Хулара
Шупашкарта 17 ҫулти яша шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ хутчен те пӗлтерчӗ. Каччӑна маларах «Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ шыранине хыпарларӗ, ӗнер — ЧР Шалти ӗҫсен министерствипе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ. Паян ырӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 19 сехет тӗлӗнче велосипедпа тата палаткӑпа тухса кайнӑ Тимур Мохаммад Азадович Миа тупӑннӑ. Вӑл таса сывах. Ӑна никам та хур туман. Йӗрке хуралҫисем яша шырама пулӑшнӑ ҫынсене тав тунӑ, каччӑ тупӑннине пӗлтернӗ. Яш 10 кун таран ӑҫта пулнине официаллӑ хыпарта ӑнлантарса тӑман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ «Чувашторгтехника» (чӑв. Чӑвашторгтехника) акционерсен обществи ҫӑвакан машинӑсен производствине уҫасшӑн. Асӑннӑ предприятире хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пулнӑ. «Чӑвашторгтехника» компанин директорӗ Наиль Хайрутдинов хӑнасене пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятире ҫӑвакан машинӑсен производствине уҫасшӑн. Ҫав машинӑсем ҫума, дезинфекцилеме пултарӗҫ. Завод валли ҫӗр лаптӑкӗ кирлӗ. Алексей Ладыков ку ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра татса пама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
towntravel.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Вырӑс драма театрӗн юбилейне хатӗрленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев 131-мӗш номерлӗ хушӑва алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, театр 2022 ҫулта 100 ҫул тултарнӑ тата вӑл професси театр ӳнерне йӗркеленме тата аталанма тӳпе хывнине кура килес ҫул тӗрлӗ уяв мероприятийӗ ирттермелле. ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫавӑн валли ятарлӑ ӗҫ ушкӑнӗ йӗркелеме тивӗҫ. Тӗп мероприятисен планне те ҫирӗплетмелле. Театр юбилейӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене хутшӑнассипе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе тӗрлӗ харпӑрлӑх формиллӗ организацисене те хастар пулма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
rod-storonatar.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫул Раҫҫейре амашӗн капиталӗн виҫи ӳсӗ-и? РФ Ӗҫлев министерстви ку ыйтӑва хуравланӑ. Ведомство ертӳҫи Антон Котяков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул амӑшӗн капиталӗн виҫи нумайрах пулӗ. 2022 ҫулта пӗрремӗш ача ҫуралнӑшӑн 503 пин те 237 тенкӗ парӗҫ. Иккӗмӗш ача ҫуралсан пӗтӗмӗшле сумма 665 пин те 9 тенкӗпе танлашӗ. Ҫемье пӗрремӗш ачишӗн амӑшӗн капиталне илнӗ тӗк иккӗмӗшӗ кун ҫути курсан 161 пин те 772 тенкӗ парӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал амӑшӗн капиталӗ пӗрремӗш ачашӑн 483800 тенкӗпе танлашнӑ. Иккӗмӗш ачашӑн халӗ 639400 тенкӗ параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм Шупашкарти суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Ӑна икӗ арҫын чаплӑ телефон туянма сӗннӗ. Телефона хӗрарӑм 35 пин тенкӗпе илнӗ. Киле ҫитсен уҫса пӑхать те — паллӑ брендӑн копийӗ иккен. Пӑтӑрмах пирки хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Тавара сутаканӗсем Самар облаҫӗнчи Жигулевск хулинчи 27 ҫулти каччӑпа Тольяттинчи 36 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӗсене халӗ тытса чарнӑ. Йӳнӗ телефонсене вӗсем Мускавра пурӗ 17 штук туяннӑ. Пӗриншӗн 4 пин тенкӗ тӳленӗ. Шупашкарта 35 пиншер тенкӗпе 3 телефон сутнӑ. Самар тӑрӑхӗнчи ҫынсем тӗлӗшпе ҫынна улталанӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Кӗҫӗн Пӑла юханшывӗнче пулӑсем вилеҫҫӗ. Кӗҫех шапасем те юлмасран кулянаҫҫӗ Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнче пурӑнакансем. Мӗн пулса иртет унта? Ҫынсем ҫакна вырӑнти сыр пӗҫерекен савутпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, предприяти лайӑх мар шыва Таяпа юханшывне ярать, лешӗ вара Кӗҫӗн Пӑлана юхса кӗрет. Савут директорӗ те тунмасть: тасатмалли сооруженисем юрӑхсӑра тухнӑ, ҫӗннисене вара туянса ӗлкӗреймен. Унччен юханшывра шыв таса пулнӑ, ҫынсем шыва кӗнӗ. Халӗ вара ӑна хурсем те ӗҫесшӗн мар. Валерий Орлов кашни кун юханшыв хӗррине кайса вилнӗ пулӑсене пуҫтарать, шыва тасатать, унсӑрӑн ялта лайӑх мар шӑршӑ сарӑлӗ. Район прокуратури административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне Росприроднадзор савута штраф ҫырса панӑ. Ҫапах ним те улшӑнман, пулӑсем ҫаплах вилеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Йӗрке хуралӗнче ӗҫленӗ ҫын йӗркене хӑй пӑснӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, саккун арҫынна 4 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма май парать. 41 ҫулти оперативлӑ дежурнӑй тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Шупашкар районӗнчи прокуратура ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ этем Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре вырнаҫнӑ пайри дежурство пайӗнче оперативлӑ дежурнӑй пулса ӗҫленӗ вӑхӑтра ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса 2021 ҫулхи ака уйӑхӗн 16-мӗшӗччен ҫав ҫын талӑкри дежурствӑра тӑнӑ чухне ӗҫри топливо карттине хӑйӗн паллаканӗсене панӑ тата унпа хӑйӗн транспорчӗ валли усӑ курнӑ. Ҫапла вӑл 10 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
veved.ru сайтри сӑн Республикӑра кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру ҫӑмӑлах мар. Кашни кун ҫак чире пула ҫынсем вилеҫҫӗ. Юлашки талӑкра 9 ҫын сывалайманнине палӑртнӑ. Ку таранччен Чӑваш Енри 2031 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Эппин, чирленисен 6,4 проценчӗ сывалайман. Паянхи кун тӗлне 31840 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 28894-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 77 ҫын чирленӗ. 71 ҫын вара сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 915 ҫын стационарта е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет. Палӑртмалла: чирлекенсем нумайланнӑран ковид-стационарсем ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Канашри вӑрман хуҫалӑхӗнче лиственницӑн йӗкелне пуҫтарма тытӑннӑ. Ку ӗҫе спициалистсем ҫеҫ мар, районти Карӑклӑ шкулӗнче вӗренекен ачасем те хутшӑнаҫҫӗ. Йӗкел пухса хунав хатӗрлемешкӗн вӑрӑ хатӗрлӗҫ. Хунавсене питомникре ҫитӗнтереҫҫӗ, кайран вӗсене вӑрмана кайса лартаҫҫӗ. Хальлӗхе специалистсемпе шкул ачисем 900 килограмм йӗкел пухнӑ. Питомник валли 1300 килограмм хатӗрлеме палӑртнӑ, ҫавӑнпа ку ӗҫ малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушӑран халӑхпа «тӳрӗ лини» ирттерет. Ҫитес «тӳрӗ лини» авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртӗ. Алексей Ладыкова ыйту парас килет-и? Ҫак кун 10 сехет ҫурӑран пуҫласа 12 сехетчен 23-50-06 номерпе шӑнкӑравламалла. Администрацири ытти тӳре-шара та халӑхпа «тӳрӗ лини» ирттерӗ. Вӗсем ӗҫ кунӗсенче 13 сехетрен пулӗҫ. Йышӑнӑва 23-50-34 номерсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |