Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн режссёр-постановщикӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Наталия Сергееван пултарулӑх каҫӗ иртӗ.

Наталия Алексеевна «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республика шайӗнчи театр конкурсӗн лауреачӗ, Екатеринбургра иртнӗ хальхи вӑхӑтри драматругин «Коляда-PLAYS» VII театр фестивалӗн гран-прине тивӗҫнӗ.

Режиссерӑн юбилейне халалланӑ каҫ театрта «Вӑйлӑ хӗрарӑм» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна Ярослава Пулиновичӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ. Жанна ролӗнче – юбиляр.

Юбилей каҫе 18 сехетре пуҫланӗ.

 

Сывлӑх
 vedtver.ru сайтри сӑн
vedtver.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вакцинациленесси чакнӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, ковид-каникулччен кунсерен 5,5-6 пин ҫын прививка тунӑ. Юлашки эрнере вара ку 4,8-4,9 пин ҫын анчах вакцинациленнине палӑртнӑ.

Планпа килӗшӳллӗн, республикӑра пурӑнакансен 80 процентне вакцинацилемелле. Ку 761,814 пин ҫынпа танлашать. Ку таранччен 459,4 пин ҫын прививка тунӑ. Ку планӑн 60,3 проценчӗпе танлашать.

Тӑвай, Муркаш, Элӗк, Вӑрнар, Улатӑр, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ районӗсенче, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисенче вакцинациленессин кӑтартӑвӗ пӗчӗк. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра вакцина ҫителӗклех. «Спутник Лайт» тӗлӗшпе ҫеҫ йывӑрлӑхсем пур.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре пӗр талӑкра 177 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Ҫавӑн чухлех сывалнӑ. 20 ҫын вара вилнӗ. Ку питӗ пысӑк хисеп.

Ку таранччен пирӗн республикӑра 2990 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Пӗтӗмпе 40140 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 35121-шӗ сывалнӑ. Сӑмах май, икӗ эрне ӗнтӗ талӑкра 170-180 ҫын чирлет.

Палӑртса хӑвармалла: Раҫҫейре 9 миллион ытла ҫын пӗр талӑкра чирленӗ. Вӗсенчен 254 пинӗшӗ вилнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Ҫав хваттерте тунӑ сӑн
Ҫав хваттерте тунӑ сӑн

Паян 10 сехетре Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас Тӑрӑн ялӗнче Водопровод урамӗнчи пӗр ҫуртра темиҫе ҫын виллине тупнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 41 ҫулти тата 58 ҫулти арҫынсем вилнӗ. 64-ри хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ, унӑн сывлӑхӗ йывӑр.

Вырӑнта йӗрке хуралҫисем ӗҫленӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсене пусмӑрласа вӗлермен. Вӗсем контрафактлӑ эрехпе наркӑмӑшланса вилме пултарнӑ, ҫавна май тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Экспертиза тусан ҫеҫ чӑн сӑлтавӗ уҫӑмланӗ.

Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, ҫав хваттерте темиҫе кун ӗҫкӗ пулнӑ. Прокуратура ку ӗҫе тӗрӗслесе тӑрӗ.

 

Республикӑра
Ӳкнӗ самолет пайӗсем
Ӳкнӗ самолет пайӗсем

1958 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче Упнер станцийӗ ҫывӑхӗнче Пекинран Мускава вӗҫнӗ Ту-104 самолет ӳкнӗ. Борт ҫинчи пӗтӗм ҫын вилнӗ: 71 пассажир тата экипажри 9 ҫын.

Самолетра Китай делегацийӗ пулнӑ. Китайри Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин 16 ӗҫченӗ вӗҫнӗ. Вӗсене хӑйсен тӑрӑхӗнче тӑванла вилтӑпринче пытарнӑ. Вилнисен йышӗнче СССРти 17 ҫын пулнӑ. Чехославакирен – 8, Германирен – 5, Францирен – 5, Венгрирен 5 ҫын вӗҫнӗ. Ытти ҫӗршыв ҫыннисем те пулнӑ.

Унтанпа вӑхӑт нумай иртнӗ, авари вырӑнӗнче вара палӑк ҫук. Вӑрнар район администрацийӗ ку ыйту часах татӑласса шанать.

 

Хулара
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Ача кӗтнӗ чухне кӑшӑлвируспа чирленӗ хӗрарӑма тинех пульницӑран кӑларнӑ. Унӑн ӳпки 100 проценчӗпех сиенленнӗ.

Чирлесен Ирина Афонинӑн вӑхӑтсӑр ҫураттарма тивнӗ. Ачи чиперех ҫуралнӑ. Анчах амӑшӗн чирӗ аталансах пынӑ, ӳпки пӗтӗмпех сиенленнӗ. Вӑл вакцинациленменшӗн ӳкӗннӗ. Хӗрарӑм реанимацирех выртнӑ. Пульницӑра вӑл 2 уйӑха яхӑн ирттернӗ.

Афонинсем – нумай ачаллӑ ҫемье. Вӗсен 3 ача ӳсет. Амӑшне пульницӑран кӑларнӑшӑн упӑшки, ывӑлӗпе хӗрӗ питӗ савӑннӑ. Ку вӗсемшӗн иккӗмӗш ҫуралнӑ кун пекех пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75562
 

Хулара
вести35.рф сайтри сӑн
вести35.рф сайтри сӑн

Шупашкарта хӗрарӑм банка пысӑк укҫа куҫарса пама кайнӑ та полицие лекнӗ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсен аллине каллех лекесрен хӑтӑлнӑ.

Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 56 ҫулти хӗрарӑм кредит илнӗ, 1,5 миллион тенкине куҫарса пама хӑтланнӑ. Юрать, банк ӗҫченӗ ӑна вӑхӑтра чарнӑ. Вӑл ку ӗҫ иккӗленӳллӗ пулнине сиснӗ. Банк ӗҫченӗ тӳрех полицейскисене чӗннӗ.

Ҫакӑ паллӑ: хӗрарӑм малтанхи кун 3 миллион тенкӗ кредит илнӗ, хӑйӗн 150 пин тенкине хушнӑ та ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Банк ӗҫченӗсем ӑна кун пирки ӑнлантарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75576
 

Пӑтӑрмахсем
glavpos.ru сӑнӳкерчӗкӗ
glavpos.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленйиӗнчен пӗр хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Йӗрке хуралҫисене вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, тӗнче тетелӗ урлӑ перманент макияжӗ валли аппарат туянас тенӗ.

Тавар хакӗн пӗр пайӗшӗн тӳличчен вӑл посылка килнине йӗрлемелли трек-номер тата таварпа транспорт накладнойне илнӗ. Таваршӑн 10 пин тенкӗ тӳленӗ. Анчах кӑштахран ӑна йӳнӗ футболка ярса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 43 ҫулти хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ.

Ултавҫа Краснодарта тытса чарнӑ. Вӑл унта пурӑнакан 24 ҫулти хӗр пунӑ. Хайхискер унччен те ҫынсене ҫавӑн пек улталанӑ. Ӑна судпа та айӑпланӑ.

 

Ҫул-йӗр
Инстаграмри @aerocheb сӑнӳкерчӗкӗ
Инстаграмри @aerocheb сӑнӳкерчӗкӗ

«Победа» авиакомпани хӑйӗн 50 миллионмӗш клиентне чысланӑ. Ӑна лоукостер Мускаври Внуково аэропортӗнче сумлӑн кӗтсе илсе самолёта лартса янӑ. 50 миллионмӗш клиент Шупашкара вӗҫсе килнӗ. Унтан ӑна Чӑваш енӗн тӗп хулинчи аэропортра юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ.

«Победа» авиакомпани ҫавна кӑтартса паракан видеона Инстаграмри хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ. Шупашкарти аэропорт та юбилейлӑ клиента епле кӗтсе илнине кӑтартса паракан сӑнӳкерчӗсемпе Инстаграмра паян паллаштарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CWK6Lc2LlnA/
 

Спорт
Nordic Focus сӑнӳкерчӗкӗ
Nordic Focus сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн ентешӗмӗр Татьяна Акимова Тӗмен хулинче чӳк уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче иртекен тӗрӗслев ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнаймӗ. Спортсменка чирлесе ӳкнӗ, ҫавна пула вӑл сахалтан та 2022 лхи кӑрлач уйӑхӗччен тӗнчери тупӑшусене хутшӑнаймӗ. Кун пирки Раҫҫейри биатлонистсен союзӗнче пӗлтернӗ.

Тӗменти ӑмӑрту тӑрӑх Тӗнче тата IBU кубокӗсен пӗрремӗш тапхӑрӗсене хутшӑнакан командӑсене палӑртӗҫ. Апла пулсан ентешӗмӗр унта лекеймӗ.

«Шел пулин те, эпӗ чирлерӗм. Манӑн гайморит. Сунас эпир Питӗрте пуҫтарӑнсанах пуҫланнӑччӗ, ун чухне эпӗ темех мар тесе шухӑшларӑм. Халӗ Тӗмене килтӗмӗр, сывлӑх лайӑхланма мар, начарланчӗ. Кунти юр тата сивӗ ҫанталӑк витӗм кӳчӗҫ», — тенӗ Акимова.

 

Страницӑсем: 1 ... 968, 969, 970, 971, 972, 973, 974, 975, 976, 977, [978], 979, 980, 981, 982, 983, 984, 985, 986, 987, 988, ... 3852
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 16

1913
112
Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
100
«Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ.
1949
76
Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1962
63
Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...