Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк

Кун пек шӑрӑх ҫанталӑк 2010 ҫултанпа пулман. Паян урамра кӑшт уҫӑрах пулчӗ, ҫапах нормӑран ӑшӑрах. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнипех ҫакӑн пек кӑшт уҫӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Эрнекун ҫеҫ шӑрӑхланӗ. Каҫсерен 11-16 градус ӑшӑ пулӗ.

Канмалли кунсенче тинех ҫанталӑк сивӗрех тӑрӗ. Сывлӑш температури 20-25 градуса ҫеҫ ҫитӗ. Ҫапах антициклона пула хӗвеллӗ пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, типӗ те ӑшӑ ҫанталӑк ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗчченех тӑрӗ.

 

Статистика
newsler.ru сайтри сӑн
newsler.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑҫалхи 6 уйӑхра эрехпе наркӑмӑшланнӑ 320 ҫынна шута илнӗ. Ку наркӑмӑшланнӑ ҫынсен 42,6 проценчӗпе танлашать.

Ку ыйтӑва паян ЧР Правительствинче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Экономика министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ тӑрӑх, эрехпе наркӑмӑшланнӑ 320 ҫынран 245-шӗ этанол ӑша янӑ.

Паллӑ мар эрехпе 60 ҫын наркӑмӑшланнӑ, виҫҫӗшӗ – суррогатлӑ эрехе пула. 14 ҫын этанол ӗҫсе аптӑранӑ, пӗри - пропанол.

Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, 17 ҫул тултарман 37 ача эрехпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсен йышӗнче 14 ҫул тултарманнисем – 16-ӑн.

 

Хулара
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Шупашкарта кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче иртен-ҫӳрен чӳречерен плакат ҫакӑнса тӑнине курнӑ. Унта «Ҫынсем, ҫӑкӑрпа пулӑшӑр» (выр. «Люди, помогите хлебом») тесе ҫырнӑ.

Ҫакна курсан ҫав ҫын патне полицейскисем те ҫитнӗ. Ҫав хваттерте пурӑнакан ҫынна чӑннипех те пулӑшу кирлӗ иккен. Ҫынсем каланӑ тарӑх, вӑл 50 ҫултан аслӑрах курӑнать. Ӑна тин кӑна пульницӑран киле янӑ. Арҫын хӑй тӗллӗн утса ҫӳреймест.

«Про Город» хаҫат сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, сусӑра пулӑшакансем тупӑннӑ. Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем ҫӑкӑр, ҫимеллисем илсе пырса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73860
 

Пӑтӑрмахсем
hamidulina_19 архивӗнчи сӑн
hamidulina_19 архивӗнчи сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче каҫхи 9-10 сехетре Йӗпреҫ районӗнчи Хирти Выҫли ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Унта пурӑнакан ҫемье – арӑмӗпе упӑшки тата 12 ҫулти ывалӗ – урама ҫарранах чупса тухнӑ.

Вӗсем каҫхине тӗтӗм шӑршипе вӑраннӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳртре ҫулӑм алхаснӑ ӗнтӗ. Ҫемье урама ҫара уранах чупса тухнӑ, нимӗн те илсе ӗлкӗреймен, докуменчӗсем те ҫунса кайнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар электропралук юсавсӑр пулнӑран тухнӑ. Ҫемье ҫуртсӑр юлнӑ, вӗсене пулӑшу кирлӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон – 89279988242, Галина Андреевна Хамидулина.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73881
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ирхине полицейскисем Ҫӗнӗ Шупашкар ҫӑви патӗнче «Газеле» чарнӑ. Кузовӗ ҫинче тимӗр алӑксем пулнӑ. Каярахпа ҫакӑ уҫӑмланнӑ: вӗсене Ҫӗнӗ Шупашкарти Промышленноҫ урамӗнчи гараж комплексӗнчен вӑрласа тухнӑ.

14 тимӗр алӑка Шупашкарта пурӑнакан 32-ри тата 38 ҫулти арҫынсем вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем унччен те судпа айӑпланнӑ.

Халӗ вӗсем алӑк вӑрласа мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ. Арҫынсем тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Персона

Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Манаймастпӑр...» асӑну каҫӗ иртӗ. Ӑна Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, чӑваш халӑх артисчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Геннадий Большаков ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Мероприятире пултаруллӑ сцена ӑстине аса илӗҫ, Борис Чиндыков пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» спектакль видеоне кӑтартӗҫ. Ӗҫе синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарса пырӗҫ. Иосиф ролӗнче – Геннадий Большаков.

Спектакль режиссёрӗ — СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, художникӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Валентин Федоров, композиторӗ — Чӑваш Республикин ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Казаков.

Астӑвӑм каҫӗ 18 сехетре пуҫланӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрмар районӗнчи Ҫиҫтӗпе ялӗ ҫывӑхӗнче ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр ҫинче типӗ курӑк тата тӗмсем ҫуннӑ. Кун пирки пушарнӑйсене ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 13 сехет те 45 минутра пӗлтернӗ.

Ҫулӑм 70 гектар ҫӗр ҫинче алхаснӑ. Ӑна сӳнтерме Сӗнтӗрвӑрри тата Канаш районӗсенчи вӑрман хуҫалӑхӗнчи ӗҫченсем ҫитнӗ. Пушара 5 техника сӳнтернӗ.

Ҫулӑмпа кӗрешме Вӑрмар районӗнчи 20 ҫын ҫитнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Иванов тата Кавал ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Алексей Николаев та вырӑнта пулнӑ.

 

Хулара

Шупашкар хулин тӗп архитекторӗ кӗҫех ӗҫрен кайӗ. Ку хыпара паян Фейсбукра та пӗлтерекен пулнӑччӗ-ха, халӗ тата кун пирки «Ҫыхӑнура» форумра хыпарланӑ.

Хулан тӗп архитекторӗ, 60 ҫулти Вениамин Мамуткин, кӗҫех ӗҫрен кайӗ. Вӑл 2014 ҫултанпа хула администрацийӗнче архитектурӑпа хула строительствин управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче – хулан тӗп архитекторӗнче ӗҫленӗ.

Хула администрацийӗн пресс-службинче эпир маларах асӑннӑ МИХа пӗлтернӗ тӑрӑх, Вениамин Мамуткин тӗп архитектор должноҫӗнче ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗ таран тӑрӑшӗ.

 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинче пурӑнакан Александр Андреев пыл сутать. Ку хыпара эпир ӑна рекламӑлас тӗллевпе ҫырас темен-ха.

Александр Андреевич пыл сутма Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑка тухса ларни пирки Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра пӗлтернӗ.

Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, Александр Андреев — вӑрҫӑ ветеранӗ. Вӑл 95 ҫулта. «Вӑрҫӑ ветеранӗнчен пыл туянӑр», — чӗнсе ҫырнӑ журналист.

 

Чӑваш чӗлхи

Александр Степанов полиглот, чӗлхеҫӗ, Шупашкарти 40-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе акӑлчан чӗлхисене вӗрентекен, чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче чӑвашла ҫыраҫҫӗ-ши тесе «Контактра» социаллӑ тетеле тишкернӗ.

«Чӑваш чӗлхине аталантарас тесе нумай шӑв-шав ҫӗклетпӗр, конференцисемпе ҫавра сӗтелсем ирттеретпӗр. Кӑҫалтан 2025-мӗш ҫулччен тӑван чӗлхене аталанма пулӑшакан «Культура министерствин ятарлӑ программине» те йышӑнчӗҫ. Кашни ҫул 5-7 миллион тенкӗ уйӑрса парӗ патшалӑх (ку цифрӑсемшӗн савӑнмалла-ши е тӗлӗнмелле-ши? Эпӗ калама пултараймастӑп). Пылак-пылак тенипе ҫӑварта пылак пулмасть ҫав. Вконтакте социаллӑ тетеле тишкертӗм. Тӗллевӗ — эп хутшӑнакан ушкӑнсемпе ман юлташсем, чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем, чӑваш чӗлхине упраса аталантарас тесе ырми-канми ӗҫлекенсем чӑвашла е икӗ чӗлхепе постсем кӑлараҫҫӗ-ши? Мӗн шутлатӑр??????? Тӗрӗс хурав патӑр, ҪУК!!!!! Ку мӗне пӗлтерет-ши? Ман шутпа, ку сӑмахпа ӗҫ тӳр килменни е суя. Эпӗ асӑннӑ ҫынсем чӑвашлӑхшӑн, чӗлхешӗн, халӑхшӑн мар, хӑйсемшӗн, пиаршӑн ҫунаҫҫӗ. Тепрехинче ҫын эпӗ чӑваш чӗлхине, халӑха хисеплетӗп, вӗсем умӗнче пуҫ таятӑп тесен социаллӑ тетелти страницине уҫӑр та вӑл чӑн е суя сӑмах каланине тӗрӗслӗр», — тесе ҫырнӑ Александр Степанов.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 931, 932, 933, 934, 935, 936, 937, 938, 939, 940, [941], 942, 943, 944, 945, 946, 947, 948, 949, 950, 951, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 13

1885
139
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1913
111
Медведев Алексей Фомич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1937
87
Скворцов Сергей Ефимович, РСФСР тата ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
10
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи, вӗрентӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...