑн ирӗк пулман. Инкекре водительсем аманман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче эпир тӗрлӗ шайри депутатсене суйларӑмӑр. Чӑваш Енӗн Ҫӗнӗ, ҫиччӗмӗш, созыври депутачӗсем, ав, ҫак эрнере пӗрремӗш ларӑва пухӑнчӗҫ. Сесси хыҫҫӑн «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм кӑсӑклӑ темиҫе пӗтӗмлетӳ тунӑ. Пӗрремӗшӗнчен, Чӑваш Енӗн парламентӗнче арлӑх енӗпе танмарлӑх хуҫаланать. Ҫӗнӗ созыва суйланнӑ 44 депутатран хӗрарӑмсем 4-ӑн ҫеҫ. Ҫав вӑхӑтрах чи ҫамрӑк депутат – хӗрарӑм. Ку вӑл – 21 ҫулти Ксения Семенова. Чӑваш парламентне вӑл «Ҫӗнӗ ҫынсем» партирен суйланнӑ. Кӑсӑклӑ тепӗр самант – регионӑн парламенчӗ нумай партиллӗ пулни. Унта 6 парти пайташӗ суйланнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗнчи коммунистсен икӗ фракци тейӗн. Вӗсенчен пӗрне, пилӗк депутата Шурчанов ертсе пырать теме юрать, тепӗр икӗ депутатран тӑракан йыша – Андреев теме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗнче, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Г. Доницеттин «Дон Паскуале» оперине кӑтартнӑ. Культура учрежденийӗнче ҫав каҫа Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, театрӑн режиссёр-постановщикне Анатолий Ильина, тата терӗсрех каласан, унӑн юбилейне, халалланӑ. Анатолий Ильин хӑйӗн «ҫавра» ҫулне кӑҫалхи ака уйӑхӗнче уявланӑ. Спектакльти тӗп партисене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Татьяна Тойбахтина, Чӑваш халӑх артисчӗ Дмитрий Семкин, халӑхсем хушшинчи конкурссен лауреачӗсем Владимир Ашмарин, Максим Карсаков, Василий Николаев калӑпланӑ. Дирижерӗ — Никита Удочкин. «Дон Паскуале» спектакле Анатолий Ильин лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем Урал тӑрӑхӗнчен таврӑннӑ. Унта пуканеҫӗсем «Большие гастроли для детей и молодежи» (чӑв. Ачасемпе ҫамрӑксем валли пысӑк гастрольсем) федераци программипе килӗшӳллӗн кайнӑ. Ҫӗнӗ Уралти пукане театрӗн тата Екатеринбургри Чукун ҫул тӑвакансен Культура керменӗн сценисем ҫинче артистсем «Голубка» спектакль-мюзикл кӑтартнӑ. Куракансем ӗҫе кӑмӑлтан йышӑннӑ. Урал тӑрӑхӗнче пулнӑ май артистсем унти паллӑ вырӑнсемпе паллашнӑ. Унтан вӗсем хавас кӑмӑлпа таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
бизнес-трейд.рф сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫӑкӑр хакӗ ӳснине кӑҫал тыр-пул тухӑҫӗ пӗчӗк пулнине, ҫавна май унӑн хакӗ хӑпарнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ку Раҫҫейӗпех палӑрать: типӗ ҫанталӑк тӑнӑран тыр-пул ӑнса пулман. ЧР Правительство ҫуртӗнче ҫӑкӑр пӗҫерекен, ҫӑнӑх хатӗрлекен предприятисен тата суту-илӳ сечӗсен элчисемпе тӗлпулу иртнӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫӑкӑр хакне ӳсессине чаракан хушма мерӑсем хатӗрлеме сӗннӗ. Лару-тӑрӑва ҫӑнӑх хатӗрлекенсем урлӑ йӗркелеме сӗнеҫҫӗ: вӗсене ҫӑнӑх хакне пӗр шайра тытса тӑмашкӑн субсиди уйӑрмалла. Кун валли мӗн чухлӗ укҫа кирлине палӑртмалла. Олег Николаев хушнипе Ял хуҫалӑх министерстви тӑватӑ енлӗ килӗшӳ хатӗрлӗ: ку Чӑваш Ен Правительствине, ҫанӑх хатӗрлекенсене, ҫӑкӑр пӗҫерекенсене тата суту-илӳ сечӗсене пырса тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарта вырнаҫнӑ Чӑваш тӗррин музейӗнче Питӗрти художникӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Санкт-Петербургри Наталия Михайлован «Ӑста алӑсен тӗнчи» куравра ӑстан декоративлӑ-прикладной ӳнерӗн тӗрлӗ енӗпе: тӗрӗ, папье-машье енӗпе хатӗрленӗ пуканесем, авса тунӑ япаласем, тӑм тата йывӑҫ ҫине хитрелетсе ҫырнӑ япалисем – вырӑн тупнӑ. Наталия Михайлова Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, унтан пӗлӗвне Питӗрте ӳстернӗ. Халӗ вӑл унта чӑваш тӗррин кружокне ертсе пырать. Наталия Михайлован пултарулӑхне хаклакансем унӑн хӑйне евӗр стильне палӑртаҫҫӗ. Ӑстана хавхалантараканни – чӑваш халӑх ӳнерӗ. Наталия Михайлова музейсенчи куравсемпе паллашма кӑмӑллать. Вӑл масмаксен пуян коллекцине пухса хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
panoramapro.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса банк карточкине ҫухатни пирки пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑнах унӑн карточки ҫинчен 2500 тенкӗ ытларах ҫухалнӑ. Полицейскисем палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫав кун лавккара тавар туяннӑ, киле кайнӑ чухне карточкӑна ҫухатса хӑварнӑ. Вӑл ӑна киоск умӗнче ӳкернӗ. Шӑпах ҫав киоскра карточка ҫинчен ҫухалнӑ укҫапа такам таваршӑн тӳленӗ. Карточкӑна унти сутуҫӑ тупнӑ иккен. Вӑл хӑйӗн киоскӗнче унпа усӑ курса апат-ҫимӗҫ туяннӑ. 38 ҫулти хӗрарӑма йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
вести35.рф сайтри сӑн Банкра ӗҫлекен 36 ҫулти хӗрарӑм авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл та банк ӗҫченӗ, унпа пӗрле кредит уйрӑмӗнче тӑрӑшать тесе паллаштарнӑ. Хайхисер пӗлтернӗ тӑрӑх, такам унӑн счечӗсене хапсӑнать. Ку палламан ҫынна хӑйӗн карточкин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн унӑн счечӗ ҫинчен 80 пин тенке яхӑн ҫухалнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
fb.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑран пульницӑсенче хушма койкӑсем хатӗрленӗ. Кун пирки оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Пирӗн регионта кӑшӑлвируспа чирлесси, иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, 6,4 процент ӳснӗ. Ытларах Муркаш, Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Вӑрнар районӗсенче чирленӗ. Кӗркунне ОРВИ сарӑлнӑран лару-тӑру пушшех те йывӑрланать. Ҫаван пекех хӑш-пӗр районта вакцинаци тунӑ ҫынсен йышӗ сахал. Потребитель рынокӗнче ӗҫлекенсен хушшинче ку енӗпе уйрӑмах лару-тӑру йывӑр. Вакцинаци енӗпе Комсомольски, Патӑрьел, Улатӑр районӗсенче япӑх кӑтартусем. Ку тӑрӑхсенче чирлекен вара нумай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. | ||
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
| Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |