Персона
Чӑваш Енре чи лайӑх участковӑя суйланӑ. Нумаях пулмасть республика шайӗнче иртнӗ «Халӑх участковӑйӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Сасӑлав вӗҫленнӗ. Канаш районӗнчи Сергей Ипатьев чи нумай сасӑ пухнӑ. Уншӑн 4 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Сергей Ипатьев Асхва тата Сухайкасси ял тӑрӑхӗсемшӗн яваплӑ. Унта 5136 ҫын пурӑнать. Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти Айрат Умеров тухнӑ, виҫҫӗмӗшне – Патӑрьел районӗнчи Алмаз Юнусов. Республикӑри чи лайӑх участоковӑй Раҫҫей шайӗнче тупӑшӗ. Сасӑлав чӳк уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче иртет. Сергей Ипатьевшӑн «Комсомольская правда» издательство ҫурчӗн порталӗнче сасӑлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян ирхине 8 сехет те 15 минутра Шупашкарти Ашмарин урамӗнче 56 ҫулти хӗрарӑм машина айне пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм маршруткӑран тухнӑ та ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Унта «зебра» пулнӑ. Ун ҫине «Лада Ларгус» пырса кӗнӗ. Хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Водитель каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫул хӗрринче чарӑннӑ машруткӑран тухнӑ. Машина водительне административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Маршрутка водительне те явап тыттарасси пирки шутлаҫҫӗ (вӑл транспорта юраман ҫӗрте чарнӑ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
news.myseldon.com сайтри сӑн Кардиологи диспансерӗнче кӑшӑлвируспа йывӑр чирленӗ ача амӑшне сиплеҫҫӗ. Унӑн ӳпки 100 проценчӗпех сиенленнӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм кӑшӑлвируспа ача кӗтнӗ чухне чирленӗ. Сывлӑхӗпе йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑран ӑна вӑхӑтсӑр ҫураттарнӑ. Хӗрарӑма пурнӑҫне тытса пыракан аппаратпа сывлаттараҫҫӗ. Халӗ ӑна талӑкӗпех тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Палӑртмалла: хӗрарӑм кӑшӑлвирусран прививка тутарман. Аса илтерер: юпа уйӑхӗнче ача кӗтекен хӗрарӑмсене 22 эрне хыҫҫӑн вакцинациленме ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Татьяна Голикова вице-пермьер юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 7-мӗшӗччен Раҫҫейре канмалли кунсем тума сӗнни пирки пӗлтернӗччӗ. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин йышӑну тунӑ. Ҫак кунсенче канмалли кунсем пулӗҫ. Кӑшӑлвирус енчен йывӑр лару-тӑруллӑ регионсенче юпан 23-мӗшӗнченпех кану кунӗсем тума сӗннӗ. Унашкаллисен чӳкӗн 7-мӗшӗ хыҫҫӑн та каникула тӑсма ирӗк пур. Владимир Путин канмалли кунсенче те ӗҫченсен шалӑвӗ ҫавӑн пекех сыхланса юлмаллине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Сергей Дорофеевский. company.rzd.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществин «Горькинчи чукун ҫулӗсем» филиалӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе паллаштарнӑ. Паллаштарӑва видео-конференц-ҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗ. Унта Горькинчи чукун ҫулсем тытса тӑракан зонӑна кӗрекен регионсен ертӳҫисем хутшӑннӑ. Горькинчи чукун ҫула Сергей Дорофеевский ертсе пырӗ. Унчченхи ертӳҫӗ Анатолий Лесун РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнӑ хыҫҫӑн ӗҫ вырӑнне улӑштарнӑ. Сергей Дорофеевский Октябрьскинчи чукун ҫул ҫинче ӗҫе пуҫӑннӑ. Унта вӑл станци дежурнӑйӗнчен тытӑнса пуҫлӑхӑн пӗрремӗш заместителӗ таран ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юлашки кунсенче чӑваш хастарӗсем «Чӑвашкино» пирки шухӑшласа пуҫа хытах ватни вӑрттӑнлӑх мар. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова калашле, «пилӗк ҫул каялла О.М. Цыпленков тӑрӑшӑвӗпе, К.Г. Яковлев культура министрӗ пулӑшӑвӗпе «Чӑвашкино» чӑваш халӑхне каялла таврӑнчӗ». Халӗ вара унӑн малашлӑхӗ питех те тӗтреллӗ. Ҫак лару-тӑрупа килӗшме пултарайманнисем Чӑваш халӑх сайтӗнче те, тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче те пӗрин хыҫҫӑн тепри чӑвашла та, вырӑсла та ҫырма тытӑнчӗҫ. Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗ Элтепер ячӗпе ҫыру шӑрҫалама та шикленсе тӑман. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ республикӑри влаҫ органӗсен офциаллӑ порталӗнче ӗнер 17 сехет ҫитеспе «Национальный бренд «Чувашкино» будет сохранен, усилен ресурсами и компетенциями» ятлӑ хыпар вырнаҫтарнӑ. «Чӑвашкино» малашлӑхне ӗнер Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев Элтепер культура министрӗпе Светлана Каликовӑпа тата цифра аталанӑвӗн министрӗпе Кристина Майнинапа тӗлпулса сӳтсе явнӑ-мӗн. Асӑннӑ хыпарта, тӗпрен илсен, «Чӑвашкинона» Чӑваш Ен НТРКипе пӗрлештерсен ним те маррине, унран та ытларах — чӑваш киновӗн ӳнерне аталантарма майсем пуррине ӗнентерсе пама тӑрӑшни сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Станислав Юхтар. www.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Станислав Юхтар – паллӑ та хӑйне евӗр художник ҫеҫ мар, унпа калаҫма та кӑсӑклӑ. Ҫапла хыпарланӑ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчепултаруллӑ ҫынпа ирттернӗ паблик-тока пӗтӗмлетсе. Культура учрежденийӗнче йӗркелекен «Книги моей жизни: библиотеки ярких людей» (чӑв. Манӑн пурнӑҫӑмри кӗнекесем: асра юлмалли ҫынсен библиотекисем) паблик-ток хӑни пулнӑ Станислав Николаевич — график, живопись ӑсти, Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ, этнофутуризм енӗпе ӗҫлекен ӑста. Ӑна чӑваш мифолологийӗ тата чӑвашсен авалхи культури питех те кӑсӑклантарать. Вӑл тӗнче, ҫӗршыв шайӗсенчи куравсене хутшӑннӑ. Геннадий Айхи, Ҫеҫпӗл Мишши, Марина Карягина, Валери Туркай кӗнекисене сӑнӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ. Станислав Юхтар 30 ҫул ытла шкулта ӗҫленӗ, ачасене ӳкерме хӑнӑхтарнӑ, ҫавӑн пекех ӗҫ тата черчени урокӗсене вӗрентнӗ. Шупашкарти 5-мӗш ӳнер шкулӗн директорӗ пулнӑ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫутри тата Кушкӑри шкулсенче ӗҫленӗ. Ҫамрӑксене вӑл кӗнеке нумай вулама сӗнет. Кӗнеке ӑс-тӑна чӑннипех те пуянлатать тесе шухӑшлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
«Чӑвашкино» ҫинчен ырӑ мар хыпар илтрӗм те, сайтра пичетленнӗ статьясене чуна ыраттарса вуласа тухрӑм. Комментарисем ҫырни пулӑшаяс ҫук, статья ҫырма шутларӑм. Калас сӑмаха каламалла тата кирлӗ вӑхӑтра каламалла. Вӑхӑтра каламан сӑмах пирки мӗн чухлӗ нуша куратпӑр: чӗлхе те вакланнӑ, Наци лицейӗ те арканнӑ, Чӑваш театрӗ те пӗтсе ларнӑ… Туллиех проблема! «Чӑвашкино» ҫинчен эп вуниккӗри ача Тани Юн ҫырнӑ, 1972-мӗш ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ «Иртнӗ кунсем, ҫулсем» кӗнекере вуласах тӗлӗннӗччӗ. Ман анне ҫуралнӑ ҫулсенче чӑвашла кино пулнӑ иккен! Ман, 12-ри ачан ҫав вӑхӑтра питӗ чӑвашла ӳкернӗ фильмсене курас килетчӗ. Ӑҫта вӗсем? Мӗншӗн кӑтартмаҫҫӗ? Анчах вӑл кинофильмсене 1937-мӗш ҫулсенче пӗтернине эп ун чухне, паллах, пӗлме пултарайман. Ҫав ачалӑхри тӗлӗнӳ ман пурнӑҫра яланлӑха чуна кӗрсе юлчӗ. Чӑваш театрӗнче ӗҫленӗ ҫулсенче, Тани Юн кӗнекине усӑ курса «Чӑвашкино» историйӗ ҫинчен каласа паракан вулав программи хатӗрлерӗм. Анчах чылай вӑхӑт поэзине кӗрсе кайнӑ пирки ман ӑна туса ҫитерме май килмерӗ. |
Сывлӑх
Сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов тата Марина Макарова. medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Куславкка районӗнчи И.Е. Виноградов ячӗллӗ тӗп больницӑра та нумаях пулмасть ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Ку тилхепене Марина Макаровӑна тыттарнӑ. Унччен вӑл Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен 1-мӗш службӑн медицинӑпа санитари чаҫӗнче врач-терапевтра ӗҫленӗ. Марина Александровна 1998 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнчи мединститутран вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл сиплев ӗҫне алла илнӗ. 1999 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Куславккари район больницинче кардиолог пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 2006 ҫулта унта тӗп врач ҫумӗн пуканне йышӑннӑ. Ҫав ҫулах ӑна тӗп врач пулма шаннӑ. Ку енӗпе вӑл виҫӗ ҫул тӑрӑшнӑ. Республикӑн клиника онкодиспансерӗнче тӗп врач пулса Сергей Карамаликов ӗҫе кӳлӗннине эпир ӗнер ирпе хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Игорь Улангин. nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче паблик-ток мелӗпе ирттернӗ тӗлпулӑва Игорь Улангина йыхравланӑ. Вулавӑш хӑни — график, живопись ӑсти, Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ, «Free poetry» издательство директорӗ. Игорь Улангин пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке кӑларакан пулса ӗҫленӗ май унӑн питӗ нумай вулама тивет, уйрӑмах — хальхи вӑхӑтри литературӑна. Вӑл нумай кӗнекене сӑнӳкерчӗксемпе илемлетет, хӑш чухне текстсене те ҫырать. Игорь Шупашкарта ҫуралнӑ. Унӑн ачалӑхӗпе яшлӑхӗ Ленин проспектӗнчи ҫуртра иртнӗ, ӑна хирӗҫех вулавӑш вырнаҫнӑ. Малтан ҫв учреждени М. Горький ячӗллӗ республика библиотеки шутланнӑ, самана улшӑннӑ май ячӗ ылмашнӑ. Вулавӑшран пулас ӳнерҫӗ ачаранах тухма пӗлмен тесен те йӑнӑш мар. Кӗнеке издательствине ертсе пынӑ май халӗ вӑл Раҫҫейри, Италири, Польшӑпа Швецинчи тата ытти ҫӗршыври авторсен кӗнекисене кун ҫути кӑтартать. Чӑваш халӑх поэчӗпе Геннадий Айхипе туслӑ пулнине те Игорь Улангин ӑшшӑн аса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. | ||
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
| Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |