Пӑтӑрмахсем
Ӗнер Шупашкарта «Волга» ҫӑмӑл машина хыпса илнӗ. Кун пирки «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал хыпарланӑ. Марков урамӗнче ларнӑ транспорта сӳнтерме вырӑна пырса ҫитнӗ пушарнӑйсем пулӑшнӑ. Апла пулин те машина усӑ курма юрӑхсӑр. Вӑл йӑлтах ҫунса кайнӑ, ӑна тимӗр-тӑмӑра ҫеҫ ӑсатайӑн. Шупашкарта ӗнер тата тепӗр ҫӗрте те автомобиль ҫуннӑ. Вӑл та — хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑскер. Николаев урамӗнче «ВАЗ-2114» машина хыпса илнӗ. Пушара сӳнтерекенсен чаҫӗ ҫывӑхрах пулнӑран пушарнӑйсем ҫулӑма самантрах сӳнтернӗ. |
Республикӑра
Республикӑн правительство комиссийӗ вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем 2020 ҫулта епле ӗҫленине тишкернӗ май тухӑҫлӑ тӑрӑшнисене ҫӗнтерӳҫӗсем тесе йышӑннӑ. Ҫак ушкӑна Шупашкар хули, Ҫӗмӗрле тата Красноармейски районӗсем лекнӗ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – экономика аталанӑвӗн тта пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ. Муниципалитетсене вунӑ енпе хакланӑ: вырӑнти хыснан налук тата налук мар тупӑшӗсене, тӗп капитала инвестици хывнине, пӗчӗк усламҫӑсен йышне т.ыт.те кура. Ҫӗнтерӳҫӗ районсемпе хуласене хавхалантарма республика хыснинче 5 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
Гуань Юй ҫарпуҫӗн капмар кӳлепи. South China Morning Post вырнаҫтарнӑ сӑн 26 миллион доллар тӑракан Гуань Юйӑн капмар кӳлепине куҫарса лартма Китайра 24 миллион доллар тӑкаклӗҫ. Монумент вырӑнти ҫынсене килӗшмен — вӗсен шучӗпе вӑл хула сӑн-сӑпатне пӑсать. Китайри Цзинчжоу хулан влаҫӗсем Гуань Юй легендарлӑ ҫарпуҫӗн 58 метр ҫӳллӗш бронза кӳлепинчен хӑтӑлма 24 миллион доллар уйӑрнӑ. Кун пирки South China Morning Post кӑларӑм ҫырать. Палӑка 2016 ҫулта лартнӑ, ӑна тума 26 миллиона яхӑн доллар тӑкакланӑ. Ҫапах та монумент хула ҫыннисене килӗшмен — вӗсен шучӗпе вӑл хула сӑн-сӑпатне пӑсать. Вӗсем кӳлепе ҫине пӑхас мар тесе ҫав района ҫӳреме пӑрахни ҫинчен каласа панӑ. Вырӑнти влаҫсем палӑка вырнаҫтарнине пушӑ тӑкак вырӑнне хунӑ: «Ку 300 миллион юане ахаль тӑкаклани ҫеҫ. Ҫитменнине тата монумента саккуна пӑхӑнмасӑр туса лартнӑ». Кӳлепене вырнаҫтарнӑ Цзинчжоу районӗнче 78 футран ҫӳлерех (24 метра яхӑн) ҫурт-йӗр таврашне тума юрамасть. Анчах палӑка лартакансем саккунра шӑтӑк тупнӑ — вӗсем постамент вырнаҫтарма ирӗк илнӗ, кӳлепене хӑйне ӳнер япали тесе хакланӑ, вӗсене вырнаҫтарас тӗлӗшпе вара ирӗк ыйтма кирлӗ мар. Правительство монумента сӳтсе урӑх вырӑна куҫарма шут тытнӑ — ӑна унчченхи вырӑнтан 8 ҫухрӑма, туристсемпе вырӑнти халӑх сахалтарах пурӑнакан района, куҫарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
iz.ru сайтри сӑн Шупашкарта каллех ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Юрать-ха, хальхинче ку пысӑк инкекпе вӗҫленмен. Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 15 сехетре Николаев урамӗнчи 26-мӗш ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнчи чӳречерен 3 ҫулти ача тухса ӳкнӗ. Вӑл чӳрече ани ҫине хӑпарса кантӑка уҫнӑ, москитлӑ сетка ҫине таяннӑ та аялалла ӳкнӗ. Ҫав вӑхӑтра амашӗ килтех пулнӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Суранланнӑ ачана Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шӑмӑршӑ районне Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн чаплӑ тумӗсене парнеленӗ. Кун пирки «Хресчен сасси» хаҫатӑн паянхи номерӗнче пӗлтернӗ. Асӑннӑ МИХра Шӑмӑршӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗпе — социаллӑ аталану пайӗн ертӳҫипе Александр Чамеевпа интерью пичетленнӗ. «Шӑмӑршӑ районӗ пӗчӗк пулсан та пирӗн тӑрӑхран паллӑ ҫын — артистсем, драматургсем, республикӑра культура ӗҫне аталантарса пыракансем — сахал мар тухнӑ. Эпир Валерий Николаевич Яковлевпа, Мефодий Иванович Денисовпа тата ытти нумай ентешпе чӑннипех те мӑнаҫланатпӑр. Вӗсем хӑйсем те тӑван ене манӑҫа кӑлармаҫҫӗ, май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Акӑ Сергей Кувшинов Чӑваш Республикин юрӑпа ташӑ ансамблӗн чаплӑ тумӗсене района парнелеме пултарчӗ. Ӑна, паллах, ку енӗпе ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Юрий Васильев нумай пулӑшрӗ», — каласа кӑтартнӑ Геннадий Максимов журналиста Александр Чамеев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канмалли кунсенче Шупашкарта «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ ӗҫлеме тытӑнӗ. Унта пахча ҫимӗҫе йӳнӗрехпе туянма пулать. Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен суту-илӳ лапамӗсем тӑватӑ вырӑнта ӗҫлеме пуҫлӗҫ: «Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ», «Николаевски», «Ҫурҫӗр ярмӑркки» суту-илӳ комплексӗсенче, «Шупашкар» пасарта. Пахча ҫимӗҫсӗр пуҫне «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑра пыл, йывӑҫ-тӗм хунавӗсем, чечексем, сӗт юр-варӗ, кӗрпе таврашӗ сутӗҫ. Хула администрацийӗ ирттернӗ мониторинг ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫакнашкал пасарти тавар 30 процент йӳнӗрех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Чӑваш Енри узбексен культура центрӗ» общество организацийӗ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче узбек кӗввисен каҫне ирттерет. Концерт программине Узбекистанри патшалӑх филармонийӗн Ташкентри филиалӗн артисчӗсем хутшӑнӗҫ: Авазбек Усмонов, Камалхаджа Икбалов, Юлдуз Абдурахмонова, Азиза Мамадалиева, Темурбек Турсунов и Маъруфжон Кодиржонов, Чарос Акилова тата Мафтуна Тошмухамедова. Хисеплӗ хӑна та килсе ҫитӗ. Вӑл – Узбекистанӑн Хусанти тӗп консулӗ Фариддан Насриев. Мероприяти 17 сехетре пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Олимп резервӗсен А.И.Трофимов ячӗллӗ спорт шкулӗн самбисчӗсем Максим Иванов тата Татьяна Федорова Минск хулинче Беларуҫ президенчӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн иртекен пӗтӗм тӗнчери турнирта пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ. Максим Иванов 88 килограмм тайманнисене виҫе категорийӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Спорт мастерӗ Татьяна Федорова 50 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче пӑхӑр медаль илнӗ. Палӑртса хӑварар: ӑмӑртӑва 11 ҫӗршыври 100 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Тӗрленӗ Чӑваш Ен» проект Республика кунӗнче старт илнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, кашни районти ӑстасем республика карттине тӗрлӗҫ. Уявра Чӑваш тӗррин музейӗ кашни района чиккисене ӳкернӗ картинӑна валеҫсе панӑ. Ӑстасем ҫӑвӗпех ӗҫленӗ. Акӑ карттӑн пӗрремӗш пайӗсем музея ҫитнӗ. Шупашкар районӗн карттине Любовь Вазюковӑпа Анастасия Андреева тӗрленӗ. Елчӗк районӗнче ку ӗҫе Римма Парферьева пурнӑҫланӑ. Вӑрнар районӗнче вара карттӑна Елена Есенцева тата Елена Шарипова тӗрленӗ. Красноармейски районӗн карртине Жанна Михайлова хатӗрленӗ. Проект положенийӗпе килӗшӳллӗн, карттӑсен тӗрленӗ пайӗсем музея авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ҫитмелле. Унтан вӗсене «Паха тӗрӗ» хапрӑк ӑстисем пӗрлештерӗҫ. Тӗрленӗ карттӑпа халӑха Чӑваш тӗррин кунӗнче, чӳкӗн 26-мӗшӗнче, паллаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
putpobedy.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти районсем хушшинчи ҫутҫанталӑк прокуратури «Сӑрҫи» заповедникри пушра сӑлтавне тӗпченӗ. Надзор органӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар 11,5 гектар ҫинче алхаснӑ. Вут-ҫулӑм вӑрман фондне 13 миллион тенкӗ ытла тӑкак кӳнӗ. Вӑрманта пушар тухни ҫын тимсӗр пулнипе ҫыхӑннӑ. Тӗпчев материалӗсене прокуратура следстви органӗсене ярса панӑ. Унта РФ Пуҫиле кодексӗн 261-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (вӑрмансене тӗп туни е сиен кӳни) килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарассине татса парӗҫ. Пуҫиле ӗҫе епле тӗпченине ҫутҫанталӑк прокуратури хай тӗрӗслесе тӑрӗ. Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Сӑрҫи» заповедникре ҫулӑм алхасма тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пушара ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |