Хулара
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен Шупашкарти аэропорт хӗллехи режимпа ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫавна май хӑш-пӗр ирхи рейс пӑрахӑҫланать. «Победа» авиакомпанин «Шупашкар – Мускав» рейсӗ икӗ хутчен пулӗ. Пӗри – Шереметьевӑна, тепри – Внуковӑна. Шереметьевӑна 11 сехет те 10 минутра вӗҫӗ (халӗ – 17 сехет те 25 минутра). Внуково аоэропортне вӗҫмешкӗн самолета 21 сехет те 50 минутра лартӗҫ. Чӳкӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 3-мӗшӗччен Внуковӑна тепӗр рейс пулӗ: 15 сехет те 55 минутра. Анчах кашни кун мар – тунтикун, кӗҫнерникун, эрнекун тата вырсарникун. Питӗре тунтикун, юнкун, эрнекун, вырсарникун 20 сехет те 20 минутра вӗҫме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Паян пӗтӗм Шупашкар ура ҫине тӑнӑ. Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пӑшаллӑ арҫын ҫӳренине курнӑ. Мӗн пулса иртнӗ-ха паян хулара? Шупашкарта пурӑнакан 55 ҫулти арҫын 11 сехетре хӑйӗн хваттерӗнче, Гузовский урамӗнчи 30-мӗш ҫуртра, пӑшалтан пенӗ. Унтан вӑл подъезда тухнӑ. Кун пирки арҫыннӑн тӑванӗ полицие пӗлтернӗ. Пӑшаллӑ арҫынна полици нарячӗ шырама тытӑннӑ. Вӑл ӑҫталла кайнине «Хӑрушсӑр хула» камерисемпе сӑнанӑ: арҫын Гузовский урамӗнчен Горький проспекчӗ еннелле утнӑ. 1,5 сехет ҫурӑран ӑна Сверчков урамӗнче, Атӑл хӗрринчи вӑрманта, тупнӑ. Вӑл полицейскисене курсан тарма хӑтланнӑ. Анчах ӑна ҫавӑрса илнине ӑнансан хайхискер хӑйне тӗллесе пенӗ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ. Юрать-ха, урӑх никам та аманман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
zakon.temaretik.com сайтри сӑн Ача пахчинче воспитательте ӗҫлекен 52 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 2 миллион тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Кун пирки вӑл полицие пӗлтернӗ. Палламан ҫын ун патне юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, унӑн ячӗпе такам кредит илесшӗн, укҫине вӑрласшӑн. Палламан ҫынсем хӗрарӑм патне 4 кун шӑнкӑравланӑ. Юлашкинчен хӗрарӑм кредит илнӗ, укҫине вӗсене куҫарса панӑ. Ултавҫӑсем «вӑрттӑн операцие» татас мар тесе кун пирки никама та пӗлтерме хушман. Хӗрарӑм кредит илнӗ чухне хваттерне салук хунӑ. Ултавҫӑсене вӑл 2 млн ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cheb.ru сайтри сӑн Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтне реорганизацилесшӗн. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ. Института Шупашкарти культура училищипе пӗрлештересшӗн. Реорганизаци хыҫҫӑн училище студенчӗсем института ППЭ тытмасӑрах вӗренме кӗме пултарӗҫ, кӗскетнӗ программӑпа ӑс пухӗҫ. Реорганизаци хыҫҫӑн пӗр директор должноҫӗ чакать, культура училищинче 11 штат пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
wpsovet.ru сайтри сӑн «Ковид» каникулӗсенче Раҫҫей почти ӗҫлӗ. Анчах халӑха унта пӗлтерӗшлӗ сӑлтавсӑр кайса ҫӳрессинчен тытӑнса тӑма сӗнеҫҫӗ. Паллах, ӗҫ вӑхӑтӗнче килсен сире унта пулӑшӗҫ, посылка илмелле тӗк парӗҫ. «Локдаун» вӑхӑтӗнче почта ахаль графикпех ӗҫлӗ. Чӳк уйӑхӗн 3, 4 тата 5-мӗшӗсенче ҫеҫ улшӑнусем пулӗҫ. Чӳкӗн 3-мӗшӗнче почтӑсем 1 сехет маларах хупӑнӗҫ. Чӳкӗн 5-мӗшӗнче шӑматкунхи графикпе ӗҫлӗҫ. Чӳкӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен пӗрлӗхӗн уявӗнче, почта уйрӑмӗсем хупӑ пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Юпа уйӑхӗн типӗ, самай ӑшӑ килчӗ темелле. Чӳк уйӑхӗ мӗнлерех пулӗ? Синоптиксем епле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ. Чӳк уйӑхӗ ахаль чухнехинчен ӑшӑрах пулмалла, ҫапах хӗл ҫывхарни сисӗнӗ. Уйӑх пуҫламӑшӗнче ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Чӳкӗн 8-мӗшӗнче ҫанталӑк улшӑнма пуҫлӗ, кӑнтӑрла ҫумӑр, ҫӗрле йӗпе юр ҫӑвӗ. Иккӗмӗш декада вӗҫӗнче хӗлле пуҫланать. Чӳкӗн 17-мӗшӗнчен сывлӑш температури 0 градусран анӗ. Эрне тӑршшӗпех юр ҫӑвӗ, ҫӗр шуралӗ. Уйӑх вӗҫнелле юр ҫӳллӗшӗ 8-10 сантиметра ҫитӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗрлесерен самай сивӗтӗ – 15-20 градус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Муркаш районӗнчи кинемейсем ҫӑл чавма тухнӑ. Ирӗксӗртен. Нушаллӑ пурнӑҫ хистенипе. «Урамра 21-мӗш ӗмӗр, 2021 ҫул, 21-мӗш регионта. Пирӗн ҫар вӑхӑчӗ-им???» – ҫапла пуҫланӑ Фейсбукри хӑйӗн постне Борис Оньков ятлӑ ҫын. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗнче Ленин урамӗнче ҫӑл чаваҫҫӗ. Ҫӑл валли ункӑсене тӳре-шара уйӑрса панӑ. Фейсбукри пост тӑрӑх эпир ҫакна ӑнлантӑмӑр: Турай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Е.В. Орлов ячӗпе прокуратура унччен асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. «Асӑрхаттару хучӗ пур, мӗншӗн шыв башнине юсамаҫҫӗ?» – ӑнланмасть пост авторӗ. Вӑл Фейсбукра ӗнентернӗ тӑрӑх, ялта кинемейсем ҫеҫ. Ҫамрӑксем юлманпа пӗрех, вӗсем ӗҫлеме ют ҫӗре тухса кайнӑ. Ял тӑрӑхӗнче шыв башнине юсанине ӗнентернӗ, ҫӑла ял ҫыннисем чавас тенӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Валерий Клементьев. chmedia.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ шӑматкун, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн 11-мӗш съезчӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗн вырӑсла пайӗнче Тимӗр Акташ хыпарланӑччӗ-ха. Пухура ЧНКн президенчӗ Николай Угаслов ҫӗнӗ ертӳҫӗ пулма Валерий Клементьева сӗннӗ. Валерий Клементьев Чӑваш наци конгресӗнче вице-президент пулнӑ. Чӑваш Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынни юлашки виҫӗ ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче директор пулса ӗҫлет. Съезд делегачӗсенчен чылайӑшӗ Валерий Клементьевшӑн сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
truckandroad.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем шалкӑм ҫапнӑ водителе пулӑшнӑ. Асӑннӑ ҫынпа ҫыхӑнма май ҫук тесе йӗрке хуралҫисене транспорт компанийӗн пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ. Вӑл вӗсене каланӑ тӑрӑх, водитель юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ленинград облаҫне каякан машина, геолокаци тӑрӑх пӑхсан, Муркаш районне ҫитнӗ. РФ ШӖМӗн Муркаш районӗнчи пайӗн оперативлӑ дежурнӑйӗ Алексей Александров шӑнкӑрав пирки ҫав кун службӑра пулнӑ мӗнпур наряда пӗлтернӗ. Прицеплӑ грузовика патшалӑх автоинспекцийӗн аслӑ инспекторӗ, полици лейтенанчӗ Алексей Илларионов федераци ҫулӗ хӗрринчи ялсенчен пӗринче асӑрханӑ. Машина алӑкӗ уҫах пулна, водитель автомобильти ҫывӑрмалли вырӑнта выртнӑ. Тӑнне ҫухатнӑ 59 ҫулти арҫынна васкавлӑ пулӑшу машинипе ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ. Тухтӑрсем арҫыннӑн инсульт пулнине палӑртнӑ. Транспорт компанийӗн пуҫлӑхӗ каярах йӗрке хуралҫисене тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Ыран, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Лондонра чӑваш культурипе паллаштарӗҫ. Великобританин тӗп хулинчи «Hoxton» галерейӑра Шупашкар хӗрӗн Полина Осипован уйрӑм экспозицийӗ уҫӑлӗ. «Курава хамӑн тӑван Чӑваш Ене, чӑвашсен хамшӑн питӗ заклӑ хӑйне евӗр культурине халаллӑп. Унта манӑн сӑнӳкерчӗксем, видеосем, пир-авӑр, тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр тата скульптура пулӗ», – пӗлтернӗ Питӗрте ӗҫлесе пурӑнакан 22 ҫулти художник тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Полина Осипова Шупашкартан Питӗре 9-мӗш класс хыҫҫӑн куҫса кайнӑ. Чӑваш культурипе кӑсӑкланса хавхаланакан пултаруллӑ пике чӑваш эрешӗллӗ капӑрлӑхсемпе скульптурӑсем ӑсталать. Вӑл модӑри пысӑк брендсемпе, тӗслӗхрен, «Gucci»-пе, ҫыхӑну тытать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. | ||
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
| Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |