Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче тӗлӗнмелле пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, вӗҫсе кайнӑ реклама баннерӗ троллейбуса хупласа хунӑ. Юрать, троллейбус водителӗ ҫӗтсе кайман — транспорта васкавлӑн чарса лартнӑ. Пӑтӑрмах Гагарин урамӗнче, «Патрис Лумумба» тата «Россия» хӑна ҫурчӗ» чарӑнӑвӗсем хушшинче, пулса иртнӗ. Реклама баннерӗ 9-мӗш маршрутпа хутлакн троллейбуса хупласа илнӗ. Общество транспорчӗ Ленин проспекчӗ енне ҫул тытнӑскер пулнӑ. Ӗнер кӑнтӑрла хыҫҫӑн Шупашкарта ҫил ҫеккунтра 16 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gazetanovoros.ru сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пулӑшу кӳрекен, вӗрентӳ, сывӑх сыхлавӗн тытӑмӗсенче ӗҫлекенсен 80 проценчӗн пӗрремӗш компонентпа вакцинациленмелле пулнӑ. Ҫапла пӗлтернӗччӗ Чӑваш Енӗн тӗп санитари тухтӑрӗ. Ҫавӑн пекех ытти хӑш-пӗр тытӑмра тӑрӑшакан ҫынсен вакцинациленмелле пулнӑ. Ку тӳре-шарана та пырса тивет. Иккӗмӗш компонента раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Ҫак йӗркене пӑхӑнмасан ҫынна ӗҫлеме ирӗк памӗҫ. Аса илтерер: паянтан суту-илӳ центрӗсене, администраци ҫурчӗсене QR-кодпа кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Юлашки виҫӗ кунра Чӑваш Енре ҫумӑр нумай ҫурӗ. Паян ҫума пуҫланӑ ҫумӑр тепӗр талӑк ҫӑвӗ, 1 тӑваткал метр ҫине 10-15 литр шыв ӳкме пултарӗ. Ҫапла вӗҫленӗ кӗркунне. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларикун каҫхине юр ӳкме пуҫлӗ. Юнкун валли тӑрук сивӗтӗ, ҫулсем парлакланӗҫ. Чӳкӗн 10-мӗшӗнче уяр пулӗ, анчах сивӗ. Кӗҫнерникун каллех пӗлӗтленӗ, юр ҫӑвӗ. Урамра 10-15 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Шӑматкун та юр ҫӑвӗ, кӑштах ӑшӑтӗ. Вырсарникун каллех сивӗ пулӗ. Ҫитес кунсенче сывлӑш температури кӑнтӑрла 0-5 градус сивӗ кӑтартӗ, ҫӗрле – 12 градус сивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Редакцирен: ку статья нумай пулмасть, чӳкӗн 5-мӗшӗнче, «Вольская жизнь» (чӑв. «Вольск пурнӑҫӗ») тетелти кӑларӑмра тухнӑ. Эпир вара ӑна сирӗн пата чӑвашла куҫарса ҫитерес терӗмӗр. Капла эпир инҫетри чӑвашсем пирки ҫеҫ мар каласа парӑпӑр, «Чӑваш чӗлхин икчӗлхиллӗ ҫӳпҫи» валли те материал хатӗрлӗпӗр. Куҫарнӑ чухне оригинала ҫывӑх хӑварма тӑрӑшнӑ, ҫавна май вырӑнӗ-вырӑнӗпе, тен, вулама йывӑр пулӗ. Ҫавах май ҫитнӗ таран чӑвашларах калӑплама тӑрӑшрӑмӑр. Акӑ вӑл, паллашӑр:
Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫулсерен иртекен «Муниципалитетри чи лайӑх практика» 5-мӗш конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал конкурса хӑйсен хӑйне евӗрлӗ ӗҫӗпе тата ӑнӑҫлӑ практикӑпа паллаштаракан муниципалитетсене хутшӑнма ирӗк панӑ. Регионти тапхӑрӑн ҫӗнтерӳҫи шутӗнче — «Нацисен хушшинчи тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳлӗхе ҫирӗплетесси, наци политикин сферинчи ытти мероприятисене муниципалитет шайӗнче пурнӑҫласси» номинацине хутшӑннӑ Вольск районӗн Черкасски муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн проекчӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() газетановокосино.рф сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче полицие машина вӑрласа тарни пирки хыпар килнӗ. Ку Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипеч ялӗнче пулнӑ. Ӳсӗр арҫын лавккана эрех илме кайма тӑнӑ. Хайхискер машинӑпа каясшӑн пулнӑ. Тӑванӗсем ӳкӗтлесен те итлемен. Унтан тӑван мар хӗрӗнчен машина уҫҫине вӑйпах илнӗ те лавккана вӗҫтернӗ. Хӗрарӑм ун чухне амӑшӗ патне хӑнана килнӗ пулнӑ. Кӗҫех ҪҪХПИ тапратса тарнӑ машинӑна ял хӗрринче тупнӑ. 39 ҫулти ӳсӗр арҫынна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Канашра чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ урамри 85-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Унта икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтерет. Пушарнӑйсем ҫунакан хваттертен 8 ҫынна илсе тухнӑ. 58 ҫулти кил хуҫи сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, ӑна медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Ҫак ҫуртра пурӑнакан ҫынсем ыттисем чиперех. Пушарнӑ йсем урама илсе тухнӑ ҫынсен йышӗнче 2 ача пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын Республика лапамне пикета тухнӑ. Вӑл QR-кода хирӗҫ пулнине ҫапла майпа кӑтартнӑ. Плакачӗ ҫине «Дискриминация граждан #штрихКОДом недопустимо! Власть, одумайся!» тесе ҫырнӑ. «Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсемпе хӗрӗсесене пӗрлештерекен уяв умӗн килте лараймарӑм, влаҫ QR-кодсене япала валли кӑна мар, ҫынсем валли те тӑвать. Фашизма ҫӗнтернӗ ҫӗршывра ҫынна код пама пулать-и вара», - тенӗ арҫын «Хӗрлӗ ҫуркунне» кӑларӑма. Арҫын шухӑшӗпе, кун пек кодсем кӑшӑлвирус сарӑлассине чараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вакцинациленнӗ ҫынсем те вирус ертме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() gismeteo.ru сайтри сӑн Тутарстанра кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру йывӑр пулнине шута илсе общество транспортне QR-кодсӑр кӗртме пӑрахӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ ТАСС агентство. Ку ҫӗнӗлӗх кӳршӗ республикӑра икӗ эрнерен пурнӑҫланма тытӑнӗ. 18 ҫултан аслӑрах ҫынсене QR-кодсӑр е медотвод пулнине кӑтартакан справкӑсӑр общество транспортне кӗртмӗҫ. 60 ҫултан аслӑрах ҫынсен ҫак документсем ҫук пулсан транспортпа ҫӳремелли билета блокировка тӑвӗҫ. «Мана критиклеме пултараҫҫӗ, анчах та эпир мерӑсем йышӑнӑпӑр. Пирӗн урӑх ҫул ҫук», - тенӗ Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Ю» телеканал лутра ҫынсем пирки ятарлӑ кӑларӑм пуҫарнӑ. Унта 150 сантиметртан лутрарах ҫынсем хутшӑнаҫҫӗ. Иккӗмӗш кӑларӑма Питӗрти артист тата шоумен Петр Чубко хутшӑннӑ. 29 ҫулти каччӑ 120 сантиметр ҫӳллӗш. Вӑл туйсене, корпоративсене, ҫуралнӑ кунсене ертсе пырать, 8 кинокартинӑра ӳкерӗннӗ. Петр Шупашкарти Марийӑпа 4 ҫул пурӑнать. Хӗр амӑшӗпе Чӑваш Енрен Питӗре куҫса кайнӑ. Петр Марийӑран 5 ҫул аслӑрах. Хӗр 170 сантиметр ҫӳллӗш. Вӗсем тахҫанах пӗрлешӗччӗҫ-ха, анчах Марийӑн амӑшӗ Инесса Евгеньевна ҫакна хирӗҫ. «Ю» телеканалти кӑларӑм ҫак ҫемьери лару-тӑрӑва уҫӑмлатасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Пӑтӑрмах патӗнчи вырӑн. Панамӑра «Кальмар вӑййи» сериал евӗрлӗ кану каҫӗ пӑшалтан пенипе вӗҫленнӗ, сакӑр ҫын вилнӗ, ҫиччӗшӗ аманнӑ. ABC ҫырнӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах иртнӗ эрнекун каҫхи клубра Хэллоуина уявланӑ чухне пулса иртнӗ. Полицире пӑтӑрмаха бандӑсем хушшинче пулса иртнӗ хирӗҫӳ тесе хакланӑ. Рафаэль Балойес прокурор каланӑ тӑрӑх, кану каҫне пынӑ ҫынсенчен пӗри «Лос Галактикос» ушкӑнрисен енне пенӗ. Лешсем хирӗҫ пеме тытӑннӑ. Ҫапла вара клубра пилӗк ҫын вилнӗ, тата виҫӗ вилле каярахпа вырӑнти каяш купинче тупнӑ. Полици икӗ ҫынна тытса чарнӑ. Право сыхлакан органсен элчисем каланӑ тӑрӑх, ҫак пӑтӑрмаха хутшӑнакансенчен хӑшӗ-пӗри судпа айӑпланма та ӗлкӗрнӗ, вӗсем маларах перкелешӳсене те лекнӗ, аманнисем те пулнӑ. Панама влаҫӗсем бандӑсем хушшинчи хирӗҫӗве наркотик сармалли маршрутсене тӗрӗслесе тӑрассишӗн тавлашнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Юлашки эрнесенче вӑрӑ-хурах ушкӑнӗсен темиҫе пайташӗ вилнӗ. Палӑртмалла: Панамӑра 160-а яхӑн вӑрӑ-хурах ушкӑнӗ ӗҫлет, вӗсем час-часах пӗр-пӗринпе вӑрҫаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |