Культура
![]() Валерий Клементьев. chmedia.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ шӑматкун, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн 11-мӗш съезчӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗн вырӑсла пайӗнче Тимӗр Акташ хыпарланӑччӗ-ха. Пухура ЧНКн президенчӗ Николай Угаслов ҫӗнӗ ертӳҫӗ пулма Валерий Клементьева сӗннӗ. Валерий Клементьев Чӑваш наци конгресӗнче вице-президент пулнӑ. Чӑваш Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынни юлашки виҫӗ ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче директор пулса ӗҫлет. Съезд делегачӗсенчен чылайӑшӗ Валерий Клементьевшӑн сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() truckandroad.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем шалкӑм ҫапнӑ водителе пулӑшнӑ. Асӑннӑ ҫынпа ҫыхӑнма май ҫук тесе йӗрке хуралҫисене транспорт компанийӗн пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ. Вӑл вӗсене каланӑ тӑрӑх, водитель юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ленинград облаҫне каякан машина, геолокаци тӑрӑх пӑхсан, Муркаш районне ҫитнӗ. РФ ШӖМӗн Муркаш районӗнчи пайӗн оперативлӑ дежурнӑйӗ Алексей Александров шӑнкӑрав пирки ҫав кун службӑра пулнӑ мӗнпур наряда пӗлтернӗ. Прицеплӑ грузовика патшалӑх автоинспекцийӗн аслӑ инспекторӗ, полици лейтенанчӗ Алексей Илларионов федераци ҫулӗ хӗрринчи ялсенчен пӗринче асӑрханӑ. Машина алӑкӗ уҫах пулна, водитель автомобильти ҫывӑрмалли вырӑнта выртнӑ. Тӑнне ҫухатнӑ 59 ҫулти арҫынна васкавлӑ пулӑшу машинипе ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ. Тухтӑрсем арҫыннӑн инсульт пулнине палӑртнӑ. Транспорт компанийӗн пуҫлӑхӗ каярах йӗрке хуралҫисене тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ыран, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Лондонра чӑваш культурипе паллаштарӗҫ. Великобританин тӗп хулинчи «Hoxton» галерейӑра Шупашкар хӗрӗн Полина Осипован уйрӑм экспозицийӗ уҫӑлӗ. «Курава хамӑн тӑван Чӑваш Ене, чӑвашсен хамшӑн питӗ заклӑ хӑйне евӗр культурине халаллӑп. Унта манӑн сӑнӳкерчӗксем, видеосем, пир-авӑр, тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр тата скульптура пулӗ», – пӗлтернӗ Питӗрте ӗҫлесе пурӑнакан 22 ҫулти художник тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Полина Осипова Шупашкартан Питӗре 9-мӗш класс хыҫҫӑн куҫса кайнӑ. Чӑваш культурипе кӑсӑкланса хавхаланакан пултаруллӑ пике чӑваш эрешӗллӗ капӑрлӑхсемпе скульптурӑсем ӑсталать. Вӑл модӑри пысӑк брендсемпе, тӗслӗхрен, «Gucci»-пе, ҫыхӑну тытать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пирӗн республикӑра канмалли кунсем тесе йышӑннӑ. Тӳрех палӑртар: Олег Николаев Элтеперӗн ҫак йышӑнӑвӗ пурне те пырса тивмӗ. Суту-илӳ объекчӗсенчен аптекӑсем, ҫыхӑну салонӗсем тата магазинсем ӗҫлӗҫ. Лавккасем тенӗрен, апат-ҫимӗҫ тата куллен кирлӗ тавар сутаканнисем ҫеҫ уҫӑ пулӗҫ. Вулавӑшсене, театрсемпе кинотеатрсене, мунчасемпе саунӑсене, илем салонӗсемпе фитнес-центрсене, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене хупса хурӗҫ. Татти-сыпписӗр ӗҫлекен организацисем (сӑмахран, апат-ҫимӗҫ пӗҫерекенсем, почта, транспорт), больницӑсем хальхиллех тӑрӑшӗҫ. Кафесемпе ресторансене илсен, COVID-free статусӗллисемпе апат-ҫимӗҫе киле леҫсе параканнисем е апата илсе тухмалла сутаканнисем ҫеҫ уҫӑ пулӗҫ. Республикӑри 9 муниципалитетра канмалли кунсем паянтан пуҫланнӑ. Кунта Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсем, Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисем лекнӗ. Вӗсенче кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру уйрӑмах ҫивӗч. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пандеми пуҫланнӑранпа кун пекки пулман. Чӑваш Енре юлашки талӑкра 150 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Унччен чи пысӑк кӑтарту 147 ҫын пулнӑ. Республикӑра 36963 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 32344-шӗ сывалнӑ. Ку таранччен 2673 ҫын вилнӗ. Юлашки талӑкра кӑшӑлвируса пула 18 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Сывалакансем 95 ҫын пулнӑ. Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра ку кӑтарту питӗ пӗчӗк пулнӑ. Паянхи кун тӗлне стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран 1946 ҫын сипленет. Ӗнехинчен 37 ҫын нумайрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rassvetnews.ru сайтри сӑн Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ пуҫланнӑ. Вӑхӑт нумаях та иртмен ҫыравҫӑсем чирлеме пуҫлани пирки пӗлтернӗ. Ҫав шутра – кӑшӑлвируспа та. Чӑваш Енре 2 пин ытла ҫын ҫырав ирттерет. Ҫавӑн пекех 370 тӗрӗслевҫӗ ӗҫлет. Вӗсене пурне те маска, перчетке параҫҫӗ. Чӑвашстат вӗсене кӑшӑлвируспа чирлекен ҫынсен адресӗсене парса тӑрать. Кун пек чухне ҫыравҫӑсем алӑк патӗнче хут татӑкӗ хӑвараҫҫӗ, унта ҫырава онлайн мелпе хутшӑнма май пуррине пӗлтернӗ. Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне 23 ҫыравҫӑ чирленине палӑртнӑ, вӗсенчен 11-шӗ – кӑшӑлвируспа. Сӑмах май, юпан 21-мӗшӗнченпе вӗсем пурте кашн эрнере ПЦР-тест параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() rb7.ru сайтри сӑн Арҫын тӗнче тетелӗнче хӗрпе паллашнӑ. Хӑй ватӑ пулин те ҫамрӑк тесе паллаштарнӑ. Тӗлпулӑва чечек йӑтса килнӗ, каллех суйнӑ. Ку паллашу хӗре мӑшкӑлланипе вӗҫленнӗ. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 64 ҫулти арҫын тӗнче тетелӗнче 23-ри хӗрпе паллашнӑ. Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӑл ун патне киле пынӑ, чечек парнеленӗ. Ӑна тӗнче тетелӗнчи савнийӗ парса янӑ имӗш, вӑл – унӑн тӑванӗ-мӗн. Арҫын каччӑна хӗрӗн хваттерӗнче кӗтме сӗннӗ. Ларсан-ларсан нимӗнле савни те пулманнине, хӗрпе вӑл ҫырӑннине каланӑ. Унтан ватӑскер хӗре тапӑннӑ та мӑшкӑлланӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть. Ҫапах суд ку ӗҫре пӑнчӑ лартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() orbsteppe.ru сайтри сӑн Ӳсӗр арҫыннӑн киле ҫуран утас килмен те вӑл ют машинӑна тапратса кайнӑ. Куншӑн ун судра явап тытма тивнӗ. Ӑна колони-поселение 3 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Утӑ уйӑхӗн пҫламӑшӗнче ҫак арҫын Канаш районӗнчи ялта иртсе пынӑ та пӗр кил умӗнче машина ларнине асӑрханӑ. Хайхискерӗн киле ҫуран каяс килмен, питӗрмен алӑка уҫса руль умне кӗрсе ларнӑ, бардачокра саппас уҫӑ тупнӑ. Арҫын хула еннелле кайса килнӗ. Ҫула май 2 яла кӗрсе тухнӑ та машинӑна каялла вырӑнне килсе лартнӑ. Судра вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() annamama.ru сайтри сӑн «Ковид» каникулӗсенче ача пахчисем мӗнле ӗҫлӗҫ? ЧР Вӗренӳ министерствин шкулчченхи тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ уйрӑмӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗ ӗҫленипе ӗҫлеменнинчен килет. Тӗрӗсрех каласан, ачана садик кирлӗ тӗк ушкӑн ӗҫлӗ. Кун пек йӗрке юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 7-мӗшӗччен пулӗ. Ҫак тапхӑрта ашшӗ-амӑшӗ ӗҫлет тӗк ачине ача пахчине илсе кайма ирӗк пур. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑпӑрлан ҫӳрекен ушкӑнах ӗҫлӗ. Халӗ ача пахчисенче ыйтӑм ирттереҫҫӗ, канмалли кунсенче миҫе ача ҫӳренине пӑхаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Никита Тӗнчен Ютубри страницинчен илнӗ скриншотсенчен хатӗрленӗ коллаж Никита Тӗнче ҫемйи машинӑпа ҫула тухассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Икӗ пӗчӗк ачаллӑ ҫемье ҫак кунсенче ҫула хускалнӑ. Кун пирки Никитӑн Ютубри «Путешествия Тенче» (чӑв. Тӗнче ҫулҫӳревӗсем) страницинчи видео тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Ҫемье хӑйсемпе пӗрле велосипедсене илнӗ, кирлӗ тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗре. Кушаккине те пӑрахса хӑварман. Вӗсем ҫулҫӳревҫӗсен чатӑрне те илнӗ. Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ютуба вырнаҫтарнӑ видеора ҫемье вӑрманта ҫӗр каҫнине пӗлтернӗ. Тӗнчесем хальлӗхе Пенсильвани штатӗнчех-ха. Никита каланӑ тӑрӑх, ҫемье океан енне ҫул тытать. Унта вӗсем вӑрах тытӑнса тӑрасшӑн. Анчах хӑш океан иккенне каламан. Сылтӑм еннелле ҫул тытсан Лӑпкӑ океан патне ҫитсе тухайӑн, сулахаялла кайсан — Атлантика океанӗ патне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ. | ||
| Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |