Сывлӑх
Шупашкарта «Сывлӑх хумӗ» теплоход чарӑнӗ. Унпа тухтӑрсен бригади килет. Вӗсемпе пӗрле хальхи йышши хатӗр-хӗтӗр те пур. Паллӑ медицина учрежденийӗсен тухтӑрӗсем Чӑваш Енри ача-пӑча сывлӑхне тӗрӗслӗҫ. Вӗсем патне йывӑр диагнозлӑ пациентсем лекӗҫ. Анчах списокпа килӗшӳллӗн ҫеҫ йышӑнӗҫ. Вӗсем патне ҫырӑнас тесен малтан вырӑнти педиатр е профильлӗ специалист патне каймалла. Теплоход Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 13 сехетре чарӑнӗ. Тухтӑрсем кунта 19 сехетчен пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн Паян, аван уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхине Шупашкарта авари пулнӑ. Чутах шкул ачин пурнӑҫӗ татӑлман. Юрать-ха, инкек лайӑхпа вӗҫленнӗ. Паян ирхине Октябрь 50 ҫул тултарнине халалланӑ урамра автокран ҫул урлӑ каҫакан шкул ачи ҫине кӗрсе кайнӑ. Ача «Мега Гелекси» патӗнче утнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ача 7 ҫулти пек курӑнать. Вӑл велосипедпа пулнӑ. Вырӑна ҪҪХПИ, ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Вера Головач оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 31 шкулта ачасем кӑшӑлвируспа чирлеҫҫӗ. 9 ача пахчинче, 16 шкулта тата 4 техникум-колледжра пӗрер ҫын аптӑраса ӳкнӗ. Шупашкар районӗнчи ача пахчинче икӗ ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ: ача тата унти ӗҫчен. Вӗренӳ учрежденийӗсене эпидемипе кӗрешмелли мероприятисем хатӗрлеме предписани панӑ. Вӗсенче дезинфекци тунӑ, ачасене дистанци мелӗпе вӗренме янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
РИА Новости тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта Раҫҫей эстрада юрӑҫин Олег Газмановӑн концерчӗ пулӗ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнчех ирттермелле пулнӑ. Анчах ун чухне кӑшӑлвирус енӗпе лару-тӑру йывӑр пулнӑ. Халӗ ку енӗпе лайӑхах. Концерта суйлав кунне халалласа йӗркелӗҫ. Вӑл химиксен хулинче авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Николаев стадионӗнче иртӗ. Анчах унта кӑшӑлвирусран прививка тунисем ҫеҫ кӗрееҫҫӗ. Зала 70 процент таран тултарӗҫ. Ҫапла 3 пин ҫын вырнаҫӗ. Сӑмах май, концерта «Химпром» шучӗпе ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви транспорт сутассине пӗлтернӗ. Конкурс юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 9 сехетре иртӗ. Унта хутшӑнас тесен электрон аукциона кӗмелле. Министерство республика хыснинчи икӗ транспорта сутӗ. Вӗсенчен пӗри — «ГАЗ-32213» ГАЗель (микроавтобус). 2003 ҫулта кӑларнӑскерӗн пуҫламӑш хакӗ 62 пин тенкӗпе танлашӗ. Микроавтобуспа Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника техникумӗ усӑ курнӑ. Сутлӑха кӑларнӑ тепӗр транспорт — «ПАЗ-3206-110-70» автобус. 2008 ҫулта кӑларнӑскерӗн пуҫламӑш хакӗ — 197,1 пин тенкӗ. Автобуспа Чӑваш Республикин Шыравпа ҫӑлав служби усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Туризм енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви Раҫҫейре канакансене хавхалантаракан программӑна вӗҫлессине пӗлтернӗ. Аса илтерер: кешбэк программипе турсене, пуйӑс-самолёт ҫине билетсене ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшччен туянма май пурччӗ, каярах ҫав вӑхӑта авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тӑсрӗҫ. Анчах халӗ вӑл программӑна вӑхӑт ҫитичченех вӗҫлессине хыпарланӑ. Ҫакӑ программа валли уйӑрнӑ укҫа-тенкӗ пӗтнипе ҫыхӑннӑ. Кӑҫалхи 6 уйӑхра 1,6 миллион ытла турист хамӑр ҫӗршывра канса тӑкакланнине ятарлӑ программӑпа усӑ курса чакарма пултарнӑ. Кешбэка туризм отраслӗ кӑшӑлвируса пула йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ хыҫҫӑн пама тытӑннӑччӗ. Программӑна кайран татах тӑсрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
forum.zarulem.ws тата 21.мвд.рф сайтсенчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, пысӑк ҫухату пулса иртнӗ. Асӑннӑ ял урамӗпе пыракан «Ford Focus» автомобиль хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта вӑл ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, юпа тӳнсе кайнӑ. Водитель пирки кипкепе ҫуралнӑ теме юрать. Вӑл инкекре чӗрех тӑрса юлнӑ. Унӑн арӑмӗ вара вилмеллех аманнӑ. Водителе тӗрӗсленӗ те вӑл ӳсӗр пулни палӑрнӑ. Унӑн юнӗнче 0,8 мг/л спирт тухнӑ. Арҫыннӑн 30 ҫулти мӑшӑрӗ машинӑра хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑнман пулнӑ. Вӑл васкавлӑ пулӑшу машини вырӑна пырса ҫитиччен вилсе кайнӑ. Спидометрӑн стрелки тӑрӑх хакласан, водитель автомобиле сехетре 90 километр хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Денис Рощупкин биатлониста стипенди парса тӑма йышӑннӑ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ. Денис Рощупкин — Раҫҫей Федерацийӗн пӗрлештернӗ спорт командин пайташӗ, ӑна юниорсем хушшинче хӗллехи биатлон енӗпе ҫӗршвӑн пӗрлештернӗ командине илме резерва кӗртнӗ. 19 ҫулти каччӑн тренерӗ — Геральд Салдимиров. Денис кӑҫал Чехири Нове-Местӑра иртнӗ ҫуллахи биатлон ӑмӑртӑвне хутшӑннӑччӗ. Юниорсен суперспринтӗнче вӑл 14-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Каччӑна кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен уйӑхсерен 10-шар пин тенкӗ преми парса тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ӗнер Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумне Николай Жукова ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Николай Жукова ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине документра ӑнлантарса тӑман. Паянхи ир тӗлне илсен, республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн Алла Салаевӑн икӗ заместитель тӑрса юлнӑ. Вӗсем: Алексей Лукшин тата Наталия Скворцова. Министрӑн ҫавӑн пекех пулӑшуҫӑ пур. Вӑл — Влада Бадина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
championat.com сӑнӳкерчӗкӗ Швейцарире иртнӗ Бриллиант лигинче ҫӳллӗшне шӑчӑпа сикекен пирӗн ентешӗмӗр Анжелика Сидорова 5,01 метр ҫӳллӗшне ҫӗнме пултарчӗ. Ӑмӑртӑва ҫӗркаҫ спорт телеканалӗсенчен пӗри тӳрӗ эфирта кӑтартрӗ. Бриллиант лигӑн финалти ӑмӑртӑвне тӗнчери чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑнчӗҫ. Америкӑри Кэти Нажотт, сӑмахран, 4,95 метра сиксе кӑҫал Олимп чемпионки пулса тӑнӑччӗ. Великобританри Холли Брэдшоу, Грецири Катерина Стефаниди те мӗне тӑраҫҫӗ! Пирӗн ентешӗмӗр кӑҫалхи Олимпиадӑра кӗмӗл медале тивӗҫнӗччӗ. Ӗнер вара вӑл Бриллинт лигӑра ҫӗнтерме пултарчӗ. Тӗнчипе илсен Анжелика Сидоровӑран хӑй вӑхӑтӗнче Елена Исинбаева ҫеҫ ирттерме пултарнӑ. Унӑн тӗнче рекорчӗ — 5,05 метр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |