Персона
Паралимп вӑййисенче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ Елена Ивановӑна I степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Ҫак наградӑна спортсменкӑна ҫӗршыв спорчӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, ҫӗнтерӳ патне талпӑннӑшӑн панӑ. Вӑл Токиора иртнӗ Паралимп вӑййисенче Т36 класра 100 метрлӑ дистанцире ӑмӑртса кӗмӗл медаль илнӗ. Ылтӑн медале ун чухне Китай спортсменки тивӗҫнӗ. Сӑмах май, Елена Иванова Паралимп вӑййисенче ылтӑн медаль илсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра ял хуҫалӑхӗн микроҫыравӗ пуҫланнӑччӗ, халӗ вӑл вӗҫленнӗ. Ҫав ҫырав вӑхӑтӗнче кӑсӑклӑ фактсене тупса палӑртнӑ. Сӑмахран, пирӗн республикӑра кӑнтӑр енчи улма-ҫырлана туса илни. Уйрӑм ҫынсен пахчисенче абрикос, черешня, арбуз, иҫӗм, дыня, киви, шелковица, алыча ӳсет. Ял ҫыннисем цесарка, мускус кӑвакалӗ (индоутка), чили ӑрачӗллӗ чӑх (араукан) ӗрчетеҫҫӗ. Аракуансем кӑвак ҫӑмарта тӑваҫҫӗ. Ҫыравҫӑсем 234 пин ытла уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗнче, коммерцилле мар 769 пӗрлешӳре пулнӑ. 353 ял хуҫалӑх организацийӗпе 1388 фермер патӗнче те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти кӳлмекре урамра баскетболла вылямалли центра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ӑна пӗр банк пулӑшнипе хута янӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак центр тӗнче шайӗнчипе килӗшсе тӑнине палӑртнӑ, ҫавна май унта кирек мӗнле ҫанталӑкра та ӑмӑртусем ирттерме пулать. Унашкал вырӑн Чӑваш Енре тек ҫук. Кунашкал центрта кирек кам та Олимп вӑййисен спорт тӗсӗпе ӑсталӑхне туптама пултарать. Кунта классика баскетболӗпе те ӑмӑрту ирттерме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнар ялӗ патӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнӗ хыпса илнӗ. Пушар авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухнӑ. Паян полигонта Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗнчи тӳре-шара пысӑк йышпа пулнӑ. Вӗсем пушар лаптӑкӗ 100 тӑваткал метра яхӑннине палӑртнӑ. Паян ҫӳп-ҫап полигонӗнче «Мой дом» тулли мар яваплӑ общество ӗҫленӗ. Вӑл пушара сӳнтерессипе тӑрӑшнӑ. Асӑннӑ организаци ҫӳп-ҫап полигонне тытса тӑрассишӗн яваплӑ. Пушара сӳнтерме ҫавӑн пекех 1 бульдозера, 1 экскаватора, 2 самосвала, 1 вакуум-машинӑна тата 6 ҫынна явӑҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Шӑчӑпа сикекен Анжелика Сидоровӑна тата унӑн тренерне Светлана Абрамовӑна Чӑваш Енӗн Хисеп грамотине пама йышӑннӑ. Хушӑва авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Аса илтерер: Анжелика Токиора иртнӗ Олимп вӑййисенче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Куншӑн ӑна Чӑваш Ен 1,2 миллион тенкӗ преми памалла. Тренерне Светлана Абрамовӑна – 600 пин тенкӗ. Унччен спортсменкӑна «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Мускав правительствинчен вӑл 2,5 миллион тенке тивӗҫӗ. Раҫҫей правительствинчен те ҫавӑн чухлех парӗҫ. Вӑл ӑмӑртусенче Мускав тата Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«ЭКРА» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗ «Реальные пацаны» евӗрлӗ фильм ӳкернӗ. Предприятин Инстаграмри страницинче фильмӑн премьерине авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ, унччен вара видеоанонспа паллаштарнӑччӗ. Мини-сериала «ЭКРА» компанин 30 ҫулхине халалланӑ. Фильмри тӗп сӑнара «Реальные пацаны» сериалта ӳкерӗннӗ Николай Наумов калӑпланӑ. Вӑл Николай Токова сӑнарлать. Канашри Николай Токов предприятие аслӑ шкул пӗтерсенех, 8 ҫул каялла, вырнаҫнӑ. Николай маркетинг пайӗнче ӗҫлет. Сериалта ӳкерӗннисенчен 90 проценчӗ — компани ӗҫченӗсем. 7 сери вӑхӑтӗнче Мускаври event-агентствӑпа «ЭКРА» предприятин ӗҫченӗсем компанин юбилейне хатӗрлесе ирттерессине хӑйсем ҫине илессипе тупӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӑшӑ хӑҫан парӗҫ. Шупашкар ҫыннисен хваттерте тата нумай вӑхӑт шӑнмалла-и? Хула ҫыннисемшӗн ку ыйтусем халӗ чи пӑшӑрхантараканнисем. Шупашкар хула администрацийӗн хваттерсене хӑҫан ӑшӑ парассине пӗлтернӗ. Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ӑшӑ пама пуҫлӗҫ. Ытарикун каҫхине социаллӑ объектсене тата пурӑнмалли ҫуртсене ӑшӑ ҫитме тытӑнӗ. «Ку йышӑнӑва хула службисемпе пӗрле эрне тӑршшӗпе мӗнле ҫанталӑк тӑрассине шута илсе турӑмӑр. Сывлӑш температури вӑтамран 8 градусран ӑшӑрах пулмӗ», - тенӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енӗн юстици министрӗнче тӑватӑ ҫул тӑрӑшнӑ Наталья Тимофеева Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Федерацин Атӑлҫи округӗнчи Чӑваш кадет корпусне ертсе пыма тытӑннӑ. Унччен вӑл ҫулталӑк ытларах Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. Наталья Тимофеева Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ шутланать, ӑна «Чӑваш Республики умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль орденӗпе чысланӑ. Наталья Юрьевна 1979 ҫулхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Приморье тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «юриспруденци», «хими» специльноҫсене алла илнӗ. «Чӑвашторгтехника» организацире юрисконсульт, пай пуҫлӑхӗ пулнӑ, кайран ЧР Культура министерствинче консультант-юристра, тӗп специалистра, пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. 2011-2015 ҫулсенче Чӑваш Енӗн Пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче тимленӗ, унта министр ҫумӗ таран вырӑн йышӑннӑ. 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитетне ертсе пыма тытӑннӑ, комитетран министерство туса хунӑ хыҫҫӑн министр пуканне йышӑннӑ. Кайран ӑна министр тивӗҫӗнчен хӑтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
http://kanash.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш хулинче Украинӑри Днепр хулинче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройне, пирӗн ҫӗршывра сывлӑшпа десант ҫарне йӗркелесе янӑ Василий Маргелова асра тытса палӑк уҫнӑ. Палӑка уҫма хутшӑннӑ тӗрлӗ шайри тӳре-шара йышӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов, Канаш районӗн пуҫлӑхӗ Сергей Шерне, Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов, Чӑваш Енӗ ҫарӗҫ комиссариачӗн пай пуҫлӑхӗ Павел Васюков, Канашри, Канаш тата Тӑвай районӗсенчи ҫарӗҫ комиссарӗ Юрий Барышов тата ыттисем пулнӑ. Палӑка тӑвас сӗнӳпе Ҫар туслӑхӗн Канашри уйрӑмӗ тухнӑ. Николай Малов депутатпа «Экра» предприятин директорӗн право ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ Артем Владимиров ырласа йышӑннӑ. Бюста бронзӑран ӑсталанӑ. Ӑна Канашри Афганҫӑсен скверӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
zivil.cap.ru сайтран илнӗ скриншот Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енри темиҫе ҫынна хисеплӗ ятсем пама йышӑннӑ. 139-мӗш номерлӗ хушӑва Олег Николаев авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. «Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн директорӗн вӗренӳпе воспитани тата социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Жанна Трофимова тивӗҫнӗ, «Чӑваш Республикин социаллӑ хӳтлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята — «Сывлӑх енчен хавшак ачасемпе ҫамрӑксен реаблитаци центрӗ» хысна учрежденийӗн медицинӑпа социаллӑ реабилитаци уйрӑмӗн сиплев физкультурин врачӗ Ольга Герасимова, «Чӑваш Республикин халӑха тивӗҫтерекен службин хисеплӗ ӗҫченӗ» ята — Ҫӗрпӳри «Эгида» обществин директорӗ Владимир Румянцев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |