Ҫул-йӗр
яндекс.карттӑран илнӗ скриншот Шупашкарти «Чӑвашоргтехника» предприяти ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр производство уҫас ӗмӗтлине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ предприяти хулари База проезчӗ урлӑ ҫӳлтен иртсе ҫӳремелли каҫӑ тӑвасшӑн. Ҫавӑ акционерсен обществине ҫул леш енчи предприятипе ҫыхӑнтарма кирлӗ-мӗн. «Чӑвашоргтехника» суту-илӳпе технологи енӗпе 60 ҫул ытла ӗҫлет. Холдинг йышӗнче — 4 завод, пулӑшса тӑракан 9 предприяти, производство лаптӑкӗсем 60 пин тӑваткал метр ытла йышӑнаҫҫӗ. Компанин ҫулталӑкри укҫа-тенкӗ ҫаврӑнӑшӗ 2020 ҫулта 6 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашнӑ. Предприятин визит карточки — «Abat» суту-илӳ марки. Раҫҫейре унӑн 3 пин ытла дилер центрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарта кордодром уҫӑлнӑ. Самолетсен авиамоделӗсене вӗҫтермелли нумай функциллӗ лапама авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче уҫнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти чӑваш космонавчӗн Андриян Николаевӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн иртни ахальтен мар. «Чайка» авиамодель клубӗн хастарӗсемшӗн вӑл тӗслӗх вырӑнӗнче. Сӑмах май, кордодрома 2012 ҫулта тума тытӑннӑ. Анчах ку ӗҫ вӑраха тӑсӑлнӑ. Пӗлтӗр лару-тӑру йӗркеленнӗ, строительство малалла кайнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ ун валли, асфальт хумашкӑн, 3,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кунсӑр пуҫне «РусГидро» 880 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Ӗнер Чӑваш Ене вакцинӑн тепӗр партийӗ килсе ҫитнӗ. «Спутник V» вакцинӑн 10 пин ытла дозине илсе килнӗ. Вакцинӑна хулари тата районсенчи пульницӑсене валеҫсе парӗҫ. Ӑна чи аякри ялсене илсе ҫитерӗҫ. Паянхи кун илес тӗк, республикӑна 320 пин ытла вакцина илсе килнӗ. Сӑмах май, районсенче, хуласенче кӑшӑлвирусран прививка тӑвакан мобильлӗ пунктсен расписанийӗпе ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
bez-ostanovki.ru сайтри сӑн Шупашкарти Ленин районӗн загсӗнче ҫурла уйӑхне пӗтӗмлетнӗ. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ачине сайра тӗл пулакан ят панӑ. Унашкаллисем 15 ҫемье пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче ку районта хӗрача нумайрах ҫуралнӑ: 74 ача. Арҫын ачасем вара 58 пулнӑ. Сайра тӗл пулакан ятсен хушшинче ҫаксем: Лея, Василиса, Камилла, Серафима, Анисия, Аглая, Эмилия, Мия, Федор, Давид, Григорий, Демьян, Родислав, Лев, Семен. Аглая ята тӑтӑшах хумаҫҫӗ. Вӑл Авалхи Грецирен килнӗ, «илем», «савӑнӑҫ» тенине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Паян республикӑра ҫумӑр ҫурӗ. Ку – кӑнтӑр енчен килнӗ циклона пула. Ҫанталӑк та сивӗтрӗ: 10-12 градус ҫеҫ ӑшӑ. Ыран та ҫумӑрлӑ пулӗ. Вырсарникун вара пачах кӗрпе, ҫумӑр ҫума пултарӗ. Кӑнтӑрла 8-13 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ. Ҫил вӑйлӑ кастарнӑран 0-5 градус ӑшӑ пек туйӑнӗ. Чи сивӗ кунсем авӑн уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсене лекӗ. Пӗлтӗтсен шайӗнче 3-4 градус сивӗ тӑрӗ. Тунтикун ҫумӑр ҫума чарӑнӗ. Ҫӗрле вара тӑм ӳкме пултарӗ. Юнкун ӑшӑтма тытӑнӗ, 13-18 градус ӑшӑ пулӗ. Авӑнӑн 11-12-мӗшӗсенче ҫумӑр ҫума пултарӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ку вӑхӑт валли ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
...Ялти пахчана кӳршӗсем ырӑ хыпарпа ҫитрӗҫ те каларӗҫ: Раиса Сарпипе Светлана Асамата Чӑваш халӑх поэчӗсен хисеплӗ ятне панӑ. Санӑн вӗсене пӑрӑнми саламламаллах! Саламламасӑр! Эпӗ вӗсене университет абитуриенчӗсем — Яковлевӑпа Смирнова пулнӑ чухнеренпех — лайӑх пӗлетӗп. Раиса Яковлева студентка «Ҫилҫунат» литпӗрлешӗве темиҫе ҫул хастар ертсе пычӗ, ҫырчӗ, кӗнекеленчӗ, унтах килӗшӳллӗ Сарпи ят тупрӗ. Светлана Смирновӑн журналти сӑввисене ентешӗ Георгий Ефимов сӑвӑҫ университетра сӳтсе явма панӑччӗ те, унӑн пултарулӑхӗпе паллашасси ҫавӑнтан пуҫланчӗ. Асамат артиста эсир те тахҫантанпах пӗлетӗр, мӗншӗн тесен пӗринче унӑн концерчӗ умӗн ҫула юр хӳсе кайнӑччӗ те, хӑвӑр юратнӑ юрӑҫа тракторпа хирӗҫ тухса илтӗр. Тепринче, астӑватӑр-и, Амаксар утравӗнчи паллӑ вырӑнсене вӑл Чӑваш инҫекурӑмӗ валли ӳкерсе кайнӑччӗ... Халиччен чӑваш хӗрӗсем — тивӗҫлисем пур пулсан та — халӑх ҫыравҫи ятне илеймесӗр пурӑнчӗҫ, тӑрӑшма пӑрахмарӗҫ. Малашра чӑваш поэзийӗ хуҫалӑхри вак-тӗвекрен ирӗкленнӗ хӗрсен аллинче пулмалла тесе шухӑшлатӑп. |
Сывлӑх
lenta.ru сайтри сӑн Юлашки талӑкра каллех 12 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Ку таранччен 2043 ҫын ҫак вируса парӑнтарайман. Паянхи куна илес тӗк, республикӑра 31916 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 28963-шӗ сывалнӑ. Ку 90,7 процентпа танлашать. Юлашки талӑкра 76 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Сывалакансем кӑшт сахалрах пулнӑ: 69 ҫын. Паянхи кун тӗлне республикӑри стационарсенче тата килет амбулатори мелӗпе 910 пациент кӑшӑлвируса пула сипленет. Ӗнерхипе танлаштарсан, 5 ҫын сахалрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
fs01.cap.ru сайтран илнӗ скриншот Чӗмпӗрте чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ палӑка тума нимелле укҫа пухнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ пуҫарӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев та ырласа йышӑннӑччӗ. Ырланӑ кӑна та марччӗ, вӑл хӑйӗн шалӑвӗн пӗр пайне уйӑрнӑччӗ Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, палӑк тума хальлӗхе 233 пин тенкӗ пухӑннӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, нимене К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн коллективӗ те хутшӑннӑ. Унта ӗҫлекенсем 5 пин тенкӗ пухса панӑ. Чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ палӑка тума пулӑшас текенсем хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене ҫак телефон номерӗпе 8 (8422) 73-75-82 уҫӑмлатма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ҫӗнӗ кӗпер. Шӑхаль ял тӑрӑхӗ тунӑ сӑн Вӑрмар районӗнчи Шӑхаль ялӗнче пысӑк ҫӑлкуҫ патне илсе каякан ҫӗнӗ кӗпер тунӑ. Кун пирки Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пресс-служби пӗлтерет. Шарпаш ҫырми урлӑ хывнӑ кӗпере тимӗртен тунӑ, унӑн хакӗ 299 990,40 тенке кайса ларнӑ. Ҫав хушӑрах ӑна тума пуҫаруллӑ бюджет программипе усӑ курнӑ — ял ҫыннисем кӗпер хакӗн 20 процентне тӳленӗ. Аса илтеретпӗр, унччен эпир Пӑрачкавра йывӑҫ кӗпер туни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Унӑн хакӗ ҫур миллиона яхӑн тенке ларнӑччӗ. Паллах, Пӑрачкаври кӗпер Шӑхальтинчен вӑрӑмрах пулса тухнӑ-ха ӗнтӗ. Ҫавах та Шӑхальти кӗпер йӳнӗрех пулнине, ҫирӗп тунӑран ялти халӑха чылайрах вӑхӑт хушши усӑ кӳме пултарнине палӑртмаллах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Паян ирхи 7 сехет те 15 минутра «Атӑл» М-7 ҫулпа пыракан автомобиль кӗпер ҫинчен ӳкнӗ. Инкек Куславкка районӗнче пулнӑ. Белая Воложка (ку юханшыв ятне чӑвашла епле куҫармаллине темле шырасан та тупаймарӑмӑр. И.С. Дубановӑн «Географические названия Чувашской Республики» кӗнекере те юханшывӑн чӑвашла вариантне кӑтартманччӗ. — Авт. асӑрхаттарӑвӗ) юханшыв урлӑ хывнӑ кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне тиев турттармалли «Ивеко» автомашина кӗпер айне чӑмнӑ. Руле тытса пынӑ Орлов облаҫӗнчи 53 ҫулти арҫын инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |