Хулара
![]() «Ярмарка» суту-илӳ комплексӗ «Юрма» агрохолдингӑн харпӑрлӑхне кӗрекен «Ярмарка» суту-илӳ комплексне аукциона тӑратнӑ. Панкрута тухнӑ организацийӗн ытти пурлӑхӗпе пӗрле ӑна пӗр лотпа сутаҫҫӗ. Туянакансене суту-илӳ комплексӗ кӑна мар, вокзал ҫумӗнчи «Елена» супермаркет ҫурчӗ, «Фаворит» ресторан, ҫӗр лаптӑкӗсем, хатӗр-хӗтӗр тата ытти япалана туянма сӗнеҫҫӗ. Лотра ҫавӑн пекех тракторсем, автобуссем тата ытти тӗрлӗ пурлӑх пур. Лот хакӗ 1 млрд 199 млн танлашать. Аукциона хутшӑнма кӑмӑл пуррисенчен заявкӑсене раштавӑн 18-мӗшӗччен йышӑннӑ. «РАД» электронлӑ суту-илӳ площадкинче вырнаҫтарнӑ информаци тӑрӑх лотпа иккӗн кӑсӑкланнӑ. Ӑмӑртмалла суту хӑй эрнекун, раштавӑн 24-мӗшӗнче, иртӗ. Аса илтеретпӗр, унччен маларах «Юрма» пурлӑхне 3,2 млрд тенкӗлӗх сутнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() www.bashinform.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пушкӑртстанра чӑваш гимназийӗ уҫасшӑн. Кун пирки асӑннӑ регион ертӳҫи Радий Хабиров хӑй пӗлтернӗ. Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Радий Хабиров Ӗпхӳри «Торатау» конгресс–холта Ашшӗ-амӑшӗн форумне хутшӑннӑ. «Пушкӑртстанра эпир полилингваллӑ гимназисем уҫас шухӑш тытрӑмӑр. Пирӗн ӗмӗтре — 2024 ҫул тӗлне 10 гимнази ӗҫлеттерсе ярасси. Вӗсем пирӗн республикӑн малашлӑхӗн хӑйне евӗр локомотивӗ пулса тӑма тивӗҫ. Ун пек виҫӗ гимназие эпир уҫрӑмӑр та ӗнтӗ. Чи кирли — вӗсем ахаль шкулсене ҫаврӑнса ан кайччӑр. Вӗсенче чи лайӑх учительсем ӗҫлеччӗр, чи лайӑх практикӑсемпе, хальхи вӑхӑтри вӗрентӳ меслечӗсемпе усӑ курччӑр. Хальхи вӑхӑтра эпир хӑш муницпалитетра чӑваш гимназийӗ уҫассине татса паратпӑр», — тенӗ Радий Хабиров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Инстаграмри @darya_bmw_e36 сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнчи Мӑкӑр кӗперӗ Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн объекчӗ пулма пултарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ун чухне кӗпере историпе культура экспертизин патшалӑх актне обществӑна сӳтсе явма кӑларса тӑратнине хыпарланӑччӗ. Ӗнер республикӑн Культура министерстви документсене РФ Культура министерствине ярса панине пӗлтернӗ. Объекта историпе культура экспертизи витӗр кӑларнӑ. «Региона туристсене илӗртессипе эпир пысӑк ӗҫсем пуҫарнӑ. Мӑкӑр кӗперӗ туристсен картти ҫинче хӑйӗн вырӑне тупӗ», – тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхин онлайн-клубӗн «Контактра» страницинчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш чӗлхин онлайн-клубӗ кашни шӑматкунсерен ӗҫлет. Иртнинче кӳртӗм сӑмахсем пирки калаҫнӑ. Черетлӗ пуху раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 9 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Чӑваш чӗлхи онлайн-клубне хутшӑнма Алпарух (Александр Блинов) патне ҫак каҫӑпа https://vk.com/alparuh ҫырса ямалла. Вӑл сире зум-каҫӑвне ярса парӗ. Клуб хастарӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ пӗрлешӳ чӑвашла (кӑштах та пулсан) пӗлекенсем валли. Клубра тӗрлӗ темӑна хускатса сӳтсе яваҫҫӗ. Александр Блинов пирки каласан, вӑл – тӗрлӗ проект авторӗ. Хӗрӗх урлӑ каҫнӑ ҫав ар – полиглот. Чӑваш чӗлхипе вырӑс чӗлхисемсӗр пуҫне эсперанто, итальян, француз, акӑлчан, турккӑ чӗлхисене пӗлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта хӗр автобус айне пулнӑ. Вӑл светофор ҫук вырӑнта, «зебрӑпа», ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ та ун ҫине 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус пырса кӗнӗ. Ку видеокамера ҫине лекнӗ. Анчах ҫав вырӑнта самай тӗттӗм пулнӑран автобус водителӗн чарӑнса ӗлкӗрме шанчӑк пулнипе пулманни курӑнмасть. Ҫав вырӑнта елка ҫути ҫеҫ ӳкет. Руль умӗнче 63 ҫулти арҫын ларнӑ. Ӗнер ҫав хӗр пульницӑра вилнӗ. Вӑл 22 ҫулта пулнӑ. Общество хастарӗсем авари хыҫҫӑн ҫав вырӑна ҫутӑ лартма ыйтнӑ. Халӗ унта ҫул урлӑ каҫакансем лайӑхрах курӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Инстаграмри @minobr_21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви «Ҫӗнӗ ҫула – чӑваш апачӗпе» флешмоб пуҫарнӑ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать. Чи кирли — тӑван халӑхӑмӑрӑн наци апатне хатӗрлемелле те ҫавна видеоролик ҫине куҫарса тӗнче тетеленчи халӑх ушкӑнӗсене #ОбразованиеЧувашии, #ВкусноЧувашское, #ВНовыйгодсчувашскимблюдом хештэгсемпе вырнаҫтарса тухмалла. Сӑмах май, апата мӗнле тата мӗнрен хатӗрленине пӗлтермелле. Флешмоб кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырӗ. Мӗн хатӗрлесси пирки пуҫ ватма халӗ шӑпах вӑхӑт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульници 60 ҫултан аслӑрах пациентсен хушшинче конкурс ирттерт. Анчах унта кӑшӑлвирусран вакцинациленнисем ҫеҫ хутшӑнаяҫҫӗ. Конкурса хутшӑнас тесен пульницӑн кирек хӑш прививка тумалли пунктӗнче пӗрремӗш компонентпа вакцинациленмелле. Кайран вӗсене код ҫырнӑ флаер параҫҫӗ. Конкурса кашни тунтикун пулӗ, ӑна пульницӑн Инстаграмри страницинче тӳрӗ эфирта ирттерӗҫ. Ҫынсен тонометр, дезинфекци тумалли хатӗр, ытти япала выляса илме шанчӑк пур. Конкурс кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() 2022 ҫулта республикӑри районсем муниципалитет округӗ пуласси пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах пӗр районти депутатсем ку улшӑнӑва хирӗҫ сасӑланӑ. Вӑл — Шупашкар районӗ. Атайкасси ял тӑрӑхӗнчи депутатсенчен ытларахӑшӗ ку улшӑнӑва хирӗҫ сасӑланӑ. Видеона «Вести района/Чебоксарский район» ушкӑна вырнаҫтарнӑ. Сасӑлава пуҫличчен депутатсем администраци ӗҫченӗсене тула тухма ыйтнӑ. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра Красноармейски тата Ҫӗмӗрле районӗсене муниципалитет округӗ туса хурас ӗҫ пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Михаил Прокопьев. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищин Михаил Прокопьев вӗрсе тата ҫапса каламалли инструментсен «Северная рапсодия» Пӗтӗм тӗнчери VI конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Плтарулӑх ӑмӑртӑвӗ Череповец хулинче чӳк уйӑхӗн 25-мӗшнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен иртнӗ. Унта 14 ҫӗршывран 2 пине яхӑн мусӑкҫӑ хутшӑннӑ. Ҫавсен йышӗнче пулнӑ Чӑваш Енри Михаил Прокопьев — 4-мӗш курс студенчӗ. Шупашкарти пултаруллӑ яш «Гобой» номинацире II степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. Мишӑн преподавателӗ — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Э.В. Леонтьева, концертмейстерӗ — Чӑваш Республикин куьтурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Е.Ю. Ананьева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарта «Акварель» микрорайонта виҫӗ рабочи тӑваттӑмӗш хутран ӳкнӗ. Юрать-ха, вилмелле аманман. Ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн техникине пӑхӑнманран субподрядчике 35 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ку инкек чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Арматура ҫыхнӑ чухне настил йӑтӑнса аннӑ. Виҫӗ арматурщик пӗрремӗш хутри юр ҫуса лартнӑ бетон ҫине ӳкнӗ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Арҫынсем шӑммине хуҫнӑ, суранланнӑ. Прокуратура субподрядчик ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркисене пӑснине тупса палӑртнӑ. Усламҫа штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |